Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑварӗпе те, хӑлхипе те итлерӗ пулас ҫак кӗтмен хӑрушӑ хыпара Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах кӑшт вӑхӑт иртсессӗнех ҫав ӑтӑр ҫӑварӗпе турат йӑтса каялла таврӑнать те ӑна паҫӑрхи вырӑнах тепӗр ӑтӑр валли ҫиме хурса хӑварать.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Вӗҫрӗн-и, ҫерҫи, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе кулкаласа илчӗ старик.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫапах та вӑл ывӑннине палӑртасшӑн мар — ҫӑварӗпе темле ташӑ кӗвви калать, сылтӑм урипе ҫак кӗвӗ тӑрӑх ташлам пекки тӑвать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Курнӑ, — хуравларӗ Джесси тулли печениллӗ ҫӑварӗпе, унтан шӑккалатне ӗҫсе пӗтерчӗ.— Видела, — ответила Джесси полным печенья ртом и допила шоколад.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл ҫӑварӗпе чӑнах та кӑмӑллӑн выляп, ӑна апла та капла пӑркалать, пӗр куҫне хӗскелет.Он положительно играет ртом: и так, и этак скривит его, а один глаз прищурит.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ланфиер сассине пӗчӗклетрӗ те пӗкӗрӗлчӗ — хырӑмӗ ыратать тейӗн, унтан ҫӑварӗпе сарлакан йӑл кулса ячӗ, ҫав хушӑрах куҫӗсем пачах та хускалмаҫҫӗ, хӗсӗк.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӗри, сӑмсинчен патак тирнӗскер, ҫавнашкалах шӑмӑ патака слон асав шӑлӗн чавса сарнӑ шӑтӑкӗ тӗлне тытнӑ; негр унта ҫӑварӗпе те, сӑмсипе те харӑс вӗрет, анчах сасӑсем мӗнле майпа тухнине Гент ӑнланаймасть.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хейль пуҫне саланкӑрлӑн сӗлтрӗ, Блюмпа юнашар ларчӗ, пӗчӗк юхан шыва темиҫе самант пӑхкаласа тишкерчӗ те тутине аялтан ҫӑварӗпе ӗмсе-ҫыртса шухӑша путрӗ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑл пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ, чиксе тултарнӑ ҫӑварӗпе авӑртма чарӑнмасӑрах йӑрӑссӑн тӳрленчӗ; унтан чӑмласа пӗтереймен сырне татӑклӑн сурса кӑларчӗ те револьверне тытса алӑк патнелле йӑпшӑнчӗ.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Вӑл пӗкӗрӗлсе, типӗ, ҫӳп-ҫӳхе аллипе ывӑҫласа ҫӑкӑр хыттине шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмланине, тӗпренчӗкӗсем ал тупанӗ ҫине ӳкнине курсан пӗрре ҫеҫ мар култӑм, хамран хам ыйтрӑм:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Манӑн ача та пур-ҫке, ӑҫтан вырнаҫӑпӑр кунта — вунӑ-вуникӗ тӑваткал метр лаптӑкӑш пӳлӗме, ӑна та пулин ҫӑварӗпе коридора тухакан каланккӑ плити самай пӗчӗклетнӗскере, — алӑпа сулса кӑтартрӗ Демин.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл апат юлашкине хӗрӗплеттерсе ҫӑварӗпе туртса илнине пурте илтрӗҫ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Унӑн куҫхаршийӗсем ҫамки ҫинчи сарӑ тӗслӗ тирӗпе пӗрле ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ, вӑл пӳрнине ҫӗҫӗпе кастарчӗ, юнне ҫӑварӗпе ӗме-ӗме пукан ҫине ларчӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑрса: — О, шуйттан… — терӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Старик, савӑннипе мӗкӗрсе, аллине кӑларас тесе, ирсӗр ҫӑварӗпе Курак пичӗ патнелле кармашрӗ.Старик, радостно урча, тянулся раззяванным ртом к липу Грача, стараясь вырвать руки.
XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫурма таран пружинӑпа ҫӗкленсе тӑракан тула лармалли хупӑлчӑ, хытӑран та хытӑ, васкаса пыракан поезд пынӑ май, силленкелесе тӑрать, йӗрӗнсе карнӑ шӑлсӑр ҫӑварӗпе вӑл жандармран куҫкӗретӗн кулнӑ пек туйӑнчӗ.
ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫак тупӑ хӑйӗн сарлака ҫӑварӗпе хӑрушшӑн курӑнчӗ, ун ҫӑварӗнчен темиҫе пин вилӗм пӑхса тӑчӗ.Страшно глядела она широкою пастью, и тысяча смертей глядело оттуда.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Кашт ҫырткалам та, кайран калӑп, — терӗ карчӑк, шӑлсӑр ҫӑварӗпе сӑмахсене хуҫкаласа.
Виҫӗ чаплӑ майрапа ыйткалакан карчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Гр… — тесе илчӗ Сунь шӑлсӑр ҫӑварӗпе.
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.