Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавнашкал кӑшкӑрни авторсене лекет — ҫак ят унӑн куҫӗ умӗнче нимле хисепе те тивӗҫлӗ мар; вӑл тата, ҫитменнине, ӗлӗк-авалхи ҫынсем евӗрлӗ, писательсене курайман йӑлана та хӑнӑхса ҫитнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хирте утӑ капанӗ утса ҫӳрет тесе калаччӑр вӗсене — вӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑрах ҫакна ӗненеҫҫӗ; кам та пулсан: акӑ ҫак сурӑх мар, мӗнле те пулин Марфа е Степанида тухатмӑш, тесе сӑмах кӑларса ярсан — вӗсем сурӑхран та, Марфаран та хӑракан пулаҫҫӗ: мӗншӗн сурӑх сурӑхах пулманни ҫинчен, мӗншӗн Марфа тухатмӑш пулса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлес шухӑш вӗсен пуҫне пырса та кӗмест, ҫитменнине тата ҫакна ӗненмесӗр иккӗленекенсем ҫине сиксех ӳкеҫҫӗ, — ҫав тери вӑйлӑ ӗненеҫҫӗ Обломовкӑра тӗлӗнмелле хӑвата!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е тата сасартӑк ҫӳлтен янӑ асапсем, ҫулӑм юпасемпе ҫӑмхасем килсе тухаҫҫӗ; лере вара, тин виле пытарнӑ шӑтӑк ҫинче, ҫутӑ курӑнса каять, е вӑрманта такам уткаласа ҫӳрет; вӑл, аллине хунар тытнӑ пекех, ҫитменнине тата хӑрушшӑн ахӑлтатать, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине нимӗн те тумарӑм, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫакӑн пек чӗнмесӗр пӑхнӑран, Захар хӑйне хӑй аван мар пек туйрӗ, вӑл Обломов пӑхнине курмӑш пулчӗ, ҫитменнине тата ытти чухнехинчен те ытларах хӑяккӑн тӑчӗ, Илья Ильич ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмарӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫӗсем умӗнче кирлӗ тата питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ пакетсем вӗлтлетсе илме пуҫласан, хӑйне тӗрлӗрен справкӑсем, выпискӑсем ҫырма, делосенче чакаланма, мӑшкӑлланӑ пекех «запискӑсем» тесе ят панӑ икӗ пӳрне хулӑнӑш тетрадьсем ҫырса тултарма хушсан — Обломов тата хытӑрах шухӑша кайнӑ; ҫитменнине ӑна пурте хыпалантарнӑ, пурте таҫта васканӑ, нимӗн ҫинче те чарӑнса тӑман: аллинчи пӗр ӗҫне пӑрахма та ӗлкӗреймен, каллех теприне ярса тытнӑ, вӑл пуринчен кирлӗреххи тейӗн, ӑна туса пӗтерсен, ун ҫинчен манса кайнӑ та виҫҫӗмӗшне алла илнӗ, нихҫан та ҫакнашкал ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине тата, ӗнер пирӗн пата департамента пычӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйне ача евӗрлех тыткаланӑ: унта асӑрхайман, кунта мӗнле те пулин вак-тӗвеке чухлайман, е пӗр-пӗр ӗҫе туса ӗлкӗреймесӗр, ҫуррине ҫитсен чарӑннӑ, е ӑна вӗҫӗнчен тума тытӑннӑ, ҫав териех пӑтраштарса янӑ, кайран ниепле те йӗркине тупма пулман, ҫитменнине тата вӑлах кайран вӑрҫма пикеннӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫитменнине васканӑ чухне?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗн те курӑнмасть, ҫитменнине тата пӗр чӳречине уҫман та.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫитменнине тата ӗҫ те нумай… ҫук, пултараймастӑп!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн ӗнтӗ унта халь тин паллакан пӗр чун ҫук, пачпорчӗсен те пирӗн вӑхӑчӗ тахҫанах тухнӑ, ҫитменнине тата вӗсем юрӑхлах та мар.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ватӑлчӗ ӗнтӗ, ҫитменнине хӑрать те тата питӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫитменнине тата вырӑс флотне тӗплӗн шухӑшласа ҫирӗп чӑмӑрта тытса тӑракан та пулман.Да и вообще во всем флоте не было четкого, продуманного руководства.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫитменнине тата ҫак алӑ чуптӑваслӑх йӗрӑнтерсе ҫитерчӗ мана (теприсем пур тӳрех ура умне тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ те пӗтӗм вӑйранах ман атӑсене ҫуласшӑн талпӑнаҫҫӗ).
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫитменнине тата ӑна хӑй ҫумне пӗрремӗш класрах ҫыпҫӑннӑ мӑшкӑл ятпа чӗнчӗҫ.А тут еще его назвали этим дурацким прозвищем, которое прилипло к нему с первого класса,
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Катьӑна доктор пӳлӗмӗнче хӑварас килместчӗ манӑн, ҫитменнине ҫав пӳлӗм докторӑн та марччӗ-ха, пӗр вилнӗ командирӑнччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫитменнине тата ӑна унта хӗнеҫҫӗ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав самантра темле моряксем тухрӗҫ тек, вӗсене пырса ҫапӑнтӑм, пӗри калать «Поляр каҫӗн йӑлине пӗлменни организмра витамин ҫитменнине пӗлтерет» терӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗтӗмпех килмест вӑл, ҫитменнине тата шӑпах хальхи вӑхӑтра.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951