Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 12 сыпӑк

Раздел: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Источник: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Добавлен: 2019.08.02 00:16

Предложений: 83; Слово: 933

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Ҫапла вӑл тата тепӗр кун е ик-виҫӗ кун шунӑ. Вӑл кунсен шутне те пӑтраштарса янӑ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, е ыйхӑ пуснипе, е тӑн-пуҫ манӑҫа кайнипе аптӑранӑ. Вӑл шунӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ. Анчах хӗвелтухаҫнелле туртакан вӑй ҫав тери хӑватлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей пӗрехмай малалла шунӑ, пӗр-пӗр йывӑҫ ҫине ҫитсе тӑрӑнсан е алли шуҫса кайсан тин ирӗлнӗ юр ҫине пичӗпе тӑрӑннӑ. Пӗтӗм шухӑшӗ те унӑн пӗр япала ҫинче ҫеҫ пулнӑ: мӗн пулсан та шумалла, малаллах шумалла.

Ҫул ҫинче вӑл кашни йывӑҫ тӗминех сӑнаса пычӗ, анчах урӑх чӗрӗп тупӑнмарӗ. Вӑл юр айӗнчи ҫырласене татса ҫирӗ, мӑк татса ӗмрӗ. Пӗррехинче вӑл пысӑк кӑткӑ тӗми тӗл пулчӗ. Вӑрманта вӑл ҫумӑр ҫуса якатнӑ пӗчӗк утӑ капанӗ пек курӑнса ларать. Кӑткӑсем вӑранман-ха, вӗсен йӑви пушӑ пекех туйӑнать. Анчах Алексей аллине ҫак ҫемҫе тӗме ӑшне чикрӗ те ун алли ҫумне темӗн чухлӗ кӑткӑ сырӑнса тухрӗ. Вӑл вара ҫак кӑткӑсене киленсех ҫиме пуҫларӗ. Ҫине-ҫинех аллине кӑткӑ йӑвине чикрӗ вӑл, юлашкинчен йӑвари пӗтӗм кӑткӑ ҫиеле тапса тухрӗ. Пӗчӗк чӗрчунсем питӗ хаяррӑн ҫапӑҫрӗҫ. Вӗсем Алексейӑн аллине, тутипе чӗлхине ҫыртса пӗтерчӗҫ, комбинезон ӑшне кӗрсе кайса ҫара ӳте вӗтелентерчӗҫ, анчах та ку ӑна ырӑ пек туйӑнчӗ. Кӑткӑсен йӳҫек тути вӑй хушрӗ ӑна. Шыв ӗҫес килчӗ. Алексей тӗмескесем хушшинче шыв кӳленчӗкӗ курчӗ те ун патне пырса ӳпӗнчӗ. Ӳпӗнчӗ те ҫавӑнтах каялла туртӑнчӗ: тӗксӗм шыв тӗкӗрӗ ҫинчен ун ҫине паллас ҫук хӑрушла ҫын сӑнӗ пӑхни курӑнчӗ. Вӑл сӑн тӗксӗм тирпе витӗннӗ пуҫ шӑмми пек курӑннӑ, ун ҫинче кӑтраланса тӑракан шӑртлӑ сухал ӳссе кайнӑ. Кӑвакарнӑ куҫ лупашкисенчен ҫаврака мӑн куҫсем тискеррӗн йӑлтӑртатса пӑхнӑ, пӗр-пӗринпе ҫыхланса ларнӑ ҫӳҫ пайӑркисем ҫамка ҫинелле йӗркесӗррӗн усӑнса аннӑ.

«Неушлӗ ку эпӗ?» шутларӗ Алексей. Вара каллех' хӑй сӑнне шыв ҫинче курасран шикленсе, ӗҫсе те тӑмарӗ, кӑштах юр ҫирӗ те малалла, магнит пек хай патне туртакан хӗвелтухӑҫнелле шуса кайрӗ.

Ҫӗр каҫма вӑл бомба алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑка кӗрсе выртрӗ. Ун тӗпӗнче лӑпкӑ та канлӗ пулнӑ. Ҫил те тивмен кунта, шӑтӑк хӗрринчи хӑйӑра ҫеҫ аялалла хӳтернӗ. Шӑтӑкран пӑхнӑ чух нихҫанхинчен те ҫутӑрах курӑнакан ҫӑлтӑрсем пуҫ ҫинчех йӑлкӑшса тӑнӑ пек туйӑннӑ, хуллен сулланакан лӑсӑллӑ хыр туратти ҫав ҫутӑ вут куҫӗсене тутӑр татӑкӗпе шӑлса тасатакан алӑ пекех курӑннӑ. Ир енне ҫанталӑк сивӗтнӗ. Вӑрман ҫине сивӗ тӗтре карса илнӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрме пуҫланӑ ҫил ӑна пӑрлантарса янӑ. Йывӑҫ тураттисем витӗр кая юлнӑ шуҫӑм ҫути палӑрсан, ҫӑра тӗтре майӗпен сирӗлнӗ те, таврари япаласем пурте ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ пек курӑннӑ, хыр туратти те халь тутӑр татӑкӗ тытнӑ алӑ пек мар, вӗтӗр-шакӑр эрешлӗ, илемлӗ кӗленче люстра пек пулнӑ.

Унӑн ҫакӑнса тӑракан вӗтӗр-шакӑр эрешӗсем ҫил вӗрмессерен лӑпкӑн та сиввӗн шӑкӑртатнӑ.

Ку каҫхине Алексей темле уйрӑмах хытӑ ывӑнса ҫитрӗ. Хӗвне чиксе усранӑ хыр хуппине те кышласшӑн пулмарӗ вӑл. Кӗлетки, ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пекех аран ҫеҫ ҫӗкленчӗ. Комбинезонӗпе сухалӗ ҫинчи пӑр катӑкӗсене те силлесе тӑкмарӗ, лупашкаран ҫӳлелле тапаҫланма тытӑнчӗ. Анчах ҫӗрле пӑрланса ларнӑ хӑйӑр ҫинче аллисем вӑйсӑррӑн каялла шурӗҫ. Темиҫе хутчен те лупашкаран чаваланса тухма пӑхрӗ вӑл, анчах кашнинчех каялла шуҫса анчӗ. Вӑйӗ пӗтнӗҫем пӗтсе пычӗ. Юлашкинчен вӑл ҫын пулӑшӑвӗсӗр ҫакӑнтан тухаяс ҫуккине ӑнланчӗ те хӑраса ӳкрӗ. Ҫак шухӑшпа каллех ҫӳлелле тапаҫланса пӑхрӗ. Кӑшт ҫеҫ хӑпарма ӗлкӗрнӗччӗ, каллех халтан кайса аялалла шуса анчӗ.

«Пӗтрӗм! Халь ӗнтӗ пурпӗрех!»

Вӑл лупашка тӗпӗнче хутланса выртрӗ те пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче этемӗн вӑй-халне хавшатса яракан, пӗтерсе хуракан хӑрушла канлӗхе туйрӗ. Вӑйсӑр аллипе вӑл гимнастёрка кӗсйинчен ҫӗтӗлсе пӗтнӗ ҫырусем туртса кӑларчӗ, анчах вӗсене вуламалӑх та вӑй ҫук. Целофанпа чӗркенӗ хӗр сӑнӳкерчӗкне кӑларса пӑхрӗ. Савнӑ хӗрӗ тӗрӗллӗ платьйӑпа ҫаран ҫине ларсассӑн ӳкерттернӗ пулнӑ. Хурлӑхлӑн кулса, хӗртен вӑл:
«Неушлӗ ӗмӗрлӗхех уйрӑлӑпӑр?» — тесе ыйтрӗ.
Унтан сӑнӳкерчӗкӗ ҫине пӑхса ларнӑ ҫӗртех сасартӑк хытса тӑчӗ: таҫта вӑрман ҫинче, сивӗ сывлӑшра, палланӑ сасӑ кӗрленӗ пек туйӑнчӗ.

Вӑл хӑйне пусакан йывӑр ыйхӑран хӑвӑрт вӑранчӗ. Ку сасӑран ним савӑнмаллиех те ҫук-ха. Вӑл ҫав тери хуллен илтӗнет, ӑна тискер кайӑк хӑлхи те пӑрланнӑ йывӑҫ тӑррисем пӗрпек кашланинчен уйӑрса илеймен пулӗччӗ. Анчах та Алексей ӑна уҫӑмлӑрах илтме пуҫларӗ. Уйрӑмах шӑхӑрса кӗрлекен сасӑ илтӗннӗрен, Алексей таҫта «ишак» вӗҫнине тавҫӑрса илчӗ, вӑл хӑй те ҫавӑн пек самолётпа вӗҫсе ҫӳренӗ.

Мотор кӗрлени ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса килчӗ, вӑл, самолёт ҫаврӑнкаланӑ май, пӗрре шӑхӑракан сасӑпа, теп-ре йынӑшнӑ сасӑпа кӗрлерӗ. Юлашкинчен кӑвак тӳпере ерипен шӑвакан пӗчӗк хӗрес пек япала курӑнчӗ, — вӑл пӗрре ирӗлсе каять, тепре каллех тӗтӗмле шурӑ пӗлӗт айӗнчен ишсе тухса курӑнакан пулать. Акӑ, унӑн ҫунаттисем ҫинчи хӗрлӗ ҫӑлтӑрсем те курӑнчӗҫ. Акӑ вӑл, Алексей тӗлӗнчех ҫунаттисене ялкӑштарса вилӗ унки туса илчӗ те каялла ҫаврӑнса кайрӗ. Ун кӗрлевӗ часах ҫилпе кашлакан пӑрланнӑ вӑрман шавӗпе хупланчӗ, анчах та самолёт шӑхӑрса кӗрлени Алексее татах та нумайччен илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

Вӑл хӑйне кабинӑра пек туйрӗ. Пӗр самантра, ҫын пирус туртса яма ӗлкӗриччен, вӑл хӑйсен вӑрманти тӑван аэродромне ҫитнӗ пулӗччӗ. Кам вӗҫсе иртрӗ-ха кунтан? Тен, Андрей Дегтяренко ирхи разведкӑна тухнӑ пулӗ? Тӑшмана тӗл пулас шанчӑкпа вӑл разведка вӑхӑтӗнчех тӳпене хӑпарма юратать… Дегтяренко… машина… юлташсем…

Ҫӗнӗрен вӑй килсе кӗнине туйса, Алексей пӑрланнӑ шӑтӑк стенисене пӑхса илчӗ. Паллах, каплипе тухаймӑн! Анчах хӑяккӑн выртса вилӗме кӗтме кирлӗ мар.

Вӑл кинжалне йӗннинчен туртса кӑларчӗ те вӑйсӑр аллипе пӑра касма пуҫларӗ. Пӑр сийне касса ҫӗмӗрет те, шӑннӑ хӑйӑра чӗрнисемпе чавса кӑларса, картлашкасем тӑвать. Вӑл чӗрнисене хуҫса, пӳрнисене юнласа пӗтерчӗ, ҫапах та кинжалӗпе пикенсех ӗҫлерӗ. Унтан, халь ҫеҫ тунӑ картлашкасенчен чӗркуҫҫисемпе хирӗнсе, аллисемпе ҫакланса хуллен ҫӳлелле хӑпарма тытӑнчӗ. Шӑтӑк хысакне хӑпарса ҫитнӗччӗ вӑл. Тепре талпӑҫмалла та, лупашка хысакӗ урлӑ йӑванса каҫмалла кӑна. Анчах урисем картран вӗҫерӗнсе кайрӗҫ те, Алексей, пичӗпе пӑр ҫумне хыттӑн ҫапӑнса, каллех шӑтӑкалла шуса анчӗ. Хытах аманчӗ вӑл. Анчах та унӑн хӑлхинчен мотор кӗрлевӗ ҫаплах та сирӗлмен-ха. Алексей каллех ҫӳлелле тапӑҫланма пуҫларӗ те татах каялла шуҫса анчӗ. Вара вӑл хӑйӗн ӗҫне тишкӗрӳллӗн пӑхса тухрӗ те пусма картлашкисене, уйрӑмӑнах ҫӳлтисене, тарӑнлатма тытӑнчӗ. Вара каллех, мӗнпур вӑя пухса, ҫӳлелле улӑхма пикенчӗ.

Лупашка хӗрринчи снаряд сирпӗтсе кӑларнӑ хӑйӑр тӗмески урлӑ вӑл аран-аран йӑванса каҫрӗ. Вара самолёт вӗҫсе кайнӑ еннелле, — тӗтрене сирсе, ҫӗр ҫинчи яка пӑра ҫутатса вӑрман ҫинелле хӑпаракан хӗвеле хирӗҫ шуса кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней