Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварма (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫав ӗҫе эрнекун пуҫлама хӑраса тӑни, ӑна тепӗр куна хӑварма шут пытни мӗнле телей пулчӗ.

И подумали: какое счастье, что они решили подождать один день, вспомнив про пятницу.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑйне хӑй кураймиех пулчӗ: «Бекки хӑй сӗннӗ майпала мӗншӗн-ха эпӗ килӗшмерӗм-ши, епле эпӗ ӑна йышӑнмасӑр хӑварма пултартӑм-ши?» — терӗ.

Он разозлился на самого себя за то, что упустил случай помириться с Бекки, когда она первая подошла к нему.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӑл тухтӑр пӗр чир ҫинчен каласа кӑтартнине аса илех кайрӗ: ку чир вара пӗр ҫынна икӗ е виҫӗ эрнелӗхе вырӑн ҫине вырттарнӑ, тет, тата пӳрнесӗр те тӑратса хӑварма пултарнӑ, тет.

потом он вспомнил, как доктор рассказывал про одну болезнь, с которой пациент недели на две, на три укладывался в постель и мог совсем остаться без пальца.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа Осипова ун патнех хӑварма шутларӑмӑр.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫапла кӑна эпир хамӑр тата ҫывӑх ҫынсен, кӳршӗсен пурнӑҫне, пурлӑхне тата сывлӑхне упраса хӑварма пултарӑпӑр!

Помоги переводом

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Асӑнмасӑр хӑварма ҫук, ҫав кун пӗр арҫын типӗ курӑк чӗртсе янӑран пушар хурал ӗҫченӗсем пӗрре унта кайса сӳнтернӗ-ха, анчах та каярах каллех алла шӑрпӑк тытса курӑка тивертекен тупӑннӑ.

Помоги переводом

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Чӑн та, типӗ курӑк чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварма пултарать.

Помоги переводом

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Пирӗн хушӑра тавралӑх илемне упраса хӑварма тӑрӑшакансем пурри, чӑнах та, савӑнтарать.

Действительно радует, что среди нас есть те, кто старается сохранить красоту окружающей среды.

Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Тӑпра пулӑхлӑхне лайӑхлатма тата нӳ-ре сыхласа хӑварма майсем пур иккен.

Помоги переводом

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

РФ Патшалӑх Думи валли хатӗрлекен Рекомендацие ҫак сӗнӳсене кӗртме ыйтрӗ: 7 ҫул тултарман ачасене, выртакан инвалидсене ҫӳп-ҫапшӑн тӳлеврен хӑтарма, 7-14 ҫултисемшӗн тариф шайне 50 процент хӑварма.

Помоги переводом

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Шел пулин те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернипе пӗрлех ҫитменлӗхсем пирки те асӑнса хӑварма тивет.

К сожалению, сообщая родителям радостные новости, приходится говорить и о недостатках.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫак самай тавлаштаракан иккӗмӗш ушкӑнра хӑвӑрт ҫӳрекен комфортлӑ пӗчӗк автобуссене ҫеҫ хӑварма сӗннӗ пулӑттӑм.

В этой самой вызывающей спор второй группе я бы посоветовал оставить только быстрые комфортные маленькие автобусы.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Ӑна тӑвассипе, унпа усӑ курассипе халӑх шухӑш-кӑмӑлне палӑртмасӑр, вӗсен сӗнӗвӗсене асӑрхамасӑр хӑварма май ҫук.

Помоги переводом

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Протонлӑ-ядерлӑ терапин шыҫҫа «пӑнчӑран» пуҫласа тӗрӗслесе тӑма май паракан, чирлӗ ҫын пурнӑҫне кӑна мар, унӑн пахалӑхне те сыхласа хӑварма пулӑшакан инновациллӗ технологийӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсен резервӗ пулса тӑмалла!

Резервом новых достижений должны стать инновационные технологии протонно-ядерной терапии с «точечным» контролем опухоли для сохранения не только жизни больного, но и ее качества!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Республика Правительствине ватӑ ҫынсене пурнӑҫра хӑйсене йӗркеллӗ туйма пулӑшакан майсене сыхласа хӑварма тата анлӑлатма кирлӗ инфратытӑм туса хумалли тата ӑна аталантармалли комплекслӑ ӗҫе йӗркелеме хушатӑп.

Поручаю Правительству республики организовать комплексную работу по созданию и развитию необходимой инфраструктуры для пожилых людей, позволяющей сохранить и расширить их социальные возможности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Общество укҫи-тенкине тухӑҫлӑ тытса пыни пире республика бюджечӗн ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварма май пачӗ.

Эффективное управление общественными финансами позволило нам сохранить устойчивость бюджета республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ: пирӗн районта туса илекен хӑмлапа хамӑр Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи сӑра тӑвакан заводра та усӑ курса тутлӑ та техӗмлӗ Чӑваш сӑрине вӗретеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Апла пулин те вӗсем пӗр-пӗрин хушшинчи таса юратӑва упрама, килӗшӗве сыхласа хӑварма пултарнӑ.

Помоги переводом

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫак ӗҫе кая хӑварма юрамасть.

Помоги переводом

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чирлӗ ачисене сиплесе вилӗмрен ҫӑлса хӑварма укҫа-тенкӗ ҫитереймен вӑхӑтрах миллиардерӗсем укҫине ниҫта хурайманнипе тӗнчипе чи чаплӑ та чи хаклӑ самолетсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ.

В то время, когда на лечение и на спасение больных детей не хватает финансовых средств, миллиардеры, которые не знают куда девать деньги, покупают самые дорогие в всем мире самолеты и яхты.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней