Корпус чувашского языка

Короткие

Тӗнчери мӗнпур ӳсентӑрантан, чӗрчунтан кӗвенте авса пасара кайса сутӗччӗ,— хуҫа ӗмӗтсӗрлӗхне палӑртса ҫырать писатель.— Тӗнчери пур ырлӑх-пурлӑхпа хӑй ҫеҫ усӑ курӗччӗ, ыттисене шӑл хушшине хумалӑх та ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ памӗччӗ».

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпир килтӗмӗр уш вӑрҫӑран! — кӑшкӑрать те Шӑнкӑрч, чупса пырса, алӑка тул енчен сӑлӑп хурать; кушак шӑтӑкӗнчен чиксе, тепре тӑрслаттарать пӑшалпа; шалта мӗн пулса иртнине пӑхса тӑмасӑрах, килнелле ӳсӗр ҫын пек лап-лап утса каять.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эсӗ алӑк уҫнӑ-уҫман ҫав Селендеев сана хирӗҫ йӑпӑр-йӑпӑр чупса пырать, йӑл-йӑл кулса алӑ тытать, сӗтел хушшине пырса ларса, сифонран тапса тухакан газлӑ шыв ӗҫтерет, вара эсӗ мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине питӗ сӑпайлӑн ыйтса пӗленҫи тӑвать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑннипе кӗленче евӗр шакӑртаттаракан йӑмра тураттисемпе выляма ытла кӑсӑках мар курӑнать те, каллех мӑрьене пӗтӗрӗнсе кӗрсе каять, кӗҫенет, ихӗрет, ахӑрать, нӑйкӑшать, кулать, улатъ, йӗрет — хӑй унта мӗн хӑтланнине хӑй те пӗлмест.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Виҫӗ награда хутне те Харьков ячӗллӗ 133-мӗш стрелковӑй дивизин штабне тӑратнӑ, вӗсем ҫине 1944 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче дивизи командирӗ Василевский ҫапла резолюци ҫырнӑ: «Правительство наградине – «Совет Союзӗн Геройӗ» ята тивӗҫ».

Помоги переводом

Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/

Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Дарья Грибова, библиотекарьсем, шкул ачисем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Петр Васильевичсен кил картинче Тарановпа калаҫнӑ чух хӑйне ҫӗр уйӑрса паманшӑн колхоз председательне Аксанова кӑна ӳпкелетчӗ, хальхинче вара унран районти тата республикӑри хӑш-пӗр ӗҫлӗ ҫынсене те ят тиврӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗслӗхрен, ку чухне тухса тӑракан чӑваш хаҫат-журналӗнчи обществӑпа политика, наукӑпа техника, литературӑпа искусство ыйтӑвӗсене ҫутатакан нихӑш статьяна та, ытти нихӑш текста та йышӑннӑ терминсемсӗр ӑнланма май килмен пулӗччӗ.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Анчах тепӗр кун ҫитсенех, Володя хӑйӗн туйӑмӗ пӗтнине, нимӗнле юрату та ҫуккине, вӑл пачах та пулманнине туйса илнӗ, уншӑн пулсан арҫын ачасемпе стадиона каясси «лешӗ» телефонпа шӑнкӑртаттарасса кӗтнинчен нумай кӑмӑллӑрах пулнӑ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Хӗрӗм Ирина Мускавра ӗҫлесе пурӑнать, ҫемьеллӗ, пӗчӗк мӑнукӑма курма вӗсем патне час-часах кайса ҫӳреме тӑрӑшатӑп, ӑшӑ нускисем, мунчаласем, ытти япаласем илсе кайса паратӑп, хӑйсем те килсе ҫӳреҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Ольга Федоровна.

Помоги переводом

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Пилӗкӗ ҫинҫе, унран аяларах пӗвӗ тулли, ӳт тӗслӗ капрон чӑлха урисене те пит илемлӗ кӑтартать; Тамарӑран вӑл ал лаппи чухлӗ лутрарах, хӗрлӗ, икӗ енче путакан питҫӑмартиллӗскер, сцена ҫине тухма хатӗрленекен артисткӑна аса илтерчӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫитменнине, чӑваш чӗлхин никӗсӗ ҫинче пулса кайнӑ терминсене йӑла пурнӑҫӗпе, ялхуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ терминологире ҫеҫ мар, обществӑпа политика, наукӑпа техника, литературӑпа искусство терминологийӗсенче те йышлӑ асӑрхама пулать.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ӗҫ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ ҫӗрте шывӗ типме пуҫланӑ стаканри хӗрлӗ ҫеҫкеллӗ чечеке сӑнанӑ май, хӗр куҫӗ умне Алексей пекех хӗрлӗ ҫӳҫлӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗсем, ӑнсӑртран килсе тухнӑ хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула мӑшӑрне ҫухатнӑ амӑшӗ тухса тӑчӗҫ…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӑваш тӗпчевӗнче — пӗлӳ, вӗрентӳ ӗҫӗнче — ӑсталӑх шайӗсем сасартӑках анса ларчӗҫ, ҫамрӑк ӑрура конформистла шухӑшлав ҫиеле тухрӗ тата — виҫҫӗмӗшӗнчен — наукӑри ҫӗнӗ шухӑша Лысенковла-хурахла мелсемпе пусарасси вӑйланса кайрӗ.

Помоги переводом

Кирлӗ-и шкул ачине чӑваш литератури? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/kirle-i-shkul-achine- ... literaturi

Унта кӑҫал ҫӗршывӑн 16 регионӗнчен /Архангельск, Киров, Ленинград, Мускав, Новгород, Рязань, Саратов, Челябинск, Ярославль облаҫӗсенчен, Крым, Дагестан, Калмӑк, Коми, Мари, Тутарстан, Удмурт республикисенчен/ 17 коллектив килсе ҫитнӗ.

Помоги переводом

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Галилейччен япала ӑна тулашӗнчи пӗр-пӗр куҫаракан сӑлтав пӗр чарӑнми тивсе тӑрсан анчах куҫса пырать тесе вӗрентни пуҫ пулса тӑнӑ; Галилейпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ученӑйсем те хӑшӗ-пӗри инерци тенӗ ӑнланӑва часах хӑнӑхса ҫитеймен.

Помоги переводом

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Илемлӗ литература произведенийӗсенче час-часах сӑмахсен яланхи, нормативлӑ пӗлтерӗшӗсем ҫӗнӗ пӗлтерӗш сӗмӗпе пуянланаҫҫӗ, ҫавна пула сӑнарлӑ пуплевӗн чӗрӗлӗхӗ ӳсет, вулакан произведени чӗлхин техӗмӗ-илемӗпе киленме пултарать.

Помоги переводом

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Мӗнле, аванах пурӑнкалатӑр-и? — алӑ тытрӗ ӑна Михаля, унтан ҫамрӑксем еннелле: — Аван-и, хамӑръялсем? Е паллаймарӑр-и мана? Йӑкӑнат, Хивархи, Ҫтаппан та кунта иккен. Эпӗ пӗрне те сире манман, — тесе, ҫар ҫынни пурне те алӑ парса тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сентябрӗн 6, 7, 8-мӗшӗнче Пушкӑртстанӑн кашни районӗпе хулинче «Рахмат хыҫҫӑн — пӗтӗм ҫемье» ыркӑмӑллӑх ҫемье акцине, ҫавӑн пекех суйлав участокне килнӗ кашни ҫын валли вырӑнти партнерсенчен суту-илӳ тума право илнӗ сулӑсем парӗҫ.

Помоги переводом

Сентябрӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсенче Пушкӑртстан хӑйӗн пуласлӑхне суйлать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3862350

Акӑ Виктӑр урам варрине ҫара ҫуна туртса тухнӑ, ун тавра шӑкӑр-макӑрсем тӗпӗртетеҫҫӗ: хӑшӗ ларнӑ, хӑшне лаша вырӑнне кӳлнӗ, хӑшӗ хыҫалтан тӗртеҫҫӗ — шӑвать ҫуна анаталла, урхалӑхран ҫыхнӑ пӗчӗк шӑнкӑрав калама ҫук илемлӗ янӑрать.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней