Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать

Раздел: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Добавлен: 2019.06.14 18:02

Предложений: 270; Слово: 2684

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Томӑн питех те пысӑк вӑрттӑнлӑхӗ ҫакӑ пулнӑ та ӗнтӗ: вӑл, хӑй пирачӗсемпе пӗрле киле таврӑнса, хӑйсене пытарнӑ ҫӗрте пулма шутласа хунӑ-мӗн. Шӑматкун вӗсем, пӗрене ҫине ларса, Миссури шывӗ хӗррине ҫитнӗ, хӑйсен хулинчен пӗр пилӗк-ултӑ миля анаталларах тухнӑ та укӑлчаран инҫетрех мар вӑрманта ҫӗр каҫнӑ, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вӗсем пахча хыҫӗсемпе хулана пырса ҫитнӗ те чиркӳри хор ҫинче, арӑш-пирӗш выртакан ҫӗмрӗк тенкелсем хушшисенче канлӗн, лайӑхах ҫывӑрса тӑраннӑ.

Тунтикун ирхине апатланса ларнӑ хушӑра Полли мӑнӑккӑшӗпе Мэри Том ҫине шутсӑрах кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ, ӑна мӗн кирлине пурне те юратсах туса тӑчӗҫ. Сӗтел хушшинче ахаль чухнехинчен тем пекех нумай вӑхӑт хушши халап ярса ларчӗҫ. Ытти сӑмахсем хушшинче Полли мӑнаккӑшӗ ҫапла каларӗ:
— Куртӑнни, Том, тен, вӑл питех мыскаралла туйӑнать пулӗ, пӗр эрне хушши тенӗ пек пурне те асап тӳсмелле турӑр, хӑвӑрӑн ҫеҫ, ачасен, савӑнмалла пултӑрччӗ сирӗн шутпа.
Анчах эсӗ ҫав тери ырӑ мар пулнӑшӑн, мана ҫав тери асап кӑтартма пултарнӑшӑн эпӗ питех те хурланатӑп. Эсӗ, хӑвна пытарнӑ ҫӗрте пулмашкӑн шыв урлӑ пӗрене ҫинче ишсе каҫма пултарнӑ пулсан, киле кӗрсе пӑхма та пултарайӑттӑн, хӑв вилменни ҫинчен, тухса тарнии ҫинчен эсӗ мана пӗр-пӗр паллӑпа та систерме пултараттӑн.

— Ара, эсӗ ӑна тума пултараттӑн ҫав, Том, — терӗ Мэри, — ху астуса илнӗ пулсассӑн, паллах, эсӗ тӑваттӑнччӗ ӗнтӗ.

— Чӑнах-и, Том? Тӑваттӑн-и? — тесе ыйтрӗ Полли Мӑнаккӑшӗ. Унӑн пичӗ тӑрӑх вара хӑйӗн та ҫавӑн пекех тума пултарас килни палӑрса тӑчӗ. — Кала-ха, эсӗ, ҫавна астуса илнӗ пулсан, тӑваттӑнчӗ-и? — терӗ вӑл.

— Пӗ-ӗлместӗп… Ун пек тӑвас пулсан, пӗтӗм эффект пӗтсе ларатчӗ вӗт.

— Ах, Том, эсӗ мана ҫавӑн чул та пулин юрататӑн пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ эпӗ! — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ ҫав тери хурланса. Ҫакна илтсен, Том ирӗксӗрех вӑтанса кайрӗ. — Эсӗ ҫавӑн ҫинчен шухӑшлас пулсан та, маншӑн хаклӑ пулӗччӗ, ӑна тӑвасси ҫинчен каламастӑп та ӗнте…

— Ну, мӑнаккам, вӑл инкек пулниех мар-ха, — терӗ Мэри хушша кӗрсе, — Том ухмаха ернӗ пекех ҫӳрет вӗт: вӑл яланах шутсӑр васкать, шухӑшлама та ерҫмест.

— Вӑл тата та лайӑх мар вара. Сид шухӑшлатчӗ ӗнтӗ. Сид килетчӗ те хӑй чӗрри ҫинчен калатчех ӗнтӗ. Ах, Том, эсӗ хӑҫан та пулин каялла ҫаврӑнса пӑхсан, мана пӑртак та пулсан юратма тӑрӑшманшӑн ӳкӗнӗн-ши?.. Ӳкӗнӗн те, анчах та кая пулӗ.

— Ма апла калатӑр мӑнаккам, эпӗ сире юратнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр вӗт, — терӗ Том.

— Санӑн сӑмаххусем ӗҫре палӑрса тӑнӑ пулсан, эпӗ ӑна лайӑхрах пӗлӗттӗм.

— Мӑнаккам, эпӗ ҫавӑн ҫинчен шухӑшламаншӑн чӑнах та питӗ кулянатӑп, — терӗ Том, унӑн сассинче ӳкӗнни палӑрса кайрӗ. — Уншӑн эпӗ сире тӗлӗкре куртӑм, — вӑл та мӗне те пулин пӗлтерет вӗт.

— Вӑл нумаях тӑмасть те ӗнтӗ, — кушак та хӑшпӗр чухне тӗлӗксем курать вӗт, — ҫаплах та вӑл нимӗн ҫуккинчен лайӑхрах пак. Мӗн куртӑн-ха эсӗ тӗлӗкре?

— Акӑ мӗн. Юнкун каҫхине эпӗ тӗлӗкре ҫапла куртӑм: эсӗр кравать патӗнче, ав ҫавӑнта, ларатӑр пек. Сид сирӗн ҫумӑрта йывӑҫ ещӗк патӗнче, унпа юнашарах Мэри ларать пек…

— Мӗн вара, эпир чӑнах та ҫавӑн пек ларнӑччӗ. Эпир яланах ҫапла ларатпӑр. Эсӗ пӑртак та пулин пирӗн ҫинчен тӗлӗкре астуса илнӗшӗн эпӗ хӗпӗртетӗп.

— Унтан эпӗ акӑ мӗн куртӑм: Джо Гарперӑн амӑшӗ кунта килнӗ пек.

— Э, вӑл чӑнах та кунта пулнӑччӗ вӗт. Тата мӗн куртӑн эсӗ?

— О, шутсӑр нумай куртӑм! Анчах халь пурте пӑтранса пӗтрӗҫ.

— Астуса илме тӑрӑш, эппин. Нивушлӗ астума пултараймастӑн?

— Тата эпӗ тӗллентем: ҫил… ия, ҫил сӳнтерсе лартрӗ пек…

— Астуса ил, Том, темӗскер сӳнтерсе лартрӗ… Мӗне сӳнтерчӗ-ха вӑл, ҫав ҫил?

Том пӳрнисене ҫамки ҫумне хытӑ пӑчӑртаса тӑчӗ те пӗр минут хушши пӑшӑрханса пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫапла каларӗ:
— Астуса илтем!
Астуса илтем! Ҫил ҫуртана сӳнтерсе лартрӗ.

— Турӑ ҫырлах! Малалла, Том, малалла кала!

— Тӑхтӑр-ха, астуса илме парӑр… Ара! Эсир каларӑр — ҫак алӑка питӗрмен пек туйӑнать, терӗр.

— Ия, эпӗ чӑнах та ҫапла каларӑм-ҫке. Астӑватӑн-и? Мэри? Кайран мӗн?

— Унтан… унтан… Эпӗ пӗлместӗп, анчах эсӗр Сида ятӑр пек туйӑнать, мӗн тума… Мӗн тума-ха?

— Ну? Ну? Аҫта ятӑм эпӗ Сида? Ӑҫта?

— Эсӗр ӑна ятӑр, эсӗр… Эсӗр ӑна ятӑр… алӑк питӗрме.

— Турӑшӑн та! Ӗмӗрте те эпӗ ҫавӑн пеккине илтменччӗ. Тӗлӗксене ӗненмесӗр тӑр ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн. Халех чупатӑп миссис Сирини Гарпера ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартмашкӑн. Курӑпӑр-ха, ҫавӑн йышши тӗлӗксем пустуй тесе лӑпӑртатӗ-ши вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн? Кала ӗнтӗ, Том, малалла мӗн пулнине?

— Халӗ, мӑнаккам, эпӗ пурне те витӗрех астуса илтӗм. Унтан эсӗр каларӑр, эпӗ усал ача мар, терӗр, асса ҫӳреме юратаканскер ҫеҫ терӗр, манран ыйтасси те вӑл, — мӗнле каларӑр-ха эсӗр? — тихаран ыйтассипе пӗрех терӗр пулмалла…

— Ия, ия, чӑнах та ҫавӑн пек каларӑм эпӗ. Ах, турӑ ҫырлахах. Малалла мӗн, Том?

— Унтан эсир макӑрса ятӑр.

— Тӗрӗс, терӗс, макӑртӑм. Пуҫласа ҫеҫ макӑрмарӑм ӑна. Унтан мӗн?

— Унтан миссис Гарпер та макӑрса ячӗ, Джо та лайӑх теме пуҫларӗ… «Хамах сапса янӑ хӑймашӑн ӑна пустуй хӗртнӗ пирки пит кулянатӑп», — терӗ…

— Том, турӑ сывлӑшӗ пырса кӗнӗ сан ӑшна! Вӑл мӗн пулнине тӗп-тӗрӗс кӑтартса паракан тӗлӗк пулнӑ-ҫке! Ах, тур-тур! Малалла кала!

— Унтан Сид каларӗ… вӑл каларӗ…

— Эпӗ нимӗн те каламанччӗ пулмалла, — терӗ Сид,
— Ҫук, Сид, эсӗ каларӑн, — терӗ Мэри.

— Чарӑнӑр-ха, ан кансӗрлӗр Тома! Том, мӗн каларӗ-ха вӑл?

— Вӑл каларӗ: мана пӗлӗт ҫинче ҫӗр ҫинчен лайӑхрах пулӗ тесе шутлатӑп, терӗ. Анчах эпӗ хам лайӑхрах пулнӑ пулсассӑн…

— Эсӗр илтетӗр-и? Вӑл унӑн чӑн сӑмахӗсем вӗт.

— Вара эсӗр ӑна чарӑнма хушрӑр.

— Хушмасӑр, хушрӑм ҫав. Ҫук, кунта ангел пулнӑ. Ӑна сана ангел систернӗ.

— Унтан миссис Гарпер Джо ҫинчен калама пуҫларӗ, вӑл унӑн сӑмси патӗнчех пистонпа шартлаттарни ҫинчен каларӗ, эсир ӑна Питер кушак аҫи ҫинчен тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» ҫинчен каласа кӑтартрӑр.

— Тӗрӗс! Тӗрӗс!

— Унтан эсир нумайччен каласа тӑтӑр, пире шывра епле шырани ҫинчен… тата вырсарникун пире пытарасси ҫинчен, унтан эсӗр миссис Гарперпа иксӗр ыталашса макӑрма тытӑнтӑр, унтан вара вӑл тухса кайрӗ….

— Ҫаплах ҫав, ҫапла! Вӑл питех те тӗрӗс, эпӗ халӗ ҫак вырӑнта ларни пекех тӗрӗс. Эсӗ, пурне те хӑв куҫупа курнӑ пулсан та, ҫавӑнтан тӗрӗсрех каласа кӑтартма пултарас ҫукчӗ. Кайран тата мӗн пулчӗ?

— Кайран эсир маншӑн кӗлтурӑр пулмалла, эпӗ, сире курса, сирӗн кашни сӑмахӑрах илтсе тӑтӑм.

Унтан эсӗр ҫывӑрма выртрӑр, эпӗ питех хӗрхентӗм, ҫавӑнпа смоковница хуппи татӑкӗ ҫине: «Эпир вилмен, эпир пиратсем пулмашкӑн тухса тартӑмӑр анчах», — тесе ҫыртӑм та хуйӑр татӑкне ҫурта ҫумне хутӑм, эсир вӑл вӑхӑтра ҫывӑраттӑрччӗ, сирӗн питӳ ҫав тери кӑмӑллӑччӗ, эпӗ пырса пӗшкӗнтӗм те сире тутаранах чуптуса илтӗм.

— Чӑнах-и, Том, чӑнах-и? Куншӑн эпӗ сана пӗтӗмпех каҫаратӑн.

Вӑл ҫавӑнтах арҫын ачана ҫав тери хытӑ ыталаса пӑчӑртаса илчӗ те, Тома вара хӑй чи телейлӗ ача пек туйӑнса кайрӗ.

— Кусем ӗнтӗ, тӗлӗкре пулсассӑн та, аван та кӑмӑла каймалла, — терӗ Сид хӑй ӑссӗн. Анчах унӑн сӑмаххисем хыттӑнрах, пурне те илтӗнмеллех тухрӗҫ.

— Ан шарла, Сид! Ҫын чӑнласа мӗн тӑвать, тет, тӗлӗкре те ҫавӑн пекех тӑвать. Акӑ сана пысӑк улма, Том! Эпӗ ӑна эсӗ киле таврӑнать пулӗ тесех юриех сыхласа усрарӑм. Ут часрах шкулалла… Турӑ мана хӗрхеннӗшӗн, сана каяллах тавӑрса панӑшӑн турра тав, мӗншӗн тесен турӑ вӑл хӑйне ӗненекенсемшӗн, хӑй хушнисене туса тӑракансемшӗн ырӑ кӑмӑллӑ та нумай чӑтӑмлӑ, эпӗ унӑн ырлӑхне курма тивӗҫлӗ мар пулсан та… Вӑл пӗр тйвӗҫлӗ ҫынсене ҫеҫ хӑйӗн ырлӑхне кӑтартса пулсан, хӑйӗн ырӑ аллине ҫавсем патнелле ҫеҫ тӑсас пулсан, халӗ ҫакӑнта кулса хӗпӗртекен ҫынсем тата вилсен вӑл пурӑнакан ҫап-ҫутӑ та таса ҫӗре кӗме тивӗҫлӗ ҫынсем сахал пулӗччӗҫ… Уттарӑрах ӗнтӗ, Сид, Мэри, Том, — часах кайӑр, эсӗр ытла та нумай тытса тӑтӑр мана.

Ачасем шкула кайрӗҫ. Карчӑкӗ тӗлӗнмелле тӗрӗс тӗлӗкне каласа кӑтартмашкӑн миссис Гарпер патне, вӑл хӑватсем таврашне ӗненменничен кулма тесе, ун патнелле васкаса утрӗ. Сид килтен тухса кайнӑ чухне хӑй мӗн шухӑшланине пӗлтерме кирлӗ мар, терӗ. Вӑл акӑ мӗн шухӑшларӗ:
«Кунта темӗн те пулсан пурах вара. Пӗр йӑнӑшмасӑр-тумасӑр ҫавӑн пек вӑрӑм та ҫыпӑҫуллӑ тӗлӗк тӗлленме пулать-и вара?»

Чӑн-чӑн герой пулса тӑчӗ ӗнтӗ Том! Вӑл ӑҫта килнӗ унта тӗрткелесе, сиккелесе ҫӳремерӗ, хӑйне хӑй мӑннӑн тытрӗ, пӗтӗм ҫын хӑйне пӑхса тӑнӑ чухне пиратӑн мӗнле ҫӳремелле, ҫавӑн пек ҫӳрерӗ. Вӑл ушкӑнӗпе хӑй ҫине пӑхнине курмӑш, пӑшӑлтатнисене илтмӗш пулма тӑрӑшрӗ, анчах ҫавсем ӑна шутсӑрах хӗпӗртеттерчӗҫ. Пӗчӗк арҫын ачасем ун хыҫҫӑнах чупса ҫӳрерӗҫ, хӑйсем унпа пӗр компанире ҫӳренине ыттисем курнӑшӑн тата хӑйсем унпа пӗрле пынине вӑл тӳснӗшӗн хӗпӗртерӗҫ. Пӗр-пӗр ушкӑн пуҫӗнче параппан ҫапса пыракан пек е хӑй хыҫҫӑн пӗтӗм зверинеца ертсе хулана утса кӗрекен пил пек пычӗ Том. Унӑн тантӑшӗсем вӑл ҫухалса ҫӳренине пӗлмӗш пулма тӑрӑшрӗҫ, анчах хӑйсен ӑшӗнче шутсӑрах кӗвӗҫсе асапланчӗҫ. Ун пек хӗвелпе пиҫӗ ӳт-тирлӗ пулас тата ун пек чапа тухас пулсан, вӗсем ҫавӑншӑн тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах панӑ пулӗччӗҫ. Анчах Том хӑйне тӗнчере кирек мӗнле ырлӑх парсан та, цирка кӗме выран парсан та, ни кунпа та, ни лешӗнпе те уйрӑлас ҫук.

Шкулта вӗренекенсем Джо Гарпера та пӗрмаях асӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа Джо та тӳсме ҫук «мӑнкӑмӑлланма» тапратрӗ. Томпа Джо питех те хытӑ итлесе тӑракан ачасене хӑйсем мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен каласа панӑ чухне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ япаласем вӗҫӗмсӗрех шухӑшласа кӑларчӗҫ. Юлашкинчен геройсем хӑйсен кӗсйисенчен чӗлӗмӗсене туртса кӑларса, ҫавӑ вӗсемшӗн нимӗн те мар пек, тӗтӗм тӗтӗрме тапратсан, вӗсем пӗтӗмпех чапа тухрӗҫ.

«Халӗ Бекки Тэчерсӑрах пурӑнма пултаратӑп. Мана мухтав та ҫитӗ. Малалла мухтава тухасшӑн пурӑнӑп», — тесе шутларӗ Том. Халӗ ӗнтӗ, вӑл ҫав тери чапа тухнӑ чухне, Бекки, тен, унпала килӗшесшӗн те пулӗ. Пултӑрах! Том та хӑшпӗр ҫынсем пекех сивӗ пулма пултартнине те курӗ-ха вӑл. Акӑ Бекки те. Том ӑна курмӑш пулчӗ. Вӑл, аяккалла кайса, арҫын ачасемпе хӗрачасен ушкӑнӗ патне пырса тӑчӗ те вӗсемпе калаҫма тапратрӗ. Часах Том хайхи Бекки савӑнӑҫлӑн каллӗ-маллӗ чупкаласа ҫӳренине курах кайрӗ. Бекки пичӗ хӗп-хӗрле хӗрелсе кайнӑ, куҫӗсем унталла-кунталла сиккелеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсене хӑваласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ пек курӑнать, — пӗр-пӗр хӗрачана хӑваласа ҫитсе тытсан, кашни хутӗнчех хаваслӑн кӑшкӑрса кула-кула илет.

Ҫав вӑхӑтрах тата Том акӑ мӗн асӑрхарӗ: Бекки Том ҫывӑхӗнчерехри хӗрачана тытма тӑрӑшать, ҫав хушӑрах вӑл Том ҫинелле шӑтарас пекех пӑха-пӑха илет. Ҫака вара Тома шутсӑрах хӗпӗртеттерчӗ. Анчах кӑмӑлне ҫемҫетес вырӑнне вӑл хӑй тӗллӗн киленсе, мӑнкӑмӑлланса пычӗ, вӑл Беккие пушшех курмӑш пулма тӑрӑшрӗ. Вара Бекки хӗрачасем хыҫҫӑн хӑваласа чупма пӑрахрӗ те тем именнӗ пек аяккарахра уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йывӑррӑн сывласа илсе, хуйхӑллӑ куҫӗсемпе Том ҫине вӑрттӑн пӑхкаларӗ. Сасартӑк вӑл Том пуринчен те ытларах Эмми Лоренспа калаҫнине астуса илчӗ. Ун ӑшӗ тем пекех вӑркама тапратрӗ, вӑл аяккалла утма хӑтланчӗ. Анчах апла тӑвас вырӑнне хӑйне итлемен урисем ӑна Эммипе Том тӑракан ушкӑн патнарех илсе пычӗҫ. Томпа юнашар тенӗ пекех пырса тӑчӗ те, хӑй савӑнӑҫлӑ пек пулса, пӗр юлташне:
— Лайӑх мар хӗрача ҫак эсӗ, Мэри Остип!
Мӗншӗн-ха эсӗ паян вырсарникунхи шкула пымарӑн? — терӗ.

— Эпӗ пынӑччӗ. Эсӗ курмарӑн-и вара?

— Ҫук, курмарӑм, вӑт тӗлӗнмелле япала. Ӑҫта лартӑн вара эсӗ?

— Яланхи пекех мисс Питерс класӗнче. Эпӗ сана куртӑм.

— Чӑнах-и? Мыскаралла туйӑнать пулӗ эпӗ ҫапла сана астуманни. Эпӗ сана пирӗн пикник пулать тесе калас тенӗччӗ.

— Э, вӑл интереслӗ япала. Кам тӑвать пикникне?

— Анне… ман валли тӑвать.

— Ах, питех аван. Мана чӗнеҫҫӗ-ши?

— Паллах, чӗнеҫҫӗ. Пикник — манӑн. Кама чӗнес тетӗп, ҫавна чӗнетӗп. Сана чӗнесшӗнех ӗнтӗ эпӗ.

— Ах, мӗнле кӑмӑллӑ эсӗ. Хӑҫан пулать-ха вӑл?

— Часах. Тен, каникул пуҫламӑшӗнчех…

— Вӑхӑт савӑнӑҫлӑ пулать. Эсӗ пур арҫын ачасемпе хӗрачасене те чӗнетӗн-и?

— Ия, хамӑн пур туссене те… тата манпа туслӑ пулас текенсене пурне те.

Бекки вӑрттӑн Том ҫине пӑхса илчӗ, анчах Томӗ вӑл вӑхӑтра Эмми Лоренса утравра питех хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл пулни ҫинчен каласа тӑчӗ, вӑл мӑн смоковницӑран виҫӗ утамра кӑна тӑнӑ чухне ӑна аслати ҫапса йӑлтах «турпасласа» пӗтерни ҫинчен каларӗ.

— Манӑн пикника пыма юрать-и? — тесе ыйтрӗ Гресси Миллер.

— Ия.

— Манӑн та-и? — тесе ыйтрӗ Салли Роджерс.

— Ия.

— Манӑн та-и? — тесе ыйтрӗ Сюзи Гарпер. — Джона та юрать-и?

— Ия.

Пурте пӗр пек ыйту пачӗҫ, хирӗҫ «ия» тенине илтсен, пурте хӗпӗртесе алӑ ҫупрӗҫ, юлашкинчен Томпа Эммисӗр пуҫне пурте хӑйсене чӗнтерттерчӗҫ.

Анчах Томӗ сӑмахлама пӑрахмасӑрах лӑпкӑн аяккалла утрӗ, хӑйпе пӗрле Эммине ертсе кайрӗ. Беккин тути чӗтрерӗ, куҫҫулӗ тухрӗ, анчах вӑл, хӗпӗртенӗ пек пулса, хӑй тарӑхнине пытарчӗ, ҫапла малаллах лӑпӑртатса калаҫса тӑчӗ. Ҫапах та унӑн пикникпа тата ытти мӗнпур япалапа интересленесси пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларчӗ. Вӑл хӑйне хупӑрласа тӑракан юлташӗсенчен уйрӑлса утма васкарӗ, пӗр ҫын та курман вырӑна кайрӗ те, хӗрарӑмсем калашле, «тӑраничченех макӑрчӗ», кайран вара шӑнкӑрав пуличченех унта ҫилленсех, салхуллӑн ларчӗ.

Шӑнкӑрав пулсан, вӑл тӑчӗ, сарӑ ҫивӗчӗсене силлентерсе илчӗ те, темӗнле шухӑш тытнине палӑртса:
«Халӗ ӗнтӗ эпӗ мӗн тумаллине хамах пӗлетӗп», — терӗ.

Переменӑра Том, хӑй Беккине тарӑхтарнӑшӑн шутсӑр савӑнса, каллех Эмми Лоренспа калаҫрӗ. Татах та Бекки чӗрине вӗчӗлтеттерес тесе, вӑл ӑна юри шырама утрӗ. Юлашкинчен вӑл ӑна шыраса тупрӗ те вара унӑн петӗм телейӗ таҫтах кайса ҫухалчӗ: Бекки шкул хыҫӗнчи стена ҫумӗнче, Альфред Темпльпа пӗрле тенкел ҫинче, лара парать. Вӗсем иккӗше те картинкӑллӑ кӗнеке пӑхса лараҫҫӗ, ҫав ӗҫе шутсӑрах чикӗннипе вӗсем ыттине нимӗне те астуман пекех. Пуҫӗсемпе вӗсем кӑшт ҫеҫ пӗр-пӗрне сӗртӗнмен. Том ӑшӗнче кӗвӗҫесси вӗреме тапратрӗ. Вӑл хӑйне хӑй кураймиех пулчӗ: «Бекки хӑй сӗннӗ майпала мӗншӗн-ха эпӗ килӗшмерӗм-ши, епле эпӗ ӑна йышӑнмасӑр хӑварма пултартӑм-ши?» — терӗ. Вӑл хӑйне хӑй ухмах терӗ, хӑй шухӑшласа кӑларма пултарнӑ пек, ытти лайӑх мар сӑмахсемпе те хӑйне хӑех вӑрҫрӗ. Хурланнипе унӑн макӑрас килчӗ. Эмми ҫаплах савӑнӑҫлӑн пакӑлтатрӗ, мӗншӗн тесен унӑн чӗри питех те савӑнса хӗпӗртерӗ. Анчах Томӑн чӗлхи ҫӗтнӗ пекех пулчӗ. Вӑл Эмми мӗн каланисене илтмерӗ те, Эмми хирӗҫ каласса кӗтсе чарӑнса тӑрсан, Том «ия», «ия» ҫеҫ текелерӗ, хӑш-пӗр чухне ҫапла калани вуҫех те вырӑнсӑр пулчӗ. Ҫав хушӑрах Том, татах та татах шкулӑн хыҫалти стени ҫумӗпе иртес, ҫав йӗрӗнтермелле япалана куҫӗпе курас тесе, пермаях ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ. Унӑн ирӗксӗрех ҫавӑнталла каясси килчӗ. Бекки ун еннелле пӗртте пӑхманнипе (ӑна хӑйне ҫавӑн пек туйӑнчӗ) вӑл шутсӑрах вӗчӗрхенчӗ. Анчах Бекки ӑна курчӗ, ҫапӑҫура хӑй ҫиеле тухса пынине вӑл малтанах сиссе тӑчӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл, хӑшпӗр вӑхӑтра Том асап тӳснине сӑнаса, чӑнласах ӑна курса савӑнчӗ. Эмми савӑнӑҫлӑн пакӑлттатнине те Том юлашкинчен тӳссе тӑрайми пулчӗ. Вӑл ӑна: «Манӑн ӗҫсем пурччӗ, манӑн пӗр ҫӗре кайса килмеллеччӗ, ахаль те эпӗ кая юлтӑм», — тесе систеркелерӗ. Анчах ҫапла систерни ахалех пулчӗ, — хӗрача текех кайӑк пек чӗвӗлтетрӗ. «Ах, ҫӗр ҫӑтасчӗ сана! Нивушлӗ эпӗ санран нихҫан та хӑтӑлас ҫук пулӗ?» — тесе шухӑшларӗ Том. Юлашкинчен вӑл тӳрех ҫапла каларӗ: «Манӑн каймалла-ха, часрах каймалла», — терӗ.

Эмми нимӗн те чухламасӑр ӑна ӗненсе: «Уроксем хыҫҫӑн эпӗ сана ҫакӑнтах кӗтсе тӑратӑп», — терӗ. Том вара ҫавӑншӑн ӑна чутах курайми пулмарӗ.

«Кам та пулин урӑххи пулсан хӑть, — терӗ Том хӑйӗн ӑссӗн, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, — ҫав хӑйне хӑй питех те чаплӑ тумланнӑ тесе, хӑйне аристократ тесе шутлакан Сент-Луирен килнӗ шукӑль арҫын ача пулас марччӗ хӑть. Тӑхта-ха! Эпӗ сана пирӗн хулана килсе ҫитсенех, пирвайхи кунӗнчех хӗненӗччӗ-ха, сана татах тытса хӗнетӗп. Тӑхта, мистер, ярса илӗп-ха эпӗ сана! Акӑ ҫакӑн пек ярса тытӑп сана…» Том вара, чунне кантарас тесе, аллисемпе хыттӑн хӑмсарма тытӑнчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнче тытнӑ арҫын ачана хӗнерӗ, чышкӑпа тӑрӑнтара-тӑрӑнтара ячӗ, кӳнкерӗ тата тыта-тыта силлесе илчӗ. «Акӑ сана! Акӑ сана! Лекрӗн-и-мӗн? Ҫитет-и? Асту, кӑна эсӗ малалла асра тытса пурӑн!» — терӗ. Том ҫакӑн пек шухӑшра хӗнесе пӗтӗмпех ҫиеле тухрӗ. Вуникӗ сехет ҫитрӗ. Вӑл килелле тухса чупрӗ. Эмми хӑйне тав тунине тата вӑл питӗ телейлӗ пулнине курса тӑмашкӑн Томшӑн шутсӑрах намӑс туйӑнчӗ. Кунсӑр пуҫне тата, вӑл кӗвӗҫсе асапланасси те карти вӗҫӗ хӗрринех ҫитсе тӑчӗ. Бекки ҫаплах Альфредпа перле картинӑсем пӑхса ларать, вӑхӑчӗ шӑвать. Анчах асап тӳсме Томӗ унта пымарӗ, ҫакӑ ӗнтӗ Бекки савӑнса ларассине татах та катӑлтарчӗ. Картинӑсем ӑна йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ. Малтан вӑл нимӗн кулмасӑр ларма пуҫларӗ, унтан, ӑспуҫ таҫталла саланса кайнӑ пек, салхулӑха путрӗ. Хӑй пӗлекен урасен сасси илтӗнет пулӗ тесе, вӑл икӗ е виҫӗ хутчен те хӑлхисене тӑратса итлерӗ, анчах вӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ: Том пымарӗ. Вӗҫне ҫитеспе вӑл хӑйне хӑй питех те телейсӗрскер тесе шутлама пуҫларӗ. Хӑй Тома тавӑрас тесе ытла та шала кӗрсе кайнӑшӑн ӳкӗнчӗ. Бекки темшӗн хӑй ҫине пӑхма пӑрахнине астуса илсен, мӗскӗн Альфред пӗрмаях: «Акӑ питех те аван картина! Кур!» — тесе сӑмах тапратрӗ. Хӗрача юлашкинчен тарӑхса кайрӗ те: «Ах, хӑпса кайӑрччӗ ман ҫумран хӑвӑрӑн картинусемпе! Курассӑм та килмест вӗсене! Йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ!» — терӗ. Макӑрма тапратрӗ те вӑл аяккалла тӑрса утрӗ. Альфред, ӑна йӑпатма тӑрӑшса, ун хыҫҫӑн кайрӗ. Анчах Беккинӗ ӑна: «Кайӑр! Пӗччен хӑварӑр мана! Эпӗ сире кураймастӑп!» — терӗ.

Арҫын ача нимӗн тума та аптӑраса тӑчӗ: Бекки ӑна каҫхи занятисем пуҫланичченех пӗрле картина пӑхса ларма сӑмах панӑччӗ вӗт-ха, хӑй тата сасартӑк пӑрахса каять. Альфред пушанса юлнӑ шкулалла салхуллӑн утрӗ. Вӑл темӗнле вӑтаннӑ пек пулчӗ, унтан ҫилленнӗ пек туйӑнчӗ. Вӑл ку япала мӗне пӗлтернине ҫӑмӑллӑнах чухласа илчӗ: Том Сойера тарӑхтарас тесе ҫеҫ хӗрача унпала калаҫнӑ-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑш пырса кӗрсен, паллах, Альфред Тома курайманни нимӗн чухлӗ те катӑлмарӗ. Унӑн хӑйӗн те, аякра тӑрса юлса, тӑшмана епле те пулин тарӑхтармалли май шутласа кӑларас килчӗ. Ҫав хушӑра Томӑн класра вуламалли кӗнеки унӑн куҫӗ умнех пулчӗ. Акӑ лайӑх май килчӗ те.

Вӑл хӗпӗртесех кӗнекене уҫрӗ те, паян каҫхи занятире урок вӗренмелли тӗле тупса, пӗтӗм страница тӑрӑхах чернил юхтарса тухрӗ. Бекки лӑп ҫав вӑхӑтра тултан чӳрече витӗр пӑхрӗ те Альфред мӗн хӑтланнине курчӗ. Анчах вӑл хӑй часах, Альфред куриччен, аяккалла пӑрӑнчӗ. Вӑл килелле чупса кайрӗ. Унӑн Тома шыраса тупса ӑна кӗнеке ҫинчен каласа кӑтартасси килчӗ. Том хӗпӗртесе кайӗ. Беккие тав тума пуҫлӗ, вара лайӑх мар пулассисем те йӑлтах пӗтсе ларӗччӗҫ. Анчах ҫур ҫула ҫитсен, Беккие урӑх шухӑш кӗрсе кайрӗ: вӑл пикник ҫинчен каланӑ чухне Том хӑйне хӑй епле тытни аса килчӗ ӑна. Ҫавна аса илсен, ӑна шутсӑрах намӑссӑн туйӑнса кайрӗ, ӑна хӑйне вут-ҫулӑм пӗҫертсе илнӗ пекех пулчӗ. Тома ҫавӑ кирлӗ, терӗ вӑл. Ӑна пӑснӑ кӗнекешӗн ҫаптарччӑрах, Беккишӗн пурпӗрех: вӑл Тома кураймасть, ӗмӗрех ӗнтӗ ӑна кураймасӑр пурӑнать!

Сайт:

 

Статистика

...подробней