Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мансӑр пуҫне хӑйшӗн тӑрӑшакан ҫын пулман унӑн.Кроме меня, она не имела человека, которому могла бы поручить хлопоты.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов пӗлтерӳре хӑйӗн адресне кӑтартма пултарайман: студентсӑр пуҫне хӗршӗн урӑх тӑрӑшакан та ҫук пулсан, вӑл хӗр ҫинчен мӗн шухӑшланӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ!
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Акӑ сана шкулшӑн хытӑ тӑрӑшакан… — шухӑшларӗ Давыдов.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ачасем, ура ҫине тӑрса, пӑт-паттӑн саламларӗҫ, Давыдов вара, хӗр ҫине пӑхса ҫавӑнтах ҫапла шухӑшласа илчӗ: «Эпӗ шкулшӑн тӑрӑшакан нумай укҫаллӑ хыт кукар пек…
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак кунсенче ӑна тӑтӑшах чунне ыраттаракан япаласем ҫеҫ аса килчӗҫ, пачах кирлӗ мар чухне — е ӗҫ пирки калаҫнӑ вӑхӑтра, е шухӑша кайнӑ хушӑра, е тӗлӗкре — ун умне яланах хӑй манма тӑрӑшакан, анчах халлӗхе ниепле те манма пултарайман Лушка туха-туха тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫумӑр айӗнче ӗҫлесе, пӗле-тӑркачах вӑкӑрсене пӗтерме тӑрӑшакан, уяр ҫанталӑкра вара нормӑна ҫурри таран анчах тултаракан ҫынпа мӗн тумалла-ши?
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл — пысӑк, вӑйлӑ та ырӑ, хӑйӗн йӑлтӑрккипе куҫа йӑмӑхтарса ярать, чавкаласа пӗтернӗ ҫырана халӗ ӑшшӑн пӑшӑлтатса ачашлакан хумсен ирӗклӗхне кансӗрлессишӗн тӑрӑшакан ывӑннӑ ҫынсене уҫӑлтарса, хӑватлӑ сывлӑшне ҫыраналла вӗрсе выртать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пурне те айӑплакан, пуриншӗн те тарӑхакан, курӑнса тӑракан киревсӗрлӗхсенчен хӑйсене епле те пулин пӑрма тӑрӑшакан, хӑйсене мӗнле майпа та пулин ҫылӑхсӑра хуракан ҫынсемпе ҫеҫ тӗл пулаттӑм, — вӗсем хӑйсен ӑраскалсӑрлӑхне чӗмсӗр шӑпа ҫине, усал ҫынсем ҫине йӑвантаратчӗҫ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Халь ӗнтӗ вӑл, ҫак таранччен ялан кахалланса, ӳсӗр пуҫпа нимӗн шухӑшламасӑр пурӑнаканскер, шухӑшламан-туман ҫӗртенех ӗҫлӗ, тӑрӑшакан, васкакан, ҫитменне тата ҫутҫанталӑкпа та кӗрешекен ҫын вырӑнне кӗрсе ӳкрӗ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Ҫавӑнпа вӑл Ольгӑран та ютшӑннӑ пекех пулнӑ — ӑна вӑл хӗре юратнӑ пек мар, пысӑк шанчӑк паракан лайӑх ачана кӑмӑлланӑ пек ҫеҫ кӑмӑлланӑ; шӳтлесе, сӑмах майӗн, вӑл пурне те пӗлме тӑрӑшакан Ольгӑна ҫӗнӗ, хӑюллӑ шухӑшсем пӗлтернӗ, хӑй пурнӑҫра курнине ӑнлантарнӑ, ӑна пурнӑҫра мӗн пулни-иртнине чӗррӗн, тӗрӗссӗн ӑнланма хистенӗ, унтан вара Ольгӑна та, хайӗн тӗплӗ мар урокӗсене те маннӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача аслисем мӗн-мӗн тунине пӑхать, вӗсем ирхине епле вӑхӑт ирттернине ҫивӗч те пӗлме тӑрӑшакан куҫӗсемпе сӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑмӑла кайма тӑрӑшакан уйӑх, шупка сарӑ пӗлӗтпе пӗркенсе, йывӑҫ турачӗсем хушшинче вӑрттӑн шунине е хӑйне кӑмӑллакансен куҫӗсене кӗмӗл тӗслӗ пайӑркисемпе йӑмӑхтарнине юратаҫҫӗ вӗсем.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ним кӑлтӑксӑр, хӑрамасӑр та ӳпкелешмесӗр, хуҫине ырӑ тӑвас тесе, хӑйне хӗрхенмесӗр тӑрӑшакан Калебсен йӑхӗнчен тухнӑ тарҫӑ-рыцарь мар ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич шучӗпе, начальник хӑйне пӑхӑнса тӑраканшӑн питӗ тӑрӑшакан ҫын: вӑл унран каҫхине мӗнле ҫывӑрни, унӑн куҫӗсем мӗншӗн хӗрелни, пуҫӗ ыратнипе ыратманни ҫинчен ыйтса пӗлет иккен.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пӗр ӗҫри чиновниксем пӗр-пӗринпе туслашса, кашниех теприн канӑҫлӑхӗшӗн, ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан хастар ҫемье пек туйӑннӑ ӗҫе пачах кашни кун ҫӳремелле мар, пылчӑклӑ е пӑчӑ ҫанталӑкра е кӑмӑл туртман вӑхӑтра ӗҫе каймасан та юрать, тесе шутланӑ вӑл.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Михей хӑйшӗн тӑрӑшакан этем те, вӑрттӑн майсемпе ҫын ӗҫне тӑвакан та пулайман; ашшӗ ывӑлне ҫавнашкал этем тума тӑрӑшни, паллах, харама та кайман пулӗччӗ, анчах шӑпа старик ӗмӗчӗсене аркатса пӑрахнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кахал, айван, маншӑн ик айкки те тӑвайкки тесе пурӑнакансенчен йӗплесе кулнӑ пулсан, вырӑс наукипе культурине аталантарассишӗн тӑрӑшакан пултаруллӑ ҫынсене Алексей Николаевич яланах хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
1916 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ҫуралса ӳснӗ Максим Ястран 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, колхоз председателӗнче тӑрӑшакан арӑмӗпе пӗчӗк ачисене хӑварса, «Чӑваш коммуни» хаҫат редакцийӗнчен салтака тухса кайнӑ та, авӑнӑн (сентябрӗн) 11-мӗшӗнче Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӗ.
Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html