Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ольга асӑрхаттарни, канаш пани, ырлани е ырламанни Штольцшӑн яланхи тӗрӗслев пулса тӑчӗ: Ольга та ун пекех ӑнланнине, унран япӑхах мар тавҫӑрнине, шухӑшланине сисрӗ Штольц…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга уйрӑлса кайма та пултарӗччӗ, тейӗпӗр, анчах ӑна чун-чӗри Штольцран уйрӑлса кайма парас ҫук: малтан вӑл Штольца тус вырӑнне ҫеҫ хуратчӗ, Штольц уншӑн, яланхи пекех, е выляса та кулса, ҫивӗч ӑслӑ калаҫакан ҫынччӗ е иккӗшин пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине, иккӗшин кӑмӑлне мӗн туртнине тӗрӗс те тӗплӗн сӑнаса пыракан ҫынччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захарпа Анисья вӑл яланхи пекех килте апатланмасть пулӗ тесе, мӗн пӗҫермеллине те унран ыйтса пӗлмерӗҫ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кофе яланхи пекех чаплӑ, хӑйми ҫӑра, булкисем кӑпӑшка та кӗрпеклӗ.Кофе все такой же славный, сливки густые, булки сдобные, рассыпчатые.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче, ҫӗртме уйӑхӗн варринче, каҫкӳлӗм, эпӗ Олеҫҫӑна яланхи йӑлапа вӑрманти тӑвӑр сукмакӑн кукӑрӗнче, ҫеҫке ҫурнӑ катӑркас тӑмӗсем хушшинче кӗтеттӗм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Захар, яланхи пекех чӑртмаххӑн утса, патнусне чӗтрентерсе, сӗтел ҫине кофе стаканӗ пырса лартрӗ, крентӗлсем хучӗ.Захар, по обыкновению, колебля подносом, неловко подходил к столу с кофе и кренделями.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче тата, чашӑксемпе стакансем лартнӑ патнуса йӑтса пынӑ чух, вӑл икӗ стакан ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те, яланхи пекех, ятлаҫма пуҫларӗ, патнусӗ-мӗнӗпех урайне пӑрахасшӑн пулчӗ, вара Анисья патнуса Захар аллинчен илчӗ, ун ҫине урӑх стакансем, сахӑр хумалли, ҫӑкӑр ним хускалмалла мар вырнаҫтарса лартрӗ, вара патнуса хӑрах алӑпа йӑтса, тепӗр аллипе мӗнле ҫирӗп тытса пымаллине кӑтартрӗ те икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх патнуса сылтӑм еннелле те, сулахай еннелле те сулкаласа утрӗ — пӗр кашӑк та вырӑнтан хускалмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче тата Захар, яланхи пекех, «улпут мана таракансемшӗн кӑлӑхах ятлать, эп шутласа кӑларнӑ-им вӗсене», тесе ӳпкелешет, вара Анисья, ним шарламасӑр, ҫӳлӗк ҫинчи хура ҫӑкӑр татӑкӗсемпе тахҫантанпах, выртакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарать, шкапсене, савӑт-сапана шӑлса,… ҫуса тасатать те — таракансем пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пӑхса илчӗ: Ольга пичӗ ӑшӑ кулӑпа ҫуталса тӑрать, ҫак кулӑ е унӑн куҫӗсенче ялкӑшать, е питҫӑмартисене сарӑлать, тути ҫеҫ, яланхи пек, чӑмӑртаннӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломова йывӑр тата, яланхи пекех, авӑн мар пулчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пурте; пӗрмаях ӑмӑртмалла чупни, путсӗр туйӑмсен яланхи вӑййи, уйрӑммӑнах ӗмӗтсӗрлӗх, пӗр-пӗрин ҫулне пӳлни, элек сарни, ҫынна ҫын ҫини, пӗр-пӗрне тӗртсе калани, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити пӑхни килӗшмест; мӗн ҫинчен калаҫнине итлетӗн те пуҫ ҫаврӑнса каять, анраса каятӑн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫ ҫине ансат, тӗрӗсрех каласан, тӳррӗн пӑхасси — унӑн яланхи тӗллевӗ пулса тӑрать, ҫав тӗллев патне хуллен-хуллен ҫывхарса пынӑ чух, унта ҫитме мӗн тери йывӑррине ӑнланса илет те хӑй ӑшӗнче мухтанать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи кукӑр-макӑр йӗрсене асӑрхама, тӳррӗн ярса пусма май килсен, кашни хутӗнчех хӑйне телейлӗ тесе шутлать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Яланхи пекех: мӑнтӑрӗпе ниҫта кайса кӗреймест, — терӗ Захар.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл йӗри-таврана хурлӑхлӑн пӑхать, пурнӑҫри яланхи сиене, инкеке кӑна курать, пӗрмаях леш асамлӑ тӗнче ҫинчен шухӑшлать, — унта усал та, хуйхӑ та ҫук, тӑрӑшса ӗҫлени те кирлӗ мар, унта Милитриса Кирбитьевна пурӑнать, унта ҫав тери лайӑх тӑрантараҫҫӗ, ахалех тумлантараҫҫӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑлханнӑ хыҫҫӑн вӑл, яланхи пекех, лӑпланма, сӳрӗкленме пуҫларӗ.Он переходил от волнения к нормальному своему состоянию, спокойствию и апатии.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, чӗннине илтсен, вырӑн ҫинчен яланхи пек тӳплеттерсе сикмерӗ, вӑраххӑн анчӗ те, пур япалана та аллисемпе, аяккисемпе сӗртӗнкелесе, хӑйне ятлама чӗннине хуҫа сассинченех сисекен йытӑ пек, хуллен, каяс килмесӗр, кайрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пӗр-пӗр япала тасатса е ҫуса пама, е илсе килме, кайса хума хушсан, вӑл, хӑйӗн яланхи йӑлипе, мӑкӑртатса туса парать; анчах ӑна кам та пулин ҫав ӗҫсене кайран та яланах ӑна тутарса тӑрасшӑн хӑтлансан, нихҫан та итлеттерме ҫук.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫур сехете яхӑн вӑл ҫак шутпа асапланса выртрӗ, анчах кайран ҫапла шут тытрӗ: кӑна йӑлтах чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн та тума пулать, чейне, яланхи пекех, вырӑн ҫинчех ӗҫме юрать, тата выртса шухӑшлама та ним те чӑрмантармасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеся мана, яланхи евӗрех, ӑшшӑн сывлӑх сунчӗ, анчах калаҫу пирӗн пурпӗр сыпӑнсах каймарӗ.Олеся поздоровалась со мной, как и всегда, ласково, но разговор у нас не вязался.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗррехинче эпӗ, яланхи пекех каҫкӳлӗм, чӑх ури ҫинчи ҫурта пырса ҫитсен, ман куҫа ҫийӗнчех унта пурӑнакансен кӑмӑлӗ пӑсӑкки курӑнса кайрӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.