Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсене тӑрӑшакан руководитель кирлӗ, вӑл хуҫалӑхлӑ этем пултӑр, ҫулталӑкӗпех уйра ӗҫлекенсене вӑл пуринчен ытла хаклатӑр.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Спектакльре ун пек выляма тӑрӑшакан, паллӑ артист Сяо Цзяо-тань вылярӗ.Среди знаменитостей, принимавших в нем участие, был и Цзяо-тянь.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Вӑл пултаруллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫине тӑракан, пурне те пӗлме тӑрӑшакан ачаччӗ.Он был ребенком творческим, настойчивым, стойким, любознательным.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ку — тимӗр тӑхаллӑ, хулӑн атӑ тӗпӗсемпе пирӗн ҫӗре таптаса, хӑйсем хуҫа иккенне кӑтартасшӑн пулса юри кӗмсӗртеттерсе утма тӑрӑшакан нимӗҫ патрулӗсен ура сасси те мар.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя куҫ хӗррипе хӑй хыҫне пытанма тӑрӑшакан юлташӗсем ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурне те пӗлме тӑрӑшакан Володя чул кӑларнӑ ҫав тарӑн шӑтӑксене тахҫанах кӗрсе курма ӗмӗтленнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак офицер хӑйӗн хыттӑн туртӑнтарса ҫыхнӑ кӗлеткипе те лӑсканса пӗтнӗ, ытла шанӑҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗртерех сӑн-пичӗпе пруссен офицерӗсене аса илтерет, — вӗсене нимӗҫ карикатурисенче шӑпах ҫаплалла ӳкереҫҫӗ, — пехота полкне ӑна темле вӑрттӑнла-кӗрттӗнле шӑв-шавлӑ ӗҫшӗн гвардирен куҫарнӑччӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Алӑкран тиншӗк йӑкӑртатса-йӑрӑлтатса тухрӗ — чӑннипех те командир тиншӗкӗччӗ ӗнтӗ: ыррӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗркке сӑн-пит, ҫӳҫне, ҫу сӗрсе, айккинчен уйӑрса туранӑ, шур ҫипрен ҫыхнӑ перчеткепелен.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак урпапа риса маншӑн тӑрӑшакан турӑ хӑех ман пата янӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ, ҫав вӑхӑтрах ку утрав ҫинче мана валли урӑх тырӑсем те пур пулӗ тесе ӗнентӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Стефчов ун телейне ялан пӗтерме тӑрӑшакан ҫын пек туйӑнчӗ; ҫак ҫын ӑна усал пек те, йӗрӗнтермӗш пек те курӑнчӗ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Маркопа Мичо иккӗш те хӑйсемшӗн вӑрттӑн тӑрӑшакан ҫын мӗнле пысӑк улшӑну кӑтартнине пӗлмесӗр юлчӗҫ.Оба поручителя и не знали, что у них есть союзник, который помог им добиться успеха.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем — хастарлӑ та хӑюллӑ, активлӑ ҫынсем, хӑйсен телейӗшӗн ҫуннипе пӗрлех, халӑхпа общество ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан ҫынсем.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Хам тӑвакан ӗҫ мана питӗ те ансӑр, пӗр енлӗ ҫеҫ пулнӑн туйӑнать, унӑн ҫав пӗртен-пӗр енӗ вара халӑха усӑ кӳрес тесе тӑрӑшакан ҫынсемшӗн ытла кирлех те мар.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсир шӳтлетӗр, анчах эпӗ сире хам шухӑш-кӑмӑла калама чӑнах та шикленетӗп, — вӑл сире: халӑха вӗрентни усӑсӑр, тесе ӗнентерме тӑрӑшакан обскурантсем каланипе пӗр пек пулнӑн туйӑнма пултарать.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пурне те ним чееленсе-туса тӑмасӑр, ытахальтен кӑна тенӗ пек пӗлесшен пулакан ҫынсем: «эпӗ те эс пӗлесшӗн тӑрӑшакан япалапах интересленсен, эсӗ ман ҫине ним ҫилленмесӗр пӑхӑн, ху мӗн пӗлнине йӑлтах каласа парӑн», тенӗ пек пӑхаҫҫӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата ик-виҫӗ уйӑхран магазинра пур япалана та тӗпчесе пӗлме тӑрӑшакан ҫынсем курӑнкала пуҫларӗҫ.Через два-три месяца стали замечаться в магазине посетители, отличавшиеся любознательностью.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Юратакан хӗрарӑма никама пӑхӑнмасӑр пурӑнмалла тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫеҫ юратать».«Только тот любит, кто помогает любимой женщине возвышаться до независимости».
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана епле парӑннӑ, тата хам мӗнле хисеплекен ҫын пулсан та, вӑл эпӗ хам ҫине шаннӑ пекех шанса тӑракан, мана мӗн кирлине пӗтӗмпех тата хаваслансах тӑвакан, ман телейшӗн хамран сахал мар тӑрӑшакан ҫын пулсан та, манӑн хамӑн пурнӑҫ унтан килнипе килӗшес килмест — ҫак туйӑма манӑнне эсир пӗлетӗр, тусӑм, ырлатӑр ӑна.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл питӗ ҫепӗҫ калаҫать, нимӗн кӳренни те палӑрмасть, кӳрентерме мар, чӑнлӑха тупма тӑрӑшакан историк пек калать, хӑй те вӑл тӗлӗнмелле ҫын, ӑна кӳренни вӑл кулӑшла кӑна пулнӑ пулӗччӗ, вара эпӗ кулса яма кӑна пултартӑм: — ара, кусем иккӗшӗ те пӗрех вӗт, — терӗм эпӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апла пулсан, эсӗ кайни эсӗ хӑтӑлма тӑрӑшакан япалана хӑвӑртрах ҫывхартӗ кӑна».Стало быть, твое удаление только ускорит дело, которого ты хочешь избежать».
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.