Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шурлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шурлӑх (тĕпĕ: шурлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лачакаллӑ шурлӑх тӑрӑх вӗсем алран-ал тытӑнса, шӑлан тӗмисенчен ҫакланкаласа, кашни утӑмрах тенӗ пек такӑна-такӑна утаҫҫӗ.

Рука об руку пробирались они по топким болотам, цепляясь за густо разросшийся терновник и спотыкаясь почти на каждом шагу.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӗме леш енче юрпа шӑлса лартнӑ кӳлӗ хӗрринчи шурлӑх лапамӗ курӑнать, ун хыҫӗнче чӑрӑш вӑрманӗ; вӑл хӗллехи пӗлӗтлӗ кун ҫутине пула хуп-хура хуралса ларать.

За кустарником виднелась полоса болотистой низины с занесенной снегом гладью озера, а за ним еловое урочище, совсем черное при слабом свете пасмурного зимнего дня.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шурлӑх нумай унта.

Там много болот.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шурлӑх кайӑкӗ пек нӑйкӑшан.

Как та, к примеру, выпь на болоте.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шурлӑх енчен хаяр та сивӗ хӗллехи ҫил вӗрет.

С болота тянуло лютой зимней стужей.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сылтӑм енче хӑмӑшпа хӑях ӳссе ларнӑ пысӑк шурлӑх курӑнса кайрӗ; хӑш-хӑш тӗлте унта, тӗмескесем ҫинче, кукӑрӑлкаласа пӗтнӗ пӗчӗк хурӑнсем тата имшеркке ҫирӗксем ҫӗкленсе лараҫҫӗ.

А в левой стороне открылось большое болото, заросшее камышом и кугой; кое-где на нем, примостившись на кочках, поднимались корявые березки да хлипкие ольхи.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кунта ӑҫта пынӑ унтах вӑрман, шурлӑх

Здесь везде леса, болота…

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шурлӑх тӗлӗнчен иртсен, Костя вӑрӑммӑн пусса утакан Серьга Хахая хӑваласа ҫитрӗ.

Пройдя мимо болота, Костя догнал Серьга Хахая, ступавшего длинными шагами.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шурлӑх ҫумӗн иртсе пынӑ чух вӗсем тӑрна, пулӑшу ыйтнӑ майлӑ, хурлӑхлӑн кӑшкӑрнине темиҫе хутчен те илтрӗҫ.

Проходя рядом с болотом, они услышали, как несколько раз прокричал журавль, печально, прося о помощи.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах халь ӗнтӗ шурлӑх шӑнса хытса пырать, унта мӗнпурри пӗтӗмпех вилсе пӗтнӗ тейӗн.

Но теперь болото застыло, все на нем замерло от стужи.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӗри-тавра тӗмескеллӗрех шурлӑх сарӑлса выртать, унта тӑлӑх та имшеркке хурӑнсем лараҫҫӗ, хӑмӑш, хӑях ӳсет.

Вокруг простиралось кочковатое болото, поросшее одинокими чахлыми березками, камышом и кугой.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пылчӑк, шурлӑх!

Грязь, топь!

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Икӗ пин салтак ытла, вӑрман патӗнчен шурлӑх патне ҫитиех, авкаланчӑк сӑнчӑр пек, темиҫе километра чӑсӑлса кайса окопсене кӗре-кӗре ларнӑ…

Больше двух тысяч солдат, растянувшись извилистой цепью на несколько километров, зарывались в землю.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах эпӗ сире шурлӑх патне ҫити асатӑп.

Да я вас провожу до болота.

XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тепӗр тесен, сан йышши ҫынсем, хамлетсем, социализм тума пултарасса та ӗненместӗп эпӗ, анчах ҫапах та… эсир тӗнчери шурлӑх шывне те пулин пӑтратасчӗ.

Положим, я не верю, чтобы такие, как ты, хамлеты могли построить социализм, но все же… вы хоть воду бы взмутили в мировом болоте.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӗтӗрет те сӗтӗрет пек вӑл мана, тӗпсӗр шурлӑх пек, таҫта путарса антарса ярать пек.

Так это и засасывает меня она, так и втягивает куда-то, точно трясина бездонная.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Йӗри-тавра сӗм-тӗттӗм пулнӑ, йӳҫӗ шурлӑх хӑйӗн тӑранми, ҫӗрӗк ҫӑварне карса пӑрахнӑ, вӑл кашни пусӑмрах ҫынсене ҫӑта-ҫӑта янӑ, йывӑҫсем, хӳме пек пулса, ҫула картласа тӑнӑ.

Темно было, и на каждом шагу болото разевало свою жадную гнилую пасть, глотая людей, и деревья заступали дорогу могучей стеной.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Малтан шурлӑх урлӑ, унтан ҫилтӑвӑл ватнӑ вӑрман витӗр, пилӗк таран лачака ӑшне кӗрсе лара-лара утнӑ.

Сначала болотом, буреломом, по пояс проваливаясь в зыбкие трясины.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

, «Надежда Кириллова пурнӑҫӗнчи виҫӗ «А», «Япӑх ҫырас килмест, лайӑххи вара пулмасть», «Ҫав тери интереслӗ — пурте экзамен тытатпӑр», «Хӑйне уйрӑм тӗнчере», «Театр шурлӑх ҫеҫ мар, океан та…» калаҫусенче (интервьюсенче), грантсем илме тӑратнӑ проектсенче, хаҫат-журналта тухнӑ статьясенче, сӑвӑ каҫӗсене хакланисенче артисткӑн пурнӑҫӗ, академи театрӗпе поэзи театрӗн хутшӑнӑвӗ, илеме, тивӗҫе, тӗллеве, пурнӑҫа мӗнле ӑнланни аван курӑнса пырать.

Помоги переводом

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Ҫав вӑхӑтра вӑл дачӑна куҫса, яланах пӗччен, тӗмескесем ҫийӗн, шурлӑх урлӑ, вӑрмана ҫӳрерӗ е яла кайса хресченсен хапхисем умӗнче пӗр шухӑшсӑр ларса ирттерчӗ, ача-пӑчасемпе пӑрусем мӗнле чупкаланине, кӑвакалсем пӗвере мӗнле чӑмпӑлтатнине сӑнарӗ.

Между тем уж он переехал на дачу и дня три пускался все один по кочкам, через болото, в лес или уходил в деревню и праздно сидел у крестьянских ворот, глядя, как бегают ребятишки, телята, как утки полощутся в пруде.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней