Поиск
Шырав ĕçĕ:
Обломовӑн сасартӑк ыйхи вӗҫрӗ, вӑл хӑлхине тӑратрӗ, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.У него вдруг и сон отлетел, и уши навострились, и глаза он вытаращил.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑрушӑ! — ҫине-ҫинех каларӗ Обломов, хӑлхине хупласа, тӗлӗнсе кайнӑ дворниксенчен тарса.Ужас! — твердил он, зажимая уши и убегая от изумленных дворников.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга япӑх хӗр мар, ун чӗрине уссисемпе кӑтӑклаймӑн, хӑлхине хӗҫ сассипе килентереймӗн, тейӗпӗр; анчах вара урӑххи кирлӗ…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Обломов мсье шӑпах урӑх шухӑш-кӑмӑллӑ пулас, хӑлхине хупласа хурӗ, — терӗ Ольга, ун еннелле ҫаврӑнса.— А если мсьё Обломов теперь в таком настроении, что уши зажмет? — сказала она, обращаясь к нему.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пиллӗкмӗш сехет пуҫламӑшӗнче Захар асӑрханса, шавламасӑр, малти пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те чӗрне вӗҫҫӗн утса хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ; кунта вӑл улпут пӳлӗмӗн алӑкӗ патне пычӗ те ун ҫумне хӑлхине тытса итлерӗ, кайран кукленсе ларса, ҫӑра шӑтӑкӗ витӗр пӑхрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сулхӑн ҫил ун питне касать, сивӗ хӑлхине чӗпӗтет, ҫӑварӗпе карланкине сивӗ сывлӑш питӗрет, чӗри вара савӑнӑҫпа хыпса илет — вӑл ыткӑнса чупать, ӑҫтан кӑна урисем ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй вара ҫухӑрать те, ахӑлтатать те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольцӑн Андрей ятлӑ ывӑлӗ пур, вӑл Обломовпа пӗр ҫулсенчех, тата Штольца тепӗр ача панӑ, ҫак ача унччен ниҫта та вӗренмен тесен те юрать, ытларах шӑтан-юхан чирпе тертленнӗ, куҫне е хӑлхине ҫыхса ҫӳресех ачалӑхне ирттернӗ; вӑл яланах эпӗ хам асанне патӗнче мар, ют кил-ҫуртра, вӑрӑ-хурахсем патӗнче пурӑнатап, мана ачашлакан никам та ҫук, никам та мана хам юратакан кукӑле пӗҫерсе памасть, тесе хурланса вӑрттӑн макӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача куҫӗсене чарса пӑрахса, хӑлхине тӑратса, киленсе кайсах итлет.Ребенок, навострив уши и глаза, страстно впивался в рассказ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара вӑл хӑлхине уҫать, питӗрсе лартнӑ сасӑсене хӑвӑрт уҫса ирӗке кӑларнӑ пек тӑвать.Он открывал ухо, как бы торопясь выпустить на волю запертые звуки.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑш чухне ача сывӑ хӑлхине юри питӗрсе пӑхать.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун хыҫҫӑн ҫеҫ Гаврик маннӑ хӑлхине аса илчӗ.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пӗр аллипе хӑлхине пӗтӗрет, теприпе ҫӑварне хупласшӑн.Он продолжал одной рукой изо всех сил крутить ухо, а другой затыкал рот.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чул сарнӑ урам, вут кӑларса пыракан лаша таканӗсен сасси, урапасем шатӑртатни, трамвайсем чанкӑртатни, тротуар ҫинче ҫӳрекен этем урисен сассисем — ача хӑлхине пӗтӗмпех питӗрсе илнӗ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем илтеймерӗҫ пулас, илтсен те хӑйсен хӑлхине хӑйсем ӗненмерӗҫ, пулас.Они, кажется, не расслышали или, может быть, разобрали, да не поверили своим ушам.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир ӑна Иван Павловичпа паллаймарӑмӑр та, ҫитменнине тата хамӑр юлашкинчен калани: «Драма театрӗнче пьеса курма лартӗ тата», тенӗ сӑмахсем ун хӑлхине кӗчӗҫех ӗнтӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑл эп тӳрлетсе каланине хӑлхине чикмерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Валька калаҫма чарӑнчӗ, профессор хӑлхине хупларӗ, шухӑша кайрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла Валькӑна ҫеҫ ҫав, ав, ҫӗлӗкӗ айккинчен пӗркеленнӗ пысӑк хӑлхине те кӑларчӗ.именно Вальку, и даже вынул из-под шапки большое морщинистое ухо.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Атте пӗр хӑлхине эвонит ҫаврашки айӗнчен вӗҫерчӗ те: — Тен, ман ыттисен пралукӗ ҫинче ҫӳрес килмест пуль, эпӗ хам тӗллӗн пурӑнма вӗреннӗ, — тесе хучӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Малтанлӑха аллисене тӗлсӗр сулланинчен тӗлӗнсе тӑраттӑм эпӗ, Халь-халь аллипе хӑлхине тытас пек е ури тӗпне хыҫса илес пекех туйӑнатчӗ маншӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951