Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Мак 2

Раздел: Библи –> Маккавейсен иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 15:49

Предложений: 23; Слово: 619

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫапла ҫырса хӑварни пур: куҫарса каякансене Иеремия пророк хӑйсемпе пӗрле вут-ҫулӑм илсе кайма хушнӑ, 2. куҫарса каякансене саккун парса, пророк вӗсем Ҫӳлхуҫа хушнине ан манччӑр, суя турӑсен ылтӑн-кӗмӗл кӗлеткисене, вӗсен эрешӗсене курса хӑйсен ӑсне ан арпаштарччӑр тенӗ. 3. Ҫакӑн евӗрли ҫинчен тата каласа, Иеремия вӗсене саккуна хӑйсен чӗринчех упрама ӳкӗтленӗ. 4. Ҫырса хӑварнисенче тата ҫакӑн пек калани те пур: Турӑ уҫса панипе, ҫак пророк ту ҫине хӑпарнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине ҫӗклесе пыма хушнӑ; Моисей шӑпах ҫак ту ҫине улӑхсассӑн Турӑ паракан еткере курнӑ пулнӑ. 5. Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ. 6. Пророкпа пӗрле пулнисенчен хӑшӗ-пӗри кайран ҫав шӑтӑка паллӑ туса хӑварма пырсассӑн ӑна тупайман. 7. Иеремия, ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, вӗсене ӳпкелесе каланӑ: «Турӑ, хӗрхенсе, пӗтӗм халӑха пӗрле пуҫтариччен ку вырӑн паллӑ пулмӗ. 8. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ӑна кӑтартӗ, вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнӗ, Моисей вӑхӑтӗнчи пек, пӗлӗт те курӑнӗ, Соломон ыйтнӑ пекех, ҫав вырӑн уйрӑмах сӑваплӑ пулӗ» тенӗ. 9. Ҫырса пынисенче Соломон, ӑслӑлӑхӗпе тӗлӗнтерекенскер, Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ ятпа парне кӳрсе, ӑна ҫапла тасатса ҫитерни ҫинчен те каланӑ. 10. Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне тӳперен вут-ҫулӑм анса парнене ҫунтарса янӑ пекех, Соломон кӗлтунӑ чухне те вут-ҫулӑм аннӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене ҫунтарса янӑ. 11. Моисей каланӑ: «ҫылӑх парнине ҫименнипе ӑна ҫулӑм ҫинӗ» тенӗ. 12. Ҫавӑн пекех Соломон та сакӑр кун хушши савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ.

13. Ҫырса пынисенче тата Неемийӑн асаилӳ кӗнекисенче ҫакӑн пек калани пур: Неемия кӗнеке пуххи йӗркеленӗ майӑн патшасен кӗнекисемпе пророксен кӗнекисене, Давид кӗнекине тата мӗнле парнесем кӳни ҫинчен калакан патшасен ҫырӑвӗсене пуҫтарни ҫинчен каланӑ. 14. Ҫавӑн пекех Иуда та пирӗн патӑмӑрта пулса иртнӗ вӑрҫӑ-харҫӑна пула ҫухалнӑ хутсене пӗтӗмпех пуҫтарнӑ, вӑл та пур пирӗн. 15. Ҫапла вара, ҫакӑ сире кирлӗ пулсассӑн, ҫынсем ярӑр та, вӗсем илсе ҫитерӗҫ. 16. Эпир Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шухӑшлани ҫинчен сире ҫырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ; эсир те ҫав кунсене уявласа аван тунӑ пулӑттӑрччӗ. 17-18. Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19. Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ. 20. Иуда Маккавейпе унӑн тӑванӗсен ӗҫӗсем ҫинчен, Туррӑн аслӑ Ҫуртне тасатни тата парне вырӑнне ҫӗнетни ҫинчен, 21. ҫавӑн пекех Антиох Епифана хирӗҫ тата унӑн Евпатор ятлӑ ывӑлне хирӗҫ вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, 22. иудейсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ ҫынсене тӳперен курӑннӑ хӑватсем ҫинчен, ҫав ҫынсем шутсӑр сахаллӑн пулнӑ пулин те, тӑшмансен йышлӑ эшкерӗсене хӑваласа пӗтӗм ҫӗршыва тасатни ҫинчен, 23. пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартни ҫинчен, хулана ирӗке кӑларни, пӗтсе ларас вӗҫне ҫитнӗ саккунсене Ҫӳлхуҫа хӑйсене питӗ хӗрхеннипе каҫарнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен чӗртсе яни ҫинчен — 24. ҫакӑн ҫинчен пурин ҫинчен те Киринея ҫынни Иасон пилӗк кӗнекере ҫырса панӑ. Эпир вара пӗр кӗнекере кӗскен каласа кӑтартма тӑрӑшӑпӑр. 25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке. Анчах нумайӑшӗ тав тӑвасса шута илсе, эпир ҫак ӗҫе кӑмӑлпах хамӑр ҫине илетпӗр, 29. эпир историксем валли вак-тӗвекне те тӗплӗн ҫырса хӑвартӑмӑр, чи кирлине кӗскен те уҫӑмлӑн калама тӑрӑшрӑмӑр. 30. Ҫӗнӗ ҫурт тӑвакана пӗтӗм ҫурт-йӗр пирки тимлеме тивет, касса эрешлекенпе ӳкерчӗк тӑваканӑн вара илемлӗх валли мӗн кирлине шырама тивет, эпир те хамӑр пирки ҫапла шутлатпӑр. 31. Ӗҫ ҫинчен чи малтан ҫырса кӑтартаканӑн пӗтӗмпех тарӑн кӑтартмалла, кашни вак-тӗвеке тӗпчемелле. 32. Кӗскетсе ҫыраканӑн вара кӗскен те уҫӑмлӑн ҫырмалла, вак-тӗвек шыравран пӑрӑнмалла. 33. Ҫапла вара, ҫакӑнта мӗн каланипе килӗшӳллӗн, тӳрех каласа пама тытӑнар, мӗншӗн тесессӗн умсӑмахне сарса яни, ӗҫӗ ҫинчен ҫырнине кӗскетни вырӑнлӑ мар.

Сайт:

 

Статистика

...подробней