Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 18 сыпӑк

Раздел: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Источник: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Добавлен: 2019.09.17 09:44

Предложений: 265; Слово: 2053

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Пурте — Мускавшӑн

Ахӑрнех, Игорь ир ҫинче, эпӗ ҫывӑрса кайсан, тухса шунӑ пулас. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пӗчӗк баулне, кӑҫатӑ тата хӗллехи пальто илнӗ, кӗрлӗ-ҫурлӑ тӑхӑнмаллине хӑварнӑ. Чӳрече патӗнчи сӗтел ҫине коробкӑпа хамӑрӑн рафинад-сахара лартса хӑварнӑ, ӑна эпир яланах Игорь патӗнче, адӑ пыма инҫе сентре ҫинче усраттӑмӑр. Ӗнер илнӗ пӗр хӑпарту ҫӑкӑртан ташлама чӗл каснӑ. Урӑх Игорь нимӗн те илмен.

Игорь тарни маншӑн йывӑр хуйхӑ пулчӗ. Эпӗ йӑлтах аптӑраса ӳкрӗм, Анна Семёновнӑна пӗлтерме те ҫийӗнчех хал ҫитереймерӗм. Вӑл, ҫак хыпара илтсен, кӑштах кайса ӳкмерӗ.

— Мӗн пулчӗ вара ку, Крупицына, епле асӑрхаймарӑм!.. Пӑх ӗнтӗ, сан ҫине шанма юрать-и? Ах, тур-тур!.. Тепӗр станцине ҫитсенех, пӗтӗм лини тӑрӑх телеграфлас пулать. Шкула та пӗлтерес… Юри тенӗ пекех, фронтовик ачи…

Игорь ҫухални ачасене те йӑлт халтан ячӗ, вӗсем мӗнпур айӑпа Минаев ҫине яма хатӗр.

— Тупӑннӑ прокурор! — тарӑхать Люда.

— Чӑн-чӑн скорпион! — Людӑпа пӗр май пулса каларӗ Галя та. — Ҫынна ҫыртнинчен ырри урӑх ҫук уншӑн тӗнчере. Пӗр тӑрӑнса ларсан, ниепле хӑпмасть вара. Ну мӗн? Туса хутӑн пулать?

— Халь паллах ӗнтӗ, гороскопсене илекенни вӑл мар. Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, — хушса хучӗ Люда.

Витя чӗнсе те чӗнмест.

Тарӑн шухӑшлӑ Дёма вӗсене килӗштерме пӑхать:

— Пӗр енчен илсе пӑхсан, Витька йӑнӑшман та темелле, мӗншӗн тесен, бритва ҫӗҫҫине тупнӑ, анчах, тепӗр енчен илсен, Игорь та айӑплах мар пулмалла. Ҫапах, тепӗр енчен…

Манӑн аллӑмсем лаштӑрах кайрӗҫ. Мӗнле астӑваймарӑм пулать-ха! Эх, Игорь, Игорь, ӑш ҫунтармӑш пӗчӗк Козерог, манӑн зодиакӑмсенчен чи пуҫтаххи… Вӑл ӗнтӗ пирӗн поезд вӗҫтерсе пыракан, ҫуйханса тӑракан пӑлхавлӑ тӗнчене ӳксе ҫухалчӗ. Ӑҫта тупӑп ӗнтӗ халь ӑна — ҫакӑ пӑлхавӑрта?.. Малинин капитан, манпа сывпуллашса: «Симочка, сыхла ман Игоре», — терӗ. Сыхларӑм пулать!.. Чӑн, педагогикӑллӑ опыт ним чухлӗ те ҫук пулас ҫав манра.

Паянччен, Мускава каялла таврӑнас кӑмӑл чӑтма ҫук хӗстере пуҫласан, эпӗ хамшӑн мар, Игорьшӗн каймалла, Малинин командирӑн наказне пурнӑҫламалла тесе, хама-хам хытартӑм. Малинин капитан хӑйӗн ывӑлне ман ҫине шанса хӑварнӑ, ҫавна эп ӑсататӑп, теттӗм. Халь ӗнтӗ… Сасартӑк ман хамӑр вагона курас килми пулса кайрӗ, вӑрҫӑллӑ Мускавран тухса кайни каллех ӑнман та кӳренӳллӗ ӗҫ пек туйӑна пуҫларӗ.

Анчах поезд каять те каять. Манӑн та, ӗлӗкхи пекех, хама мӗн тивӗҫлине туса пырас пулать: станцисене ҫитсен, Анна Семёновнӑпа пӗрле апат-ҫимӗҫшӗн чупмалла, дежурство тытмалла, чей хатӗрлемелле.

Каҫ пулни чылай вӑхӑт иртсен, мӗнпур пек ӗҫсене пуҫтарсан, эпӗ Анна Семёновна сакки ҫине пырса лартӑм, Игорь тарнипе кунӗпех хуйхӑрса пурӑннӑ ачасем лӑпланчӗҫ. Анна Семёновна та, ҫак инкеклӗ куна пула, пушшех те ӗшеннӗ, выртма хатӗрленсе, ирхине чӗркесе хунӑ вырӑнне майлаштарса сарать.

— Анна Семёновна, — шӑппӑн пуҫларӑм эп.

— Мӗн каласшӑн, Крупицына? — ӗшенчӗклӗн чӗнчӗ вӑл, ҫӳхе матрасне тӳрлеткелесе. — Ҫӗклен-ха, Симочка, вырӑн сарам… Ма выртмастӑн эс?

Эпӗ, хӑюллӑхӑма пухса, пӗрер самант чӗнмесӗр тӑтӑм, унтан — мӗн килет те, мӗн каять тесе:
— Анна Семёновна, ярӑр мана, тархасшӑн! — терӗм.

— Мӗн! — ӑнланаймарӗ вӑл. — Ӑҫта ямалла сана? — терӗ.

— Мускава каялла ярӑр…

Шеремет Анна Семёновна, минтерне алӑ ҫинче ҫемҫетсе тӑраканскер, самантлӑха шаках хытса кайрӗ, унтан ман ҫинелле ҫаврӑнчӗ, вырӑнӗ ҫине ларчӗ.

— Ак ӗнтӗ, куна кӗтменччӗ. Хӑв мӗн калаҫнине хӑв чухлатӑн-и эс? — Вӑл икӗ аллипе икӗ енчен минтере ҫиллессӗн хӗстерсе тытрӗ.

— Анна Семёновна, юратнӑ Анна Семёновна!.. Чӑнах калатӑп, итлӗр-ха эсир мана… Мӗн терӗ-ха мана Малинин капитан, вӑрҫа кайнӑ чух? Игоре упра, терӗ!.. Эп Игорьшӗн кӑна Мускавран тухрӑм та. Халӗ хӑвӑрах чухлӑр ӗнтӗ: ӑҫта каятӑп эп, мӗншӗн?.. Ҫук, чимӗр-ха, итлесе пӗтерӗр мана, Анна Семёновна! Эпӗ сире ытлашши кирлех те мар… Мансӑр пуҫне те ҫителӗклӗ кунта: Катя Ваточкина та, Евдокия Кузьминична та, Коля Воробьёв та пур, икӗ вожатӑй, Ксения Петровна. Мӗне кирлӗ эп сире?.. Мансӑрӑн та пултаратӑр.

— Вара ӗҫ сансӑр пултарасси-пултараймассинче-им? Мӗнле эс, Крупицына айванла калаҫатӑн — итлес килмест! — Анна Семёновна аллинчи минтерне ҫӗклесе ҫапрӗ. — Кам ун ҫинчен шухӑшлать! Эсӗ ҫакна астуса ил, мӗнле чӗрепе кӑларса ярӑп эпӗ сана? Хам ҫине хам мӗнле пӑхӑп эп ун чухне?.. Ну, ӑҫта каяс тетӗн-ха ӗнтӗ? Мӗн пулса тӑнине хӑвах куратӑн-ҫке… Пире экскурсине кӑларса янӑ-им? Эсӗ ӗнтӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗр ача, лару-тӑрӑва ӑнланса илмеллех. Кай, вырт та ҫывӑр, ӑҫтиҫук ҫинчен урӑх ан сӳпӗлтет.

Вӑл ман ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ, сасси ун кӗҫех ҫемҫелчӗ:

— Эпӗ сана питӗ лайӑх ӑнланатӑп, Сима. Ӗнен! Анчах эсӗ те мана ӑнланӑн, тесе шанатӑп… Уйрӑмах, паянхи ӗҫ хыҫҫӑн. Чӑнах вӗт, Сима! Ну, каях, вырт. Ҫунатӑн эс, мӗскӗнӗм… Ав, мӗнле пулса тӑтӑн! Сӑнтан йӑлт ӳкнӗ…

Тепӗр кунхине, поезд чарӑнсан, эпӗ ачасем валли вӗри шыв илме станцине тухрӑм. Шӑп ҫак вӑхӑтра радио калаҫма пуҫларӗ:

«Октябрӗн 14-мӗшӗпе 15-мӗшӗ хушшинче, каҫпа, хӗвеланӑҫ енчи фронтра лару-тӑру япӑхрӗ. Фашистла ҫарсем пире хирӗҫ питӗ нумай танк, мотопехота ячӗҫ, пӗр участокра пирӗн оборонӑна татрӗҫ. Пирӗн ҫарсем тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешеҫҫӗ, ӑна йывӑр ҫухатусем кӳреҫҫӗ, анчах ҫапах та асӑннӑ участока хӑвармалла пулчӗ…»

Такам ман ура айӗнчи ҫӗре, хам тӑракан хӑмана туртса илнӗ пек, кӑларса кайрӗ… Пӗр самантлӑха эпӗ темӗнле тыткӑчсӑр пушлӑхра тӑрса юлтӑм, чӗтресе, ҫӳҫенсе, аллӑм-урӑмпа тӗрек шырарӑм. Унтан айри ҫӗр, пыра-киле, каллех туйӑна пуҫларӗ. Чӗрем сиксе тухас пек тапать, эпӗ чылайччен вырӑнтан та тапранаймарӑм. Усал хыпар мана аптӑратсах ячӗ. Мӗнле хӑрушшӑн янрать вӑл: «Хӗвеланӑҫ енче… япӑхрӗ». Апла пулсан, Мускав ҫывӑхӗнче начар. Вӗсем фронта татнӑ, Мускав ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ. Эхер те Мускава кӗрсе кайсан? Ҫук, ун ҫинчен шухӑшлама та вӑй ҫитмест! Пӳрт тӑрринче тӑнӑ самантсенче те кун пек чӗрене чикен чиктерекен шиклӗхе курман эп. Эпӗ ирӗксӗрех хамӑр поезд иртсе килнӗ стрелка еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм. Тен, унта, пин ҫухрӑм лерелле, ҫакӑ рельссем ертсе каян ҫӗрте, ҫулсем патӑрах татӑлнӑ пуль?.. Эпӗ ӗнтӗ каялла кайма ҫуккине, халӗ унталла юраманннне туйса илтӗм… Тӗнче татах та тӑвӑрланнӑ. Кам пӗлет, тен, унта атте те, анне те, Ромка та тӑрса юлнӑ… Пӗлместӗп, мӗн чухлӗ вӑхӑт тӑнӑ пуль эп перрон ҫинче. Кӗтмен ҫӗртен, вӗри пӑс ҫаптарса, тӑкӑс сывлӑш хумӗпе мана таптарса хӑварса, эшелон иртсе кайрӗ, — эпӗ тин тӑна кӗтӗм. Пӗр вагон ҫине тӑршшӗпех хӗрлӗ пир тӑрӑхӗ ҫырса ҫапнӑ: «Мускав — пуриншӗн те! Пурте — Мускавшӑн!» — тесе ҫырнине эп аран вуласа илме ӗлкӗртӗм.

Пирӗн поезд ҫав станцинче тӑнӑ хушӑра Мускав еннелле тата виҫӗ эшелон иртсе кайрӗ. Хӑватлӑ паровозсем тем пысӑкӑш составсене хӑйсем хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑн васкатаҫҫӗ. Платформӑсем ҫинче — танксем, орудисем. Ку вӑл — Мускава пулӑшу каять. Пур-пур станцисен ешӗл семафорӗсем васкавлӑ маршрутсене, пӗр самант та тытса тӑмасӑр, ҫул парсах тӑраҫҫӗ. Ҫак кун машинистсем хӑйсен паровозӗсене уйрӑмах хыттӑн хӑваланӑн туйӑнать. Часрах Мускава васкаҫҫӗ. «Часрах, часрах!.. Мускав сире кӗтет. Ӑна пулӑшма хӑвӑртрах васкӑр!» — тесе кӑшкӑрассӑм килет.

Хама пӑртакҫӑ хытарарах тытса, эпӗ хамӑр паталла уттартӑм.

— Симочка, выртса канасчӗ сан пӑртакҫӑ, сӑнтан кайнӑ эс, — терӗ Галя. — Шав Игорьшӗн кулянатӑн пулас?

Ман пуҫ хытӑ ыратма пуҫларӗ, тепӗр станциччен ,эпӗ вырӑн ҫинчен те ҫӗкленмерӗм. Ҫитес станцинче пире каллех нумайччен тытса тӑчӗҫ, эпӗ, ачасене асӑрхаттарса хӑварса, пӑртак уҫӑ сывлӑша тухас, терӗм. Чӑннипе каласан, манӑн Мускав ҫинчен хыпар пӗлес килчӗ. Эпӗ перрон тӑрӑх чылайччен ҫӳрерӗм, дежурнӑй патне кӗрсе тухрӑм, пӗринчен ыйтрӑм, тепринчен ыйтрӑм, анчах мана никам та нимӗн калаймарӗ. Эпӗ вара хамӑр состав патне каялла утрӑм, анчах каллех чӑрманса тӑмалла пулчӗ, ман ҫула Мускавалла иртекен ҫар поезчӗ пӳлчӗ. Вӑл чарӑнчӗ. Паровоз чашлатса ярса, сулхӑн ҫӗр ҫийӗпе пӑс хӑвала пуҫларӗ. Эпӗ шап-шурӑ нӳрле пӗлӗт хушшине ҫаклантӑм. Сасартӑк ҫак пӗлӗт витӗр мана пӗр сасӑ — темӗнле пыр тӗпӗнчен килекен кӗвӗллӗ сасӑ илтӗнчӗ. Палланӑ сас! Пӗтем юнӑм пӗр харӑс пит ҫине килсе капланчӗ, питҫӑмартисем чӗпӗтсе кайрӗҫ. Ҫав сас, ачарах сас пулсан та, темӗнле влаҫлӑн янракан хастарлӑ сас; ман ҫумрах илтӗнет, анчах путсӗр паровоз татти-сыпписӗр пӑс янипе, калаҫакан ҫын мана курӑнмасть.

Эпӗ, мунча тути калакан ӑшӑ пӑса ҫӑта-ҫӑта малалла тапса сикрӗм, вара, епле пынӑ, ҫапла ҫын ҫине ҫитсе ҫапӑнтӑм. Темӗскер кӗмсӗртетсе кайрӗ…

— Ой! — кӑшкӑрса ятӑм. — Тархасшӑн, каҫарӑр.

Пӑс тасалчӗ. Ман умра Амед тӑрать. Сассине илтмен пулсан, эпӗ ӑна нихҫан та паллас ҫук. Епле вӑл ӳссе кайнӑ! Вӑл йӑлтах ҫитӗннӗ. Ҫийӗнче ун — ҫар гимнастёрки, кавалери шалаварӗ, казак хӗҫҫи. Тир ҫӗлӗкне ӗнсе ҫине пусса лартнӑ. Урисенче — шӑп хӑйне юрамалла ҫӗлетнӗ атӑ, аттисем ҫинче — шпор. Умӗнче ут шӑвармалли пушӑ витре выртать. Ҫавӑ иккен, эпӗ Амед ҫине пырса тӑрӑнсан, ҫӗре кӗмсӗртетни.

Вӑл мана часах паллаймарӗ.

— Амед, Амед! — чӗнетӗп эп ӑна. — Аван-и, Амед! Палларӑн-и? Эпӗ-ҫке ку!

— Мӗн пулчӗ, каҫарӑр… — мӑкӑртатать вӑл, ӳкнӗ витрине илме пӗшкӗнсе, анчах ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ айӗнчен пӑхакан куҫӗсене ман ҫинчен ямасть.

Сасартӑк — палласа илчӗ. Мӗн тери ҫунатланчӗҫ куҫ харшисем ун, куҫӗсем мӗнле ҫунма пуҫларӗҫ! Епле вӑл савӑнса, ҫуталса кайрӗ.

— Сима! Ҫук, чӑнах та, эсӗ-и? Ан айӑплӑр, тархасшӑн. Мӗн пулчӗ пулать-ха? Палламан… Сима, аван-и?

Вӑл ман алла ярса тытса, хыттӑн чӑмӑртарӗ. Витрине каллех ҫӗре печӗ, унтан тепӗр аллине те манӑн ал ҫине хучӗ.

— Сима, — шӑппӑн каларӗ вӑл тепӗр хут, — кала-ха, тархасшӑн, пулать те-ҫке тӗлпулу, эккей, тӗлпулу!.. Эс йӑлтах ҫитӗнсе кайнӑ, йӑлтах пысӑкланнӑ. Ай, пӑх-ха мӗнле… Сима! Ӑҫта каятӑн? Мӗншӗн нимӗн те ҫырмарӑн?

— Мӗнле ҫырман! Мӗн калаҫан, Амед! Эпӗ сана яланах ҫырса тӑнӑ, эсӗ пур вара.

— Ма апла калатӑн? Тӗрӗс мар калаҫатӑн — эпӗ сана ҫӗр хут, пин хут ҫырнӑ…

Ҫапла эпир, пӗр-пӗрин ҫине куҫран-куҫа пӑхса, вӗҫӗмсӗр кулса, кам-кам патне миҫе ҫыру яни ҫинчен айванлӑн калаҫса тӑтӑмӑр та тӑтӑмӑр.

Унтан эп сасартӑк астуса илтӗм: пирӗн шавласа тӑма вӑхӑт ҫук иккен, тен, тепӗр минутӑранах иккен ик еннелле уйрӑлса кайӑпӑр.

— Эсӗ, Амед, паянхи сводкӑна илтсе-и?

— Пӑртак илтнӗ.

— Начар Мускав патӗнче, Амед!

— Аван пулать, Сима! Куратӑн-и, мӗн чухле халӑх, пурте — Мускава. Аван пулать!

— Сире те унта-и ?

— Унта пулмасӑр! Куртӑн-и, пирӗн джигитсем епле?

Павлихин генералӑн уйрӑм утлӑ ҫарӗ. Илтмен пулас-ха? Час илтӗн. Пӗлетӗн-и, утсем пирӗн мӗнле? Чи лайӑх лашасем, ун пеккисем ниҫта урӑх ҫук.

— Леш санӑн… Ну, хай леш… Дюльдяль та каять-и?

— Каймасӑр тата! — Вӑл яш кӑна тӳрленсе тӑчӗ, чӗлхине шаклаттарчӗ, кӗскен шӑхӑрса илчӗ, пыр тӗпӗпе сас пачӗ: — Уге-гэ! Дюльдяль!

Унччен те пулмарӗ, пысӑк вагонтан кӑлтӑртатса ут кӗҫенни янраса кайрӗ.

— Атя, кӑтартам, — терӗ Амед. — Чӑн сӑмах, лаша-тӑк лаша, нимӗнле патша та ун пеккипе ҫӳреймен…

Таҫта, ҫул ҫинче, буферсем чӑнклатса илчӗҫ, паровоз кӑшкӑртрӗ. Эхер те пирӗн состав тапранчӗ пулсассӑн?..

— Амед, чим-ха, — каларӑм эп, — пире халех отправлени пама пултараҫҫӗ.

— Мӗн тата, ӑнланмастӑп, мӗнле отправлени?

Эпӗ, чӑлханса-пӑлханса, хӑвӑртрах пултӑр тесе, пӗр-икӗ сӑмахпа хамӑр эшелон ҫинчен, ачасем ҫинчен, Мускавран тухма хама епле йывӑр пулни ҫинчен, каялла пӑрахса кайма ҫул ҫук пирки чунӑм мӗнле ыратни ҫинчен Амеда каласа патӑм.

— Мӗншӗн ҫул ҫук? Эпир каятпӑр-ҫке! — терӗ Амед, унтан сасартӑк пуҫне ман еннелле пӗшкӗртрӗ. — Итле-ха, Сима, каҫару ыйтатӑп, чӑнах та пирӗн мӗскершӗн-ха, пӗрин — кунта, теприн — унта каймалла? Каяр пӗрле! Эпӗ хамӑр теплушкӑра асли. Туйри «денгене» пекки. Мана пурте итлеҫҫӗ. Пирӗн тӑватӑ лаша. Вырӑн пур. Мӗскер тата? Каяр — Мускава!

Пӗр самант маларах кӑна вӑл мана ют пек курӑнатчӗ, мӗншӗн тесен юлашки хут курнӑранпа вӑл калама ҫук нумай улшӑннӑ. Халӗ ак, вӑл манӑн енне ҫывӑххӑн пӗшкӗнсен, ӑна эп чиперрӗн сӑнаса илтӗм: Амед ҫав-ҫавах, чӑн ӗнтӗ — хулпуҫҫийӗсем ӗлӗкхинчен нумай сарлакарах. Йӑлт ӗлӗкхиех: именчӗклӗ куҫ хӑрпаххисем те (вӗсен айӗнче савӑнӑҫлӑ хура куҫӗсем йӑл-йӑл ҫунаҫҫӗ), хӑюллӑ куҫхаршийӗсем те (сӑмса тӑпсинче тӗк ҫеҫ тӑраканскерсем тӑнлав патнелле чӗтревлӗн ҫунатланса каяҫҫӗ), ҫӳхе тутисем те, йӑлтӑркка шӑлӗсем те, чӑнкӑн касӑлса тӑракан хӗвелпе пиҫнӗ пит шӑммисем те — ӗлӗкхиех. Амед, Амед! Унпа эпир аслӑ хирӗҫтӑру кунӗнче Марс планетине сӑнанӑ, унпа Туркмени хӑйӑрӗсем тӑрӑх ӗрӗхсе ҫӳренӗ, Мургаб хӑмӑшӗсем витӗр аштарнӑ. Тупӑнчӗ, тупӑнчӗ Амед! Вӑл акӑ Мускава, манӑн хулана хӳтӗлеме каять! Унта, фронт ӗҫӗсене парӑннӑ Мускавра, ахӑрнех, манӑн Игорь, пӗчченскер, хӳтлӗхсӗрскер, тертленсе ҫӳрет пуль.

Эпӗ пур — Мускавран аяккалла каятӑп…

— Каялла кайсан…

Ҫакна куҫ хупса иличчен татса памалла. Пирӗн состав та, Павлихин генералӑн ҫар эшелонӗ те халь-халь тапранса каяс пек. Эпӗ пӗлместӗп, ӑҫтан кун пек чух курман-илтмен чӑрсӑрлӑх, чун паттӑрлӑхӗ тухать этемӗн, вӑл кӗҫех кирек те мӗнле йывӑр шухӑша та татса пама хатӗр.

— Амед, — терӗм ҫеҫ эп, вӑл ман ӑса ӑнкарса та илчӗ. — Амед, ҫакна кӑна кала: юрать-и? Антарса хӑвармӗҫ-и?

— Кам антарса хӑварас пур? — Амед аллине хӗҫ аври ҫине хучӗ. — Камӑн хӑюлӑх ҫитӗ? Амед Юсташ-Бергенов каларӗ пулсан, лар — урӑх сӑмах та ҫук! — Вӑл ун-кун пӑхкаласа илчӗ, ҫурма сасӑпа хушса хучӗ. — Паллах, пурне те калама, пурне те кӑтартма юрамасть.

— Апла тӑр кунта, эпӗ халех! — терӗм те, вагонсен айне чӑмса, часрах хамӑр состав еннелле виркӗнтӗм.

Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, тӑрса юлас марччӗ! Эпӗ, ҫил пек, хамӑр купене персе ҫитрӗм, чи кирлӗ япаласене часрах пуҫтартӑм, одеялпа чӗркерӗм, вӑш-ваш ҫыхса хутӑм, чемодана ярса тытрӑм. Куҫкӗскине чемодана хуриччен, кӑшт ҫеҫ хам сӑна пӑхса илтӗм. Ӗнтӗ мӗн калама, йӑлтах — арӑш-пирӗш… Ҫӳҫе майлакаларӑм. Ун-кун пӑхкаларӑм… Никам та ҫук. Ачасем — тулта, вагон умӗнче. Вӗсемпе сывпуллашмасӑр иртме май ҫук, пурӗпӗрех асӑрхаҫҫӗ. Мӗн каласа хӑварӑп-ши вӗсене? Луччӗ тытӑнса тӑрас мар. Вара эп хирӗҫри алӑкран ҫулӑн тепӗр енне сикрӗм, состав тавра чупса кайрӑм, кайран тин, хамӑр вагонтан инҫе кайсан, кӑшкӑрса хӑвартӑм: «Люда, Галя, итлер! — терӗм. — Анна Семеновнӑна калӑр, эпӗ васкавлӑн Мускава таврӑнатӑп… Сывӑ пулӑр!» Вӗсем илтеймерӗҫ пулас, илтсен те хӑйсен хӑлхине хӑйсем ӗненмерӗҫ, пулас.

Эпӗ ӗнтӗ тепӗр состав айӗнчен чӑмса тухрӑм. Акӑ Павлихин генералӑн эшелонӗ, ун боецӗсем, лашисем, повозкисем. Вӗсене эп ҫӗнӗ вагонсенчен асӑрхарӑм. Анчах — Амед вагонне ҫитме пайтах-ха. Шӑп ҫак самантра паровоз кӑшкӑртса ячӗ, состав туртӑнса илчӗ, хускалчӗ. Япаласене тӑка-тӑка, вӗсене каялла ҫыхха чике-чике чупатӑп, такӑнса ӳкетӗп, тӑратӑп та — каллех чупатӑп, поезд ҫав вӑхӑтра кайнӑҫем каять. Эпӗ аран-аран ҫитес ҫӗре ҫитрӗм, анчах ларма — ниепле лараймастӑп, пулмарӗ, пӗтрӗ, тесе шухӑшлатӑп. Акӑ юла та пуҫларӑм… Кӗҫех ҫӳлтен такам аллисем мана хул айӗнчен ярса тытрӗҫ, тем ҫӳллӗш вагона йӑтса хӑпартрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней