Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль

Автор: А.НИКОЛАЕВА

Источник: Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Добавлен: 2017.06.15 12:40

Предложений: 29; Слово: 395

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Хӑмлана мӗн авалтан «симӗс ылтӑнпа» танлаштарнӑ. Ҫакӑ ахальтен марах, мӗншӗн тесен хӑмла ҫитӗнтерсе ӑна пуҫтарса кӗртсе кирлӗ вырӑна ҫитересси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ маррине маларахри ҫулсенче хӑмла татса кӑна курнисем те чухлаҫҫех пулӗ.

Маларахри вӑхӑтра хӑмла лаптӑкӗсем йӗри-тавра пулнӑ-ха. Ӑна ҫитӗнтерсе чапа тухнӑ уйрӑм ҫынсем те сахал мар пирӗн районта. Самана тӗрлӗ еннелле сулӑннӑ вӑхӑтра хӑмла участокӗсем те кашлама пӑрахрӗҫ. Анчах та малашлӑха тӗллевлӗн пӑхакансем ҫак культурӑна тепӗр хут аталантарса ярассишӗн ӗҫлеме пачах та чарӑнман тесен те тӗрӗсех пулать пулӗ. Вӗсенчен пӗрисем - Чулкас ялӗнче пурӑнакан Дмитриевсем. «АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ общество йӗркелесе Чӑваш Республикинче чи нумай лаптӑк хӑмла плантацийӗ лартнӑ. Паянхи куна предприятинче 30 гектар ҫинче хӑмла ҫитӗнет, вӗсенчен 26 гектарӗ ҫинчен тухӑҫлӑ хӑмла татса илеҫҫӗ, 4 гектарӗ - ҫамрӑк-ха. Ир ҫитӗнекен «Ранний Московский», «Истринский», «Подвязный» сортсем тухӑҫӗпе савӑнтараҫҫӗ. Ҫамрӑк хунавсенчен - «Флагман», «Фаворит» сортсем ҫитес вӑхӑтсенче ҫимӗҫӗпе савӑнтарасса кӗтеҫҫӗ хӑмлаҫӑсем. Тухӑҫ кӗтиччен малтан мӗн чухлӗ вӑй хумаллине харпӑр хӑй ӗҫлесе курнисем кӑна ӑнланаҫҫӗ пулӗ. Хӑмла ҫитӗнтерме предприятинче хальхи йышши тӗрлӗ техникӑсем - хӑмла татакан виҫӗ комбайн, Чехинче туса кӑларнӑ хӑмла типӗтмелли икӗ сушилка, хӑмлана гранулӑмалли тата пресламалли агрегатсем, пысӑк склад, машинӑпа трактор паркӗ пур, вӗсенчен те хаклисем вара - хӑмла ҫитӗнтерме пултаракан кадрсем. «Кадрсем пур ӗҫе те татса параҫҫӗ», - тенӗ халӑхра. Ку чӑнахах та ҫапла. Кунта чӑтӑмлисемпе харсӑррисем кӑна вӑй хураҫҫӗ тесе калас килет. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑмлана лартса ҫитӗнтереҫҫӗ кӑна мар татса тирпейлеҫҫӗ, туянакан ыйтакан кондицие ҫитерсе тӗрлӗ ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Кунта хӑмла йӑран ҫинчен склада кӗрсен тепӗр хӗрӳ тапхӑр пуҫланать. Предприяти директорӗ С.Дмитриев каланӑ тӑрӑх вӗсем хӑмлана Раҫҫейӗпех ӑсатаҫҫӗ иккен. Унпа ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗрте те усӑ кураҫҫӗ. Фармацевтсен компанийӗнче те хӑмла чи кирлӗ компонентсенчен пӗри. Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ: пирӗн районта туса илекен хӑмлапа хамӑр Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи сӑра тӑвакан заводра та усӑ курса тутлӑ та техӗмлӗ Чӑваш сӑрине вӗретеҫҫӗ. Предприятинче вӑй хуракансен тӗллевӗ - хӑмла тухӑҫлӑхне ӳстерсе, пахалӑхне Пӗтӗм тӗнчери стандарт шайӗнче тытса пырасси тата хӑйхаклӑхне чакарасси.

Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ. Пирӗн районти «АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫӗпе А.Вальшников учредитель те кӑмӑллӑ. Ҫапла пулмасӑр, ку предприяти кӗске вӑхӑтрах ытти хӑмлаҫӑсем хушшинче пысӑк авторитет ҫӗнсе илсе ырӑ ята тивӗҫнӗ. Акӑ, юлашки тӗслӗх те вӗсен ӗҫӗнчи ӑнӑҫӑва тепӗр хут ҫирӗплетсе парать. Нумаях пулмасть Сочи хулинче иртнӗ «Сӑра» Пӗтӗм тӗнчери форумран пирӗн район хӑмлаҫисем хӑйсен продукцийӗпе палӑрса ылтӑн медальпе килнӗ. Выставкӑна тӑратнӑ пирӗн районти предприятин хӑмла продукцийӗ тивӗҫлӗ награда илме пултарни пуриншӗн те пысӑк ҫитӗнӳ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней