Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗпе (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вьюшка пӗр чакак еннелле ҫаврӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра тепӗр чакакӗ ҫӑварӗпе — кап! хыпрӗ те шӑмма йӑтса кайрӗ.

Когда же Вьюшка повернула голову к одной — хвать! другая сорока с другой стороны хвать! — и унесла косточку.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Унӑн куҫӗсем яланхи пекех, чӑнласа та ачашшӑн пӑхнӑ, анчах пичӗ, уйрӑммӑнах ҫӑварӗпе шӑлӗсем хускалми кулӑпа пӑсӑлса кайнӑ.

Глаза его, как всегда, глядели серьезно и ласково, но лицо, в особенности рот и зубы, были изуродованы широкой неподвижной улыбкой.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Ҫӑварӗпе те урисемпе пулӑшса, вӑл хуҫланман хуп-хура пӳрнисемпе кӑранташ хӗстерсе тытать, хӑлаҫ пысӑкӑш пулсан та, мӗнле те пулин саспалли ҫырасшӑн тертленет, анчах — усси ҫав-ҫавах ҫук.

Помогая ртом, ногами зажимал черными негнущимися пальцами карандаш и продолжал бесплодные попытки написать хотя бы одну аршинную букву, но и это не удавалось.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл хӑйӗн кивӗ кӗпе ҫухи тӳмисене сӑтӑрса татрӗ, ҫухине сирсе уҫрӗ те карса хунӑ ҫӑварӗпе сывлӑша антӑхса кайса ҫӑтма тытӑнчӗ.

Он оторвал пуговицы на воротнике своей старенькой рубахи, распахнул ворот и стал жадно вдыхать воздух широко раскрытым ртом.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗмсӗр тарӑху капланса тулнипе, сӑнӗпе кӑвакарса-хӗрелсе кайса, карса хунӑ ҫӑварӗпе шӑкӑрт шарламасӑр анасласа (ҫак самантра вӑл шывран туртса кӑларнӑ шӑла пулӑ майлӑ туйӑнчӗ), вӑл пӗр ҫеккунт хушши кинӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан хӑр-хар сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Секунду глядел он на сноху, багровея в немой ярости, молча зевая широко раскрытым ртом (был похож он в этот миг на вытащенного из воды судака), а потом хрипло крикнул:

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сакӑр вунӑ ҫулти Иван мучи те каялла, тӑван ялаллах, туртӑнать иккен, вӑл та хӑй ҫӑварӗпе: «Парти ыйтать пулсан, мӗншӗн пулӑшас мар!» — тесе каланӑ имӗш.

Даже восьмидесятилетний дед Иван рвался якобы назад, в родную деревню, и самолично заявил: «Раз партия просит — отчего не пособить!»

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йывӑҫсемпе тӗмӗсем ҫинче шултра тумламсем шӑрҫаланса ларнӑ, кашни тумламра хӗвел ялкӑшса, чӗтренсе тӑнӑ, вӗсем Ксюша ҫине татӑла-татӑла аннӑ, вӑл, ахӑлтатса кулса, вӗсене ывӑҫ тупанӗпе, ҫӑварӗпе тытнӑ.

Деревья и кусты были унизаны крупными каплями, в каждой капельке горело и дрожало солнце, срываясь, они обрызгивали ее сверху, и Ксюша, хохоча, ловила их ладонями и ртом.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗсӗклесе макӑрнине пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, вӑл ҫатан карта айӗнче сыхланса юлнӑ юра ҫӑварӗпе йытӑ пек хыпа-хыпа ҫӑтрӗ.

Рыдая, сотрясаясь от рыданий, он, как собака, стал хватать ртом снег, уцелевший под плетнем.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тачанкӑна хӑйсене атакӑлакан казаксем еннелле пулемет ҫӑварӗпе ҫавӑрса лартасшӑн аппаланчӗҫ, анчах хӗсӗк тӑкӑрлӑкра май килмерӗ пулас: пулемет шӑпах ларчӗ, ӗнтӗ винтовка сассисем те сайрарах кӗрӗслетрӗҫ, пульӑсем вӗрин те ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫни Григорий хӑлхине сахалтарах пӗҫертсе иртме пуҫларӗ.

Они пытались повернуть тачанку дулом пулемета на атакующих их казаков, но в узком проулке это им, видимо, не удавалось: пулемет молчал, и все реже хлопали винтовочные выстрелы, все реже обжигал слух Григория горячий посвист пуль.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий карнӑ ҫӑварӗпе антӑхса кайсах сывлӑш ҫӑтрӗ, кӗре питҫӑмартийӗсенчи хура хӗрлӗ тӗс сирӗлсе пычӗ, тӗксӗмленнӗ куҫӗ сӳрӗккӗн йӑлтӑртатса ҫунчӗ.

Григорий раскрытым ртом жадно хлебал воздух, от смуглых щек его отходил черный румянец, и потускневшие глаза обретали слабый блеск.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анна ҫӑварӗпе хӑвӑрт хашкаса сывларӗ; ӳпки вара, ҫӑвартан та сурантан та сывлӑш кӗрсе тӑнипе, пӳлӗнчӗклен антӑхса чыхӑнчӗ.

Губы Анны хватали воздух, а легкие задыхались: воздух шел через рот и рану.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Богаевский, карса хунӑ ҫӑварӗпе сывлӑша антӑхса ҫӑтса, пӳлӗнчӗклӗн сывлать.

Богаевский, хлебая раскрытым ртом воздух, хрипло дышал.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кай хӑвӑртрах! — пӑшӑлтатрӗ Жарков, усал шӑршӑ кӗрекен ҫӑварӗпе Григорий еннелле сывласа.

— Иди скорей! — шепнул Жарков, дыша в лицо Григорию свонявшимся запахом грязного рта.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий лашин антӑрлӑхне юсаса тӑнӑ вӑхӑтра витен пӗр тӗттӗм кӗтессинче темӗн тӗпӗртетнине тата хупласа хунӑ ҫӑварӗпе такам йӑлӑнса кӑшкӑрнине илтрӗ.

Поправляя на нем недоуздок, Григорий услышал топот и приглушенный крик в темном углу конюшни.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте йӗрет, тата хӑйӗн типшӗм чышкипе баклановецӑн янӑравлӑ та упалларах ҫурӑмӗнчен шаккать, анчах та лешӗ, чӑх аш татӑкне хрен вырӑнне чие ҫырли кӗселӗ ӑшне пуҫса илсе, лапшапа вараланса пӗтнӗ сӗтел ҫитти ҫине чунсӑррӑн пӑхать, путса кӗнӗ ҫӑварӗпе хӑй шав пӑшӑлтатать.

Дед Гришака плачет и стучит сухим кулачком по гулкой и медвежковатой спине деда-баклановца; но тот, макая кусок курятины вместо хрена в вишневый кисель, безжизненно глядит на скатерть, залитую лапшой, шамшит провалившимся ртом:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хавасланса хускалса ӳкнӗ Наталья ҫине вӑл икӗ кун хушши шӑпӑрт сӑмахсӑр пӑхса пурӑнчӗ, ҫӑварӗпе чӑмласа, симӗс пайӑркаллӑ шурӑ мӑйӑхне хускаткаласа тулхӑрса ҫӳрерӗ, кайран ҫемҫелчӗ пулас.

Два дня молча поглядывал на встревоженно-счастливую Наталью, жевал, двигал пучками белых с прозеленью усов; потом, видно, смягчился.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑ карчӑк путса ларнӑ ҫӑварӗпе чӑмлать, темӗнччен ответ памасӑр йӑраланать.

Бабка жует ввалившимся ртом, медлит с ответом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пулли, сарлака уҫӑлса тӑракан ҫӑварӗпе анасласа, сӑмсипеле кимӗ аяккине ҫитсе перӗнчӗ те авкаланса тӑракан хӗрлӗ ылтӑн ҫуначӗсене йӑлтӑртаттарса илчӗ.

Зевая широко раскрытым ртом, тот ткнулся носом в шершавый борт и стал, переливая шевелящееся оранжевое золото плавников.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хаваслӑн кулать, ҫӑварӗпе шыв сыпа-сыпа илет, ҫывхарса килекен капана лайӑхрах курас тесе, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.

Она и смеялась, и хватала ртом воду, и вскидывала назад голову, желая лучше рассмотреть подплывавшую копну.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл ҫӑварӗпе, сӑмсипе пулӑ тата тинӗс шӑршине шалалла туртрӗ те ассӑн сывласа илчӗ.

Он глубоко вздохнул, втягивая открытым ртом и ноздрями запах рыбы, моря.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней