Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Улма пахчи тимлӗх кӗтет

Автор: Эльвира Иванова

Источник: «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Добавлен: 2017.03.18 13:19

Предложений: 41; Слово: 358

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Природа

- Пирӗн тӑрӑхра авалтанпах пахчасенче улма-ҫырла йывӑҫӗсем ӳстереҫҫӗ. Анчах чылайӑшӗ сада пӑхасси пирки шухӑшласах каймасть пулас. Кӑҫал, тӗслӗхрен, пахчасенче хуҫӑлнӑ, ҫурӑлнӑ йывӑҫсене чылай асӑрхатӑп. Вӗсен хуҫисем те ҫук тейӗн. Пӗлтӗр панулми тулӑх пулчӗ. Йывӑрпа хӑшпӗр улмуҫҫи кӗркуннечченех ҫурӑлма пуҫларӗ. Кӗркунне пӑрлӑ ҫумӑр ҫусан нумай йывӑҫ сиенленчӗ. Ҫавна май аманнӑ йывӑҫ тем чухлех пахчасенче. Астӑвӑр, хуҫӑлнӑ йывӑҫсем чир-чӗре лайӑх сарӑлма май параҫҫӗ. Ҫуркуннепе йывӑҫ вуллисене пралук щеткӑпа хырса мӑкран, лишайниксенчен, хӑрӑк хупӑсенчен тасатмалла. Вулла извеҫ тата шыв хутӑшӗпе шуратмалла. Аманнӑ йывӑҫсене йӗркене кӗртмелле. Хуҫӑк туратсене касса пуҫтармалла, каснӑ тӗлсене 2: пӑхӑр купоросӗпе йӗпетмелле, типнӗ хыҫҫӑн сад варӗпе е ҫуллӑ сӑрӑпа сӗрсе хупламалла. Ҫак ӗҫе кая хӑварма юрамасть. Юлашки ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра та кӑнтӑр енчи тӗрлӗ ӳсентӑрана ҫитӗнтерме пуҫларӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех пирӗн патра унччен сайра тӗл пулакан чирсем ытларах сарӑлма пуҫлани шухӑшлаттарать. Вӗсенчен пӗри «хура рак» чирӗ. Ҫак чир ернӗ йывӑҫа сиплеме питӗ йывӑр, май та ҫук темелле. «Хура рак» сывлӑшпа сарӑлать: 10-12 градус ӑшӑтсан чир спорисем ӗрчеме, ҫилпе сарӑлма тытӑнаҫҫӗ. Суранлӑ йывӑҫ кӑмпа спорине аталанма чи лайӑх вырӑн. Республикӑра чир сарӑлас хӑрушлӑх пур.

Ҫуркунне йывӑҫсене апатлантармалла. Ҫакӑн валли темӗнле хаклӑ препаратсем кирлӗ мар. Азотпа апатлантармашкӑн ҫак меслете сӗнетӗп. Хурана е пичкене икӗ-виҫӗ витре ӗне каяшӗ хумалла, унта ҫавӑн чухлӗ шыв ярса пӑтратмалла, пӗр эрне лартмалла. Йӳҫнӗ шӗвеке кашни витре пуҫне тепӗр 10 витре шыв хушса улмуҫҫисене шӑвармалла. Пӗр йывӑҫа - 4-5 витре. Шыва йывӑҫ кутнех сапни тӗрӗсех мар, 1-1,5 метр таврашӗпе шӑвармалла.

Улмуҫҫи, груша тӗмӗсене урамра е ҫулсем хӗрринче сутакансенчен илме сӗнмест ӑста пахчаҫӑ. 2 метра яхӑн ҫӳллӗ хунавсем чылай чухне Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗскерсем, пирӗн тӑрӑхри хӗле чӑтаймаҫҫӗ. Сортсемпе улталани те сайра мар тесе асӑрхаттарать.

Ҫуркунне хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешмелле. Улмуҫҫисене ҫеҫке ҫурас умӗн карбофоспа /10 литр шыва 100 грамм/ пӗрӗхни улмуҫҫи чечекӗн хуртӗнчен /яблоневый цветоед/ хӑтӑлма май парать. Ҫак хурт алхасакан пахчара улмуҫҫи ҫеҫке ҫурсан та ҫимӗҫӗ тытӑнмасть. Вӑхӑтра тимлӗх уйӑрасчӗ улма пахчине. Хурт-кӑпшанкӑран тасалма ҫеҫке тӑкӑнсан иккӗмӗш хут «Искра» препаратпа пӗрӗхни аван пулӑшать /10 литр шывра 1 таблетка ирӗлтермелле/.

Кӑткӑсем, кӑпшанкӑсем вулӑ тӑрӑх хӑпарасран вулӑна ҫирӗп хутпа чӗркесе ҫыхмалла та «Альт» пахча клейӗпе ункӑласа сӗрмелле.

Ҫуркунне, ку ӗҫе маларах пурнӑҫласан лайӑхрахчӗ те, йывӑҫсен чӑтлӑхланса кайнӑ турачӗсене иртмелле, сайралатмалла. Каснӑ тӗлсене сӑрӑпа е сад сӑмалипе сӗрмелле.

Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелесе тирпейлесе тӑрсан пахча улма-ҫырлапа хуҫине савӑнӑҫ кӳрӗ. Иртен-ҫӳрен те тирпейлӗ пахчана кӑмӑллӑ куҫпа сӑнаса хӗпӗртӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней