Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Хурлӑхлӑ юрӑ

Автор: Николай Сунай

Источник: «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Добавлен: 2016.10.10 23:55

Предложений: 369; Слово: 2449

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Васкаса ӗҫлерӗ утӑ кӗртме пуҫтарӑннӑ халӑх. Анса пыракан хӗвел хӑвӑртлӑха тата та ӳстерчӗ. Кӗҫех тӗттӗмленес хӑрушлӑх пур. Ҫынни те ҫителӗклӗ. Чӗнмесӗрех килчӗҫ кӳршӗ-аршӑпа туслӑ пурӑнакан Алексейпе Ингӑна пулӑшма. Хуҫисем хӑйсем ӳркенекеннисем мар та, кӳршисем те хаваспах пыраҫҫӗ вӗсем патне. Арҫынсем аялта тӑрмашрӗҫ. Утӑ рулонне ушкӑнпа кустарса кӗреҫҫӗ. Салатса ӑна ҫӳле ывӑтса параҫҫӗ. Ҫӳлте вара — хӗрарӑмсем: кил хуҫи арӑмӗпе хирӗҫех пурӑнакан Ираида аппа. Аллӑран иртнӗ имшер хӗрарӑм хӗрӗх те тултарман Ингӑран пӗрре те кая мар тӗрмешет.

— Юрать кӑнтӑрла мар. Пиҫсе вилӗн ҫак хӗҫ тимӗр айӗнче, — ҫӳле хӑпартнӑ утӑ ҫинче упаленнӗ май сӑмах хускатрӗ асли. Ҫакна илтсе Инга аванмарланчӗ. Аялтан панӑ курӑка та лайӑх ҫаклатса илеймерӗ. Упӑшкин кӑмӑлсӑр сасси илтӗнсе те кайрӗ:
— Ан ҫывӑр, Инга.
Пӗтӗмпех каялла, пуҫ ҫине ӳкертӗн.

Инга ун сӑмахӗсене хӑлхине те чикмерӗ. Хӑй хыҫӗнче ӗҫлекен Ираида енне ҫаврӑнса:
— Сире кунта хӑпартмалла та марччӗ пуль, — терӗ.

— Кӗлеткем шӑммипе тирӗ ҫеҫ пулин те вӑй-халӑм хӑш-пӗр арҫынран ирттерет. Пулӑшма килнӗ тӗк — ӗҫлемелле. Яков тетӳ, ахӑртнех, черкке хураллама ҫеҫ килнӗ. Ыйт-ха, нумай-и унта хӑпартмалли?

Инга пуҫне аялалла пӗкрӗ.

— Алексей, нумай-и-ха унта хӑпартмалли? — ыйтрӗ вӑл.

— Пӗтнӗпе пӗрех, — савӑнтарчӗ мӑшӑрӗ вырӑнне кӳрши, Сергей. — Тата пӗр-ик сенӗк пулать-и, ҫук-и?

— Апла пулсан, Ираида аппа, эпӗ анас-ха. Пӑртак сӗтел лартса хӑналас пулӑшакансене, — шухӑшне пӗлтерчӗ Инга.

— Ан, ан. Эпӗ кунта пӗчченех майлаштарӑп, — кӗске авӑрлӑ сенӗкпе курӑка ӑсса илнӗ май калаҫрӗ Ираида.

— Эй, арҫынсем! Чикмеке парӑр-ха. Анатӑп эпӗ, — илтӗнчӗ Инга сасси.

Ӗҫ вӑхӑтлӑха чарӑннипе усӑ курса Ираида сенӗкӗ ҫине таянчӗ. Ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх йӑр-йӑр юхса анакан тар халатне йӗп-йӗпе тунине халь тин асӑрхарӗ вӑл. Васкаса тапакан чӗри майӗпен йӗркене кӗре пуҫларӗ. Сывлӑшӗ пӳлӗнми пулчӗ. Аялта калаҫакансен сассисем хӑлхине уҫҫӑнах пырса кӗчӗҫ.

— Шала кӗрсе тӑмастпӑр. Картишне кӑна илсе тух, — сӗнӳ пачӗ Сергей Ингӑна.

Арҫынсем ҫӳле тата пӑртак утӑ ывӑтрӗҫ те Алексей сасси илтӗнчӗ:
— Ан, Ираида аппа.
Пӗтертӗмӗр.

— И-и, мухтав Турра. Ҫӗрлене юлмарӑмӑр, — сарайран калаҫса тухрӗ Ираида.

Халачӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ курӑк ванчӑкӗсене шӑла-шӑла ывӑтрӗ. Тутӑрне сӗвсе илчӗ. Пӳрнисемпе чӗпӗте-чӗпӗте ҫӳпӗрен тасатрӗ.

Арҫынсем таҫтан кивӗ сӗтел тупса тухрӗҫ. Ӑна картиш варрине лартса сак тума гаража ҫул тытрӗҫ. Ҫак самантра Инга пӳртрен тулли турилккесем йӑтса тухрӗ. Ун хыҫҫӑнах алӑкран тепӗр хӗрарӑм курӑнса кайрӗ. «Оксана, — палласа илчӗ ӑна Ираида. Чӗри хӗссе ыратса кайрӗ. — Пулайман кин». Епле ун пирки ӗмӗтленетчӗ ывӑлӗ Алексей, тахҫанах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ пӗртен пӗр ачи. Хӗрарӑм хӑй сисмесӗрех пӗкӗрӗлчӗ. Калаҫма чарӑнса салхуланчӗ. Ҫавӑнтах хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ. Тахҫанах кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсене тутӑр айне пытарма васкарӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, Ираида аппа. Сире курманччӗ те, — сӑмах хускатрӗ Оксана ӑна асӑрхаса. Унӑн сарӑ, кӑтрарах ҫӳҫӗсем ҫилпе хумханса вӗлкӗшрӗҫ. Оксана аллинчи чейникне сӗтел ҫине лартрӗ.

— Эсир те кунта-и? — аран салтӑнчӗ чӗлхи Ираидӑн.

— Кунта паҫӑрах. Канмалли кунсене хуларан таврӑнтӑм та тетесем утӑ кӗртнине пӗлсе пулӑшма васкарӑм. Эсир вара ҫӳлтеччӗ пулас?

— Ҫавӑнта. Ҫавӑнпа курман пӗр-пӗрне. – Тӑкӑнса юлнӑ курӑка урамран кил картинелле шӑлса кӗрекен самай пысӑк хӗрачана асӑрхарӗ хӗрарӑм: — Ку вара санӑн хӗрӳ мар-и? Ҫавӑн пек пысӑкланса кайнӑ-и?

— Манӑн Анечка. Кӗҫех хама хӑваласа ҫитет. Мӗн тӑвӑн, ватӑлатпӑр. Славӑпа пӗрлешнӗренпе ҫитес ҫул январь уйӑхӗнче вунӑ ҫул пулать.

«Упӑшкин ячӗ Слава иккен. Алексей уншӑн мӗнле ҫуннине пӗлейрӗ-ши Оксана? Ҫамрӑкрахчӗ ҫав ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ вӑхӑтра. Вун тӑваттӑра кӑначчӗ вӗсем. Оксана кун пирки халӗ те пӗлмест пулас», — йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑракан хӗрарӑм ҫинчен куҫне илмерӗ хунямӑшӗ пулайманскер.

Йывӑр шухӑшсен авӑрӗнчен ӑна арҫын сасси туртса кӑларчӗ.

— Мӗн пуплешетӗр унта вӑрттӑн? Ларӑр сӗтел хушшине. Кунта калаҫатӑр. Кӗтсе ывӑнтӑмӑр сире, — кӑшкӑрашрӗ хӑйне хуҫа пек тытакан Сергей. Пушатма ӗлкӗрнӗ черккине Инга енне тӑсрӗ вӑл. Арҫынсем тахӑш вӑхӑтра ӑсталама ӗлкӗрнӗ сак ҫине Ираидӑпа Оксана ҫуммӑнах ларчӗҫ. Инга таҫтан хӗрлӗ эрех кӗленчи туртса кӑларчӗ. Вӑл туллине курса куҫӗсене чарса пӑрахнӑ кил хуҫи савӑтран куҫне вӗҫертмесӗр тӗлӗнсе ыйтрӗ:
— Ӑҫтан?

— Каламастӑп. Атту эс тӗлне пӗлсен вӑрттӑн ӗҫсех пӗтерен. — Кӗленчене арҫынсенчен пытарнӑ пек туса хулӗпе хупларӗ Инга. — Ку хӗрарӑмсем валли кӑна. Ӗҫӗр хӑвӑрӑн чӗкӗнтӗр ханшине.

— Мӗнпе япӑх вара чӗкӗнтӗр ханши? — кӳренсе калаҫрӗ Яков. — Экологически чистый продукт. Сирӗн лавкка хӗрлӗ эрехӗ ҫине мӗнле кӑна хими ямаҫҫӗ пуль.

— Ӑхӑ. Чӗкӗнтӗртен хурса лартнине те ӗҫме лайӑх. Пылчӑкӗ шӑл хушшине ларса юлать, — шӳт туса калаҫрӗ Алексей. Пурте кулса ячӗҫ.

«Эх, Алексей, Алексей. Эсӗ те Алексей ятлӑ-ҫке», — шӳт тӑвакана вӑрттӑн, куҫ айӗн сӑнарӗ Ираида. Те хӑй ывӑлӗн ячӗпе пӗр пулнипе юратать ҫак арҫынна вӑл. Тасан юратать. Амӑшӗ ывӑлне юратнӑ пек. «Эх, ывӑлӑм. Мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ ҫак Алексейсемпе тӑванлашнӑ пулсан».

***

Ыйхӑ килмерӗ ҫав каҫхине. Упӑшки те ҫывӑрайманнипе аптранипе туйса хӗрарӑм ҫӑварне уҫрӗ:
— Кӗҫех Алексей вун иккӗ тултарать.
Тата ултӑ ҫултан ачамӑра салтака илсе кайӗҫ, — хаш сывласа ячӗ Ираида.

— Ултӑ ҫул нумай-ха, — пӑшӑлтатрӗ Анатолий. — Тепӗр тесен, вӑл та ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа иртсе кайӗ. Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫласа килсен ӑҫта ӗҫе вырнаҫӗ-ши пирӗн Алексей? — маччана пӑхса выртнӑ хушӑрах пӑчӑртарӗ арӑмне хӑй ҫумне.

— Пӗлместӗп. Ман шутпа, ӑна учителе вӗренме ямалла, — упӑшкин хулӗ айнех кӗрсе выртрӗ Ираида. – Дневникне курнӑ-и унӑнне? Шӑкӑрин пиллӗк.

— Учитель? Ан пакӑлтат-ха, — арӑмӗпе килӗшменрен аллине туртса илчӗ арҫын. – Учитель — хӗрарӑм ӗҫӗ. Офицер. Офицер тӑватпӑр Алексейрен, — сассине хӑпартсах калаҫма тытӑнчӗ Анатолий. — Ялта никам ачи те офицер пулни ҫук. Пирӗн ҫеҫ пулать. Ҫар ҫынни анчах чӑн-чӑн арҫын. Ӑс-тӑн енӗпе такамран ирттерет пирӗн Алексей. Ӳт-пӳ ҫирӗплӗхӗпе вӑйне пӑртак аталантармалла. Вара такам ӑмсанӗ пирӗн ывӑла. Таврари пӗтӗм хӗр упраҫ Алексей хыҫҫӑн чупӗ. Ӑна качча кайма ӗмӗтленӗ. Ыранах тӑрататӑп Алексее йӗлтӗр ҫине. Кашни кун ир-ирех физзарядка тӑвӑпӑр иксӗмӗр.

Ираидӑн чӗри ҫак сӑмахсене илтсе савӑнӑҫлӑ тапӑртатма тытӑнчӗ. Камӑн ашшӗ-амӑшӗ ӗмӗтленмӗ хӑйӗн ачине офицер тума?

— Тен, сӑнаса хунӑ пики те пур санӑн?

Хӑй вӑл шкул директорӗн хӗрне — Оксанӑна – тахҫанах куҫ хывнӑ. Мӑшӑрӗн кӑмӑлне пӗлесшӗн пулчӗ.

— Паллах, пур. Шкул директорӗн хӗрӗ. Алексейпе пӗр класрах вӗренекен Оксана, — ҫӗнӗрен хӑйӗн ытамне илчӗ арӑмне Анатолий.

— Эпир пӗр шухӑшлӑ иккен. Хам та ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленетӗп, — савӑнсах кайрӗ Ираида. Мӑшӑрӗ ҫумне тата хытӑрах ҫыпҫӑнчӗ.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Алексейӗн пурнӑҫ урапи урӑх ҫулпа ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Кравать ҫинчен аран-аран, ӗҫе кайма ҫеҫ ҫӗкленекен Анатолий ирхине тӑватӑ сехетрех сиксе тӑма тытӑнчӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ ҫутӑличченех хӗлле йӗлтӗрпе, ҫулла ҫуранах чупма туха-туха каятчӗҫ.

Пӗррехинче ҫӳллӗ чӑнкӑ ҫыранран ярӑнса аннӑ чухне Алексей йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ пуҫӗпе. Пӗр вӑхӑт тӑнсӑр пулса та выртнӑ. Ҫавна кула-кула каласа кӑтартнӑччӗ икӗ арҫынӗ.

Анатолий Алексее малтан юрпа ҫӑвӑнма хӑнӑхтарчӗ. Кайран шартлама сивӗрех пусӑран шыв ӑсса пуҫӗсем тӑрӑх яратчӗҫ. Алексей тата та патварланчӗ. Ираида мӑшӑрне мухтасах тӑчӗ.

— Вӑт халӗ тин чӑн-чӑн атте пулатӑн ывӑлшӑн. Ӗлӗкрех ху ҫинчен анчах шухӑшлаттӑнчӗ.

Вӑл халӗ те астӑвать-ха Анатолий ывӑлне каланӑ сӑмахсене: «Арҫын нихӑҫан та макӑрмасть», «Ху вилсен те тантӑшна ҫӑл», «Арҫыннӑн нимӗн те ыратма тивӗҫлӗ мар», «Хӑвна йывӑр пулсан та тӳс, ҫынна ан палӑрт», — вӗрентетчӗ Алексее ашшӗ.

Анчах савӑнӑҫ нумаях пымарӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ ҫавӑн пек аппаланма тытӑннӑранпа ҫулталӑк иртсен такӑнчӗ Алексейӗн пурнӑҫ урапи. Темшӗн вӑл час-часах чирле пуҫларӗ. Тӳсӗмлӗхӗ пӗтсе ҫитсен пӗррехинче амӑшне ҫапла каларӗ:
— Анне, манӑн пуҫ чӑтма ҫук хӗссе ыратать.
Пуҫ чашкине хӑпӑтса илнӗ пек. Шкулта та аптӑратӑп пуҫ ҫаврӑннипе.

Уроксенче ларнӑ вӑхӑтрах темиҫе хут тӑнне ҫухатнӑ хыҫҫӑн Ираида ывӑлне шкула ями пулчӗ.

«Пуҫ мими шыҫҫи. Рак», — терӗҫ тухтӑрсем Алексее тӗпченӗ хыҫҫӑн. Ҫакна илтнипе чутах ухмаха тухмарӗ хӗрарӑм. «Алексей кӗҫех вилет, вилет, вилет», — пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ ҫак сӑмахсем.

— Мӗн те пулин, тен, операци пулӑшӗ? — шанӑҫне ҫаплипех ҫухатмасӑр калаҫрӗ тухтӑрпа Ираида.

— Чирӗ тарӑна кайнӑ. Пирӗн ҫӗршывра ун пек операцисем тунине илтмен. Ют ҫӗршыва кайсан кӑна. Унта вара, хӑвӑр пӗлетӗр, питӗ нумай укҫа кирлӗ пулать. Анчах, васкӑр. Унсӑрӑн… — хӗрарӑм тухтӑр сӑмахне каласа пӗтереймерӗ. Пуҫне пӑрса куҫӗсене пытарчӗ.

«Алексее хӑйне каламӑпӑр ракпа чирлине», — калаҫса татӑлчӗҫ ашшӗпе амӑшӗ. Тӑван-пӗлӗшрен, ял-йышран операци тутарма укҫа шырарӗҫ. Ытла та ерипен, сахал пуҫтарӑнчӗ вӑл долларпа шутланаканскер валли. Ираида таврари пуҫлӑхсемпе бизнесменсем патне пуҫҫапма кайрӗ. Чи малтан таврари чаплӑ предприниматель, темиҫе лавкка хуҫи патне ҫитрӗ вӑл. Антон Германович хӗрарӑм хӑй патне мӗн пирки килнине пӗлсен вӑрахчен хускалмасӑр ларчӗ. Хаш та хаш сывларӗ хушӑран. Патшалӑха, ертӳҫӗсене ятлама пикенчӗ:
— Хамӑр ҫӗршывра тӳлевсӗр операци тӑваймаҫҫӗ ачана.
Пиртен мӗн чухлӗ налук сӗвеҫҫӗ. Шалт хӑйсен кӗсйисене пӗтӗрсе чикме ҫеҫ. Йӗрке пулать-и ҫакӑ! Тьху!

Ираидӑна ҫӗр тенкӗ парса ячӗ Антон Германович. Те савӑнмалла, те хурланмалла пулчӗ ҫакӑншӑн хӗрарӑмӑн. Темшӗн ҫав укҫана ҫавӑнтах ҫӳп-ҫап ешчӗкне ывӑтса хӑварас килчӗ...

— Эсӗ мӗн сӗнксе ларатӑн? Ывӑнтӑн-и, элле? — тӗкрӗ Ираидӑна сулахай аякӗнчен ҫумӗнче ларакан Яков.

Хӗрарӑм ҫакна сисмерӗ те пулас.

…Операци тутарма ҫителӗклӗ укҫа пуҫтарӑнаймарӗ. Мӗн пухӑннине эмел илсе пӗтерчӗҫ. Канӑҫсӑр, куҫ хупман каҫсем мӗн чухлӗ пулчӗҫ-ши Ираидӑн? Такам панӑ Библие страницисем ҫӗтӗличчен вуларӗ. Турӑшсен умӗнче чӗркуҫленсе ларса хӑй пӗлнӗ сӑмахсемпе кӗлтурӗ:
— Эй, Турӑ.
Тархаслатӑп. Ҫӑл ман Алексее. Ан пар ӑна вилме. Вӑл сирӗн умӑрта нимӗнле айӑпа та кӗмен. Сире пирӗн ҫемьери камӑн та камӑн чунӗ кирлӗ пулсан — илӗр манӑнне. Эпӗ ҫителӗклӗ пурӑнтӑм. Вилсен те шел мар. Алексее анчах ҫӑлса хӑварӑр. Ытла та ҫамрӑк-ҫке. Пурӑнса та кураймарӗ, — юхтарчӗ вӗри куҫҫуль хӗрарӑм.

Турра йӑлӑнса пуҫҫапрӗ:
— Атя, илӗр манӑн пурнӑҫа, анчах ачана сывӑ хӑварӑр!

Алексей вара кунран кун япӑхланса ҫеҫ пычӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе арпаша пуҫларӗ. Вӑл чӗрӗлес ҫуккине кура тус-тантӑшӗсем те пырса ҫӳреме пӑрахрӗҫ. Ракпа чирлине пӗтӗм ял пӗлчӗ ӗнтӗ. Те ҫав чир хӑйсене сикесрен хӑраса Алексейсен ҫуртӗнчен аякран пӑрӑнса ҫӳрерӗҫ. Ывӑлӗн чи ҫывӑх юлташӗ — хирӗҫрех пурӑнакан Сергей – вӗсем патне урине ярса пусми пулчӗ. Ҫапах та Алексее ним тума та кирлӗ пулас ҫук учебниксене учительсем илсе каймарӗҫ. Ачан кӑмӑлне хуҫас мар терӗҫ пулас.

Ывӑлӗ сывалас ҫуккине пӗлекен амӑшӗ унӑн юлашки кунӗсене те пулин хаваслӑ, тантӑшӗсем хушшинче ирттересшӗнччӗ. Хурланчӗ, кӳренчӗ Алексей ҫине алӑ сулнӑ юлташӗсене.

Пӗррехинче тӳсеймерӗ.

Ҫурхи йӗпе-сапаччӗ. Пӗр чарӑнми сивӗ ҫумӑр лӳшкенӗ вӑхӑтрах халат вӗҫҫӗн шкула тухса утрӗ. Калушӗсемпе пылчӑка пута-пута ҫул урлӑ шкула кӗчӗ. Урок пынӑ вӑхӑтрах пырса кӗчӗ вӗсен класне.

— Ман ывӑлӑм вилмен-ха, вил…мен. Тен, сывалма та пул…тарӗ. Вӑл си... Вӑл сире курасшӑн. Эсир... Эсир вара ун патне пыма та пӑрахрӑр, — ӗсӗклерӗ.

Пуҫӗ чӗтрерӗ. Ираидӑн сӑмахӗсем таткаланчӗҫ. Пырӗ тӗпне капланнӑ кумкка пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса пынӑ пек туйӑнчӗ. Куҫӗсене куҫҫуль тӗтрелентерчӗ.

Шӑпланнӑ кабинетра унӑн тытӑнчӑклӑ сасси янраса тӑчӗ. Ачасем айӑпа кӗнӗ пек пуҫӗсене усса умӗнчи партӑсем ҫине пӑхса ларчӗҫ. Ҫапах та, куҫри тӗтре витӗр те пулин, кантӑк енчи иккӗмӗш парта хушшинче ларакан Оксанӑна паллайрӗ вӑл: «Оксана, сӑмахран, эсӗ те пулин мӗншӗн Алексей патне пымастӑн?» — пӑшӑлтатрӗ тути.

— Ираида, — каллех аякӗнчен тӗкрӗ ӑна Яков.

— Мӗн пулчӗ? — тӳрленсе ларчӗ хӗрарӑм.

— Эсӗ миҫерине пӗлесшӗнччӗ.

— Аллӑ иккӗре.

— Ха, аллӑ иккӗре ҫеҫ-и? Эпӗ сана сакӑр вун пиллӗкре тесе. Хе-хе-хе, — те шӳт турӗ, те шӑл ерчӗ Яков.

Ираида чӗнмерӗ. Сӗтел ҫинчи апата ҫырткалам пекки турӗ. Темшӗн именчӗклӗн, вӑтанса. Оксана умӗнче айӑпа кӗнӗ пек ҫирӗ. Инга васкасах ӑна тулли черкке тыттарчӗ.

— Ираида аппа, эсир кунта чи асли. Сӑмах калӑр.

Тӳрленсе ларчӗ хӗрарӑм. Сӗтел хушшинче ларакансем ҫине пӑхса илчӗ.

— Алексей, Инга. Тав сире. Утти перекетлӗ пултӑр.

Черкке тытнӑ алли темшӗн ҫӑварӗ патне мар, Оксанӑн тулли черкки патне туртӑнчӗ.

— Оксана, шаккаса ӗҫер-и пӗреххут?

«Акӑ черкке шаккасах ӗҫсе куртӑм санпа», — каллех асаилӳсем ӑшне пута пуҫларӗ вӑл.

Ҫав кунхине каҫалапа пычӗҫ вӗсем патне Оксанӑпа Марина. Хӑюсӑррӑн пӳрте кӗрсе пӗр кӗтесе хӗсӗнсе шӑпланчӗҫ. Хапӑл кӗтсе илчӗҫ хӑнасене Анатолипе Ираида. Вӑйсӑр лампочка ҫутинче хӗрарӑм васкасах сӗтел ҫине темӗн те пӗр лартма тытӑнчӗ. Анатолий ывӑлне пӳлӗмӗнчен ҫавӑтса тухрӗ. Алексейӗн шурӑхса кайнӑ, шӑммисем витӗр палӑракан питне курсан хӗрачасем пушшех хӑраса ӳкрӗҫ.

Мӗн ҫинчен калаҫрӗҫ-ши вӗсем ҫавӑн чухне? Пӗр-пӗрне сывлӑх сунчӗҫ. «Ыратать-и?» — тесе ыйтрӗҫ. «Пӑртак ҫеҫ», — хуравларӗ ывӑлӗ. Урӑх мӗн калаҫнине астумасть, Алексейпе сывпуллашнӑ чухне хӗрачасен куҫӗсем шывланнине асӑрхарӗ Ираида. Оксана арҫын ачана йӑпатасшӑн чӗвӗлтетрӗ.

— Алексей, эсӗ пӗлӳ илмесӗр юлнӑшӑн ан кулян. Сывалсан вӗренӳре класӗпех пулӑшӑпӑр сана. Тепӗр ҫула хӑварттармӑпӑр...

Инга пушӑ черккесене каллех хӗрлӗ эрех тултарчӗ. Ӑна та шаккаса ӗҫнӗ самантра Ираида самай тӗксӗмленме ӗлкӗрнӗ тӳпенелле пуҫне ҫӗклерӗ. Вӗсен тӑрринчех иккен ҫурла уйӑх. Ун ҫумӗнчех ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать. «Тата кам уйрӑлӗ-ши ҫут тӗнчерен?» — пӑшӑрханчӗ ӑшӗнче хӗрарӑм ҫав каҫри пекех.

Ӗнине сунӑ хыҫҫӑн витерен сӗт витрине илсе тухнӑ чухне хӑйсен пӳрчӗ тӑрринчех ҫутатакан ҫурла уйӑха асӑрханӑччӗ. Паянхи пекех ун ҫумӗнче ялкӑшса ҫӑлтӑр ҫунатчӗ. «Такам вилет», — шухӑшларӗ хӗрарӑм. Чӗри ҫӗҫӗпе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ: «Нивушлӗ Алексей?» Вӑл хыпаланса пӳрте кӗчӗ. Упӑшкине курнӑ-курман тӗпчерӗ:
— Ывӑл мӗнле унта?

— Тинтерех ҫеҫ кӗрсе тухрӑм. Пӑртак уҫӑлнӑ. Хавасланнӑ та пек. Оксанӑпа Марина килсе кайни вӑй кӗртрӗ пулас.

— Шӗкӗр Турра, — турӑш енне тӑрса сӑхсӑхрӗ Ираида.

Пӑртакран ывӑлӗ патне пӗр курка сӗт йӑтса кӗчӗ.

— Алексей? Ҫывӑрмастӑн-и? — ыйтрӗ алӑкран кӗнӗ-кӗмен.

— Ҫук, анне, шухӑшласа выртатӑп.

— Мӗн пирки? Вӑрттӑнлӑх мар пулсан.

— Вӑрттӑнлӑх мар. Пӗлетӗн-и, анне, эпӗ мӗн пӗчӗкрен Оксанӑна саватӑп. Чирленӗ хыҫҫӑн вӑл ман пата килме пӑрахсан питӗ кулянтӑм. Паян вара эпӗ тӗнчипе те чи телейлӗ ҫын. Манман вӗт вӑл мана. Манман. Сулман ман ҫине аллине. Хӑв та илтрӗн пулӗ каяс умӗн мана вӗренӳре пулӑшма шантарнине. Сывалмалла манӑн, анне, сывалмалла.

— Алеша, эпӗ сан валли ӑшӑ сӗт илсе кӗтӗм. Ӗҫетӗн-и?

— Ӗҫетӗп. Паян ӗҫетӗп.

Ывӑлӗ аллипе вӑйсӑррӑн кравать пуҫӗнчи пукан ҫине шаккаса кӑтартрӗ:
— Лартса хӑвар ҫакӑнта.

Самай ӳсӗрӗлме ӗлкӗрнӗ Сергей Оксанӑпа хӗрсе кайсах калаҫать:
— Шкул пӗтерни кӗҫех вун пилӗк ҫул пулать.
Ҫак ҫулсенче ыттисене курсах та кайман. Надюка курнӑччӗ, Дениса...

— Эпӗ Маринӑна куркалатӑп, — хушса хучӗ Оксана.

Кӗтрӗ, кӗтрӗ Ираида хӑйӗн Алексейне аса илессе. Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн хурланнине амӑшне пӗлтерессе. Кӗтсе илеймерӗ. Хӑйсӑр пуҫне никамшӑн та пулман пуль унӑн Алексейӗ. Аса та илмеҫҫӗ. Хӑвараймарӗ ывӑлӗ ҫак тӗнчере нимӗнле йӗр те. Ҫуралнӑ — вилнӗ. Числасем хушшинче — тире ҫеҫ. Алексейӗн вилтӑприне пӑхакан пулӗ-ши ашшӗпе амӑшӗ ҫӗре кӗрсен?

Хӑйне чи пысӑк та чи пуян ҫӗршыв тесе мӑнаҫланакан мӑнтарӑн Раҫҫейӗ. Чирлӗ ачисене сиплесе вилӗмрен ҫӑлса хӑварма укҫа-тенкӗ ҫитереймен вӑхӑтрах миллиардерӗсем укҫине ниҫта хурайманнипе тӗнчипе чи чаплӑ та чи хаклӑ самолетсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ. Пӗлеҫҫӗ-ши ҫакӑн пирки чиркӳсемпе мӑнастирсем тӑрӑх ҫурта ҫутса ҫӳрекен ҫӗршыв ертӳҫисем? Пӗлмеҫҫӗ пулас. Е пӗлмӗше переҫҫӗ? Ҫавӑрса хурӗччӗ Ираида ҫак тӗнчене тепӗр май, анчах пӗччен мӗн тӑвӑн?

Алексей ир енне вилчӗ. Пукан ҫинче ларакан сӗтне тӗкӗнсе те пӑхман. Пичӗ темрен тӗлӗннӗ пек тӑсӑлса кайнӑ. Ҫапах та пӗр куҫҫуль тумламӗ кӑларман. Вилес умӗн кӑшкӑрашнине те, макӑрнине те илтмерӗ амӑшӗ. Чӑн-чӑн офицер пек сывпуллашрӗ ҫут тӗнчепе ывӑлӗ.

Ираида Алексейӗн пӳлӗмӗнчен кутӑн чака-чака тухрӗ. Пӗтӗмпех ӑнланнӑ упӑшки урай варринче пуҫне усса тӑратчӗ. Анатолие асӑрхаса унӑн куҫӗсем курайманлӑхпа тулчӗҫ. Ираида ун енне ыткӑнчӗ.

— Сана пула! Пӗтӗмпех сана пула! — пӗтӗм вӑйран питӗнчен ҫапа-ҫапа ячӗ упӑшкине. — Мӗншӗн вӑл?! Мӗншӗн эсӗ вилмерӗн?! — Анатолийӗн ҫӳҫӗнчен ярса тытса пуҫне лӑскарӗ.

Арҫын хирӗҫ тӑмарӗ. Хӳтӗленмерӗ те. Вӑйран кайнӑ Ираида мӑшӑрӗ тӑрӑх шуса анса кавир ҫинче йӑваланса йӗчӗ. Аллисемпе урайне тӳпелесе вӗри куҫҫульпе кавире шӑварчӗ:
— Мӗн туса хутӑмӑр эпир!
Мӗн туса-а-а! Ах-ах-ах-ах-аххах...

Алексее пӗтӗм шкулӗпе пытарчӗҫ. Тупӑкне те шкул мастерскойӗнче турӗҫ ун валли. Венокне те шкулах илчӗ...

– Ираида аппа, черккӗр пирки мантӑр-им? — Инга хӑлхинченех кӑшкӑрнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Хӗрарӑм васкасах черккене ярса тытрӗ. Эрехе ӗҫсе ярса сӗтел ҫине пуш черккине хучӗ.

— Урӑх ӗҫместӗп, Инга. Ярса та ан хур.

Оксанӑпа Сергей ҫаплипех тӗлпулу пирки калаҫрӗҫ. Ывӑлӗ ҫинчен сӑмах хускатма Ираидӑн чӗлхи ҫаврӑнмарӗ. Анчах пыр тӗпне капланнӑ кӳренӳ кумккине ӑҫта та пулин вырнаҫтармасӑр тӳсеймерӗ хӗрарӑм. Хыттӑн, пурте илтмелле:
— Юрласа парас-и пӗрре, — тесе хучӗ.

— Хаваспах йышӑнатпӑр! – хӑйсем килӗшнине пӗлтерме васкарӗҫ Сергейпе Яков.

Таҫта кайса кӗчӗ Ираидӑн пырӗнчи кумкка. Хӑйӗн юратнӑ юррине шӑрантарса ячӗ хӗрарӑм:
– Пурнӑҫ урапи ҫаврӑнать,
Пурнӑҫ урапи такӑнать...

Ҫак хитре сасса илтсе кайӑк-кӗшӗк те сасартӑк шӑпланчӗ. Машинӑсем ҫӳрени илтӗнми пулчӗ. Йывӑҫсем кашлама пӑрахрӗҫ.

Юхрӗ те юхрӗ юрӑ ыйха хатӗрленекен чӑваш ялӗ ҫийӗн. Унӑн ҫырма-ҫатрипе, уй-хирне саланса таҫта ҫитиех сарӑлчӗ.

Клуба васкакан икӗ ҫамрӑк ҫак юрӑпа чарӑнса тӑрсах киленчӗҫ.

— Хитре юрлать. Чунран, — терӗ пӗри.

— Ку хӗрарӑма клубра юрлаттармалла. Хуларан килекен юрӑҫсем укҫа пуҫтарассишӗн, ячӗшӗн ҫеҫ юрласа ҫӳреҫҫӗ. Фонограмма яраҫҫӗ те сцена ҫинче ҫӑварӗсене уҫса-хупса хиркеленеҫҫӗ.

— Тӗрӗсне калатӑн. Асӑрхарӑн пуль, кирек мӗнле ӗҫе те юратса, чуна парса тусан ҫеҫ вӑл пахалӑхлӑ пулать.

Ҫамрӑксем малалла утрӗҫ.

Пурнӑҫ хӑнана килни мар,
Пурнӑҫ урапи такӑр мар!
— ҫаплипех илтӗнчӗ юрӑҫ сасси.

Ӑнланчӗ-ши ҫак вӑхӑтра кам та пулин Ираидӑн чун-чӗри мӗнле ыратнине?

Сайт:

 

Статистика

...подробней