Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I сыпӑк

Раздел: Олеся

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Добавлен: 2019.10.05 22:17

Предложений: 114; Слово: 1379

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Манӑн тарҫӑ, апат хатӗрлекен те сунарти юлташ — вӑрманпа пиҫнӗ Ярмола, вутӑ ҫӗклемӗ йӑтнӑскер, пӳлӗме пӗкӗрӗлсе кӗрсе тӑчӗ те пуленккисене ҫӗре кӗмсӗртеттерсе пӑрахрӗ, шӑннӑ пӳрнисене вӗркелерӗ.

— У-у, мӗнлерех ҫил, паныч, тулта, — терӗ вӑл, питлӗх умне кукленнӗ май. — Кӑмакана лайӑх хутса ярас пулать. Чӗртмелли парсамӑрччӗ, паныч.

— Апла-тӑк, ыран мулкача каймастпӑр, э? Мӗшле шутлатӑн эсӗ, Ярмола?

— Ҫук… пулаймӗ… илтетӗр, епле ҫавӑрттарать. Мулкач халь выртнӑ — мӑшт та тумасть… Ыран пӗр йӗр те кураймӑр.

Шӑпа мана Полесье хӗррине, Волынь кӗпӗрнинчи таҫти аякри яла, ултӑ уйӑхлӑха килсе пӑрахрӗ те, сунар вара маншӑн пӗртен-пӗр ӗҫӗмпе йӑпанӑвӑм пулса тӑчӗ. Чӑнне калатӑп, хама яла кайса пурӑнма сӗннӗ чух эпӗ ҫакнашкал кичемлӗхе кӗрсе ӳкӗп тесе пач та шутламан. Мӗн унта, хаваспах тухса килтӗм. «Полесье… тӗттӗм кӗтес… ҫутҫанталӑкӑн никам тӗкӗнмен таса чӗрҫийӗ… ансат ӑслав… сӗм авалхилле кӑмӑл-екӗ, — шухӑшларӑм эпӗ вакунра ларса пынӑ май, — маншӑн пӗр пӗлмен халӑх, тӗлӗнтермӗшле йӑла-йӗрке, хӑйне евер чӗлхе… тата, паллах, мӗн чул ҫунатлӑ легенда, тӗрлӗ самах-юмахпа юрӑ пулма кирлӗ!» Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ (калас-тӑк, пӗтӗмпех калас) пӗр пӗчӗк хаҫатра икӗ вӗлерӳпе те пӗри хӑйне хӑй вӗлернипе ҫыхӑннӑ калав ҫаптарса кӑларма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, унтан ҫыравҫӑшӑн йӑла-йӗркене сӑнани усӑллӑ пулнине теори тӗлӗшпе пӗлкеленӗ.

Анчах… те Переброд хресченӗсем хӑйсем ҫынпа явӑҫма юратсах каймаҫҫӗ, темле ҫав тери ютшӑнчӑк, те эпӗ хам ӗҫ-пуҫа пуҫарса яма пултарайманскер, мана курсан, вӗсем ҫӗлӗкӗсене таҫтан-аякранах хываҫҫӗ те, хампа танлашсан: «Гай буг», мӑкӑртатаяҫҫӗ тӗксӗммӗн, — «Турӑ пулӑштӑр» тенине пӗлтерет пулас ӗнтӗ ку, — манӑн вӗсемпе хутшӑнасси мӗнпурӗ те ҫакӑ ҫеҫ. Тепӗр чух эпӗ калаҫу хускатма хӑтлансан, вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхаҫҫӗ, хӑйсем чи-чи ансат ыйтӑва та ӑнланасшӑн мар, ҫав вӑхӑтрах тата ман алла чуптӑвасшӑн ӑнтӑлаҫҫӗ — Польша крепостничествинчен юлнӑ кивӗ йӑла.

Хампа илсе килнӗ кӗнекесене эпӗ пурне те хӑвӑрт вуласа пӗтертӗм. Кичемлӗх пуснӑран, — ку мана маларах килӗшмен пек туйӑнсаччӗ пулин те, — эпӗ вырӑнти интеллигенципе: вунпилӗк ҫухрӑмра пурӑнакан ксендзпа, ун патӗнче службӑра тӑракан «пан органистпа», ҫакӑнти уретникпе тата отставкӑна унтер-офицер йышӗнчен тухнӑ кӳршӗ именири кантурҫӑпа паллашма хӑтланкаларӑм, анчах ман кунран ним те пулса пӗтеймерӗ.

Унтан эпӗ Перебродра пурӑнакансене сиплес тӗлӗшпе аппаланса пӑхма шут тытрӑм. Касторка ҫӑвӗ, карболка, бор кислоти те йод пурччӗ манӑн. Ку енӗпе пӗлӗвӗсем те ҫавнашкал кӑна пулнӑ та, пуринчен ытла диагноз лартма май килменни хуплатчӗ мана, мӗншӗн тесен ман пациентсен чирӗсен палӑрӑвӗ пурин те яланах пӗр евӗрлӗччӗ: «шалта ыратать» е «ни ҫиме, ни ӗҫме памасть».

Килет, тӗслӗхрен, ман пата ватӑ карчӑк. Сӑмсине сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе именчӗклӗн шӑлкаласа илет те хӗвӗнчен ик ҫӑмарта кӑларать, ҫав хушӑра эпӗ ҫеккунтлӑха унӑн хӑмӑртарах ӳтне курса юлма ӗлкӗретеп, вара вӗсене сӗтел ҫине хурать. Унтан вӑл, чуптӑвасшӑн пулса, ман алӑсене тытма пикенет. Эпӗ алӑсене пытаратӑп та карчӑка ӳкӗтлетӗп: «Ҫитет, асанне, ҫитет… пӑрах… эпӗ пуп мар… манпа унашкал юрамасть… Мӗн ыратать санӑн?»

— Шалта ыратать ман, панычу, шӑп та шай чи варринче, ҫавӑнпа ӗҫме те, ҫиме те пултараймастӑп.

— Нумайранпа ҫакнашкал-и вара?

— Эпӗ пӗлетӗп-и ӑна? — ыйту ҫине ыйтупа тавӑрать вӑл. — Ҫаплах ҫунтарать те ҫунтарать. Ни ӗҫме, ни ҫиме памасть.

Эпӗ пӗлесшӗн тем териех тертленетӗп ӗнтӗ, чир паллисене пурпӗр лайӑххӑн ниепле пӗлме, уйӑрса илме май ҫук.

— Пит пӑшӑрханса ан ӳкер эсир, — канаш пачӗ пӗррехинче мана унтер йышӗнчен тухнӑ кантурҫӑ, — хӑйсемех чӗрӗлеҫҫӗ. Йытӑ суранӗ пекех типсе ларать. Эпӗ, пӗлтерем сире, пурӗ те пӗр эмелпе кана усӑ куратӑп — нашатырьпе. Килсе кӗрет ман пата мушик. «Мӗн сана?»  — «Эпӗ, — тет, — чирлӗ…» Ҫавӑнтах сӑмси айне пӗр кӗленче нашатырь спирчӗ чыш ӑна. «Шӑршла!» Шӑршлать. «Тата шӑршла… вӑйлӑрах!..» Шӑршлать… «Мӗнле, ҫӑмӑлрах-и?» — «Кӑшт ҫӑмӑлланчӗ пек…» — «Апла-тӑк, турӑ пулӑштӑрах, яра пар».

Ҫитменнине тата ҫак алӑ чуптӑваслӑх йӗрӑнтерсе ҫитерчӗ мана (теприсем пур тӳрех ура умне тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ те пӗтӗм вӑйранах ман атӑсене ҫуласшӑн талпӑнаҫҫӗ). Кунта, паллах, чӗре хушни пач та ҫук ӗнтӗ, ку вӑл пӗтӗмпе те чуралӑхпа пусмӑрлӑх ӗмӗрсем хушши хистесе хӑнӑхтарнӑ чи йӗксӗкле йӑла ҫеҫ. Эпӗ хай ҫав унтер йышӗнчен тухнӑ кантурҫӑпа уретнике пӑхатӑп та, вӗсем хӑйсен хӗп-хӗрлӗ пысӑк аллисене мушиксен тутисем ҫумне еплерех мӑнаҫлӑхпа тӗксе панинчен тӗлӗнсе кӑна тӑратӑп…

Маншан пурӗ те сунара ҫӳресси ҫех юлчӗ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнче ҫанталӑк ниҫта юрӑхсӑр пӑсӑлса кайрӗ те, вара кӗҫех ҫакӑ та пач пӗтсе, пӑчланса ларчӗ. Кашни кунах ҫил хӑрушла ахӑрчӗ, ҫӗрле юр ҫийӗ сийӗн-сийӗн хыта-хыта пӑрланчӗ, ун тӑрӑх мулкач чупса каҫсан та нимӗнле йӗр юлмасть. Питӗрӗнсе ларса та ҫил уласа ашкӑннине итлесе, эпӗ калама ҫук хытӑ тунсӑхласа ҫитрӗм. Ҫавӑнпа ним айӑпсӑр йӑпанӑва — вӑрманҫӑ Ярмолӑна хут вӗрентессине мӗнлерех хӗрӳллӗхпе тытӑннине, паллах, ӑнланмалла ӗнтӗ.

Пуҫланасса ку, тепӗр тесен, питӗ кӑсӑкла пуҫланчӗ. Пӗррехинче эпӗ ҫыру ҫыраттӑм, сасартӑк хам хыҫра такам пуррине туйса илтӗм. Ҫаврӑнса пӑхатӑп та Ярмолӑна курах каятӑп: вӑл, хӑйӗн ҫемҫе ҫӑпатисемпе яланхи пекех сассӑр пусса, ҫурӑм патнех пырса тӑнӑ иккен.

— Мӗскер сана, Ярмола? — ыйтрӑм эпӗ.

— Эсир мӗнлерех ҫырнинчен тӗлӗнсе тӑратӑп-ха акӑ. Манӑн та ҫаплалла тӑвайсанччӗ… Ҫук, ҫук… эсир тунӑ пекех мар ӗнтӗ, — эпӗ кулнине курса, аванмарланса, васкаваррӑн каласа хучӗ вӑл… — Мана пурӗ те хам хушамата ҫеҫчӗ…

— Мӗн тума вӑл сана? — тӗлӗнтӗм эпӗ… (Ҫакна палӑртмалла: пӗтӗм Переброчӗпех Ярмола чи чухӑн, чи кахал мушик вырӑнӗнче шутланать; шалу укҫипе хӑйӗн хресчен тупшӑрӑвне вӑл ӗҫсе ярать; унӑнни пек начар вӑкӑрсем таврара та урӑх ҫук. Ман шутпа, хут вӗренни ӑна ниҫта, нихӑҫан, ним тума та кирлӗ мар.) Тепӗр хут ыйтрӑм эпӗ иккӗленсе: — Мӗн тума кирлӗ-ха сана хушаматна ҫырма пӗлни?

— А куратӑр-и, ӗҫпуҫ мӗнлерех, паныч, — тавӑрчӗ Ярмола нихӑҫанхинчен те ҫемҫенрех, — вулама-ҫырма пӗлекен пӗри ҫук-ҫке пирӗн ялта. Мӗнле те пулин хут ҫине алӑ пусмалла-и, е вулӑсра ӗҫ, е мӗн-тӗр урӑххи… никам пултараймасть… Старӑстӑ пичет ҫеҫ хурать, унта мӗн ҫапӑннине хӑй те пӗлмест… Кам та пулин алӑ пусма вӗренейсен, мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ пуриншӗн те.

Ярмола ҫапла тӑрӑшни — ят илнӗ сӑтӑрҫӑ, тимсӗр ҫапкаланчӑк, ун шухӑш-кӑмӑлӗпе халӑх пухӑвӗ нихӑҫан хисеплешсе тӑман пулӗччӗ, — тӑван ял ҫыннисен интересӗ пирки вӑл ҫакнашкал тӑрӑшни мана темшӗн пӑлхатса, хумхатса ячӗ. Эпӗ хам сӗнтӗм вара уроксем пама. Мӗнлерех кӑна йывӑр ӗҫ пулчӗ ҫакӑ маншӑн — ӑна ӑспа-тӑнпа вулама та ҫырма вӗрентесси! Ярмола, хӑй вӑрманне кашни пӗчӗк сукмак, кашни уйрӑм йывӑҫ таранах тенӗ пек пӗлсе тӑраканскер, хӑй ӑҫтине ҫӗрле те, кӑнтӑрла та хуть кирек хӑш вырӑнта та лайӑх чухлаканскер, тӑврари мӗнпур кашкӑра, мулкача тата тилле йӗр тӑрӑх ним йӑнӑшмасӑр уйӑрма пултараканскер, — шӑп ҫав Ярмолах, тӗслӗхрен, «м» саспаллипе «а» пӗрле мӗншӗн «ма» пулнине тем тусан та тавҫӑрса илеймест. Кунашкал задачӑн тупсӑмне пӗлес тесе вӑл, ялан тенӗ пекех, вунӑ минута майлӑ е ытларах та тертлӗн шутлать, анса ларнӑ хура куҫлӑ ырхан та кӗре пичӗ хӑйӑн пысӑк мӑйӑхпа хытӑ шӑртлӑ хура сухалӗ ӑшне путнӑ, — вӑл чӑннипех те питӗ тӑрӑшса пуҫ ватать.

— Ну, кала, Ярмола, «ма», те. Ахаль ҫеҫ кала — «ма», — ҫыпӑҫатӑп эпӗ ун ҫумне. — Хут ҫине ан пӑх, ман ҫине пӑх, ак ҫапла. Ну, кала — «ма».

Кун хыҫҫӑн Ярмола хашлатсах тарӑннӑн сывлать, кӑтартмалли патакне сӗтел ҫине хурать те:
— Ҫук… пултараймастӑп… — тет хурлӑхлӑн та татӑклӑн.

— Мӗнле пултараймастӑн-ха? Питӗ ҫӑмӑл-ҫке ку. Ахаль ҫеҫ кала — «ма», акӑ, эп каланӑ пек.

— Ҫук… пултараймастӑп, паныч… маннӑ…

Пур меслет, мелпе танлаштару арканать вара ҫак шалт тӗлӗнтерекен тискерле ӑнланмалӑх ҫумне ҫапӑнса. Апла пулин те Ярмолӑн ҫутта тухас талпӑнӑвӗ пач та чакмасть.

— Мана пурӗ те хам хушамата ҫеҫчӗ! — именсерех тархаслать вӑл мана. — Урӑх ним те кирлӗ мар. Хушамата ҫеҫ: Ярмола Попружук — текех вара нимӗн те.

Ӑспа-тӑнпа вулама тата ҫырма вӗрентеес ҫуккине курса, — ку шухӑша тӗппипех пӑрахӑҫлама тиврӗ, — эпӗ ӑна патаксем ҫеҫ туртса алӑ пусма хӑнӑхтарма пуҫларӑм. Тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ку меслет Ярмолӑшӑн чи лайӑххи те чи вырӑнли пулчӗ, мӗншӗн тесен иккӗмӗш уйӑх вӗҫленнӗ тӗле эпир хушамата ҫырма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр тесен те юрамалла. Хамӑр задачӑна ҫӑмӑллатас тесе, ята эпир пач та тӗкӗнмерӗмӗр, пӑрахса хӑвартӑмӑр.

Каҫсенче, кӑмакасене хутса пӗтерсен, хӑйне чӗнессе чӑтаймасӑр кӗтсе тӑрать вара Ярмола.

— Ну, Ярмола, вӗренме пуҫӑнар, — тетӗп эпӗ.

Сӗтел патне вӑл хӑяккӑн утса пырать, ун ҫине чавсисемпе тӗренет те хӑйӗн хуралса, хытса кайнӑ, хутланман пӳрнисем хушшине хур шӑмми чиксе лартать, унтан:
— Ҫырмалла-и? — ыйтать, куҫ харшийӗсене ҫӳлелле ҫӗклеттерсе.

— Ҫыр.

Пӗрремӗш саспаллие Ярмола самай шанӑҫлӑнах ӳкерсе хурать — «П» (ку саспаллие эпир «икӗ юпа та ҫӳлте шерте» тесе ят панӑ); ун хыҫҫӑн вӑл ман ҫине ыйтуллӑн пӑхать.

— Мӗншӗн ҫырмастӑн тата? Маннӑ-и?

— Маннӑ… — тарӑхуллӑн сулкалать пуҫне Ярмола.

— Эх, эсӗ те ҫав! Ну, ларт кустӑрма.

— А-а! Кустӑрма, кустӑрма!.. Пӗлетӗп… — хавасланса каять те Ярмола хут ҫине тӑрӑшсах кӳлептпе шӑп та шай Каспи тинӗсӗ евӗр кӗлеткене ҫӳлелле тӑсӑлтарса чӗртерсе хурать. Ҫак ӗҫне вӗҫлесен, вӑл, пуҫне е сулахаялла, е сылтӑмалла тайӑлтарса та куҫӗсене хӗскелесе, пӗр хушӑ унпа ним шарлами йӑпанса ларать.

— Мӗншӗн чарӑнтӑн? Малалла ҫыр.

— Тӑхтӑр-ха пӑртак, панычу… халех.

Икӗ минута яхӑн вӑл шутлать-ха, унтан именчӗклӗн кӑна ыйтать:

— Малтанхи пеккинех-и?

— Шӑпах ҫавна. Ҫыр.

Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эпир юлашки саспалли патне ҫитетпӗр — «К» (хытаракан палла эпир йышӑнас темерӗмӗр, пӑрахӑҫларӑмӑр), «патак та ун варринче хӳрисене айккинелле тӑснӑ кукӑрӑлчӑк» ятпа ҫӳрет вӑл пирӗн.

— Мӗнле шутлатӑр эсир, панычу, — хӑй ӗҫне вӗҫлесе те ун ҫине юратуллӑ мӑнаҫлӑхпа пӑхса, калаҫкаласа илет хӑш чухне Ярмола, — тепӗр пилӗк е ултӑ уйӑх вӗренес пулсан, эпӗ вӗт пач лайӑх пӗлмеллеччӗ. Мӗн калӑр эсир?

Сайт:

 

Статистика

...подробней