Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах пурте йӗркеллех иртсе кайрӗ, ҫӑварӗпе тата сӑмсипе вӗри сывлӑша сывласа илчӗ, ашшӗн вӑйлӑ аллисем унӑн ҫӳҫне пӑчӑртарӗҫ те, пит ҫинчи юлашки шыва сӑтӑрса илчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӗшеннӗ йытти те аялта усӑнса тӑракан ҫупкамсене сӗлекеллӗ ҫӑварӗпе хушӑран яра-яра илчӗ.Зарьявшая собака тоже иногда схватывала слюнявым ртом низко висевшую кисть.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл каччӑ майне аллисемпе ҫатӑр яваласа тытрӗ те нӳрлӗрех вӗри ҫӑварӗпе ун тути ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртнӑскер, хӗрӳллӗх хастарлӑхӗпе нӑйкӑшса, пӗтӗм кӗлеткипе, ураран пуҫласа кӑкӑр таранах, ун ҫумне хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртанса ларчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫанӑсӑр шурӑ шупӑрлин пит-куҫне, хӑрах енчен кӑна улӑм шлепке айӗпе курӑнакан ҫур сӑмсине, ҫӑварӗпе шӗвӗр янахне кӑна курать вӑл.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Карчӑк алӑк урати тӗлӗнче урайӗнче выртнӑ, хӗллехи кунсенчех ӑнсӑртран кӑмака сакки ҫине выртса юлнӑ кивӗ сӑран алсана вӑл шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмласа пӗтернӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хула ҫухӑрать те — вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑйӗн тӑранма пӗлми ҫӑварӗпе хыпса-ҫӑтса ярать.Город ревет и глотает их одного за другим ненасытной пастью.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Сивӗ ҫил хумӗсем, чекменне уҫса пӑрахса, бронза тӗслӗ ҫӑмлӑ кӑкӑрне ҫарамаслантарса янине, кӑкӑрӗ тӑрӑх ҫил пӗр хӗрхенмесӗр ҫаптарнине ним пӑхмасӑр, вӑл — илемлӗн те ирӗклӗн тата тӗреклӗн чавсаланса, ман еннелле пӑхса выртать; хӑйӗн тем пысӑкӑш чӗлӗмне майӗпен ӗмет, ҫӑварӗпе сӑмсинчен ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантара-мӑкӑрлантара кӑларать; куҫӗпе таҫта, ман пуҫ урлӑ, ҫеҫенхирти вилӗ пек пӗр сасӑ кӑларман тӗттӗмелле тӗлленӗ, ним чарӑнмасӑр манпа калаҫать, ҫил хыттӑн ҫаптарнинчен сыхланас-мӗн тесе, пӗртте тапранкаламасть хӑй.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Сулхӑн ҫил ун питне касать, сивӗ хӑлхине чӗпӗтет, ҫӑварӗпе карланкине сивӗ сывлӑш питӗрет, чӗри вара савӑнӑҫпа хыпса илет — вӑл ыткӑнса чупать, ӑҫтан кӑна урисем ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй вара ҫухӑрать те, ахӑлтатать те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вырӑнти «дишчатсемпе» пӗрешкелли ун нимӗн те ҫук, вӗсенчен пачах уйрӑм вӑл; лешсем, хӑйсене хӑйсем тискерлетсе, ҫӳлтен ҫамкине те аял енчен ҫӑварӗпе янахне хупласа, йӑлт ҫыхӑнса лартаҫҫӗ, пурин те пичӗсем пӗр евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Дуня хӑвӑрт сывлать, сывлӑша уҫӑ ҫӑварӗпе ҫӑтать.Дуня трудно и часто дышала, глотая воздух полуоткрытым ртом.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сасартӑк вӑл тӑртаннӑ, темле таврӑннӑ куҫӗсене Гаврик ҫинелле ҫавӑрчӗ, нумайччен ҫӑварӗпе кавлерӗ те, юлашкинчен: — Кимме илсе каймӗ-ши? — терӗ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кайрӗ вара юхса — пӗр чӑмса, пӗр каллех пӑкӑллӑ ҫӑварӗпе сиксе тухса, лӑпкӑ Водохранилище тӑрӑх ҫӑлӑнӑҫ кӗленчи.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Атьчаслах! — тесе пушӑ мар ҫӑварӗпе темӗскер каларӗ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Алексее такам хыттӑн ҫапнӑ пек пулчӗ, — вӑл лармалли вырӑна лак! ларчӗ те, ҫӑварӗпе тути хӗррисем юнланнине туйрӗ, куҫӗсене хӗрлӗ чаршав хупланӑ пек пулчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн сӑн-пичӗ хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ, вӑл уҫӑ ҫӑварӗпе сывлӑша ҫӑтса, сывланӑ май кӑкрине ҫӳллӗн ҫӗклесе, кулса выртрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
18. Вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан ҫавӑ виҫӗ асаппа — вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе, кӳкӗртпе — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ; 19. лашисен вӑйӗ ҫӑварӗпе хӳринчеччӗ; вӗсенӗн хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ, вӗсен пуҫӗ те пурччӗ — вӗсем ҫав пуҫпа сиен турӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.