Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫӗнӗ хаҫат-журналпа тултарса хулпуҫҫи ҫине ҫакать те хӑйӗн йывӑр сумккине харсӑр хӗрарӑм, малтанах Пысӑк Енккассинчи Карл Маркс урамӗнче пурӑнакансене хаҫат валеҫет, унтан Вӑрманкаспа Энтрияль ялӗсенчи ҫыннисем патне васкать.

Помоги переводом

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ тӗттӗмре Эрнепи ӳчӗ патне илсе пынӑ хушӑра вӑл часрах кӗсьерен пекӗ кӑларчӗ, Эрнепи йӑвантарса янӑ каска пуканӗ ҫине хӑпарса тӑрса алла кӗнӗ йӑлмака пӗрре кассах татса пӑрахрӗ, Эрнепи ун аллинчен вӗҫерӗнсе ҫӗре персе анчӗ.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

90-мӗш ҫулсенче Мускав варринче Чӑваш Енрен тухнӑ 500-е яхӑн ҫын тӗл пулать, тӑван чӗлхепе калаҫать, тӗп хулана килекен пултарулӑх коллективӗсен чӑваш юррисене итлет, фольклор ушкӑнӗсене хутшӑнать — ҫакна пӗлсен ҫав тери тӗлӗнтӗм.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Урлӑ ҫулӗ сарлакӑшӗпе ҫирӗм-вӑтӑр метр таранах, хӗррисем йывӑҫсӑр, вӗсен, хӗррисен палӑри-палӑрми ҫеремӗ алтӑк-кӑлтӑклӑ, сарӑхнӑ курӑклӑ, тылла пуҫҫиллӗ, тал пиҫенлӗ, кӑлканлӑ, шӑршлаккайлӑ, хура сӗлӗллӗ, шартла, шатра курӑксемлӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак тема ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ май Леонард Левый субботниксене хастар хутшӑнма тата сӑваплӑ ӗҫе хушма хуҫалӑхсенче пурӑнакансене те активлӑ явӑҫтарма ыйтрӗ, территорисене тасатас ӗҫе Мӑнкун уявӗччен вӗҫлемеллине каларӗ.

Помоги переводом

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Эсӗ те, эпӗ те ҫамрӑк-ха, пирӗн малашлӑх пысӑк пулмалла, анчах унталла эпир пӗр-пӗринпе ҫумлӑ тӑмасӑр ҫеҫ туртӑнӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек тума ӑнсӑртлӑх ҫӗмӗрсе хӑварнӑ пурнӑҫ хӑй хушать, ӑна вара пирӗн — ирӗксӗр пурнӑҫламалла.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавна пӗлнипе, ҫав пӗлекен япалана тепӗр хут хам умрах курнипе эпӗ савӑнтӑм, Альбина маншӑн тӳрех ҫывӑх-ҫывӑх ҫын пек туйӑнчӗ; ҫут тӗнчене вӑл ятарласах ҫынсен чунне йӑпатма, хӑйӗн пуплевӗпе тавралӑха илем кӳме ҫуралнӑн туйӑнчӗ…

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсенче тӗрлӗ авторсен кӗнекисемпе усӑ курнӑ пулсан (вӗсен истори тӗлӗшӗпе хӑйсен шухӑшӗсем пулнӑ), халӗ вара пӗрлӗхлӗ патшалӑх учебникӗ статуса тивӗҫнӗ пӗрремӗш кӗнеке кӑларнӑ.

Помоги переводом

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Ҫак хушӑра хуралҫӑ Яккӑва хӑйӗн лутра пӳрчӗ хыҫне чӗнсе илчӗ, апла-капла лӑркарӗ, виҫӗ ҫур литртан пӗр савӑтне ирӗксӗрлесе тенӗ пекех илсе юлчӗ, кӑмӑлӗ тупӑнсан вара, Яккӑва кладовщиксем патне каймалли «тӳрӗ сукмак» кӑтартса ячӗ.

Помоги переводом

Ашшӗ ачисене шырать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев «Победа» ОООра, «Комбайн» ЯХПКра, «Прогресс» АХОра уй-хирти ҫурхи ӗҫсене йӗркеленипе паллашнӑ, районти ял-хуҫалӑх предприятийӗсен, хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

— Трестран Пятин мана ҫаплах хушса ячӗ: капла йӑраланса пурӑнма ҫитӗ, хӑвӑртрах, мӗнпур вӑя пухса микрорайонти ҫурт-йӗре тӑрӑласа ҫитермелле, вара — кунта штукатурсемпе малярсем, сантехниксем ҫеҫ юлаҫҫӗ, ыттисем пурте шкул тума!

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тепӗртакран Куччанов йывӑррӑн таплаттарса кӗчӗ, хывӑнмасӑрах сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗ, хӑех стакана чӑмп тулли эрех ячӗ те карланкӑ мӑкӑльне иккӗ-виҫҫӗ вылятса илсех пушатрӗ, эхлетсе-мӑшлатса хур тукмаккине пӗтӗре пуҫларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫак ыйтусене паспорт ҫине кӗртетпӗр, васкавлӑ татӑклӑ йышӑну тума пулӑшатпӑр. Учреждени май тупаймасан ыйтӑва координаци центрӗн ларӑвне кӑларатпӑр»,- ӑнлантарчӗ васкавлӑ социаллӑ тивӗҫтерӳ пайӗн заведующийӗ Татьяна Шакаева.

Помоги переводом

Тимлӗхре тытма тӑрӑшаҫҫӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52445-timl ... -t-r-shacc

Пӗр ҫын та тепринчен ҫӳлерех тӑма пултараймасть, мӗншӗн тесен пурне те ҫуралнӑранпа пӗр пек ирӗк панӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗрин шухӑшне шута илмелле, йӑла-йӗркесене хисеплемелле, шеллеме вӗренмелле, яланах пулӑшу пама хатӗр пулмалла.

Помоги переводом

Эпир пурте тӗрлӗрен, анчах тан // Нина КУЗЬМИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15890 ... nchakh-tan

«Юлашки ҫулсенче Раҫҫей Минпромторгӗ тӗрев панине кура, «Газпром» компанийӗпе ӑнланса ӗҫлесе пыни сисӗнет, Чӑваш Ен Правительстви регион аталанӑвӗ кирлӗ пек шайра пулса пытӑр тесе сахал мар пӗлтерӗшлӗ ыйтусем уҫӑмланса пырать.

Помоги переводом

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Пирӗн литература чӗлхишӗн ҫакӑн пек хӑрушлӑх нихҫан та пулман: пӗр енчен, вӑл халӑх чӗлхипе уйрӑлми ҫыхӑнса тӑнӑ, тепӗр енчен, литература чӗлхине вырӑс сӑмахӗсем кӗрсе пынипе пӗрлех, халӑх чӗлхи те пирӗн вӑл сӑмахсенчен ютшӑнман.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑҫал Раҫҫей ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Улатӑр хули хӗрринчен иртекен Улатӑр юханшывӗнчен ҫуркунне хӳтӗленмелли сооруженисем тумашкӑн федераци хыснинчен укҫа ыйтса илес тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрлетпӗр.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ентешпе — Таяпа Энтри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан, яваплӑ должноҫра тӑрӑшакан — Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Алевтина Федоровӑпа маларахах курса калаҫма кӑмӑл ҫуралнӑччӗ.

Помоги переводом

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Сайт:

 

Статистика

...подробней