Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ акӑ халь ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑн жид, пурте ман ҫине йытӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пулам ҫеҫ укҫаллӑ, Варламов та ман умра Моисей сирӗн умра мӗн хӑтланнине тунӑ пулӗччӗ ун чух.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
2 кӗпӗрнине кӗрекен N уес хулинчен утӑ уйӑхӗнчи пӗр кунхине ирпе ирех рессорсӑр лӑсканчӑк кӳмеллӗ лав тухрӗ те почта ҫулӗпе малалла халтӑртаттарса кустарса кайрӗ; кӳми ку чӑнах та питӗ авалхискер пулчӗ, ун йышшисемпе Руҫ ҫӗрӗнче хальхи вӑхӑтра купса приказчикӗсемпе чухӑн пачӑшкӑсем тата выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакансем ҫеҫ ларса ҫӳреҫҫӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫак чухӑн ҫӗвӗҫсем хӑйсен иртен кунне чи канӑҫлӑ ӗҫре кӗскетнӗ те, халь ак, хӗҫ-пӑшаллӑ пӑлхавҫӑсем пулса тӑнӑ май, чи нушаллӑ вӑхӑта тертленсе ирттернӗ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хула аяккинче пурӑнакан пӗр чухӑн ҫын ҫакӑнта туй ирттерет иккен те, туйне ҫак таврашри халӑха пӗтӗмпе пуҫтарнӑ курӑнать.Какой-то бедняк праздновал свадьбу и, должно быть, пригласил на нее весь околоток.
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кирек хӑш енчен пӑхсан та ӗнте чухӑн та намӑса пӗлмен ҫын пек курӑнать.На всем облике этого человека лежал отпечаток бедности и цинизма.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Илсе чик, пӗр-пӗр чухӑн ҫынна раштав тӗлне ҫу илме парӑн.— Подними, отдашь какому-нибудь бедняку, чтобы он купил себе чего-нибудь вкусного к рождеству.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бяла Черкваран чи малтан килсе «мул шыраса» ӑнтарнисем ытти чухӑн кӳршӗсене те ҫак Силистра айлӑмӗнчи ҫӑтмаха килмешкӗн хӗтӗртсе янӑ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпӗ ӑна ӗнер пӗр чухӑн ҫынна парсаччӗ.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ Дальтонри хамӑр замокӑн балконӗ ҫинче ларатӑп, эпӗ шотландка вӗт, шап-шурӑ питлӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ шотландка; ҫывӑхрах вӑрман та Брингал шывӗ; балкон патне, паллах, вӑрттӑн, ман пулас упӑшка пырать; вӑл чухӑн, эпӗ вара пуян, барон, лорд хӗрӗ; анчах эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, ун валли юрлатӑп:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗншӗн чухӑн ҫынсенчен чухӑнлӑх пӗрре те юлмасть-ха тата?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ашшӗ ӑна булавкӑсем илме укҫа чылаях панӑ, вӑл вара, ытти пур ырӑ хӗрарӑмсем пекех, чухӑн ҫынсене пулӑшнӑ.Отец давал ей довольно много денег на булавки, она, как и всякая добрая женщина, помогала бедным.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫе тума эсир юратакан ҫын чухӑн пулни ҫеҫ чарса тӑрать пулсан, ҫакӑ сире аҫӑра хӑвӑр майлӑ ҫавӑрма хӑтланса пӑхма чармӗччӗ — эпӗ ҫапла шутлатӑп.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пур япалана та вӗсем нумай, курттӑмӑн туянаҫҫӗ, укҫине ҫийӗнчех тӳлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем вӗсене парӑмла илнинчен е вакӑн-вакӑн туяннинчен йӳнӗрехе лараҫҫӗ; япаласене лайӑх пӑхса, ӑнланса, ыйтса-пӗлсе илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем йӳнӗ кӑна мар, лайӑхрах та пулаҫҫӗ; чухӑн ҫынсем вӗсене апла туянаймаҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хамӑр ҫӗвӗҫ-хӗрарӑмсем пурӑнакан мастерскойра пулассине, хама ҫав ҫӗвӗҫсен пӳлӗмне кӑтартассине, ҫевӗҫсене хӑйсене те курассине, вӗсемпе пӗрле кӑнтӑрлахи апатра ларассине каларӗҫ мана, тата эпӗ ӑна хам та пӗлнӗ, анчах ун вырӑнне эпӗ чухӑнах мар ҫынсен пӗр пӳлӗме тухакан хваттерӗсене, вӑтам чиновниксемпе е чухӑн улпутсемпе тан тӑракан хӗрсене куртӑм, ытла чаплӑ мар, анчах хама кӑмӑла каякан апат ҫирӗм: — мӗн-ха ара ку?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Турӑ сӑн-пичӗ унӑн сӑн-пичӗ, унӑн чӗрӗ сӑн-пичӗ, вӑл сӑн-пит чиперлӗхрен аякра тӑрать, унтан чиперрине Вера Павловна кунсеренех темиҫе те курать; ку вӑл унӑн юратупа ҫиҫсе тӑракан, авалхи скульптурӑсемпе живопиҫӗн аслӑ ӗмӗрӗнчи аслӑ живописецсем халалласа хӑварнӑ пур идеалсенчен те чипертерех сӑн-пит, ҫапла, ку вӑл хӑех, анчах, юрату ялкӑшӑвӗпе ҫуталнӑскер, вӑл, илем енчен чухӑн Петербургра унтан чиперрисем ҫӗршер шутланаҫҫӗ пулин те, Луврти Афродитӑран та чипертерех, ку таранччен палӑрнӑ чипер хӗрарӑмсенчен пуринчен те чипертерех.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата ҫакӑн пек сас-хура пулнӑччӗ: вырӑс ҫынни, ҫамрӑкскер, помещик пулнӑскер, XIX ӗмӗрти чи пысӑк мыслитель, ҫӗнӗ философие пуҫласа яракан нимӗҫ патне пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн 30.000 талер укҫа пур; мана 5000 ҫеҫ кирлӗ; ыттине эпӗ манран илме ыйтатӑп» (философ питӗ чухӑн пурӑнать)
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дама пӗр 19 ҫулхи тӑлӑх арӑм пулнӑ, — чухӑн хӗрарӑм мар тата никама та пӑхӑнса тӑманскер, ӑслӑ та йӗркеллӗ хӗрарӑм.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пирӗн пек чухӑн ҫынсен вӑл тупӑша шута илмесӗр юрамасть.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен, паллах, калама кирлӗ мар ӗнтӗ, — ман пек чухӑн хӗрсем пурте ҫапла пурӑннӑ.Какую жизнь я вела, об этом, разумеется, нечего говорить, — она у всех таких бедных одинакая.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кама та пулин укҫа васкавлӑ кирлӗ пулсан, ӑна ҫавӑнтан кивҫен пачӗҫ; ҫакна пурте пуҫламӑшӗнчех ӑнланса илчӗҫ; кивҫен панӑ укҫашӑн никам та процент илесшӗн пулмарӗ: ырӑ кӑмӑлпа кивҫен панӑ чух укҫана процентсӑр панине чухӑн ҫынсем пӗлеҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.