Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ тӗреклӗ арҫын, вӑтӑр ҫулсенелле ҫитнӗскер, ахӑртнех, ҫирӗп сывлӑхлӑ та питӗ вӑйлӑскер пулчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫаран ҫинех тата икӗ ют хӗрарӑм тухнӑ: пӗри — сывлӑхлӑ та тулли, кӳпшек питлӗ хресчен майри, тепри — Рада.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сывлӑхлӑ пулӑр, хӑвӑр та, хӑвӑрӑн чирлӗ ҫыннӑр та нумай ҫулсем пурӑнмалла пултӑр.
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак сывлӑхлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм вилни пурне те хуйхӑртать.Смерть этой молодой, цветущей женщины наполнила скорбью все сердца.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Турӑ пӳртӗрех пире ӑна сывлӑхлӑ курмашкӑн…
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чип-чипер, лайӑх сывлӑхлӑ ҫынсемех: халсӑрланмалла, вилмелле, тесе шухӑшланипех халсӑрланса юлнине, вилсе кайнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ, ун пек тӗслӗхсем пур.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла туса, эпӗ хамран кӑштах хамшӑн кӑмӑллине туртса илетӗп, хамшӑн кӑштах кӑмӑлсӑр ӗҫ тӑватӑп, анчах ун вырӑнне хама сывлӑхлӑ пулма май тупатӑп, урӑхла каласан, эрехе нумай вӑхӑт хушши нумай ӗҫмешкӗн май тупатӑп, — вӑл эрехе наркӑмӑш яманнине эпӗ пӗлетӗп.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫ акӑ, сывлӑхлӑ пул!
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем, шуйттансем, пурте ҫамрӑк, сывлӑхлӑ пулӗ-ха.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сире ырӑ сывлӑхлӑ пулма сунатӑп.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Кимӗпе ярӑннӑ чухне Обломов Ольгӑна ҫав чиркӗве кӑтартрӗ, ҫавӑнпа ҫеҫ унта каясшӑн пулчӗ вӑл; Обломов сывлӑхлӑ пултӑрччӗ, мана юраттӑрччӗ, манпа телейлӗ пултӑрччӗ, мана часрах ҫураҫтӑрччӗ, тесе ҫав чиркӳре турра кӗл-тӑвас килчӗ ун…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга чечек пекех илемлӗ: куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, сывлӑхлӑ, питҫӑмартисем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ ҫуталаҫҫӗ; сасси ҫав тери янӑравлӑ!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та, Ольгӑн ӑсӗ епле уҫӑ пулсан та, йӗри-таврана ӑс-тӑнпа пӑхсан та, вӑл епле ҫирӗп е сывлӑхлӑ пулсан та, унӑн темле ҫӗнӗ, йӑштаракан паллӑсем пуҫланчӗҫ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавна татса пама ултав та, сивӗнни те кирлӗ мар ӗнтӗ, лӑпкӑ та телейлӗ чӗре ӗмӗрех пӗр тикӗсӗн тапни кирлӗ, ӗмӗрех тулли пурнӑҫ, пурнӑҫӑн ӗмӗрхи сӗткенӗ, йӑла тирпейӗ тӗлӗшӗпе сывлӑхлӑ пулни кирлӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ кур: никамӑн та кунта чӗрӗ, сывлӑхлӑ сӑн-пит ҫук .
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне тата вӑл ҫав тери ҫирӗп, сывлӑхлӑ та хавас вӑранать; туять вӑл: ун ӑшӗнче, пӗр-пӗр шуйттан ҫури кӗрсе вырнаҫнӑ пекех, темскер вӗресе тӑрать; ҫак шуйттан ҫури ӑна е хуралтӑ тӑррине хӑпарма, е хӑла лаша утланса ҫаран ҫине, утӑ ҫулнӑ ҫӗре, сиккипе чуптарма е карта ҫине хӑпарса ларма, е ялта йытӑсене вӑрҫтарма илӗртет; е сасартӑк унӑн урам тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳресси килет, унтан хире, шырлан тӑрӑх хурӑн ращине ҫитесси, виҫҫӗ сиксех типӗ ҫырма тӗпӗнче пуласси, е ачасемпе пӗрлешсе кайса юрпа вылясса, вӑй танлаштарса пӑхасси килет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, — тет унтан хӑнасенчен пӗри, хашлатса сывласа, — акӑ Марья Онисимовна упӑшки, ҫӗре кӗнӗ Василий Фомич, турӑ ҫырлахтӑр, мӗнле сывлӑхлӑ ҫынччӗ, ҫапах та вилсе кайрӗ!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачана ура ҫине тӑратсанах, урӑхла каласан, ӑна пӑхакан няня кирлӗ мар пулсанах, амӑшӗн чӗрине вӑрттӑн шухӑш пырса кӗрет — ачи валли ун пекех сывлӑхлӑ та хӗрлӗ питле мӑшӑр шырамалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956