Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑлхине (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑтлӑхра чаштӑртатнӑ сасӑ казаксен хӑлхине пырса кӗчӗ.

Шорох в чаще обратил внимание казаков.

VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пӗррехинче яра кунах ҫакнашкал асаплансаччӗ вӑл, мӗн пулнине каҫкӳлӗм тин аса илчӗ: кӑнтӑрла, станцинче, рельсӑсем урлӑ каҫнӑ чух, пӑравус кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн кӑшкӑртса ячӗ те хӑлхине хупласа лартрӗ, хӑратса пӑрахрӗ, унӑн хӑй сисмесӗрех кӑмӑлӗ пӑсӑлса кайрӗ; анчах аса илчӗ те — ӑна ҫийӗнчех ҫӑп-ҫӑмӑл пулса тӑчӗ, хаваслӑччӗ те-ха.

Однажды, промучившись таким образом целый день, он только к вечеру вспомнил, что в полдень, переходя на станции через рельсы, он был оглушен неожиданным свистком паровоза, испугался и, этого не заметив, пришел в дурное настроение; но — вспомнил, и ему сразу стало легко и даже весело.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Командир хӑлхине кӗчӗ-тӗк — мӗн аванни унта!

Дойдет до командира — что хорошего!

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сасартӑк Вася тӳрленсе тӑчӗ те, тӗксӗм куҫӗсемпе таҫта пӗр пӑнча тӗллесе, хӑлхине тӑратрӗ.

Вдруг среди тишины Вася выпрямился и, устремив свои тусклые глаза в одну точку, навострил уши.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӑлхине питӗрнӗ, тухма та, кӗме те ҫук…

Ворота запертые, некуда ни выехать, ни выйти…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка шӗлепкине хыврӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, анчах ҫӑварӗнчи пӑтӑ тутине ҫавӑнтах туйми пулса ларчӗ, тата Пантелейна Вася хӑй хутне мӗнле кӗни те ун хӑлхине кӗмерӗ ӗнтӗ.

Егорушка снял шляпу и не сказал ни слова, но уж не понимал вкуса каши и не слышал, как вступились за него Пантелей и Вася.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Унӑн ачаш та ӑслӑ чунӗ ытла аптраса ҫитнипе вӑл темле шухӑшласа та пуҫне ҫавӑрчӗ, ҫав шухӑшсем ун пуҫӗнче тӑвӑл хуса янӑ пӗлӗт пек каплана-каплана тӑчӗҫ те, хӑйне Муратлийский арӑмӗ тарма йӑлӑнса чӗннине те хӑлхине чикмерӗ.

Эти и подобные им размышления — плод отчаяния, охватившего эту нежную и впечатлительную душу, сломленную горем, — носились у нее в голове, как тучи, гонимые ветром, когда госпожа Муратлийская с рыданиями умоляла ее бежать вместе.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑлхине касасшӑн-и унӑнне?

Уши ему резать, что ли?

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада патне Кандов ҫӳрекелет тенӗ сас-хура ун хӑлхине унчченех кӗнӗ пулмалла ҫав, ак хальхинче ӑна Рада патӗнче ӑнсӑртран кӑна курни ун иккӗленес шухӑшне тӳрре те кӑларчӗ, хӗр ҫав иккӗленес шухӑша сирмешкӗн ӗлкӗреймерӗ те.

По-видимому, до него уже дошли слухи, что Кандов у нее бывает, а проклятая случайность теперь укрепила его сомнения, прежде чем Рада успела их рассеять.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ пайтах вӑхӑт хушши килӗнчен тухса курманччӗ-ха, хӑш-пӗр хыпарсем ҫапах та ун хӑлхине киле-киле кӗчӗҫ.

Он долго просидел в четырех стенах своего дома, однако и до его ушей дошли кое-какие новости.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтанласа вӑл ахальтен тенӗ пек кӑна итлекелетчӗ-ха, анчах ак икӗ сунарҫа вӗлерни ҫинчен сӑмахлама тытӑнсанах вӑл хӑлхине чӑнк тӑратрӗ.

Вначале он слушал равнодушно, но насторожил уши, когда речь зашла об убийстве двух охотников.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Серафима пике хӑлхине чанк тӑратрӗ.

Сестра Серафима навострила уши.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Киро суйнине ӑнкарса илнӗ ашшӗ ҫиллессӗн сиксе тӑчӗ те, ывӑлне хӑлхинчен ярса тытса, урама ҫавӑтса кӑларчӗ, ҫапла хӑлхине вӗҫертмесӗрех ывӑлне чиркӗве ертсе пычӗ.

Поняв, что Киро лжет, Марко вскочил, разъяренный, схватил его за ухо, выволок на улицу и так, держа за ухо, привел в церковь, где и передал сына с рук на руки духовнику,

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Полозов ҫак калаҫусене, е калаҫӑвӑн хӑй хӑлхине кӗнӗ сыпӑксене илтсен, малтан хӑраса каятчӗ.

Полозову сначала было дико слышать такие разговоры или доли разговоров, выпадавшие на его слух.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку хыпар староста хӑлхине кӗриччен малтан ял тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

Эта новость быстро распространилась и наконец дошла до местного старосты.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Ҫав шуйттан Агафонӗ ун хӑлхине ман ҫинчен тем вӗрсе тултарнӑ ӗнтӗ, тем мур шухӑшласа кӑларнӑ, мучи ҫавӑнпа тарӑхать пуль-ха, эпӗ хам вара ӑна мӗнпе юраманнине тем тусан та ӑнкарса илейместӗп.

Это чертов Агафон ему что-нибудь в уши надул про меня, какую-нибудь хреновину выдумал, вот дед и бесится, а я и сном-духом не знаю, чем ему не угодил.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, сӑмах май, халь анчах темле ухмах ҫын артистӑн хӑлхине ҫыртса татни ҫинчен, унӑн урине пӑрса лартни синчен, ӑна епле хӗнени ҫинчен каласа патӑн та, манӑн хамӑн та хӑлха ыратма, урасем сурма пуҫларӗҫ, хӗнесе пӗтернӗ, хӑлхаран ҫыртнӑ, сӗтӗрсе ҫӳренӗ тейӗн…

Ты вот только что рассказал походя, как артисту ухо откусил какой-то безумный дурак, и как ему ногу вывернули, и как его били, а у меня уже и уши болят, и ноги ломит, и все кости ноют, будто меня самого били, кусали за уши и волочили, как хотели…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗкхи вӑхӑтра ман куҫ умӗнчех пӗр артистӑнне хӑлхине ҫыртса татрӗҫ, кайри ури кӗлине мала пӑрса лартрӗҫ.

На моих глазах в старое время одному артисту в цирке ухо откусили и заднюю ногу пяткой наперед вывернули.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗншӗн апла вара? — хӑлхине чанк тӑратрӗ Ҫӑрттан.

— Это почему же такое? — насторожился Щукарь.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑк айӗнчи кивелнӗ йывӑҫ кравать чӗриклетсе илчӗ те, Ҫӑрттан мучи хӑлхине чанк! тӑратрӗ.

Ветхая деревянная кровать подозрительно заскрипела под старухой, и дед Щукарь тотчас же насторожился.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней