Корпус чувашского языка

Новые

Хӑшпӗр вырӑс терминӗсемпе номенклатура ячӗсенче строительнӑй тата ытти ҫавӑн йышши сӑмахсем тӗл пулаҫҫӗ: машиностроительный завод, машиностроительная промышленность.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Кунта та вӗсем ытлашши сӑмахсем.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен комитет, профтехвӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет тенине те енӗпе ӗҫлекен сӑмахсем по предлог витӗмӗпе кӗрсе кайнӑ.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

По предлог пӗлтерӗшне сыхласа хӑварас тесе, енӗпе ӗҫлекен сӑмахсемпе усӑ курнӑ, анчах енӗпе ӗҫлекен тенине изафетри сӑмахсен грамматика ҫыхӑнӑвӗ хӑйех палӑртнине шута илмен.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Мӗншӗн тесен вырӑсла инспекция по качеству тенӗ иккен.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Мӗншӗн-ха хаҫатсенче пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инспекци тесе ҫыраҫҫӗ?

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Маларах илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсенчен хӑшне-пӗрне сӑнаса пӑхар-ха.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Калаҫупа ҫыру чӗлхинче халлӗхе усӑ куракан хӑшпӗр вӑрӑм терминсем, ӑнлавсене кӗскен те уҫӑмлӑн ят парас вырӑнне ӑнлантарса параканнисем, вырӑсларан тӳрремӗн, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах куҫарса пулнине палӑртса хӑварас пулать.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Тӗрӗссипе кунта та изафетпа усӑ курмалла: асфальт-бетон завочӗ (ур. к. ҫак завод асфальтпа бетон тӑвать), автофургон завочӗ, кутлӑ шыв завочӗ, лента фабрики, пахалӑх инспекцийӗ (ур. к. пахалӑха тӗрӗслесе тӑракан инспекци), гражданла оборона инженерӗ, пассажир автотранспорчӗ, судна шлюзӗ, груз лифтерӗ, груз автомобилӗ ковёр цехӗ, снабжени агенчӗ, НОТ инженерӗ, хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ, пахалӑх инженерӗ, йӑла комбиначӗ, физкультурӑпа спорт комитечӗ, профтехвӗренӳ комитечӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ шкулӗ т. ыт. те.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Асӑнса тухнӑ сӑмах майлашӑвӗсене кашнинех причастипе ытти хӑшпӗр сӑмахсене вырӑнсӑр, кирлӗ мар ҫӗртенех кӗртсе янӑ, ҫавна май терминсем вӑрӑмланса кайнӑ.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Халӗ хаҫат-журналта ҫапла ҫыраҫҫӗ: асфальтпа бетон тӑвакан завод, тутлӑ шывсем тӑвакан завод, автофургонсем тӑвакан завод, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инспекци, гражданла оборона енӗпе ӗҫлекен инженер, пассажирсем илсе ҫӳрекен автотранспорт, суднӑсем ҫӳремелли шлюз, груз лифтне ӗҫлеттерекен лифтер, груз турттаракан автомобиль, ковёр тӗртекен цех, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комбинат, лента тӗртекен фабрика, физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен комитет, профтехвӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет, снабжени енӗпе ӗҫлекен агент, НОТ енӗпе ӗҫлекен инженер, хӑрушсӑрлӑх техники енӗпе ӗҫлекен инженер, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инженер, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем т. ыт. те.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ҫурт-йӗр комбиначӗ сӑмах майлашӑвӗ те вӗсем йышши ятах-ҫке, сӑмахсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвӗ те пӗрех-ҫке, апла мӗншӗн-ха ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат тесе чӗлхене кӑткӑслатмалла?

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Акӑ эпир трактор завочӗ, пир-авӑр комбиначӗ тесе кӗскен калама-ҫырма тахҫанах хӑнӑхрӑмӑр.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Кун пек вӑрӑм терминсемпе номенклатура ячӗсене кӑмӑллакан юлташсене пирӗн чӗлхере тахҫан ҫирӗпленнӗ ытти терминсемпе номенклатура ячӗсене аса илме сӗнес килет.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Акӑ ҫурт-йӗр комбиначӗ сӑмах майлашӑвне илсе кӑтартсан, вӗсем: ҫурт-йӗрӗн хӑйӗн мӗнле вара комбинат пулма пултарать, комбиначӗ хӑй ҫурт-йӗр тӑвать вӗт теме пӑхаҫҫӗ, вара, ҫавӑн пек ҫынсен ирӗкӗпе, хаҫат-журнал чӗлхине ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат е тата ҫуртсем тӑвакан комбинат йышши сӑмах майлашӑвӗсем кӗрсе каяҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ҫакӑн йышши тӗслӗхсемпе усӑ курса, вӗсем чылай термина хирӗҫлеме пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ку тӗслӗхре пӗрремӗш сӑмахӗ, чӑнах та, япала хуҫине, иккӗмӗшӗ япалине хӑйне кӑтартать.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Хӑш-пӗр ҫынсем ӑнланнӑ тӑрӑх, пуҫламӑш формӑпа камӑнлӑх форминчи сӑмахсенчен пулнӑ изафетлӑ сӑмах майлашӑвӗсем пӗр-пӗр япала камӑн пулнине ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ имӗш, хӑйсен шухӑшне ҫирӗплетме вӗсем колхоз тракторӗ йышши тӗслӗхсем илсе кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Хаҫат-журналта, радиопа телевиденире, кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем, хӑшпӗр словарь авторӗсем изафет конструкцийӗсен компоненчӗсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвне ансӑртарах, пӗр енлӗрех ӑнланни сисӗнет, ҫакӑ вӑл ҫӗнӗ терминсемпе номенклатура ячӗсем тӑвас ӗҫре те палӑрать.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Кунта та сӑмах пӗлтерӗшӗ ҫырнӑ причастисерех паллӑ, ҫавӑнпа эпир кун пек сӑмах майлашӑвӗсенче мӗн тунине пӗлтерекен причастипе усӑ курмастпӑр: вӗсен пӗлтерӗшне икӗ сӑмах хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвӗ лайӑх палӑртать, урӑхла каласан, вӑл пире чӗлхе мелӗсемпе перекетлӗ усӑ курма май парать.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней