Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.15 15:20

Предложений: 310; Слово: 3541

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Чапшӑн та карьерӑшӑн ҫунакансемсӗр пуҫне, вӗсем нумаййӑнах марччӗ, ытти офицерсем пуртех хе службӑна, хистевлӗ-хӗсӗрлӳллӗ, пач килӗшмен, йӑлт йӗрӗнтерсе ҫитернӗ барщина еверлӗ курса, унпа тӑвӑрланса та ӑна юратмасӑр, ячӗшӗн кӑна тукаласа пынӑ. Кӗҫӗн офицерсем, чӑн-чӑн шкултиллех, занятисене кая юла-юла ҫитнӗ, ҫакӑншӑн хӑйсене лекмессине пӗлсен, вӗсенчен майӗпен-майӗпен шӑпӑрттӑн туха-туха шӑвӑннӑ. Рота командирӗсем, вӗсенчен чылайӑшӗ йышлӑ ҫемйеллӗ, килти вӑрҫӑ-харҫӑ та хӑйсен арӑмӗсен романӗсем ӑшне путнӑскерсем, хаяр чухӑнлӑхпа тата май пурринчен те ытларах ыйтакан пурнӑҫпа лӑштӑр пусӑрӑннӑскерсем, чамасӑр пысӑк тӑкаксемпе вексельсен йывӑр пусмӑрӗ айӗнче ӗхлете-ӗхлете кӑна мекеҫленкеленӗ. Парӑмсен шӑтӑк-шӑхӑрне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗрте укҫа ҫаклаткаланипе те тепӗр ҫӗрте кӑшт-кашт пӑкӑланипе ҫех питӗркеленӗ, саплӑк ҫине саплӑк купаланӑ; нумайӑшӗ вӗсенчен — ытларах чухне хӑйсен арӑмӗсем хистенине пула — рота сумминчен е салтаксене ирӗклӗ ӗҫшӗн килекен тӳлевсенчен чӗпӗтмешкӗн те пит именсех тӑман; хӑшӗ-хӑшӗсем салтаксен укҫаллӑ ҫырӑвӗсене, — йӗрке тӑрӑх, вӗсен ҫав ҫырусене уҫса пӑхмаллаччӗ, — уйӑхӗ-уйӑхӗпе, мӗн унта, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе те, памасӑр тытнӑ. Теприсем пурӗ те винтпа, штоспа та ландскнехтпа кӑна пурӑннӑ: хӑшпӗрисем тӗрӗссӗн выляман, — кун пирки пурте пӗлнӗ, анчах ун ҫине пӳрне витӗр ҫех пӑхнӑ. Ҫакӑнпа пӗрлех пухура та, пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара та вӑйлӑран вӑйлӑ ӗҫнӗ, теприсем тата, Слива йышшисем, — пӗчченшерӗнех ӳкӗнӗҫне хӑварман.

Ҫапла вара, офицерсен хӑйсен тивӗҫне йӗркеллӗн туса пымашкӑн вӑхӑт та юлман. Ротӑн шалти механизмне пур чухне те пӗтӗмпех фельдфебель хускатса, тытса-шайлаштарса пынӑ; канцеляри отчетлӑхне те йӑлтах вӑл туса майлаштарнӑ, ҫавна пула ӗнтӗ рота командирне, никама ним палӑртмасӑр, хӑйӗн шӑнӑрлӑ, нумай опытлӑ аллинче ҫирӗппӗн тытса тӑнӑ. Службӑна ротнӑйсем, субалтерн-офицерсем пекех, йӗрӗнкелесе кӑна ҫӳренӗ, ят-сумшӑн тенӗ евӗр, унран та сайрарах — влаҫӗ пуррипе ухмахла куштанланасшӑн хӑтланса, «фендриксене хӗстеркеленӗ».

Батальонсен командирӗсем пачах та нимӗн туман, пуринчен ытла хӗлле. Ҫарта ҫавнашкал икӗ ят пур — хутлӑхри ятсем — батальонпа бригада командирӗсен: ку начальниксен вырӑнӗ яланах чи ӳрӗк-сӳрӗкли те нимӗнле ӗҫсӗр. Ҫулла вӗсен ҫапах та батальонсен вӗренӗвӗсене туса ирттерме, полксемпе дивизисен занятийӗсене хутшӑнма, маневрсен йывӑрлӑхӗсене тӳскелеме тивет. Пушӑ вӑхӑтра вара вӗсем пухура лараҫҫӗ, пикенсех «Инвалид» вулаҫҫӗ те чин ӳстереслӗх тӗлӗшпе тавлашаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, кӗҫӗн офицерсене хаваспах хӑйсене шӑварттарма ирӗк параҫҫӗ, килӗсенче улахсем — ӗҫкӗ-ҫикӗ каҫӗсем — йӗркелеҫҫӗ тата хӑйсен нумай йышлӑ хӗрӗсене качча парасшӑн вӗтеленеҫҫӗ.

Ҫапах та пысӑк тӗрӗслевсем умӗн пурте, кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах, туртӑнаҫҫӗ те пӗрне-пӗри туртаҫҫӗ. Ун чухне вара канма та пӗлмеҫҫӗ, малтан тумасӑр хӑварнӑ ӗҫсене, сехечӗ-сехечӗпе ытлашшине аппаланса, тармакланса, латсӑр-тӑнсӑр вӑйпалан та пулин вӗҫлесе пӗтерме пикенеҫҫӗ. Салтаксен вӑйӗ-халӗпе пач хисеплешмеҫҫӗ, вӗсене чӗмрен кайса ӳкичченех хӑвалаҫҫӗ. Ротнӑйсем кӗҫӗн офицерсене хаяррӑн ҫавӑра-ҫавӑра илеҫҫӗ те каса-каса лартаҫҫӗ, кӗҫӗн офицерсем ниҫта шӑнӑҫми сӑмахсене этемле мар ирсӗрлӗхне ним тӗлли-паллисӗр лаплаттара-лаплаттара хураҫҫӗ, ятлаҫнипе сассисем тытӑннӑ унтер-офицерсем тискеррӗн ҫапӑҫаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ҫапӑҫаканӗсем пӗр вӗсем кӑна та мар.

— Кунашкал кунсем, ӗҫҫи евӗр, чӑннипех те хӗрӳччӗ, вырсарникунхи кану ҫинчен вара, — темиҫе сехет ытларах ҫывӑрма пулать-ҫке-ха, — ҫӑтмахри ырлӑх вырӑнне хурса, пӗтӗм полк, командиртан пуҫласа туснӑ-тӑлпӑснӑ чи-чи начаркка тиншӗк таранах, тӗмсӗлсе ӗмӗтленетчӗ.

Кӑҫалхи ҫуркунне май парадне полкра питех те вӑйлӑн хатӗрленчӗҫ. Тӗрӗслеве корпус командирӗ — тӗпкӗчлӗ хастар генерал, тӗнчери ҫар литературинче карлистсен вӑрҫи тата французсемпе пруссен 1870 ҫулхи кампанийӗ ҫинчен ҫырнисемпе палӑрнӑскер, вӗсенче вӑл волонтер пулса хутшӑннӑ — ирттерессине малтанах пӗлсе тӑнӑ пулас ҫав. Анчах приказӗсем унӑн, Суворов евӗр, кӗскен те уҫӑмлӑн ҫырнӑскерсем, кунтан та анлӑрах палӑрса тӑратчӗҫ. Ҫав приказсенче вӑл айӑплисене пӗр хӑйне ҫех тивӗҫекен ҫивчӗ те тӳрккестерех саркӑзмпа йӑлт пӗтерсе хуратчӗ, ҫакӑнтан вара офицерсем дисциплинарлӑ кирек мӗнле наказанинчен те ытларах хӑратчӗҫ. Ҫавна пула ӗнтӗ ротӑсенче икӗ эрне хушши акӑ васкавар, хыпӑнуллӑ, анӑш-тӑвӑш ӗҫ пырать, ҫавӑнпа мар-и вырсарникун килсе ҫитессе ывӑннӑ офицерсем те, турткаласа, анкӑ-минкӗлетсе хӑшкӑлтарнӑ салтаксем те пӗрешкелех чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Анчах Ромашовшӑн, арестленине пула, ҫав техӗмлӗ канӑвӑн мӗнпур илемӗ, мӗнпур сӗтекӗ пӗтсе ларчӗ. Питӗ ир вӑранчӗ вӑл, тем тери тӑрӑшрӗ пулин те, кайран ниепле ҫывӑрса каяймарӗ. Ӳркевлӗн ҫеҫ тумланчӗ, чейне йӗрӗнсе кӑна ӗҫкелерӗ, пӗр хутчен-ха Гайнӑна та — лешӗ, яланхи пекех, хавасчӗ, хускануллӑ та, ҫамрӑк йыт ҫури евӗр, кӑнттамтарахчӗ — тем сӑлтавпа тӳрккессӗн кӑшкӑрса илчӗ.

Урисемпе кравать урисене перӗне-перӗне те чавсисемпе тусанлӑ лӗнчӗрти этажеркӑна ҫапӑна-ҫапӑна, вӗҫӗмсӗрех утрӗ те утрӗ сӑрӑ тужуркине йӳле янӑ Ромашов хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗ тӑрӑх. Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче пӗрремӗш хут — унта та телейсӗр те ӑнсӑртла лару-тӑрӑва пула — хӑйпе хӑй пӗр-пӗчченнӗн тӑрса юлчӗ вӑл. Ӗлӗкрех кун пек тумашкӑн служба, дежурсем, пухури каҫсем, карт вӑййи, Петерсонпа йӑпаннисем, Николаевсем патӗнчи каҫсем кансӗрленӗ. Тепӗр чух, пушӑ, нимӗнпе тулман, ирӗклӗ сехет килсе лексессӗн те, Ромашов, кичемлӗхпе ӗҫсӗрлӗх пуснипе тӑкӑскӑланнӑскер, хӑйӗнчен хӑй хӑранӑ евӗр, васкасах клубалла е пӗлӗшӗсем патне, е ахаль ҫеҫ урамалла, хусах юлташӗсенчен пӗринпе те пулин тӗл пулмашкӑн, — ку ӗнтӗ кирек хӑҫан та ӗҫкӗпе вӗҫленнӗ, — туха-туха чупнӑ. Паян вара унӑн яра кунах пӗччен ирттермелле, ҫакан ҫинчен шухӑшласа илчӗ те, ӑна салхулӑх ҫатӑрласа лартрӗ, пуҫне ӑнланмалла мар, темле килпетсӗр те ниме тӑман шухӑшсем сӗкӗнме тапратрӗҫ.

Каярахри кӑнтӑр кӗллине йыхӑрса, хулара чан ҫапрӗҫ. Илсе хума ӗлкӗреймен иккӗмӗш рама витӗр Ромашов патне ырӑлӑх хыпарҫин чӗтӗрекен, пӗринчен тепри ҫуралнӑ пек туйӑнакан, ҫурхилле ытарса тӑранмалла мар тунсах сасӑсем вӗҫсе ҫитрӗҫ. Халлӗхе вара кунта чӳрече айӗнченех сад пуҫланать, йӑлтах чечек пуснине пула, юр пек шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, шурӑ кӗпеллӗ хӗрачасен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ евӗр, черешнясем нумай йышпа ҫап-ҫавракан та кап-капӑррӑн саркаланса лараҫҫӗ. Вӗсен хушшисенче унта та кунта яштака, тӳп-тӳрӗ тирексем, кӗлтумашкӑн тейӗн, турачӗсене тӳпенелле кӑнтарнӑскерсем, тем ҫӳллӗш хӑпарса тӑраҫҫӗ, ватӑ каштансем хӑйсен тӗреклӗ тӑррисене, чатӑр пекрех саркалантарса, анлӑн та мӑнаҫлӑн ывтӑнтарнӑ; йывӑҫсем пуш-пушах-ха, ҫара вуллисем хуран ҫех курӑнаҫҫӗ, ҫапах та куҫа, аран кӑна пулин те, вӗсем чи малтанхи тӗклӗ, савӑнӑҫлӑ симӗслӗхпе саралма пуҫлани палӑрать ӗнтӗ. Ир янкӑр-таса, ялтӑр-ҫутӑ та нӳрлӗ килчӗ. Йывӑҫсем шӑппӑн чӗтӗренсе илеҫҫӗ те хуллен хумханаҫҫӗ. Вӗсем хушшисемпеле сулхӑнтарах евӗклӗ ҫил ҫапкаланса ҫӳрени сисӗнет, выляшать те вӑл, иртӗнет те, чечексене аялалла пӗкӗлтере-пӗкӗлтере чуп-тӑвать те.

Чӳречерен, хапха витӗр, сылтӑмарахра, леш енчи такам картипеле пӗрле, пылчӑклӑ, хура урамӑн пӗр пайӗ курӑнать. Ҫав карта ҫумӗпе, типшӗрнӗ вырӑнсене урисемпе сыхлануллӑн пусса, ҫынсем васкамасӑр ирте-ирте каяҫҫӗ. «Вӗсен малта пӗр-пӗтӗм кун-ха, — куҫӗсемпе ҫавсем хыҫҫӑн ӑмсануллӑн сӑнаса, шухӑшларӗ Ромашов, — ҫавӑнпа вӗсем хыпкаланмаҫҫӗ те ӗнтӗ. Пӗр-пӗтӗм ирӗк кун!»

Унӑн вара сасартӑк халех, ҫак самантрах, чӑтӑмсӑррӑн, хӗрӳллӗн, персе яраслах, тумланас та пӳлӗмрен тухса каяс килчӗ. Ӑна, яланхи пек, пухӑва мар, урамалла, уҫӑ сывлӑшалла ҫеҫ туртрӗ. Маларах вӑл ирӗклӗх хакне пӗлсех те пӗтерейменччӗ пулас, халь вара, акӑ, кӑмӑл туртнӑ ҫӗре ытахаллӗн ҫех кайма, кирек мӗнле тӑкӑрлӑка та пӑрӑнма, площаде тухма, чиркӗве кӗме, ҫакна тата ним хӑрами, кайран мӗн пулассине пач шутламасӑр тума май пурринче питех те нумай телей упранса тӑма пултарнинчен хӑй те тӗлӗнчӗ. Ҫав май-меллӗх сасартӑк ӑна чунӑн темле пысӑк-пысӑк уявӗ пекех курӑнса кайрӗ.

Ҫакӑнпа пӗрлех ӑна пӗчӗк чухне, корпусченех-ха, амӑшӗ, пӗр-пӗр юрӑхсӑр ӗҫшӗн айӑпласа, урине кравать ҫумне ҫип-ҫинҫе ҫиппе ҫыха-ҫыха хӑварса, хӑй туха-туха кайнисем аса килчӗҫ. Сехечӗ-сехечӗпе ларатчӗ вара пӗчӗк Ромашов пӑхӑнчӑклӑн. Ытти чухне вӑл килтен яра кунлӑха тухса тарасси пирки, ан тив, куншӑн иккӗмӗш хутри чӳречерен шыв шулапӗ тӑрӑх анмалла пулсан та, ҫеккунтлӑха та шутласа тӑман пулӗччӗ. Ҫакнашкал шӑвӑнса тухса та ҫар музыки е виле пытаракансем хыҫҫӑн ермеше-ермеше кайса, вӑл час-часах Мускавӑн тепӗр хӗррине ҫите-ҫите ҫапӑннӑ, аслӑ юлташӗсем валли амӑшӗнне вӑл сахӑр, варени, пирус калама ҫук хастаррӑн вӑрланӑ, анчах ҫип! — ҫип ӑна ӑнланса пӗтермелле мар вӑйпала ҫатӑр пӑркӑчласа, гипнозласа лартнӑ. Вӑл ӑна, мӗнле те пулин татӑлса ан кайтӑрччӗ тесе, кӑшт хытӑраххӑн туртма та шикленнӗ. Кунта пач та айӑплассинчен хӑрани марччӗ, паллах ӗнтӗ, тӳркӑмӑллӑхпа ӳкӗнӳ те марччӗ ку, шӑп та шай «куҫ пӑвни» хӑйччӗ, ҫитӗннисем тӑвакан ҫав тери мӑнаҫлӑ та тавҫӑрса пӗтерме ҫукла хӑтланусен умӗнчи тӗшмӗшле сехӗрленӳ евӗрскер, ютшӑнчӑк, тискер кайӑкла ҫын шаманӑн асамлӑ ҫаврашки умӗнче хисеплӗн чӗтӗресе тӑнӑ чухнехи пекскер.

«Шкул ачи евӗр, ураран ҫыхса хунӑ ача пек, ларатӑп акӑ халь эпӗ, — пӳлӗм тӑрӑх сӗнкӗртетсе ҫӳренӗ май, шухӑшларӗ Ромашов. — Алӑк уҫӑ, ман хам кӑмӑл туртнӑ ҫӗре каяс, мӗн шутланине тӑвас, калаҫас, кулас килет, — эпӗ вара ҫип вӗҫҫӗн ларатӑп. Эпӗ ларатӑп куна. Эпӗ. Ку вӗт — Эпӗ! Анчах куна, ман ҫакӑнта ларассине, пурӗ те вӑл ҫех татса пачӗ. Эпӗ хам килӗшни ҫинчен каламан».

— Эпӗ! — Ромашов пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ те, урисене сарса, пуҫне аялалла пӗксе, ҫирӗппӗн шухӑша кайрӗ. — Эпӗ! Эпӗ! Эпӗ! — ҫак кӗске сӑмаха пӗрремӗш хут ӑнланса илнӗн, тӗлӗнсе, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Кам-ха ку тӑрать ҫакӑнта, кам аялалла, урайӗнчи хура ҫурӑкалла пӑхнӑ? Ку — Эпӗ. О, мӗнлерех тӗлӗнӗҫ!.. Эпӗ-ӗ, — пӗтӗм ӑстӑнӗпе ҫак сасса ӑнланма тӑрӑшса, васкамасӑр тӑстарчӗ вӑл.

Ромашов сапаланчӑклӑн та илемсӗррӗн кулса илчӗ, анчах ҫавӑнтах тӗксӗмленчӗ те шухӑш капланӑвне пула шурса-кӑвакарса кайрӗ. Кун пекки унпа юлашки пилӗк-ултӑ ҫул хушшинче сахал мар пулнӑ, унашкалли вӑл чун ҫитӗнсе ҫитнӗ тапхӑрта мӗнпур ҫамрӑк ҫынпа тенӗ пекех пула-пула иртет. Ансат чӑнлӑх, каларӑш, пуриншӗн те паллӑ терӗш, — ун тупсӑмне вӑл тахҫанах ӗнтӗ илте-илте хӑнӑхнӑ, — ҫаксем шалти, темле пач кӗтмен ҫуталупа ҫиҫсе хӗмленеҫҫӗ те сасартӑках философилле тарӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, ун пек чух вара ҫавсене пурне те пӗрремӗш хут илтнӗн, вӗсене пӗтӗмпех хӑй уҫнӑн туйӑна-туйӑна каять. Ҫакӑ унпа малтанхи хут мӗнле пулнине те астӑвать-ха вӑл. Корпусра чухне, турӑ саккунӗ урокӗнче, священннк чул куҫаракансем ҫинчен хывнӑ хайлана ӑнлантарса парсаччӗ. Пӗри малтан пӗӗккисене йӑтнӑ, унтан пысӑккисемпе аппаланма пуҫланӑ, юлашки чулӗсене вара вырӑнне те илсе ҫитереймен; тепри пач урӑхла майлӑ тунӑ та хӑйӗн ӗҫне чип-чиперех вӗҫленӗ. Ҫав кӑткӑсах мар хайлавра сасартӑк ҫийӗнчех, ӑна вулама вӗреннӗ хыҫҫӑнах пӗлнӗ тата ӑнланнӑ пулин те, практикӑлла ӑслӑлӑхӑн пытарӑнса тӑнӑ тӗпӗр авӑрӗ яри уҫӑлса кайрӗ вара Ромашовшӑн. Пурте пӗлекен «Виҫ хут виҫ те пӗрре кас» каларӑшпе те кӗҫех шӑп та шай ҫавнашкалах пулса иртрӗ. Телейлӗ, пӗр темле витӗр-уҫӑмлӑ самант хушшинчех ӑнкарса илчӗ вӑл унра мӗн пуррине пӗтӗмпех: малашлӑх курӑмне, асӑрхануллӑ перекетлӗхе, шута. Пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк опычӗ пухӑнса никӗсленнӗ ҫак пилӗк-ултӑ сӑмахра. Халӗ те, акӑ, хӑй пайӑрлӑхӗ ҫинчен тавҫӑрни, ҫап-ҫуттӑн ҫуталса, пӗр кӗтмен ҫӗртенех шалт тӗлӗнтерсе те кисрентерсе ячӗ ӑна сасартӑках…

«Эпӗ — вӑл шалта, — шутларӗ Ромашов, — ытти вара — пӗтӗмӗшпех ют, ку — Эпӗ мар. Ак ҫак пӳлӗм, урам, йывӑҫсем, тӳпе, полк командирӗ, Андрусевич поручик, служба, ялав, салтаксем — кусем пурте Эпӗ мар. Ҫук, ҫук, Эпӗ мар кусем. Акӑ ман алӑсемпе урасем, — хӑй аллисене пуҫласа курать тейӗн, вӗсене пичӗ патнех илсе пычӗ те тӗлӗнсе. пӑхрӗ Ромашов, — ҫук, кусем пӗтӗмпех — Эпӗ мар. Эпӗ акӑ тытатӑп та хама хам алӑсенчен чӗпӗтетӗп… ҫапла, ак ҫакнашкал… ку Эпӗ. Алла куратӑп эпӗ, ӑна ҫӳлелле йӑтатӑп — ку Эпӗ. Эп халь шутлани те Эпех ку. Эхер те эпӗ каяс тетӗп пулсан, ку Эпӗ. Акӑ эп чарӑнса тӑтӑм — ку Эпӗ.

О, мӗнлерех пӑтӑрмахла, мӗнле ансат та мӗнле тӗлӗнмеллескер ҫакӑ. Ҫав Эпӗ тени, тен, кашнийӗнех пур? Тен, пурин те мар? Тен, мансӑр пуҫне, урӑх никамӑн та ҫук? Пур пулсан — мӗскер-ши? Акӑ — ман умра ҫӗр салтак тӑрать, эпӗ вӗсене кӑшкӑратӑп: «Пуҫсене — сылтӑмалла?» — ҫав ҫӗр ҫын вара, вӗсенчен кашнийӗнех хӑйӗн Эпӗ пур, манра тата вӗсем темле юта, пач юта, Эпӗ мара кураҫҫӗ, — ҫавсем вара ҫийӗнчех пуҫӗсене сылтӑмалла пӑраҫҫӗ. Анчах эпӗ вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑмастӑп, вӗсем — масса. Шульгович полковникшӑн вара, тен, эпӗ те, Веткин та, Лбов та, мӗнпур поручик, капитансем те ҫавнашкалах, пурте пӗр сӑна пухӑнаҫҫӗ пулӗ, эпир те уншӑн ҫакнашкалах ют, вӑл та пире пӗр-пӗринчен уйӑрмасть-и, тен?»

Алӑк кӗмсӗртетрӗ те, пӳлӗме Гайнан сиксе кӗрсе тӑчӗ. Ташланӑ пек, ури ҫинчен ури ҫине тӗренкелесе те хулпуҫҫийӗсене турткалантара-турткалантара:
— Сирӗн благороди, — кӑшкӑрчӗ вӑл.
— Бухвенҫӑ текех пирус памас. Скрябин поручик сана кивҫенле пама хушман, тет.

— Ах, шуйттан! — персе ячӗ Ромашов. — Ну, юрӗ, юрӗ, вӗҫтерех… Мӗнле пулӑп-ха эпӗ пируссӑр?.. Ну, пурӗ-пӗрех, кайма пултаратӑн, Гайнан.

«Мӗн ҫинчен шутласаттӑм эпӗ халь? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Ромашов, пӗччен юлсан. Вӑл шухӑшӗсен ҫиппине ҫухатначчӗ те, йӗркипе шутлама хӑнӑхманскер, ӑна ҫийӗнчех шыраса та тупаймарӗ. — Мӗн ҫинчен шутласаттӑмччӗ-ха халь эпӗ? Мӗн-тӗр питӗ хакли те питӗ кирли ҫинчен… Тӑхта: чи малтан тытӑнмалла… ареста пула килте ларатӑп… урам тӑрӑх ҫынсем ҫӳреҫҫӗ… ача чухне анне кӑкара-кӑкара хуратчӗ… Мана кӑкаратчӗ… Ҫапла, ҫапла… Салтакӑн та — Эпӗ… Шульгович полковник…. Аса илтӗм… Ну, халь малалла, малалла…

Эпӗ пӳлӗмре ларатӑп. Питӗрмен. Тухасшӑн хам — тухма хӑю ҫитерейместӗп. Мӗншӗн хӑяймастӑп-ха? Мӗнле те пулин питӗ киревсӗр ӗҫ тунӑ-им эпӗ? Вӑрӑпа тытӑннӑ? Вӗлернӗ? Ҫук, урӑххипе, хамшӑн ют ҫынна калаҫнӑ чух урасене пӗрле тытман эпӗ тата темӗскер каланӑ. Тен, манӑн урасене пӗрле тытмалла пулнӑ? Мӗншӗн? Нивушлӗ пит хаклӑ ҫакӑ? Нивушлӗ ҫакӑ — пурнӑҫра чи кирли? Акӑ тепӗр ҫирӗм-вӑтӑр ҫул иртет — эпӗ пуличченхипе ман хыҫҫӑнхи вӑхӑтӑн пӗр ҫеккунчӗ. Пӗр ҫеккунт! Хӑйӑвне путарнӑ лампа пекех, сӳнсе ларӗ манӑн Эпӗ. Анчах лампӑна тепӗр хут та, тепӗр хут та, тепӗр хут та ҫутӗҫ. Эпӗ ӗнтӗ ун чух пулаймӑп. Пулмӗҫ вара ни ҫак пӳлӗм, ни тӳпе, ни полк, ни пӗтӗм ҫар, ни ҫӑлтӑрсем, ни ҫӗр чӑмӑрӗ, ни ман аллӑм-урам… Мӗншӗн тесен Эпӗ пулмастӑп…

Ара, ара… ку ҫаплах… Ну, юрать… тӑхта… майӗпентерех кирлӗ… ну, малалла… Эпӗ пулаймастӑп… Тӗттӗмлӗх тӑнӑ, кам-тӑр ман пурнӑҫа чӗртсе те ҫавӑнтах ӑна сӳнтернӗ, вара каллех ӗмӗрлӗхе, яланлӑхах тӗттӗм пулса ларнӑ!.. Мӗн тунӑ-ха эпӗ ҫак кӗп-кӗске самант хушшинче? Эпӗ алӑсене ҫӗвӗ тӑрӑх тӑсса та кӗлесене шак пӗрле тытса тӑнӑ, маршировкӑсенче ура пуҫӗсене аялалла туртӑнтарнӑ, «Хулпуҫ ҫине!» — кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ пӗтӗм пырпалан, «хӑв енне ҫавӑрттарса ҫитереймен» пӑшал купташки пирки тарӑхса та ҫилленсе харкашнӑ, ҫӗршер ҫын умӗнче хӑра-хӑра чӗтӗренӗ… Мӗншӗн? Ҫав мӗлкесем мана, — вӗсем ман Эпӗпе пӗрлех вилеҫҫӗ-ха, — хамшӑн ним тума кирлӗ мар, чуна хирӗҫле ҫӗршер япалана хисте-хисте тутарттарнӑ, ҫавӑншӑнах тата Мана кӳрентернӗ те мӑшкӑлланӑ. Мана!!! Мӗн тесе пӑхӑннӑ ман Эпӗ мӗлкесене?»

Ромашов сӗтел патне ларчӗ, ун ҫине чавсисемпе тӗревленчӗ те пуҫне аллисемпе хӗссе тытрӗ. Аран-аран кӑна тытса чаркаларӗ вӑл хӑйшӗн элчелсӗр, тарса сапаланакан ҫав шухӑшсене:

«Хм… манса кайнӑ-им ҫак эсӗ? Тӑван ҫӗршыв? Сӑпкалӑх? Аттесен тӑпри? Алтарьсем?.. Салтак чысӗпе ҫар йӗрки тата? Кам сыхлӗ сан тӑван ҫӗршывна, ют ҫӗрсенчи тӑшмансем тапӑнса кӗрсессӗн?.. Ҫапла, анчах эпӗ вилетӗп, ун чух вара текех ни тӑван ҫӗршыв, ни тӑшмансем, ни чыс пулмаҫҫӗ. Вӗсем ман ӑстӑн пурӑннӑ чухне ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫухалтӑр тӑван ҫӗршыв, ҫухалччӑр чыс та, мундир та, мӗнпур аслӑ сӑмах та, — ман Эпӗ хӑй халлӗнех, никам тӗкӗнеймиех юлать. Апла пулсассӑн, ман Эпӗ ҫапах та ҫак тивӗҫлӗх, чыслӑх, юрату йышши ӑнланусенчен пуринчен те хаклӑрах? Акӑ службӑра эпӗ… Сасартӑк ман Эпӗ тытӗ те: «Кирлӗ мар!» — тейӗ. Ҫук — ман Эпӗ мар, ытларах… ҫар пулса тӑнӑ пӗтӗм миллион Эпӗ, ҫук — унтан та ытла — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан мӗнпур Эпӗ сасартӑк калать: «Кирлӗ мар!» Вӑрҫӑ ӑнланӑвӗ вара ҫавӑнтах пӗтсе те ларать, ун чух, паллах ӗнтӗ, ҫак «йӗркене иккӗлет!» те «сылтӑмалла ҫурма ҫаврӑну!» таврашсем нихӑҫан та, нихӑҫан та пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ним тума та юрӑхсӑр… Ҫапла, ҫапла, ҫапла! Ку тӗрӗс, ку тӗрӗс! — кӑшкӑрса ячӗ Ромашов ӑшӗнче темӗнле савӑнӑҫлӑ сасӑ. — Ҫак ҫар хастарлӑхӗ те, дисциплина тени те, чина пӑхӑнаслӑх та, мундир чысӗ те, мӗнпур ҫар науки те, — ҫаксем пӗтӗмпех-пӗтӗмпех этемлӗх «кирлӗ мар!» тесе каласшӑн пулманни е калама пӗлменни, е каламашкӑн хаю ҫитерейменни ҫинче кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ-ҫке пурӗ те.

Мӗн япала иккен-ха вӑл, ҫар ремеслин ҫак питӗ чеен купаланнӑ пӗтӗм ҫурчӗ? Нимӗскер те. Пуф, сывлӑшран ҫакӑннӑ ҫурт кӑна, тӑрасса та вӑл «кирлӗ мар» текен ик кӗске сӑмах ҫинче те мар-ха, ҫав сӑмахсене ҫынсем темшӗн халиччен каламанни ҫинче ҫех никӗсленсе тӑрать. Манӑн Эпӗ нихӑҫан та: «ҫиес килмест, сывлас килмест, курас килмест», — тесе каламасть-ҫке. Анчах, ӑна вилме сӗнеҫҫӗ пулсан, вӑл тем тесен те, тем тесен те: «Кирлӗ мар», — тет. Мӗскер иккен вара апла-тӑк вилӗм-чӗрӗмлӗ вӑрҫӑпа вӗлермелли чи-чи лайӑх май-меслетсем шыракан, тӗпчекен мӗнпур ҫар искусстви? Тӗнче йӑнӑшӗ-и? Суккӑрланни-и?

Ҫук, чим-ха эс, тӑхта… Эпӗ хам йӑнӑшатӑп пулас. Эпӗ йӑнӑшманни пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен ҫак «Кирлӗ мар» — питех те ансат-ҫке, питӗ ӑнланмалласкер, ҫавӑнпа вӑл кашнин пуҫнех пырса кӗме тивӗҫлӗ. Ну, юрать; ну, йӗркипе виҫсе, шутласа пӑхар-ха. Калӑпӑр, ыран, калӑпӑр, ҫак ҫеккунтрах ҫав шухӑш кашнин пуҫне пырса кӗчӗ: вырӑссенне, нимӗҫсенне, акӑлчансенне, яппунсенне… Акӑ вара, хайхи, вӑрҫӑ ҫук та текех, ҫук ни офицерӗ, ни салтакӗ, пурте килӗсене саланнӑ. Мӗн пулса тӑрӗ иккен? Ара ҫав, мӗн пулса тӑрӗ ун чух? Эпӗ пӗлетӗп, Шульгович мана: «Ун чухне пирӗн пата систермесӗр килеҫҫӗ те пиртен ҫӗрсемпе ҫуртсене турта-турта илеҫҫӗ, анасене таптаса пӗтереҫҫӗ, пирӗн арӑмсемпе аппа-йӑмӑксене иле-иле каяҫҫӗ», — тавӑрать ҫакна хирӗҫ. Пӑлхавҫӑсем тата? Социалистсем? Революционерсем?.. Ҫук-ҫке, пач ун пек мар, пач тӗрӗс мар ку. Пӗтӗм, пӗтӗм этемлӗх каларӗ вӗт-ха: юн тӑкма килӗшместӗп, — терӗ. Кам кайӗ вара ун чух хӗҫпӑшалпа та хӗсӗрлӳпе? Никам та. Мӗскер пулса тӑрӗ ҫапах та? Е, тен, ун чух пурте килӗштереҫҫӗ? Пӗр-пӗрин умӗнче чакса лараҫҫӗ? Пӗрешкел пайлаҫҫӗ? Каҫараҫҫӗ? Турӑҫӑм, турӑҫӑм, мӗскер кӑна пулса тӑрать иккен?»

Ромашов, хӗрсе кайсах шухӑшӗсемпе аппаланаканскер, хай хыҫне Гайнан шӑпӑрттӑн пырса тӑнине те, аллине хулпуҫҫи урлӑ хӑш вӑхӑтра тӑсса хунине те сисмерӗ. Вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, шартах сикрӗ те:
— Мӗн кирлӗ сана, шуйттан? — терӗ хыттӑнах.
Гайнан сӗтел ҫине хӑмӑртарах хут пачка хучӗ.

— Сана! — терӗ вӑл ним именӳ-ҫӳҫенӳсӗр те ӑшшӑн; лешӗ хӑй хыҫӗнче юлташла кулса тӑнине Ромашов курмасӑрах туйрӗ. — Сана валли пирус. Турт!

Ромашов пачка ҫине пӑхрӗ. «Трубач», хакӗ 3 п., 20 шт.» — пичетленӗччӗ ун ҫине.

— Мӗн япала ку? Мӗн тума? — тӗлӗнсе ыйтрӗ вӑл. — Ӑҫтан илтӗн эсӗ?

— Курап, сан пирусу ҫук. Хам укҫапа илтӗм. Турт, тархасшӑн, турт. Тем мар. Парнелеп сана.

Гайнан аванмарланнӑ евӗр пулчӗ те, алӑка хыттӑн хупса хӑварса, пӳлӗмрен ҫӗмрен пекех тухса вӗҫрӗ. Подпоручик пирус тивертсе ячӗ. Пӳлӗмре сӑркӑчпа ҫуннӑ тӗк шӑрши сарӑлчӗ.

«О, савнӑскерӗм! — шухӑшларӗ кӑмӑлӗ хускалнӑ Ромашов. — Эпӗ ӑна ҫилленетӗп, кӑшкӑратӑп, каҫхине хам ҫирен атта кӑна мар, нускипе шӑлавара та хывтарттаратӑп. Вӑл вӑрӑ мана валли акӑ салтак пусӗсемпе, хӑйӗн юлашки пусӗсемпе, пирус илсе килнӗ. «Турт, тархасшӑн». Мӗншӗн-ха ку?..»

Вӑл каллех тӑчӗ те, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хурса, пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ.

«Акӑ вӗсем пирӗн ротӑра ҫӗр ҫын. Кашниех вӗсенчен — шутлав-шухӑшлавлӑ, туйӑмсемлӗ, хӑйне уйрӑм кӑмӑллӑ, пурнӑҫ опычӗллӗ, харпӑр хӑйӗн иленӗвӗсемпе те хирӗҫлевӗсемпе. Мӗн те пулин пӗлетӗп-и эпӗ вӗсем ҫинчен? Ҫук — нимӗн те, вӗсен физиономийӗсӗр пуҫне. Акӑ вӗсем сылтӑм флангран тытӑнса: Солтыс, Рябошапка, Веденеев, Егоров, Ящишин… Сӑрӑ, пӗр евӗр питсем. Мӗн тунӑ-ха эпӗ вӗсен чунӗ ҫумне хам чунӑмпа, вӗсен Эпӗ тени ҫумне хам Эпӗ тенипе сӗртӗнсе пӑхас тӗлӗшпе? — Нимӗн те».

Ромашова сасартӑк хура кӗрхи пӗр йӗпе-сапаллӑ каҫ аса килех кайрӗ. Темиҫе офицер, вӗсемпе пӗрле Ромашов та, пухура ларнӑччӗ те эрех ӗҫетчӗҫ, ҫав вӑхӑтра тӑххӑрмӗш рота фельдфебеле Гуменюк вирхӗнсе пырса кӗчӗ те:
— Сирен высокоблагороди, ҫамрӑксене хуса килчӗҫ!.. — кӑшкӑрчӗ, хашкаканскер, хӑйӗн рота командирне.

Ҫапла ҫав, шӑпах хуса килнӗ. Вӗсем полк картишӗнче, хӳсе ҫӑван ҫумӑр айӗнче, хӑранӑ та парӑннӑ выльӑх кӗтӗвӗ евӗр, пӗр ҫӗре пухӑнса, купаланса тӑратчӗҫ, шанмасӑр, куҫ айӗн пӑхатчӗҫ. Анчах вӗсен пурин те хӑйне уйрӑм пит-куҫчӗ. Тен, ку тӗрлӗ тум тӑхӑннӑран ҫаплалла туйӑнчӗ-и? «Ҫакӑ ак, ахӑртнех, слесарь пулнӑ, — ҫывӑхран иртсе пынӑ май, пичӗсене пӑхса, шутланӑччӗ ун чух Ромашов, — ку вара хавас кӑмӑллӑ пулас та хуткупӑс калама ӑста пулма тивӗҫ. Ҫакӑ — хут пӗлекенскер, вӑр-вар та шульӑкларах, калаҫӑвӗ васкавар, ҫыхӑнуллӑ — трактир тарҫинче тӑман-ши вӑл ӗлӗк?» Вӗсене хуса килни чӑн-чӑннипе те курӑнсах тӑратчӗ ӗнтӗ; темиҫе кун каярах кӑна-ха вӗсене, паллах, арӑмӗсемпе ачисем уласа йӗрсе те такмакла-такмакла ӑсатнӑ, никрутӑн ӳсӗр сӗрӗмӗ витӗр макӑрса ярас мар тесе, вӗсем хӑйсем те сатурланма та ҫирӗпленме тӑрӑшнӑ… Анчах ҫулталӑк иртейрӗ те, вӗсем, акӑ, вӑрӑм, вилӗ шеренгӑпа тӑраҫҫӗ — сӑрӑскерсем, сӑн-сӑпатсӑрскерсем, йывӑҫланнӑскерсем — салтаксем! Вӗсем кунта килесшӗн пулман. Вӗсен Эпӗ тени килесшӗн пулман. Турӑҫӑм, ҫак ытла хӑрушӑ ӑнланманлӑхӑн сӑлтавӗсем ӑҫта-ши? Ҫав тӗввӗн пуҫламӑшӗ ӑҫта? Е ку пӗтӗмпех — автанпа тунӑ пурте пӗлекен опытпа пӗрешкел япалах-и? Автан пуҫне сӗтел патнелле пӗкеҫҫӗ — вӑл ҫапкаланать.

Анчах ӑна сӑмса тӑрах, унтан малалла сӗтел тӑрӑх та шурӑ пурпа йӗр туса тухаяҫҫӗ ҫеҫ, вӑл вара, темле тӗнчере ҫук пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ евӗр, куҫне чарса пӑрахса та хӑйне ҫыхса хунӑ пек шутласа, ҫавӑнтах шӑпланса ларать, пӑнч хускалмасть.

Ромашов кравачӗ патне ҫитрӗ те ун ҫине йӑванса кайрӗ.

«Апла тесессӗн, мӗн тӑвасси юлать-ха манӑн? — ҫилленнӗ пекех, хиврен ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. — Ҫапла, мӗн тӑвас пулать манӑн? Службӑран каймалла? Анчах мӗн пӗлетӗн эсӗ? Мӗн тума пултараятӑн? Малтан пансион, унтан кадет корпусӗ, ҫар училищи, офицерӑн хупӑнчӑк пурнӑҫӗ… Кӗрешӗве пӗлейнӗ-и эсӗ? Нушана? Ҫук, француз булкисем йывӑҫ ҫинче ӳсеҫҫӗ тесе шутлакан институтка евӗр, йӑлтах янтипе пурӑннӑ эсӗ. Кай-ха, эппин, хӑтланса пӑх. Сана ҫисе яраҫҫӗ, эсӗ такӑнатӑн, эсӗ хӑв тӗллӗн пурнӑҫ тӑвас тесе пуснӑ пӗрремӗш утӑмрах тӑрӑнса ӳкетӗн. Тӑхта. Хӑв пӗлекен офицерсенчен кам хӑй ирӗкӗпе службӑран кайни пур? Пӗр никамах та. Пурте вӗсем хӑйсен офицерлӑхӗнчен ҫакӑнса ҫатӑрланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем урӑх ниҫта та юрӑхлӑ мар, ним тума та пӗлмеҫҫӗ. Каяҫҫӗ пулсан та, ҫӳреҫҫӗ вара сӑранланса хытнӑ кӑшӑллӑ карттусӗпелен: «Эйе ла бонте… пархатарлӑ вырӑс офицерӗ… компрене ву…» Ах, мӗн тӑвас пулать-ха манӑн! Мӗн тӑвас пулать!..»

— Арестант, арестант! — янӑраса кайрӗ чӳрече айӗнче хӗрарӑмӑн тап-таса чӗнкӗрти сасси.

Ромашов кравать ҫинчен яштах сиксе тӑчӗ те чӳрече патне ыткӑнса пычӗ. Картишӗнче Шурочка тӑратчӗ. Ҫутӑ ӳкесрен, вӑл куҫӗсене ал лапписемпе айккисенчен хуплаттарса тытнӑ, кулакан капӑр-ҫутӑ пичӗпеле кӗленче ҫумнех ҫыпӑҫнӑ та:
— Па-арсамӑрччӗ мӗ-скен тӗрме ҫыннине… — тӑстарчӗ, юрлаттарнӑ евӗрлӗн.

Ромашов хӑлӑпа ярса тытнӑччӗ ӗнтӗ, анчах асне илех кайрӗ: чӳречене вӗсем кӑларман-ха. Ҫапах та вӑл, хаваслӑ теветкеллӗх туйӑмӗ кӗтмен ҫӗртен ҫавӑрса илнипе, рамӑна пӗтӗм вӑйранах хӑй еннелле картлаттарса туртрӗ. Лешӗ вырӑнӗнчен хускалчӗ те, Ромашов пуҫӗ ҫине акшар катӑкӗсемпе тилӗ самаскӑ шапӑр тӑкса, яриех шартлатса уҫӑлчӗ. Пӳлӗме ҫавӑнтах шурӑ чечексен ирӗлсе исленекен ачаш, ҫепӗҫ те савӑнӑҫлӑ шӑршипе тулса ларнӑ сулхӑнтарах сывлӑш ытампаланах вӑркӑнса кӗчӗ.

«Ҫапла акӑ! Ҫӑлӑнӑҫа ҫапла шырамалла акӑ!» — кӑшкӑрса ячӗ Ромашов чунӗнче кулакан, ҫиҫсе ялкӑшакан сасӑ.

— Ромочка! Ухмахланнӑскер! Мӗн тӑватӑр эсир? Ромашов унӑн чӳрече витӗр тӑсса панӑ ҫат ҫыпӑҫса тӑракан хӑмӑр перчеткеллӗ пӗчӗк аллине тытса илчӗ те ӑна малтан ҫиелтен, унтан аял енчен, сыпӑ тӗлӗнчи тӳмесенчен кӑшт ҫӳлерехри ҫаврака шӑтӑкран, хӑюллӑнах чуптурӗ. Халиччен вӑл кунашкал нихӑҫан та хӑтланманччӗ-ха, анчах Шурочка, йӗкӗтре пач кӗтмен ҫӗртенех ӗрӗхсе ҫӗкленнӗ хавха хастарлӑхне парӑнчӗ тейӗн, ӑна-кӑна ӑс-тӑна хывмасӑр, каччӑ чуптӑвӗсене ним чухлӗ те хирӗҫлемерӗ, ун ҫине именчӗкрех тӗлӗнӳпе кулса ҫеҫ пӑхса тӑчӗ.

— Александра Петровна! Мӗнле тав тӑвас пулать ман сире? Савнӑскерӗм!

— Ромочка, мӗн пулчӗ сире, ара, ҫак териех? Мӗне пула пит савӑнса ӳкрӗр эсир? — терӗ Шурочка кулса, анчах Ромашов ҫав-ҫавах-ха тимлӗн те кӑсӑклӑн тинкерсе пӑхса. — Сирӗн куҫӑрсем ялтӑраҫҫӗ. Чимӗр-ха, эпӗ сире валли, арестленнӗскер тесе, кулач илсе килтӗм. Улма кукӑлӗсем тӗлӗнсе каймалла лайӑх паян пирӗн, тутлӑскерсем… Степан, парсамӑр-иҫ кунталла карҫинккӑна.

Ромашов, Шурочка аллисене хӑйӗннинчен вӗҫертмесӗрех, — лешӗ ҫакна каллех хирӗҫлемерӗ, — ун ҫине ҫиҫсе ялтӑракан, юратуллӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ-пӑхрӗ те:
— Ах, паян пӗтӗм ире эпӗ мӗн ҫинчен шутланине пӗлесчӗ эсир… Пӗлесчӗ ҫеҫ эсир! — калаҫрӗ васкавлӑн.
— Анчах куна каярах…

— Ҫапла, каярах… Акӑ ман упӑшкам та пуҫлӑхӑм килет… Ярӑр алла. Питӗ тӗлӗнмелле паян эсир, Юрий Алексеевич. Кӑштах аванланса та кайнӑ.

Чӳрече патне Николаев пырса тӑчӗ. Вӑл тӗксӗмччӗ, Ромашова та ытла кӑмӑллӑнах сывлӑх суймарӗ.

— Ут, Шурочка, ут, — васкатрӗ вӑл арӑмне. — Ку, тур каҫартӑр та, ниҫта шӑнӑҫман япала. Эсир, чӑн, иксӗр те ӑсран тайӑлнӑ. Командир хӑлхине кӗчӗ-тӗк — мӗн аванни унта! Вӑл вӗт арестпа ларать. Сыв пулсамӑр, Ромашов. Кӗркелӗр.

— Пырса ҫӳрӗр, Юрий Алексеевич, — терӗ Шурочка та.

Вӑл чӳрече патӗнчен пӑрӑнса кайрӗ, анчах ҫав самантрах каялла таврӑнчӗ те:
— Итлесемӗр, Ромочка: ҫук, чӑннипех, манса ан кайӑр пире, — терӗ, хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатса.
— Тус вырӑнне хуракан ҫыннӑм манӑн пӗрререн-пӗрре, ку вӑл — эсир. Илтетӗр-и? Анчах ман ҫине ҫакнашкал така куҫӗпе пӑхнӑ ан пултӑр. Унсӑрӑн курас та теместӗп сире. Хӑвӑра, тархасшӑн, мӑнна ан хурӑр, Ромочка. Эсир арҫын та мар пачах.

Сайт:

 

Статистика

...подробней