Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунпиллӗкмӗш сыпӑк

Раздел: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Источник: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Добавлен: 2019.12.26 00:08

Предложений: 580; Слово: 5552

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Юлашки разведка

Ҫакӑнта, ҫӗр айӗнче ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пек туйӑннӑ. Тӗлӗнмелле, ӗнер пулма пултарайман пурнӑҫра кун пулнине те, каҫ пулнине те пӗлмен; ҫӳлте те, аялта та, пур енче те, таврара та, пур ҫӗрте те чул ҫеҫ пулнӑ, этеме мӗн май килне таран пурӑнма шалта пӗчӗк хушӑ кӑна юлнӑ.

Анчах пурте хӑй йӗркипе пырать: ҫӗр айӗнчи крепоҫре йӗркене ҫирӗп тытнӑ. Штабра телефонсем нӑйӑлтатнӑ, хуралсем ылмашнӑ, «Атӑлпа» «Киев» секторӗсене боевой хуралсем тӑратнӑ. Аялти горизонтра политрук Корнилов кунсерен партизансене пӑшал пеме вӗрентет. Ленин кӗтесӗнче Володя, ӗҫлемен вӑхӑтра, пионер сборӗ ирттерет. Анчах халӗ пушӑ вӑхӑт юлманпа пӗрех. Партизансем пӗр минутлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗр ҫинче хӑҫан каҫ, хӑҫан кун пулнине пӗлмесӗр, «ҫӗр айӗнчи 1-мӗш №-лӗ объектра» виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫав тери ударлӑ «1-мӗш №-лӗ объект» тесе, партизансем каменоломньӑн чи аякри секторӗсенчен пӗринче касса шӑтарнӑ ҫӗнӗ ансӑр штольнӑна ят панӑ, унта тахҫанах чул кӑларман, пӑрахӑҫа тухнӑ горизонт темиҫе километра тӑсӑлать. Жученков каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑн, нимӗҫсем йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ каменоломня чиккинчен аякра — икӗ сӑрт хушшине тухать.

Шалтан алӑ вӗҫҫӗн ватса тухма, тоннеле ҫӳлелле кӑларасси, пуҫ тӗлӗнче усӑнса тӑракан чул хулӑнӑшне ҫӗмӗрсе кӗрсе каясси, асаплӑ ӗҫ пулнӑ. Куҫа ҫиекен тӗпренчӗксем ишӗлсе анса куҫа хупланӑ, ҫавӑнпа ҫынсем ҫурма тӗттӗмре хӑшӗ фанер татӑкӗсенчен, хӑшӗ хаҫатран тунӑ хӳтӗлекен козырексем туса ӗҫленӗ. Пӑчӑ ҫурма тӗттӗмре, куҫа ҫиекен известь тусанӗ мӑкӑрланса тӑнӑ ҫӗрте, ҫынсем тӑрӑшса, ҫине тӑрса, тарӑхса ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрӑм Яша Манто пичче кунта та яланхи пек шӳт тума сӑлтав тупать.

— Турӑҫӑм! — тӑтӑшах илтӗнет хӗсӗк хушӑкран, фанерпа витнӗ шахтер лампочки тӑнӑ тата тем пысӑкӑш ырхан катемпи майлӑ шеф-повар мӗлки курӑннӑ ҫӗртен, — Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ мӑкӑль ман пуҫа лекет! Ҫак мӑкӑльсем пурне те ытлашшипех ҫитмелле.

— Мӗншӗн? — ыйтаҫҫӗ партизансем, ҫивӗч сӑмах илтессе кӗтсе.

— Мӗншӗн тесен, — тет Яша пичче, — пурте ирӗклӗн иртнӗ ҫӗрте, эпӗ, хамӑн вӑрӑм пӗвӗме пула, пӑрӑнса кайнӑ чух кашнинчех пуҫпа чул тӗреклӗхне тӗрӗслетӗп. Ҫук, ҫӗр айӗнче пурӑнма ҫуралман эпӗ ҫут тӗнчене, ҫӗр ҫинче пуҫа каҫӑртса ҫӳреме ҫуралнӑ, вӑл паллах… Ну, калаҫма пӑрахӑр, атьӑр, ӗҫлер. Ан манӑр, эпир ахаль шӑтӑк чавмастпӑр. Ку леш тӗнчерен ку тӗнчене тухмалли шӑтӑк. Анчах ку тӗттӗмре ӑҫта леш тӗнче, ӑҫта ку тӗнче — ӑнланма хӗн.

Партизансем тусан кӗнипе шывланнӑ куҫӗсене шӑла-шӑла кулаҫҫӗ, силленеҫҫӗ. Кам та пулин ҫилленмесӗр, йӑлишӗн ҫеҫ:
— Мӗнле ҫав эсӗ, Яша пичче, чӗлхӳпе ҫавӑн чухлӗ ӗҫлеме ывӑнмастӑн? — тенӗ.

— Тӗлӗнтермӗшсем! — тет хирӗҫ Яша пичче. — Эсир кӑштах вуланӑ пулсан, пӗр ученӑй мӗн каланине пӗлнӗ пулӑттӑр: «Эпӗ калаҫатӑп, апла пулсан — эпӗ пурӑнатӑп», тенӗ вӑл. Эпӗ сасӑпа калаҫма юрататӑп. Атту эпир сӗм тӗттӗмре пурӑнатпӑр та, хамӑн сассӑма илтиччен хам та пӗлместӗп: те чӗрӗ эп, те вилнӗ.

Пионерсем те «1-мӗш №-лӗ объектра» ӗҫленӗ. Вӗсем забойран чул ишӗлчӗкӗсене тирпейлеме, йӑтса тухма пулӑшнӑ. Тусанлӑ, вараланнӑ, выҫса ҫитнӗ ачасем камбуза шавлӑн пырса кӗнӗ, унта вӗсене Манто кӗтсе илнӗ.

— Мӗнле калас, итог тӑвар-ха, хамӑра итог тӑвиччен, — шут тӑвать Яша пичче, каменщик сапунне салтса повар халатне тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер.

Котло комиссар та пӗр-пӗр итог тума шухӑшланӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Уйӑх ҫурӑ иртрӗ ӗнтӗ, ҫӗр айӗнчи крепость осадӑна лекнӗренпе. Пурнӑҫ кунсерен йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланнӑ, кӑна никам та пытарман. Ҫапах та партизансем гитлеровецсен ятарласа пухнӑ полкне хӑйсем патӗнче тытса тӑнӑ. Икӗ пин салтак кунӗн-ҫӗрӗн каменоломня районӗнче, партизансем тепӗр хут тухасса хӑраса хуралланӑ. Ҫӗр айӗнчи ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тата ытти тытӑҫупа вылазкӑра ҫӗр аллӑ фашиста вӗлернӗ. Нимӗҫ командованийӗ ҫӗр айӗнче партизансен вӑй-хӑвачӗ пысӑк тесе шутланӑ.

Халӗ ачисемпе пӗрле тӑхӑрвуннӑн шутланакан, витӗрех хуралса пӗтнӗ, ӗҫес килнипе асапланакан пӗчӗк ушкӑн захватчиксен ҫарне хирӗҫ уйӑх та ҫурӑ ҫапӑҫать. Ҫак ҫынсем хӗвел, ҫӑлтӑр курманни ҫичӗ эрне ҫитет. Вӗсем уҫӑ сывлӑшра пулманни хӗрӗх кун ытла ӗнтӗ. Сивӗ чул вӗсен пӗлӗчӗ пулнӑ, вӗҫӗмсӗр тӗттӗмлӗх вӗсен куҫӗсене хупланӑ, вилӗ шӑтӑкӗнчи пек нӳрлӗх вӗсен шӑмӑ сыпписене ҫӗмӗрнӗ. Анчах вӗсем кунта, аялта, мӗнле пурӑнма шут тытнӑ, совесть мӗнле хушнӑ, ҫапла пурӑннӑ.

Володя тахҫанах ҫак тӗлӗнмелле, нимӗн майлӑ мар пек, ҫав вӑхӑтрах лере, ҫӳлте, вӑрҫӑччен хӑнӑхнӑ пек ҫирӗп йӗркеллӗ, ирӗк туйӑмлӑ пурнӑҫа вӗренсе ҫитрӗ. Боецсен политзаняти пырать. Ленин кӗтесӗнче карбид лампи ҫуттинче пионерсем ӳкерчӗксем тӑваҫҫӗ, ҫыпӑҫтараҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи стена хаҫатне тепӗр хут ҫыраҫҫӗ. Политрук Корнилов воспитани паракан калаҫу ирттерет. Вӑл занятисенче ҫирӗп ыйтни, ӗҫе вӑхӑтра тата тӗплӗ тума хушни, ҫӗр айӗнчи службӑра пӗчӗк айӑпшӑн та каҫарманни, кӑшт кая юлнӑшӑн е пӗчӗкҫӗ кӑна йӗркесӗрлӗхшӗн те ятлани Володьӑна малтан тӗлӗнтернӗ те хӑш чух кӳрентернӗ те. Анчах кунта, ҫӗр айӗнчи тӗттӗмре, ҫӳлти пек, тӑшман киличчен пулнӑ, хӗвел ҫутатнӑ, ирӗклӗн сывлакан аслӑ пурнӑҫ йӗркисене тӗплӗ тытса пыма кирлине кайран Володя хӑй те ӑнланчӗ. Вӑл курать: ҫынсене тӑшман чул айне чӗрӗлле пытарса хучӗ пулсан та, ҫакӑнта пур совет гражданӗсемпе пӗр пек пурӑнни, боецсене те, партизансене те, чӑкӑлтӑш Киля инкене те, усал чӗлхеллӗ Надя Шульгинана та, пурне те кӑмӑла кайнӑ. Ҫакна пӗлсе тӑни вӗсене вӑй-хӑват парса тӑнӑ: яланхи пек, тӗрӗс пурӑнатпӑр, эпир чӗрӗ чух ылханлӑ Гитлер пирӗнпе ним те тӑваймӗ, тенӗ.

Совесть хушнӑ пек пурӑнмалли правашӑн тӗлӗнмелле чипер те вӑйлӑ Зябрев командир вилчӗ. Ҫавӑншӑнах матрос Бондаренко комсомолец, ватӑ партизан Иван Гаврилович Шустов пуҫӗсене хучӗҫ. Халӗ тата ҫавӑншӑнах пурте юратнӑ лейтенант Ваня Сергеев вилет.

Унӑн койки ҫумӗнче нумайччен Нина Ковалева ларать. Сергеев аташать, тӑма хӑтланать, йынӑшать. Унӑн ырханланнӑ питне темӗнле хӑратакан ют сӑн ҫапрӗ. Вӑл халь Нина асне хытӑ кӗрсе ларнӑ Бондаренко матрос сӑнӗ евӗрлӗ пула пуҫланӑ. Ҫак усала пӗлтерекен, уҫӑ мар, сӑмахпа ӑнлантарма ҫук, анчах кунсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ҫиеле тухакан пӗрпеклӗх Нинӑна салхулатса ырӑ мара систернӗ…

Хӑш чух Ваня Сергеев тӑна кӗрсен нумайччен Нина ҫине пӑхать, хӑйӗн сарлака, анчах халь начарланнӑ алтупанне унӑн алли ҫине хурать.

— Эсӗ ан кай, — йӑлӑнать вӑл — Кунта пурте сивӗ… Чул… Санӑн аллу ҫав тери ӑшӑ… Итле-ха, Нина, — вӑл Нина ҫине халсӑррӑн, тархасласа пӑхать, — чӑнах вилетӗп-ши? Чӑнах пӗтрӗм-ши?..

Нина ӑна лӑплантарма тытӑнать, макӑрас патне ҫитсе, ун аллине ачашлать. Унтан Сергеев каллех тӑнсӑр пулса выртать. Нина хӑй вӗренекен чухнехи дневникне санитар сумкинчен кӑларать те, — вӑл халь те ӑна пӗрле чиксех ҫӳрет, — «Мӗн панӑ» тесе ҫырнӑ графа ҫине васкавлӑн ҫырса хурать:

«Мӗнле вӑл асапланать! Эп ӑна юлашки ҫапӑҫу умӗн 28.ХI-41 курнине астӑватӑп. Пырать вӑл, хӑй пысӑк, яштака. Аяккинче полевой сумка, наган ҫакӑнса тӑрать. Пуҫӗ ҫинче хура калпакчӗ, вӑл ҫав тери килӗшӳллӗччӗ. Хура куҫхаршисем ҫӗмрен пек, куҫӗсем ялтӑртатаҫҫӗ, вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе тӑшмана тавӑрма хатӗр пулнӑ… Вӑл пирӗн пата пычӗ, йӑл кулса ячӗ… Эпир ӑна сыхланма хушрӑмӑр. Анчах вӑл темшӗн пирӗн ҫине салхуллӑн пӑхса илчӗ. Халӗ аса илме те хӗн. Вӑл халӗ вырӑн ҫинче выртать, часах вилет пулӗ. Пурте унӑн ыратать, хӑйӗн пурӑнас килет, анчах темскер ун пурнӑҫне туртса илет… Епле асапланать! Чӗре ҫурӑлать — шел ӑна… Чӑнахах вилет-ши?! Кунсерен унӑн сывлӑхӗ начарланать… Кунӗн-ҫӗрӗн эпир Ш. Надьӑпа ӑна кӗнекесем вуласа паратпӑр, савӑнтаратпӑр, вилӗм ҫинчен ан шухӑшлатӑр тесе, калаҫма тӑрӑшатпӑр. Вӑл ҫак ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран тухасса хытӑ ӗненетчӗ, халӗ те хӑтӑласса, хӑй пурӑнасса ӗненет. Анчах часах вилӗм килет. Аллине заражени пулнӑ. Зараженийӗ чавси патне ҫитнӗ. Надьӑпа иксӗмӗр те унран уйрӑлмастпӑр. Вӑл пире ӑшӑ кӑмӑллӑ сӑмахсемпе чӗнет! Ылттӑн чӗкеҫӗмсем, тӑван юн тумламӗсем… Вӑл пӗрмай пире курасшӑн. Эпир куҫ хупмасӑр ун патӗнче ларатпӑр. Вилет пулӗ тетпӗр. Мӗскӗн Ваня, мӗнле тусӑмӑра ҫухататпӑр! Чӑнах вилет-ши?..»

Васкавлӑ операци кирлӗ пулнӑ. Анчах ҫӗр айӗнче кам операци тума пултартӑр-ха? Мӗнпур шанӑҫ «1-мӗш №-лӗ объект» ҫине юлнӑ. Тен, ҫӳле тухсан, Кивӗ-Крым вӑрманӗнчи партизансемпе пӗрлешсен, хирург тупса Ваньӑна ҫӑлма пулатчӗ, паллах, вӑл ҫав кунччен пурӑнсан.

Жученков шутланӑ тӑрах, виҫӗ сменӑпа ӗҫлесен, тӑват-пилӗк эрне хушшинче ҫӗнӗ тоннель шӑтарса тухса, пӗлӗт курма пулнӑ. Командир приказӗ тӑрӑх, Манто продуктсем уйӑрнӑ: «ҫын пуҫне ҫурӑм ҫине ҫирӗмшер кило, отряд ҫиеле куҫнӑ вӑхӑтра камбуз учета хупӑнать» — тенӗ вӑл. Киля инке хӗрсемпе пӗрле япала хумалли кутамккасем хатӗрлет.

Отряд чул шӑтӑкӗнчен тухса шума хатӗрленет.

Ҫапах та мӗнле килчӗ апла тухма юраман. Малтан тухма шухӑшланӑ вырӑнта нимӗҫ патрулӗсем, хуралӗсем пуррипе-ҫуккине татах тӗрӗслес пулать. Унтан Пахомовӑн партизанӗсемпе ҫыхӑнас пулать. Унӑн отрячӗ Кивӗ-Карантинран аякра, Керчь леш енче, Аджи-Мушкай каменоломнисенче пулнӑ.

Анчах унта мӗнле ҫитмелле-ха?

Каллех сӗтел ҫине йывӑррӑн выртса, ҫаврака пуҫне сарлака хулпуҫҫи хушшине антарса, янахне мӑкӑр кӑкри ҫумне тӗкӗлесе, Котло комиссар тарӑн шухӑша кайнӑ.

Пурте штабра пулнӑ, — халӗ ҫеҫ «1-мӗш №-лӗ объектран» таврӑннӑ, пӗрмай ҫуха хыҫӗнчен чикекен рак хуран чулӗ тӗпренчӗкӗсене кӑларакан Лазарев командир та, строительство начальникӗ, вӑлах аслӑ подрывник Жученков та, яланхи пек тап-таса хырӑннӑ, хӑрӑмланнӑ гимнастерка ҫухи айне тирпейлӗ шурӑ татӑк ҫӗленӗ Корнилов та, шеф-повар Манто та. Пурте кунта пулнӑ, пурте ӑнланнӑ, урӑх пӗлмесӗр ларма, ҫӳле те ним пӗлмесӗр тухма юраман. Мӗн те пулин тумаллах, ҫӳле халех разведка ярас пулать.

Лазарев хӑлхи ӑшӗнчен рак хуран чулӗ тусанне пӳрнипе чакалтаса кӑларчӗ те, пуҫне хулпуҫҫи ҫине тайса, шыва кӗрекенсем пуҫӗпе чӑмнӑ хыҫҫӑн шывран тухсан тунӑ пек, пуҫне силлерӗ.

— Пур ҫӗре те кӗрсе каять, ҫӗр ҫӑтманнӑ, — терӗ вӑл: — ҫисе те, шӑршласа та тултартӑм. Хӑлха та, ҫӑвар та туллиех. Сурса та кӑлараймӑн.

— Эп ҫапла шутлатӑп, командир юлташ, — хутшӑнчӗ тӳрленми Манто, — вӑл пирӗн ӑшчике шуратма кирлӗ, атту эпир витӗрех хуралтӑмӑр. Пирӗн ӗмӗрех хура пулмалла мар-ҫке, шуралма та вӑхӑт.

Пурте савӑнӑҫсӑр кулса илчӗҫ. Командир рак хуран чулӗ хӑйӑрне тепӗр хӑлхинчен силлесе кӑларчӗ те:
— Пире Пахомовпа ҫыхӑнсан пит аванччӗ, — терӗ.
— Вӗсем, кирлӗ пулсан, шав ҫӗклесе, нимӗҫсене хӑйсем ҫинелле туртса илме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫинчен те шухӑшлама кансӗрлӗҫ. Эпир ҫав вӑхӑтра кунтан пӑрӑнӑпӑр. Пӗтӗмӗшпе илсен, пире аджимушкайцӑсемпе ҫыхӑну тытни пит кирлӗ.

— Пултараймастӑп! — терӗ те комиссар, тӳрленсе ларса, икӗ йывӑр чышкине сӗтел ҫине хучӗ. — Пурте тӗрӗс, пурте чӑн, анчах пионерсене теветкеллӗхе кӑларса яма пултараймастӑп.

— Ку ӗҫе пӗр куна кая хӑварма хӑрушӑ, пӗлес тетӗр пулсан — пӗр куна мар, пӗр сехете хӑварма та хӑрушӑ, — хирӗҫ каларӗ Лазарев. — Ҫӳлте паян кунӗпех темӗнле ҫуйхашу пырать. Мана «Киева» — «Атӑлтан» пӗлтерчӗҫ. Темӗнле взрывсем илтӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫула фашистсем пире валли кунта елка ҫутса ярасшӑн, курӑнать. Кӗҫ-вӗҫ шыв ярасса кӗт. Аван-ха, ку секторсенчи штольнӑсемпе шурфсене питӗртӗмӗр. Мӗн тумалла-ха, тепӗр шахта шӑтӑкӗсенчен шыв ярсан? Ниепле те кӗтме юрамасть, юлташсем. Тухма та, темӗнле аван пулсан та, ним пӗлмесӗр тухма юрамасть.

— Ҫапах та хальхинче ачасемсӗр ӗҫе тытӑнса пӑхас мар-ши? — терӗ Котло. — Ман пӗр палӑртса хунӑ шӑтӑк пур. Унта йӑтӑнса аннисене тасатсан, тухма тытӑнса пӑхма юрать. Эп унта виҫҫӗмӗш кун упаленетӗп. Ман шутпа, вӑл таврара таса.

Ҫапла йӑтӑнса аннӑ шӑтӑк витӗр ҫӳле Важенинпа Макарова, чи хастарлӑ, пысӑк опытлӑ, пурне те пӗлекен разведчиксене яма шут тытрӗҫ. Ҫиелте хӑҫан каҫ пулассине сехет тӑрӑх шутласа кӑларчӗҫ те, пӗр палӑрман вырӑнта йӑтӑнса аннине сас-чӗвсӗр салатса, разведчиксем хуллен ҫӳле шӑвӑнса тухрӗҫ.

Анчах вӗсем унта малалла, пӗр-ик метр та каяймарӗҫ, вӑйлӑ взрыв кӗрӗслетрӗ. Ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хӗп-хӗрлӗ хӳреллӗ, ҫутӑ йӗр хӑваракан пульӑсем шӑтӑк тӗлӗнче пӑшал сассисемпе хутшӑнса вӑшт ҫеҫ хӑпарчӗҫ. Прожекторӑн хӑрушла усал пайӑркин сивӗ, йӑлтӑркка ҫути шӑтӑк тӗлӗнчи чулсене ҫутатрӗ. Темиҫе минутран йывӑр аманнӑ, пӳлӗнсе сывлакан Макаров шӑтӑка шуса кӗчӗ; ҫурӑмӗ ҫине вӑл вилнӗ Важенина хурса йӑтнӑ. Нимӗҫсем каменоломня тавра талккишпех хурса тухнӑ минӑсенчен пӗрин ҫине пырса кӗрсе, иккӗшӗ те арканса кайнӑ.

Вилнӗ тусне йӑтнӑ Макаров штольнӑна шуса кӗчӗ те, хӑй те тӑнне ҫухатса, чул урайӗнчен тӑраймарӗ. Тӑна урӑх кӗмерӗ. Каҫпала вилчӗ.

Ҫапла партизансем ӗҫре тӗрӗсленӗ харсӑр разведчикӗсене — Влас Важенинпа Николай Макарова ҫухатрӗҫ.

Кайран вара, чунтан хурланнӑ пионерсем-разведчиксем хӗрлӗ ялавпа витнӗ вилесем патӗнче хисеплӗ хуралта нумайччен тӑчӗҫ.

Халӗ комиссарӑн ним тумалли те юлмарӗ, каллех ҫамрӑк разведчиксене хушма тиврӗ. Ачасемсӗр пуҫне никам та хӗсӗнсе тухма пултарайман, Володьӑн юлашки хушӑкӗ ҫинче кӑна шанӑҫ пулнӑ.

Анчах, юлашки кунсенче нимӗҫсем ҫак пӗчӗк вӑрттӑн шӑтӑка та шыраса тупман-ши? Тен, унта та мина лартса тухнӑ пулӗ.

— Пӗлетӗп мӗн тумаллине, — шут тытрӗ комиссар. — Пиратка, кил кунта, йытӑ ҫури, хӑвӑртрах!

Ҫӗр айӗнчи коридор тӗттӗмлӗхӗнчен каҫса кайса вӗрни, унтан чул ҫинче чӗрнесемпе кӑчӑртаттарни илтӗнчӗ тата тепӗр минутран Пиратка хуҫи тавра сикме пуҫларӗ, хӑрӑмланнӑ ҫӑмӗпе ун ҫумне сӗркеленет, пит-куҫран ҫуласа илме пикенет, силлет, вӗрет.

Тата тепӗр вунпилӗк минутран, галерейӑсенчен пӗрин вӗҫӗнчи ансӑр хушӑк патнелле, чул айӗнчен ҫил кӗрекен ҫӗрелле, мӑйӗнчен ҫирӗп тытнӑ Пираткӑна комиссар хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе упаленет. Пиратка, турӑ сыхлатӑрах, вӗрме ан пуҫлатӑр тесе, тути-ҫӑварне чӗнпе туртса ҫыхрӗҫ, кун пирки йытӑ шутсӑр тарӑхса кайрӗ. Вӑл темиҫе хут та янах шӑммисене ҫыхса лартнӑ сӑнчӑра урисемпе сирсе пӑрахма тапӑнса пӑхрӗ, анчах юлашкинчен салхуллӑн йӑвашланчӗ! Малалла ӑна тата тепӗр мӑшкӑл кӗтнӗ: икӗ енчен унӑн мӑй ҫыххи ҫумне шпагатпа тимӗр муклашкасем ҫыхса ячӗҫ.

Кунпа Пират ниепле те килӗшме пултараймарӗ. Тухнӑ ҫӗрте унӑн сисӗмлӗ сӑмси ҫӗр ҫинчи тутлӑ, манма пуҫланӑ сывлӑша сывласа илчӗ те, турткаланса, сыхланса каялла чакрӗ. Мӗнле хӗтӗклемерӗҫ пулӗ, мӗнле тӗрткелемерӗҫ, тапаланакан йытӑ кӗлеткине хушӑкран тӗртсе кӑларма мӗнле тӑрӑшмарӗҫ пулӗ, хӑйӗн юратнӑ йыттине комиссар мӗнле ӳкӗтлемерӗ, мӗнле ачаш ятпа чӗнмерӗ, мӗн-мӗн пама пулмарӗ пулӗ, унтан кӳрентерекен сӑмахсем ҫине те куҫса пӑхрӗ: «йытӑ эс, йытӑ, киревсӗр йыт ҫури, усал чӗрчун», — ним те пулӑшмарӗ, Пират тухасшӑн пулмарӗ. Вӑл тапӑлтатса ҫав тери шав кӑларчӗ, ҫывӑхрах пӗр нимӗҫ пулнӑ пулсан, сасӑ тытакан аппаратсӑрах илтнӗ пулӗччӗ.

— Ырӑ марра сисет ку, чӗмере йытти, — шухӑшларӗ юлашкинчен комиссар, — кунтан ачасене кӑларма юрамасть. Пиратка ахаль кутӑнланас ҫук, кунта мӗн те пулин пурах… Ӗненӗр. Анчах кунта ҫамрӑк разведчиксен ушкӑнӗн командирӗ хӑй хутшӑнчӗ.

— Комиссар юлташ, — терӗ Володя, — пирӗн пирки эсир ахалех шикленетӗр. Унта ним те ҫук. Килӗшетӗр пулсан, атьӑр тӗрӗслесе пӑхар.

— Пират намӑс курчӗ те, эсӗ мӗнле тӗрӗслесе пӑхас тетӗн?

— Эпӗ ак вилнӗ Шустов мучи мана вӗрентнине аса илтӗм. Пирӗн унта штаб патӗнче строительство валли хатӗрленӗ вӑрӑм тимӗр хулӑсем выртаҫҫӗ. Ҫав хулӑсем вӗҫне чул муклашкисем ҫыхӑпӑр та, хушӑк витӗр кӑларса, унталла-кунталла хыпашласа пӑхӑпӑр. Тата вӗҫне ҫекӗл тума пулать. Ывӑтӑпӑр та каялла вӗренпе туртӑпӑр. Ӑҫта та пулин мина хунӑ пулсан, ҫаклатӗ те шап! тутарӗ. Вӑт вара пӗлетпӗр те: мина хунӑ-и, ҫук-и.

— Эх, пуҫу та сан! — терӗ Котло. — Вӗрентнине манман! — Вӑл хӑйӗн сарлака алтупанне Володя пуҫӗ ҫине йӑвашшӑн хучӗ.

Ҫапла турӗҫ те. Нумайччен хушӑк таврари ҫӗре хулӑсемпе хыпашларӗҫ, тимӗр ҫекӗлсене ывӑтаҫҫӗ те каялла вӗренрен тытса туртаҫҫӗ. Ку шӑтӑка нимӗҫсем шӑршласа тупайман иккенне ӗненсе командирпа комиссар Володьӑна тухма ирӗк пачӗҫ.

Тӗттӗмре каменоломня таврашӗнчен тухса кайтӑр, тӗттӗмрех поселока пырса кӗтӗр, ҫутӑлсан ҫеҫ ӗҫе тытӑнтӑр тесе, Володьӑна ҫутӑлас умӗн кӑларса яма шут тытрӗҫ. Ку хутӗнче Володя пӗчченех каять. Ваня Гриценко сывӑ мар, Толя Ковалев объектра урине чулпа амантнӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, халӗ хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑтланма пӗчченшер майлӑрах пулнӑ. Яланхи пек разведка умӗн Лазаревпа Котло заданине тӗпӗ-йӗрӗпе, шӑппӑн та нумайччен ӑнлантарса пачӗҫ Володьӑна. Нимӗҫсем ытти шурфсене, штольнӑсене трубасем кӗртни-кӗртменнине тата «1-мӗш №-лӗ объект» штольнӑна тухмалли района хурал тӑратнипе тӑратманнине пӗлмелле пулнӑ. Анчах чи кирли, чи йывӑрри ку мар пулнӑ. Хальхинче пӗчӗк разведчика панӑ задани ӗлӗкхисенчен чылай йывӑртарах. Володьӑн Керче ҫитмелле пулнӑ, унтан Аджи-Мушкая кайса, тем пулсан та Пахомовпа ҫыхӑнмалла.

— Пурне те ӑнлантӑн-и, Володя? — Комиссар Володьӑн тӑнлӑ та хӑюллӑ куҫӗсем ҫине сӑнаса пӑхрӗ, — Хамах куратӑп, ӑнлантӑн. Ҫапла вара, пирӗн объект тӗлӗнче пурте лӑпкӑ пулсан, нимӗҫсем ҫӗнӗ водопровод урӑх ниҫта та туман пулсан — таврӑнмастӑн. Юрать-и? Тӳрех Аджи-Мушкая каятӑн. Сана лайӑх хатӗрлесе ярӑпӑр, ӗҫ пӗр кунлӑха анчах мар. Ҫапла, тусӑм, ҫитес ҫулччен курнӑҫаймӑпӑр.

Володя тӗксӗмленчӗ, янаххине хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрса илчӗ те, каллех пуҫне хӑвӑрт ҫӗклесе, хӑраса ыйтрӗ:

— Ҫав тери нумай ҫӳремелле-и? Ҫитес ҫулчченех-и?

— Ҫитес ҫул ырантан тепӗр кунне пулать, тӑнлӑ пуҫ! Володя тӗлӗнсе хытсах кайрӗ. Ҫӗр айӗнче кунсем пӗрле хутшӑнса, вӗҫӗ-хӗррисӗр, ирпе каҫсӑр, пысӑк тӗксӗм кун пулса, арпашса каяҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем пионерсемпе Ленин кӗтесӗнче 1942 ҫула кӗтсе илме хатӗрленме пуҫларӗҫ. Юлашки вӑхӑтра Володя пӗрмай объектра ӗҫлерӗ. Вӑл вӑхӑт ҫитнине сисмерӗ те: тепӗр кунтан Ҫӗнӗ ҫул пулать. Унӑн Ҫӗнӗ ҫула пӗччен, таҫта, тӑшмансем хушшинче, йывӑр ҫул ҫинче, инҫетри кирлӗ туссем — хӑтаракансем патне каймалли вӑрттӑн ҫула шыраса, кӗтсе илме тивет. Нихҫан та Володя ҫӗр айӗнчи крепоҫран ҫӳле тухма хальхи пек хӑраман.

— Ну, нимех те мар, тусӑм! — лӑплантарчӗ комиссар, ача хумханса иккӗленсе тӑнине кура. — Таврӑнсан — Ҫӗнӗ ҫул каҫне пит чаплӑ уявлӑпӑр.

Ҫӗр айӗ халӗ Володьӑна ҫав тери хӑтлӑ пек туйӑнчӗ… Паянхи пек унӑн нихҫан та ҫӗр айӗнче юлас килмен. Тата тепӗр сехетрен вӑл чунтан курайми ютсен аллинчи хытса ларнӑ пек пӑрланнӑ ҫӗр ҫине тухассине аса илсенех, Володя чӗтреме пуҫланӑ.

Яша пичче Володьӑна каҫхи апат ҫитернӗ вӑхӑтра тата Киля инке ӑна валли ҫул ҫине ҫимелли хатӗрленӗ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн пионерӗсене юлашки распоряжени пама та ӗлкӗрчӗ. Тольӑпа Ваня ҫывӑрнӑ чух Володя разведкӑна каять тенине илтсенех, пӗр харӑс ун патне чупса пычӗҫ, «группа командирӗ» мӗн тума хушнине иккӗшӗ те тимлӗн итлерӗҫ. Ытти пионерсем ҫывӑрнӑ.

— Татах калатӑп, — терӗ Володя. — Отряда Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрлемелле, ку пӗрре. Ҫӗнӗ ҫула мансӑр кӗтсе илетӗр. Ку ӗҫе тума Ваньӑна хушатӑп, ответ ман умра тытӗ. Тата: Ольӑпа ытти пӗчӗккисене парне хатӗрлӗр, урӑхла каласан, хамӑр вӗсене валли тума пуҫланине вӗҫлемелле. Мансӑрах пӗтерӗр. Кӑна тума Толя Ковалева хушатӑп, ман умра ответ тытӗ. Пӗтрӗ. Ыйтусем пур-и?

Тольӑпа Ваня ним те чӗнмерӗҫ. Ваня хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ утиялӗпе чӗркеннӗ, чӗтрет. Толя ыйтрӗ:

— Мӗншӗн эсӗ пӗччен каятӑн? Ну, Ваня халсӑр тейӗпӗр, эпӗ сывах вӗт… Ура кӑшт ҫеҫ…

— Эпӗ сана ку ыйтусем ҫинчен каламан! — пӳлчӗ Володя. — Тӗп ыйту пирки калаҫ, эпӗ задани панӑ тӑрӑх. Ку ыйту тӑрӑх ыйтусем пур-и?

Анчах «ку ыйту тӑрӑх ыйтусем» пулман.

— Задание мӗнле ӑнланнине калӑр! — хушрӗ Володя.

Пионерсем иккӗшӗ те Акилина Яковлевнӑпа Яша пичче ҫине пӑхса илчӗҫ.

— Мӗн унта тепӗр хут каламалли пур, — мӑкӑртатса илчӗ Ваня.

— Ахалех астӑватпӑр ӗнтӗ, — хутшӑнчӗ ун ҫумне Толя.

— Эпӗ кама каларӑм: тепӗр хут калӑр!

— Мӗн тума тепӗр хут каламалла, — мӑкӑртатса илчӗ Толя. — Ну, Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленмелле… Унтан тата пӗчӗккисене валли парнесем туса пӗтермелле… Володька, илсе кай мана!

— Куратӑр-и, — кулса ячӗ Володя. — Илсе кай ӑна! Эсӗ шӑтӑк витӗр тухаймастӑн. Сан хырӑму тухаймасть…

— Эпӗ каҫхи апатра Ваня тӳпине ҫисе ятӑм, ҫавӑнпа пулчӗ, хӑй чирлӗ те ҫиесшӗн мар, — пӗлтерчӗ Толя. — Атту илсе каяттӑнччӗ-и, Володя, э?

Анчах Володя ун сӑмахне тӑнламарӗ. Вӑл тӑчӗ те тутине пӗр еннелле алӑ туртӗнӗпе шӑлса илчӗ, унтан тепӗр еннелле — алӑ тупанӗпе, юлашкинчен, йӑлтӑртатса тӑракан куртка ҫаннипе.

— Хӑналанӑшӑн спаҫҫипӑ сире, Яша пичче! Сире те, Киля инке, спаҫҫипӑ!

— Сывлӑха, сывлӑха пултӑр, савнӑ тусӑм, — терӗ Манто.

— Мӗн тав тумалли пур, чунӑм, мӗн тав тумалли пур, телейлӗ кайса килмелле пултӑр сана — хӑвӑрт-хӑвӑрт ответлерӗ Акилина Яковлевна, ӗсӗклесе илчӗ. Унтан, каяс умӗн яланхи пек, Корнилов политрук чултан тунӑ вырӑн ҫине Володьӑна лартрӗ те, хӑй юнашар ларса, ӑна хулпуҫҫинчен ыталаса, шӑппӑн каларӗ:

— Ну, ҫула тухас умӗн, атя, юлашкинчен кӑштах ларӑпӑр, пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑпӑр…

Ҫӳлте ӑшӑтса пӑрахнӑ, юр пусӑрӑннӑ, — Володя юр хыпа-хыпа шунӑ чух, унӑн кӗлетки йывӑрӑшӗпе юр лапчӑна-лапчӑна юлнӑ. Тинӗс енчен пӗрре вӑйланакан, тепре кӑштах лӑпланса кӑштӑртатакан, чарӑнма пӗлми шав илтӗнет. Ӗнер шторм пулнӑ пулмалла, тинӗс халь те лӑпланайман. Тинӗс пырӗ енчен лӑпкӑ ҫил вӗрет, хӑйпе пӗрле чуна кантаракан ӑшӑ та таса сывлӑш илсе килет; ҫак сывлӑшшӑн лере, ҫӗр айӗнче, ҫынсем ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ.

Йӗри-тавра шӑп. Поселок енчен те пӗр сас-чӳ те илтӗнмест. Таҫта хула хӗрринче ҫеҫ движок шаклаттарать.

Володя ӗлӗк курнӑ васан тӑрӑх, тӗттӗм ҫӗрте пралук ҫине пырса тӑрӑнас мар тата мина ҫаккине ҫаклатас мар тесе хӑйӗн умӗнчи ҫулне аллисемпе хыпашласа пӑхса, ӑнӑҫлӑ шуса тухрӗ. Вӑл темиҫе хут та чарӑна-чарӑна итлерӗ. Ҫак ним сас-чӗвсӗр шӑплӑх Володьӑна тӗлӗнтере пуҫларӗ. Поселокра ялан ҫак сехетре алӑксем, калинккасем уҫӑлса хупӑнни, патрульсем сивӗпе шӑнса пӑсӑлнӑ сассисемпе пӗрне пӗри аякран кӑшкӑрса чӗнни, ӑшӑтнӑ чух грузовик моторӗсем кӗрлени илтӗннӗ. Халӗ нимӗн те илтӗнмест… Поселок хӗрринче ларакан ҫуртӑн карти хыҫне ҫитсен, Володя ытларах шупкала пуҫланӑ тӗттӗмлӗхе сыхланса пӑхрӗ, тинкерсе итлерӗ. Унӑн вичкӗн хӑлхи таҫта инҫетри шава илтрӗ, анчах ӑна та хум кӗрлевӗ хуплать. Йӗри-тавра малтанхи пекех шӑп.

Вӑхӑт пӗр сехете яхӑн иртрӗ. Аякра, Хӑмӑш-Бурун тӗлӗнче, тӳпе ирхи хӗвеле йышӑнма хатӗрленсе хӗреле пуҫларӗ. Ҫара туратсем хушшинче кайӑксем кӑштӑртатма тытӑнчӗҫ. Малтанхи пекех хытӑ, ҫине тӑрсах, таҫта инҫе мар движок шаклаттарать. Анчах поселокра паҫӑрхи пекех шӑп, нимӗнле хускану та курӑнман.

Ялан Володя поселок урамӗсенче ҫынсем ҫӳреме пуҫласса кӗтнӗ: ун чухне халӑхпа хутшӑнса, хӑйне палӑртмасӑр, каяс тенӗ ҫулпа кайма пулнӑ. Анчах паян вӑл чылаях шӑнса кайрӗ, карта хыҫӗнче, ӑшӑнас тесе, кукленкелесе те пӑхрӗ, аллисене хӗреслесе чышкисемпе хулпуҫҫисене те ҫапкаларӗ. Вӑхӑт пит ерипен иртет. Урамсем ҫаплах пушӑ, пӗр хускану та ҫук. Ахалех Володя карта хыҫӗнчен пуҫне кӑларса, урам тӑрӑх сылтӑмалла, сулахаяллла пӑхса тухрӗ — ниҫта та пӗр чӗрчун та курӑнмасть. Вара пӗчӗк разведчик, чул карта хыҫӗнче тӑрса кичемленнӗскер, хуллен урама тухрӗ те хӑвӑрт урам урлӑ каҫса, вилсе пӗтнӗн туйӑнакан поселок тӑрӑх пахчасем витӗр кайрӗ.

Володя движок сасси илтӗнекен ҫӗрелле утрӗ. Часах вӑл пысӑк ҫурт умӗнчи пушӑ вырӑна ҫитрӗ. Ӗлӗк ку ҫуртра инженер пурӑнатчӗ, вӑл нимӗҫсем Хӑмӑш-Буруна йышӑнас умӗн эвакуаципе кайнӑ. Кайран кунта нимӗҫ штабӗччӗ. Кӑна партизансен разведчикӗсем тахҫанах, малтанхи кунсенче тухсанах пӗлнӗ. Ирхине кунта яланах машинӑсем, мотоциклетсем, лаша кӳлнӗ урапасем килсе тулатчӗҫ, салтаксем кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ.

Паян ак пер чӗрчун та ҫук. Килкарти те пушах, юр ҫинче машина ҫӑвӗ юхнӑ йӗрсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Ҫерҫисем никамран хӑрамасӑр, шӑнса ларнӑ тислӗк куписем ҫинче сапаланса выртакан утӑ хушшинче сике-сике чакаланаҫҫӗ. Хапха умӗнчи пысӑк йывӑҫ «кӑмпа» айӗнче те часовой тӑмасть. Картишӗнчи лупасайӗнче ҫеҫ ҫӳлӗ тимӗр урапаллӑ движок шаклаттарса ларать.

Володя асӑрханса движок патнерех ҫывхарчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Инженер ҫурчӗн чӳрече кантӑкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Тӗттӗмлетмелли штора ҫурри таран ҫӗтӗлнӗ те татӑкӗсем чӳрече сакки ҫине усӑнса аннӑ. Ун хыҫӗнче Володя ҫап-ҫутӑ ялтӑртатакан тӗрлӗ тӗслӗ илемлӗ гирлянда ҫакӑнса тӑнине курчӗ.

Ача ҫак асамлӑ та ют япала ҫине пӑхса тӑрать; вӑл ӑна ҫав тери лайӑх, тӗлӗнмелле иртнӗ кунсене аса илтерет. Вӑл хӑй куҫӗпе мӗн курнине те ӗненме хӑрать. Анчах ҫак ырӑ шухӑшлӑ туратсем хушшинче ҫунакан ҫуртасен ӑшшипе чӑрӑш лӑсси шӑрши ҫапнӑ сывлӑша хӑй пурнӑҫӗнче пӗрре ҫеҫ сывласа илнӗ, тӗрлӗ тӗслӗ черчен шарсемпе ялтӑртатакан кӗленчесем, шӑрҫасем пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнса чӑнкӑртатнине илтнӗ ҫав ҫын яланах, пӗрре пӑхсах, юмахри пек ҫутӑ пайӑрка сапаласа тӑракан ачасен савӑнӑҫлӑ телейне аса илет.

Чӑнах та ку ёлка пулнӑ! Теттесемпе, шӑрҫасемпе капӑрлатнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ электричество лампочкисенчен тунӑ асамат кӗперӗ евӗрлӗ гирлянда ҫакса янӑ ҫап-ҫутӑ ёлка! Вӑл ҫӗмрӗк кантӑк хыҫӗнче, хӗллехи ирӗн кӑвак ҫути кӗре пуҫланӑ тӗттӗм пӳлӗмре ялкӑшать.

Тул ҫутӑлнӑҫемӗн ҫутӑлать, ҫавӑнпа кантӑк хыҫӗнчи ёлка ҫутисем тӗксӗмлене пуҫларӗҫ. Володя, сарай кӗтесси хыҫӗнчен сасартӑк шӑнса ларнӑ, хускалмасӑр, пӗр сасӑсӑр тӑракан, тӗлӗнмелле тӗнче ҫине нимӗн ӑнланмасӑр пӑхать. Ҫывӑракан патша хӗрӗ ҫинчен ҫырнӑ юмахри пек, темӗнле вилӗ шӑплӑх тӑрать. Ирхи ҫил лӑпланчӗ. Чӳречери кӑвак штора ҫӗтӗкӗ хускалмасть. Мӑрьерен кӑшт ҫеҫ тухакан тӗтӗм тӳпе ҫинче кантӑк пек туйӑнать. Ёлка ҫинчи лампочкӑсем тепӗр хускалмасӑр ҫунаҫҫӗ. Аслӑк айӗнчи движок ҫеҫ малтанхи пекех хӑвӑрт, ҫине тӑрса, ҫак ҫывӑрса кайнӑ тӗнчене вӑратасшӑн пек кутӑнланса шаклаттарать.

Двигательтен проводсем — хулӑн кабельсем пӳрт патнелле тӑсӑлаҫҫӗ. Володя кабельсем тӑрӑх крыльца патне ҫывхарчӗ те хуллен шаккарӗ. Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Вӑл чӳрече патне пычӗ, пӳлӗм ӑшнелле пӑхас тесе, аллисемпе уртӑнса ҫӗкленчӗ.

Пӳлӗмре ним йӗрки те пулман. Пысӑк сӗтел ҫинчи виткӗҫӗ усӑнса аннӑ; сӗтел ҫинче, ҫапса ӳкернӗ кеглисем пек, пӗр-пӗрин ҫине ӳкнӗ кӗленчесем йӑваланса выртаҫҫӗ. Пукансем йӗркесӗр пӗр ҫӗре купаланнӑ. Пӗр пуканӗ диван ҫинче выртать. Шкапа яр уҫса янӑ. Ун ӑшӗнчен тумтирсем темӗнле пӗр тӑрӑх йывӑр пустав юхса тухнӑн усӑнса тӑраҫҫӗ. Пианино ҫинчи ҫурта йӑвисенчен подтяжка ҫакланса, клавишӑсем ҫине усӑнса аннӑ. Пӳлӗмре пӗр чӗрчун та пулман. Анчах кунта темӗнле хӑрушла япала пулни палӑрать. Елка ҫинче малтанхи пекех ҫунакан лампа ҫутисем тискеррӗн курӑнаҫҫӗ.

Мӗн пулнине тӗплӗн ӑнланмасӑр, анчах халӗ кӑна ҫакӑнта темӗнле тӗлӗнмелле, ҫав тери пысӑк ӗҫ пулса иртнине чун-хавалпа туйса, унӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрса илеймесӗр пӑхса тӑракан Володя темшӗн хӑраса, ҫав самантрах пысӑк шанӑҫ тытса Кивӗ Карантин варринелле урам тӑрӑх чупрӗ.

Сасартӑк унӑн хӑлхине нумай ҫын ушкӑнӗ пӗр тикӗс утса пынӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Володя тӑруках чарӑнчӗ. Тӑнласа тӑчӗ. Сывлӑшпа чыхӑнса кайса, нумайччен ӳсӗрме чарӑнаймасӑр, пӗр ҫурт калинкки ҫумне лӑпчӑнса тӑчӗ, анчах калинкке алӑкӗ хӑех уҫӑлчӗ те Володьӑна хӑратса пӑрахрӗ. Сасӑсем ҫывхараҫҫӗ.

Тррапп!.. Трамм!.. Тррапп!.. Трамм!.. — янӑрать шӑп урӑмсенче. Ҫак сасӑ тавралӑха ян ярса, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать, вӑйланнӑҫемӗн вӑйлансах пырать. Анчах лере, Володя халӗ ҫеҫ пулнӑ пушӑ вырӑнта, хӑйӗн шанӑҫсӑр ӗҫне ҫине тӑрса тӑвакан движок ним ахальтенех васкавлӑн шакӑлтаттарать. Халӗ ӑна ҫӗнӗ, пӗр тикӗс саса йӑлтах хуплать. Ҫак сасӑ шӑнса ларнӑ поселок тӑкӑрлӑкӗсенче янӑрать, ҫамрӑк разведчикӑн чӗрине ӑшӑтать. Мӗншӗн тесен, ҫак хӑватлӑ пирӗн моряксене ҫеҫ аса илтерекен килӗшӳллӗ утӑма Володя палларӗ. Кӗҫ-вӗҫех леш кӗтесрен курӑнма тивӗҫ ҫынсемпе пӗрле ирхи ҫанталӑк хӑй юнашар утса Кивӗ Карантина кӗнӗ пек, кашни утӑм хыҫҫӑн урамра ҫутӑрах та ҫутӑрах пулнӑн туйӑнать Володьӑна. Тррапп!.. Трамм!.. Тррапп!.. Трамм!.. Володьӑна ҫак сасӑ хӑлхана ҫурса ярассӑнах туйӑнать. Вӑл карта шалчисенчен ҫавӑрса тытрӗ те, пуҫне хушшине чиксе, малалла тайӑлса, хӑвӑрт сывласа, ҫил ҫине пӑхса, чӑтайми кӗтме тытӑнчӗ; унӑн чӑтӑмлӑхӗ чаксах пырать.

Акӑ вӑл тинех курчӗ! Ҫутӑла пуҫланӑ ирхи ҫурма тӗттӗмре ӑна ҫӗр ҫинчен тӗппипех хӑваласа, ҫав тери паллакан хура бушлатлӑ, ҫиелтен пиҫиххи ҫыхнӑ хура шинеллӗ, ӗнсе ҫинчен хуҫхарши таранах антарса ҫирӗп пусса лартнӑ сӑмсасӑр картузсемпе ҫынсем утаҫҫӗ. Анчах Володя ҫак паллакан бушлатсене, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ, лентӑллӑ, сӑмсасӑр картузсене курса тӑрас мар пулин те, тӳрех, вӗсен уттине илтнипех, хамӑрӑннисем иккенне пӗлнӗ пулӗччӗ. Ку вара, нумай пулмасть фашистсен штабӗ умӗнчи часовойсем, хытса кайнӑ пек урисене тӑсса, ҫӗр ҫине пусиччен унӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗсленӗ пек, чӗрне вӗҫне пусса утӑмлакан Пруссире хӑнӑхнӑ хур утти мар. Ку — тимӗр тӑхаллӑ, хулӑн атӑ тӗпӗсемпе пирӗн ҫӗре таптаса, хӑйсем хуҫа иккенне кӑтартасшӑн пулса юри кӗмсӗртеттерсе утма тӑрӑшакан нимӗҫ патрулӗсен ура сасси те мар. Ҫук, ку — мӗн ӗмӗр-ӗмӗрех хӑйсене законлӑ тивӗҫ пулнӑ, халӗ вӑрҫӑ вучӗ витӗр каялла туртса илнӗ хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче шанчӑклӑн утакан ҫынсен — ҫӑмӑл, ҫав вӑхӑтрах ҫав тери тӗреклӗ, ирӗклӗ, ялан хавхалантаракан юхӑма ҫирӗп пӑхӑнса пыракан ҫынсен утти.

Володя урӑх ним ҫинчен те шухӑшламасӑр, сасартӑк карта урлӑ сикрӗ те ҫавсене хирӗҫ вӑркӑнчӗ. Ҫак самантра вӑл пурне те манса кайрӗ — разведчиксен вырӑнтан вырӑна куҫмалли йӗркине те, Корнилов вӗрентсе янине те, начальствӑпа калаҫмалли йӗркене те. Вӑл чупса пырса, тӳрех малта автоматпа пыракан, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ, сӑмсаллӑ картуз тӑхӑннӑ — ку старшина пулас, — ҫӳллӗ матрос кӑкри ҫине ыткӑнчӗ.

— Пичче, пиччеҫӗм! Командир юлташ! Ой, урра! Ой, урра!.. Калама ирӗк парсамӑрччӗ? — мӑкӑртатать вӑл, командир бушлат ҫухавинчен ҫирӗппӗн ҫавӑрса тытса.

Старшина Володя ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхать, унӑн аллисене хӑйӗн бушлачӗ ҫумӗнчен туртса уйӑрма тӑрӑшать. Унӑн кӑкри ҫумне ҫӳҫне тахҫанах тураман пуҫ пыра-пыра ҫапӑнать, пуҫ ҫинчи ҫӗлӗкӗ шӑн ҫӗр ҫине ӳкрӗ. Ачан пичӗ тӗлӗнмелле вараланчӑк, хӑрӑмлӑ, хӑйӗн пысӑк куҫӗсемпе вӑл ухмаха ересле савӑнӑҫпа пӑхать.

— Тӑхта! Мӗн эсӗ?.. Чарӑн… Ну? Ӑҫтан эс, кунашкал хура шуйттан, сиксе тухрӑн? — именкелесе ыйтрӗ старшина. — Чим, вӗҫерӗн, чӑнах та, мӗн эсӗ… Кама калатӑп?

Володя командира ячӗ те, хӑй ӑшӗнчи чарӑнма пӗлми хаваслӑ пӑлханӑва ҫӗнтерсе, пӗр утӑм каялла чакса, аллине ҫӗлӗк ҫумне тытса, тӳрленсе тӑчӗ:

— Калама ирӗк парсамӑрччӗ, старшина юлташ? Кивӗ Карантинри партизан отрячӗн ҫамрӑк разведчиксен ушкӑнӗн командирӗ Дубинин Владимир сирӗн распоряженине кил… Ҫук… Эсир хӑвӑр килтӗр-ҫке… Ҫук… Пичче… эсир Хура тинӗс флотӗнчен-и?.. Фашистсене, мӗн, хӑваласа ячӗҫ-и? Ой, вӑт урра, вӑт урра!

Вӑл утакан старшина умӗнче каялла чакса пырать, пӗтӗм чунтан кирлӗ йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшса, аллине ҫаплах ҫӗлӗк патӗнче тытать, анчах телейлӗн именнипе пӑтранса, арпашса утать.

— Вольно тӑрсам ӗнтӗ, — тинех хӗрхенчӗ ӑна старшина. — Кармашать те кармашать… Тӑр вольно, кала йӗркипе. Кам эсӗ? Мӗншӗн, шуйттан пек, хуп-хура?.. Отряд, стой! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйӗннисене.

Моряксем чарӑнчӗҫ: кайрисем малта тӑракансен пуҫӗсем урлӑ, йывӑррӑн сывлакан, хӗпӗртенипе куҫӗсем йӑлтӑртатакан, вараланчӑк ача ҫине интересленсе пӑхаҫҫӗ. «Чӑнах та, шуйттан пекех… Эсӗ мӗн, леш тӗнчерен сиксе тухрӑн-и?.. Куҫӗсем епле сиккелеҫҫӗ — савӑннӑ!.. Эй, копченӑй!» — илтӗнчӗ хыҫалтан.

— Ну, чарӑнӑр! — кӑшкӑрчӗ старшина хӑйӗннисем ҫине, унтан кӑштах Володя патнерех пӗшкӗнсе, ыйтрӗ: — эсӗ хӑвӑртрах кала, мӗнле отряд, мӗнле партизансем?

— Старшина пичче, командир юлташ, эпир кунта каменоломньӑсенче… икӗ уйӑх ӗнтӗ… Нимӗҫсем пирӗн пата кӗмелли вырӑнсене пурне те цементпа… йӗри-тавра мина хурса тухнӑ. Унта пирӗн пӗри вӑйлӑ аманни вилет… Лейтенант… Пирӗн кунта ҫапӑҫу пулчӗ, старшина пичче… Эп сире пурне те каласа парӑп. Эпир сире… Эпир сире ҫав тери… — Сасартӑк Володя кӗҫех хӗрача пек макӑрса ярса, намӑс курассине туйрӗ. Вӑл хӑй те ӑнланмасть: мӗн пулчӗ ӑна, мӗншӗн вӑл хӑйне ҫирӗпрех тыткалама пултараймасть? Тутисем унӑн ик еннелле сарӑлса кайрӗҫ, пырне муклашка пырса ларчӗ, вӑл татах темскер каласшӑнччӗ, анчах субординаци йӗрки ҫине аллипе сулчӗ те командира ҫаннинчен икӗ аллипе ҫавӑрса тытса, бушлатӑн хура хулӑн пуставӗ ҫине, минӗр иккенне пӗлтерекен хӗрлӗ хӑмач палли ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ тӗле пичӗпе тӗртӗнчӗ.

— Ну, мӗн эсӗ? Хӑвна ху алла ил, ачам, — лӑплантарать ӑна старшина. — Нумай тӳссе пурӑннӑ пулас ҫав ку ача… Халӗ мӗн кулянмалли пур! Пурте йӗркеллӗ. Эсӗ, ачам, лӑплан та каласа пар, мӗн кирлӗ сана…

Пилӗк минутран старшина пурне те тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлчӗ, Кивӗ Карантин партизанӗсем ҫинчен те, ҫӗр айӗнчи крепость ҫинчен те, ун ӑшне тӑхӑрвунӑ хӑюллӑ ҫынна пытарса хуни ҫинчен те.

— Апла пулсан, сан юлташсене унтан кӑларас пулать, — шут тытрӗ старшина, пӗчӗк разведчик каласа панине тимлӗн итленӗ хыҫҫӑн.

— Ҫук, ҫук! — пӑшӑрханса ӳкрӗ Володя. — Эсир унта тӳрех ан кайӑр. Унта пур ҫӗрте те минӑсем лартса тухнӑ. Пирӗннисем иккӗ сирпӗнчӗҫ, кӑшт тухсанах… Малтан унта минӑсенчен тасатас пулать. Эп сире, пичче, ӑҫтан кӗмеллине кӑтартӑп. Анчах эсир калӑр мана, командир юлташ: фашистсене пурне те хӑваласа янӑ-и кунтан? Хулара та пирӗннисем-и?

— Пирӗннисем, тусӑм, пирӗннисем, ӗнертенпех ӗнтӗ. Керчьпа Феодосие десант антарчӗҫ. Шторм майсӑр вӑхӑта пулчӗ, унсӑрӑн виҫӗмкунах ӗҫе пӗтереттӗмӗр… Жукалов! Тараскин! — ретрен чӗнсе кӑларчӗ вӑл икӗ моряка. — Килӗр кунта! Ачана капитан-лейтенант патне леҫсе ярӑр, мӗн илтнине каласа парӑр. Вӑл саперсем парӗ. Кӗмелли вырӑнсене кӑтартӗ. Ӑнланмалла-и? Кунта халӗ хурал тӑратас пулать. Кунтисенчен хӑшӗ те пулин каменоломньӑна ыткӑнма пултараҫҫӗ, унта — ак вӑл калать — минӑсем. Ӗненетӗп. Мӗн хушнине тӑвӑр!

Жукаловпа Тараскин Володьӑна Хӑмӑш-Бурун шкулӗ патнелле, Хура тинӗс флочӗн десантра пулнӑ ҫӑр чаҫӗн штабне ертсе кайнӑ вӑхӑтра, хӑйӗн ҫул ҫинчи юлташӗсенчен икӗ кун хушшинче мӗн пулса иртнине пурне те пӗлчӗ Володя.

Акӑ мӗн пулса иртнӗ. Декабрь тӗттӗм каҫӗ. Хура тинӗс флочӗн карапӗсем ҫыран хӗррине пӗр илтӗнми ҫывхарнӑ та Керчь ҫурутравне темиҫе вырӑна десант антарма пуҫланӑ. Тинӗс вӑл каҫ ҫав тери хумханнӑ, вунӑ градус таран сивӗ тӑнӑ. Карапсем пӑрланма пуҫланӑ. Шторм 11 балла ҫитнӗ. Пысӑк хура хумсем карапсене ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахма тата анакан десантниксене ҫапса ӳкерсе, тинӗселле юхтарса кайма пултарнӑ. Анчах моряксем пӑрлӑ шыва сиксе, мӑй таран шывра тинӗс хӗрринелле тухса, кашни чул ҫине ҫирӗпленсе ларнӑ. Нимӗҫсене пӗрре тапӑнсанах хӑваласа кӑларма шторм кансӗрленӗ. Гитлеровецсем десанта пӗтертӗмӗр тесе шутланӑ. Тинӗс ҫинчи шторм алхасма чарӑнман, ҫавӑнпа нимӗҫсем Совет командованийӗ татах тапӑнас ҫук тенӗ. Сасартӑк кӗтмен ҫӗртен, куҫа уҫса пӑхма та ҫук ҫил-тӑвӑлра, декабрь каҫӗн сиввинче, иккӗмӗш атака пулчӗ. Ку атака ҫав тери хӑвӑрт, кӗтмен ҫӗртен пулнипе раштав ӗлкине уявлакан тӑшман офицерӗсем Кивӗ Карантинтан аран тарма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем штаб ҫурчӗсене ток паракан куҫса ҫӳрекен электростанци моторне те сӳнтерме ӗлкӗреймен.

Пирвайхи десант хыҫҫӑн нимӗҫсем Кивӗ Карантинта пурӑнакансене пурне те килӗсенчен хӑваласа кӑларнӑ. Акӑ мӗншӗн, Володя ҫӳле тухсан, поселокра шӑп пулнӑ. Халӗ пур енчен те ҫынсем хӑйсен кил-ҫурчӗсене таврӑнаҫҫӗ.

Пӗчӗк разведчик тӳрех хӑйӗн амӑшне аса илчӗ. Унӑн халӗ Гриценко мучӗшӗн ҫурчӗ патнелле ыткӑнса чупас килчӗ, авӑ, унӑн черепица витнӗ ҫийӗ поселокри ҫара йывӑҫсем хыҫӗнченех курӑнать. Самантлӑха ун пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗчӗ: ӑсатакансене тавра ҫулпа кайма ыйтса, амӑшӗ патне кӗрсе тухас мар-ши? Анчах вӑл ӑнланать: ҫӗр айне хупласа хунӑ партизансем ним те пӗлмеҫҫӗ, ҫав тери кӗтсе асапланса лараҫҫӗ. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, ваткӑллӑ тумтирне тӳрлетсе, урисене матроссемпе пӗр харӑс пусма тӑрӑшса, малалла утрӗ.

Володьӑна шкула вырнаҫнӑ штаба илсе пычӗҫ, пӗр ҫын ӑна унта вӗҫне ҫитиех итлерӗ. Унӑн пичӗ шӑнса кайнӑ, ҫилпе кушӑрканӑ, куҫӗсем ҫилпе тата ҫывӑрманнипе хӗрелсех кайнӑ. Вӑл тинӗс ҫар шинелӗпе, ҫанни ҫинче капитан-лейтенант паллисем.

— Кӑшт тӑхта-ха, — терӗ вӑл, Володя каласа пӗтерсен. — Кун ҫинчен пирӗнтен ыйтнӑччӗ пулас… Василенко! — кӑшкӑрчӗ вӑл, зуммер сӗрлени тата телефонистсен пӗр тикӗс сасси илтӗнекен юнашар класалла. — Василенко, мана Петровпа ҫыхӑнтарӑр.

Петров итлени ҫинчен пӗлтерсен, капитан-лейтенант сӗтел ҫинчи симӗс ещӗк ҫинчен трубкине илчӗ:

— Итле-ха! Паҫӑр сана мӗн каларӗ ҫав, леш Аджи-Мушкайран килни? Ара ҫав, Пахомов патӗнчен. Каменоломьнӑра? Кивӗ Карантинта-и? Вӗсене тахҫанах питӗрсе хунӑ-мӗн. Ак кунта вӗсен разведчикӗ… Тӗлӗнмелле, темӗнле шуса тухнӑ. Курасчӗ сан ӑна, кам майлӑ вӑл… Вӗсен унта йывӑр аманни пур. Хирург пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ӑнлан, вӗсен тухма пултараймаҫҫӗ! йӗри-таврах минӑсем лартса тухнӑ. Ыйтатӑп: саперсем уйӑрса пар, хӑвӑртрах пул. Ҫынсем унта епле кӗтсе тертленеҫҫӗ. Эс ҫакна ан ман! Тӗрӗссипе каласан, чӗрӗллех ҫӑва шӑтӑкӗнче… Икӗ уйӑха яхӑн. Ну, хӑвӑртрах майла. Вӗсен разведчикӗ ҫул кӑтартӗ.

— Капитан-лейтенант юлташ, ӑҫта ҫав, Аджи-Мушкайран килни? Мана командир вӗсемпе ҫыхӑну майлаштарма хушрӗ.

— Майлаштарӑн, майлаштарӑн вӑхӑт ҫитсен, — ответлерӗ капитан-лейтенант, — халӗ васкама кирлӗ мар. Эсӗ ак, пирӗн саперсемпе унта кай, каменоломньӑсем патне, ӑҫтан кайма авантарах — кӑтартӑн. Сирӗннисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ-ха. Вӑт мӗнле ҫӗнӗ хыпар пулать вӗсене валли праҫнике — халь ларта кӗт.

Юнашар класра телефонсем шӑнкӑртаттараҫҫӗ, ҫынсем кӗрсе тухаҫҫӗ. Кашни ҫӗнӗ ҫын ҫине Володя, пукан ҫинчен сиксе тӑрса, тахҫан курман ҫывӑх тус пулнӑ пек, хавхаланса ачашшӑн пӑхать.

Часах саперсем килчӗҫ. Вӗсен аллисенче — вӗҫне ҫаврашкасем тунӑ вӑрӑм хыпашламаллисем, кӗреҫесем, пралуксем касмалли вӑрӑм хачӑсем. Ҫӗлӗкӗсем ҫине телефон наушникӗсем тӑхӑнтартнӑ.

— Эс ертсе каятӑн-и? — ыйтрӗ саперсен командирӗ Володьӑран. — Апла пулсан, малтан обстановка мӗнлине каласа пар.

Каласа пӗтерсен, Володя саперсемпе пӗрле кайма пуҫтарӑнчӗ, анчах алӑк патне ҫитсен ҫаврӑнчӗ те каллех капитан-лейтенанта честь пачӗ:

— Капитан-лейтенант юлташ, ирӗк парсамӑрччӗ? Манӑн пӗр ыйту пур. Кунта ман анне… Тӑван анне… Вӑл вунпӗрмӗш номерлӗ ҫуртра пурӑнать… Вилмен пулсан, эпӗ тӗрӗс-тӗкелех тесе пӗлтересчӗ ӑна. Юрать-и? Калӑр:

— Володя… Паллах, юрать пулсан, капитан-лейтенант?

— Есть, калас аннӳне, унӑн Володи тӗрӗс-тӗкелех, — килӗшрӗ командир. — Ан пӑшӑрхан. Тӑвӑпӑр. Ну, яра пар!

Володя саперсемпе пӗрле Кивӗ Карантин укӑлчи хыҫне тухнӑ чух, хӗрринче ларакан инженер ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, пӗчӗк разведчик самантлӑха кайма ыйтрӗ, кӗҫех таврӑнатӑп тесе сӑмах пачӗ. Вӑл кил хушшине вӗҫтерсе кӗчӗ, ирхине шакӑлтаттаракан движок паҫӑрах шӑпланнӑ та сивӗннӗ. Крыльцаран пысӑк пӳлӗме чупса кӗрсе, ёлка ҫинчен темиҫе ялтӑркка тетте татса кӗсьисене чикрӗ те тӗрлӗ тӗслӗ пӗчӗк лампочкӑллӑ шурӑ провода вистесе, хӑй ҫине ҫакрӗ. Унтан саперсем патне чупса тухрӗ.

— Эге! — Ача аптӑрамасть курӑнать… ҫивӗч, ал айне ан хур, — шӳт туса илчӗ аслӑ саперӗ. — Трофейсем ҫакса тултарнӑ. Мӗн тума кирлӗ сана ку ырлӑх?

— Мӗн эп, хама валли мар вӗт, — кӳренчӗ Володя. — Пирӗн унта пӗчӗккисем пур.

— О-о, чӑнах пӗчӗккисем те пур-и? Эпӗ санран пӗчӗкки ҫук пуль тесе!

— Эпӗ, мӗнле пулсан та, ҫиччӗмӗш класра вӗреннӗ, ку пӗрре. Тахҫанах пионер, часах комсомолец пулатӑп… Пирӗн унта вӗт ҫав тери вӗт-шакӑрсем…

…Володя саперсене каменоломньӑна кӗмелли пӗр шӑтӑка кӑтартрӗ, вӗсем ӑна тӗрӗслесе пӑхрӗҫ те, кунта пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлемелле маррине лайӑх курчӗҫ. Нимӗҫсем, каменоломньӑна кӗмелли шӑтӑксене тӑпра тултарса лартнӑ та ҫав тери кӑткӑсла минӑласа пӗтернӗ.

— Кунта, ачам, чылай чакаланас пулать! — терӗ асли. — Ну, пӗр ҫынна кайма, паллах, сукмак тасатма пулать, анчах унта йӑтӑнса аннӑ пулас. Сирӗннисем унтан хирӗҫ тасатса килнӗ пулин, урӑх калаҫу пулӗччӗ.

— Эпӗ вӗсем патне хам тухнӑ шӑтӑкпа кӗме пултаратӑп, халь тесен халь! — савӑнса кайрӗ Володя. Унӑн хӑвӑртрах таврӑнса, ирӗке тухни ҫинчен чи малтан хӑйӗн пӗлтересси килнӗ.

— Сирпӗнсе каймӑн-и? — ыйтрӗ сапер.

— Эпӗ кунталла тухрӑм-ҫке.

— Пур чухне те пӗрешкел пулмасть. Асту, эсӗ асӑрхануллӑрах пул. — Пирӗн ӗҫре пӗр ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ йӑнӑшсан — ӗмӗрлӗхе пӗтрӗн. Тӑхта, чарӑн! — тытса чарчӗ чупма хатӗрленнӗ Володьӑна. — Эп санпа хамӑр ҫынна яратӑп. Ҫулне хыпашласа пӑхтӑр. Тӗрӗсрех пулӗ.

Володя ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, шӑтӑк патнелле ҫула ерипен хыпашласа пыракан ҫӳллӗ ватӑ сапер хыҫҫӑн асӑрханса утать. Пӗчӗк разведчик сапер хулпуҫҫийӗ айккинчен пӑхать, чавса айне пуҫне чикме тӑрӑшать, мӗншӗн тесен, лешӗ хӑйӗнчен иртсе кайма хушмарӗ, каярах юлса пыма приказ пачӗ.

— Ой, мучи, эсир хӑвӑртрах! Кунта ним те ҫук, эп паҫӑр тухрӑм-ҫке, тӗрӗс-тӗкелех юлтӑм.

— Леш тӗнчене ан васка, ӗлкӗрӗн! — ответлет ерипен малта утса пыракан сапер. — Ман хыҫра пыр, аяккалла ан пӑран.

— Тупата, мучи, ахалех эсир…

— Ан васка. Пӑрҫа тытмастӑн. Ӗлкӗрӗн, — хумханмасӑр ответлет сапер, пӗрмай ҫула хыпашласа.

Акӑ тинех паҫӑр тухнӑ шӑтӑк курӑнчӗ.

Сапер ӑна асӑрхамарӗ те. Володя шутсӑр хӗпӗртерӗ. Вӑл сапера юриех малалла ирттерсе ячӗ те, хӑй илтӗнми выртса, ансӑр хушӑка шуса кӗчӗ.

— Ау! — кӑшкӑрчӗ вӑл шӑтӑкран.

— Ну, мӗн тата? — хирӗҫ чӗнчӗ сапер, каялла ҫаврӑнчӗ те чарӑнчӗ, ним ӑнланмасӑр йӗри-тавра пӑхкалать: Володя ҫухалчӗ. — Эй, ан иртӗн, тетӗп! Ман санпа пытанмалла выляма вӑхӑт ҫук.

— Ан васкӑр, мучи, — пӑрҫа тытмастӑр, ӗлкӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ Володя, шӑтӑкран пуҫне кӑларса. — Эпӗ килте халь. Чей ӗҫме параднӑй крыльцапа кӗрӗр. Ӑсатса янӑшӑн спаҫҫипӑ, мучи. Анчах ман вӑхӑт ҫук. Пирӗннисем кӗтеҫҫӗ. Володя ҫухалчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней