Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Иеремия, ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, вӗсене ӳпкелесе каланӑ: «Турӑ, хӗрхенсе, пӗтӗм халӑха пӗрле пуҫтариччен ку вырӑн паллӑ пулмӗ. 8. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ӑна кӑтартӗ, вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнӗ, Моисей вӑхӑтӗнчи пек, пӗлӗт те курӑнӗ, Соломон ыйтнӑ пекех, ҫав вырӑн уйрӑмах сӑваплӑ пулӗ» тенӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх хушшинче пысӑк ӳпкелешӳ пуҫланчӗ, хӗрарӑмсем те хӑйсен иудей тӑванӗсене ӳпкелесе калаҫрӗҫ.1. И сделался большой ропот в народе и у жен его на братьев своих Иудеев.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер; 15. ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет: унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; 3. халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! 4. мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? 5. мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур; 3. Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла]; 4. ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур; 5. Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх унта шывсӑр антӑхнӑ, халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: мӗншӗн эсӗ пире Египетран илсе тухрӑн? пире, пирӗн ачасене, пирӗн кӗтӳсене шывсӑр асаплантарса вӗлерме-и? тенӗ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей тата каланӑ: каҫхине Ҫӳлхуҫа сире апат валли аш парсассӑн, ирхине тӑраниччен ҫимелӗх ҫӑкӑр парсассӑн, пӗлетӗр акӑ: Ҫӳлхуҫа эсир Ӑна хирӗҫ ӳпкелесе каланине илтрӗ: эпир мӗн? эсир пире мар, Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкелетӗр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӑх Моисее ӳпкелесе: пирӗн мӗн ӗҫес? тенӗ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн Авраам Авимелехе ӳпкелесе калаҫнӑ.25. И Авраам упрекал Авимелеха за колодезь с водою, который отняли рабы Авимелеховы.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.