Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тух 17

Раздел: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.28 11:02

Предложений: 31; Слово: 852

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫӳлхуҫа хушнипе Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Син пушхирӗнчен тухса хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ та кайран Рефидимра тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта халӑх валли ӗҫме шыв пулман. 2. Халӑх Моисее ӳпкеленӗ: ӗҫмешкӗн шыв парӑр пире, тенӗ. Моисей вӗсене: мӗн эсир мана ӳпкелетӗр? мӗншӗн Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр? тенӗ. 3. Халӑх унта шывсӑр антӑхнӑ, халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: мӗншӗн эсӗ пире Египетран илсе тухрӑн? пире, пирӗн ачасене, пирӗн кӗтӳсене шывсӑр асаплантарса вӗлерме-и? тенӗ. 4. Моисей Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: ку халӑха манӑн мӗн тӑвас? кӑштахран акӑ мана чулпа персе вӗлерӗҫ, тенӗ. 5. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх умӗнчен ут, хӑвпа пӗрле Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисене ил, аллуна хӑв шыва ҫапса уйӑрнӑ туюна тыт та — кай; 6. акӑ Эпӗ унта, Хоривра, сан умна чул хысакӗ ҫине тӑрӑп, эсӗ ҫав чула ҫап та, ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ, халӑх ӗҫӗ, тенӗ. Израилӗн аслӑ ҫыннисен куҫӗ умӗнче Моисей ҫапла тунӑ. 7. Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине пула, вӗсем: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа пур-и, ҫук-и? тесе Ҫӳлхуҫана сӑнанине пула ҫав вырӑна Масса тата Мерива# тесе ят панӑ.

8. Амалик ҫыннисем ҫитнӗ те Рефидимра Израиль ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ. 9. Моисей Иисуса каланӑ: [хастар] арсем суйласа ил те кай, амаликсемпе тытӑҫ; ыран эпӗ сӑрт тӑррине тӑрӑп, манӑн аллӑмра Турӑ туйи пулӗ, тенӗ. 10. Иисус хӑйне Моисей каланӑ пек тунӑ: амаликсемпе ҫапӑҫма [кайнӑ]; Моисей, Аарон тата Ор сӑрт тӑррине улӑхса тӑнӑ. 11. Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ; 12. анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ. Ааронпа Ор унӑн аллисене пӗри пӗр енчен, тепӗри тепӗр енчен тытса тӑнӑ. Ҫапла унӑн аллисене хӗвел аничченех ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ. 13. Иисус вара Амаликпа унӑн халӑхне ҫивӗч хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ.

14. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: астуса тӑма ҫакна кӗнекене ҫырса хур; тата Иисуса пӗлтер: Эпӗ амаликсен ятне ҫӗр ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерӗп, тенӗ. 15. Моисей вара [Ҫӳлхуҫана] парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Нисси# тесе ят панӑ. 16. Вӑл ҫапла каланӑ: алӑра — Ҫӳлхуҫа ялавӗ, Ҫӳлхуҫанӑн Амалика хирӗҫ пыракан вӑрҫи — сыпӑкран сыпӑка, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней