Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ехлетсе, юриех ахлатса, сулахай аллипе пилӗкӗнчен тытса, вӑл ҫӳлти картлашка ҫине улӑхрӗ, ҫенӗхе кӗрсен ҫеҫ кӑкӑрне чӑнласах аллипе чӑмӑртарӗ те, минутлӑха куҫне хупса тӑчӗ, шурӑхса кайнӑ тутипе: «Сире пурсӑра та тем тери ылханатӑп эпӗ!» — тесе пӑшӑлтатса илчӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах пулас пӑянамӑшӗ ӑна пит ҫӑмартинчен куҫҫульпе йӗпеннӗ тутипе чуп тунине туйсан, кӳренсе кайрӗ:И когда почувствовал на щеке поцелуй мокрых от слез губ своей будущей тещи, досадливо сказал:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл Яков Лукича ыталаса илчӗ, типӗ тутипе унӑн хытӑ, хырӑнман пит ҫӑмартине тӗртӗнчӗ, унтан уйрӑлчӗ те нумайранпа шуратман пӳрт ҫумне пырса ҫыпҫӑнчӗ, куҫран ҫухалчӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах майра-патша ӑна хай патнелле туртса илнӗ те хӑйӗн вӗри тутипе те чӗлхипеле ҫаттӑн ҫыпӑҫса ларнӑ ун ҫӑварӗ ҫумне.Но царица притянула его к себе и прильнула к его рту своими жаркими губами и языком.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл тепӗр темиҫе минутранах хӑйӗн тӳлеклӗхӗ ҫавраҫил пек ҫаврӑнса каясса, «турӑ юнӗ сыпнине» хӑй тутипе хӑех «вараласа» тӑкасса пӗрре те кӗтменччӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах, тутипе ун тутине сӗртӗне-сӗртӗне, вӗҫӗмсӗр юратса та тав туса каланӑ патша:Но, касаясь губами ее губ, говорил царь с бесконечной любовью и благодарностью:
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах Давыдов ҫиелтен пӑхма хӑйне малтанхи пекех лӑпкӑ тытрӗ, тутипе питҫӑмарти хӗррисенче кӑна унӑн ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне кӑтартакан тарӑн йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шап-шурӑ сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ, амӑшӗ ҫуласа тасатма ӗлкӗрнӗ кӑтрашка пару, мӗскӗннӗн чӗтре-чӗтре, шӑнса кайнӑ тутипе амӑшӗн ҫиллине шырать.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Миррӑран та, нардран та хӑватлӑрах сан тумӑвӑн шӑрши, — тет вӑл, ун хӑлхи ҫумне тутипе хӗрӳн сӗртӗнсе.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пекарь салтакра «музыкантсен командинче» пулнӑскерччӗ, вӑл ҫав тери нумай ӗҫетчӗ, час-часах чустана юрӑхсӑра кӑларатчӗ те, ӳсӗрскер тутипе шӑхӑркаласа юрлама тата мӗн ҫинче те пулин пӳрнесемпе пӗр-пӗр юрӑ кӗввине шӑкӑртаттарма юрататчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫамрӑк ҫын, Челкаша итлесе, малтанлӑха тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахрӗ, кайран, ҫак ҫӗтӗк-ҫурханах суйнине сиссе, тутипе чаплаттарса илчӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Обломов та ҫӳҫенкелесе илчӗ, анчах тутипе унӑн питҫӑмартисене перӗнме пултараймарӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хутран-ситрен кам та пулин сасартӑк ыйхӑ тӗлӗшпе пуҫне ҫӗклет те, ним чухламасӑр, тӗлӗнсе, енчен енне пӑхса илет, унтан тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртать е, куҫне уҫмасӑрах, ыйхӑ тӗлӗшпе лачлаттарса сурать, вара, тутипе чаплаттарса е сӑмса айӗн тем мӑкӑртатса, каллех ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Преступник куҫӗнче шиклӗх палӑрчӗ, чӗтрекен тутипе вӑл ҫапла пӑшӑлтатрӗ:Ужас просто застыл в глазах преступника, губы затряслись, когда он пробормотал тихо:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ташланӑ май хашкакан пулчӗ, куҫӗ тӗттӗмленнӗ пек пулчӗ, ҫурма уҫӑ тутипе вӑл аран-аран: «Тавтапуҫ сире», — тесе пӑшӑлтатрӗ.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак мыскара мана йӑлӑхтара пуҫларӗ, эпӗ ку шӑплӑха ахаль сӑмах майӗпех пӗтересшӗн пулса, ӑна пӗр стакан чей сӗнме шухӑшларӑм; сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те аллисемпе мана ыталаса тытрӗ, мана ҫемҫе те кӑвар пек вӗри тутипе хӗрӳллӗ чуп туса илчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей Мересьев шлемсӑр, шап-шурӑ шуралса кайнӑскер, кӑвакарнӑ тутипе вӑйсӑррӑн кулса ларнӑ.Алексей Мересьев сидел без шлема, бледный, как облако, и улыбался бескровными, зеленоватыми губами.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Печорин кравать патне чӗркуҫленсе ларчӗ, унан пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе, хӑйӗн тутине унӑн сивӗнекен тутипе тивертрӗ, лешӗ чӗтрекен аллипе ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, ҫапла чуп тунӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн чунне парасшӑн пулчӗ, тейӗн…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак хура та ырхан, ватӑлса кайнӑ ҫын чӑнахах хӑйӗн тусӗ Алексей Мересьев иккенне ӗненсен (ӑна полкра пурте тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ ӗнтӗ), лётчик хӑйӗн пуҫне ярса тытрӗ те савнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ, вара чӑрсӑр гопак ҫеммине тутипе каласа, сӗтел тавра ташласа ҫаврӑнма пуҫларӗ, ҫемҫе унттисемпе ҫӗр урайне хӑвӑрт тапӑртаттарса, урайӗнче выртакан панулмисемпе апельсинсене йӑлтах таптаса лапчӑтрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем Алексейӑн аллине, тутипе чӗлхине ҫыртса пӗтерчӗҫ, комбинезон ӑшне кӗрсе кайса ҫара ӳте вӗтелентерчӗҫ, анчах та ку ӑна ырӑ пек туйӑнчӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950