Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк денщиксем мана каласа кӑтартаҫҫӗ: офицер-господасем закройщикӑн пӗчӗк арӑмӗпе тарӑхмалла та усал вӑйӑ выляма пуҫласа янӑ, — вӗсем кашни куллен тенӗпе пӗрех, пӗринче пӗри, тепринче тепри, ӑна запискӑсем ҫырса параҫҫӗ; вӑл запискӑсенче вӗсем ӑна юратни ҫинчен, хӑйсем асап тӳсни ҫинчен, вӑл чиперри ҫинчен ҫыраҫҫӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗри — куна, тепри — теприне.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ватӑ тункатан хӑнасем йышӑнакан пӳлӗмне ачаш ҫил вӗрсе кӗрсен, пӗр упа сарри теприн патне пӗшкӗнет, тепри виҫҫӗмӗшне сӑмах пӑшӑлтатать, вара хӑнасем пурте пӗр-пӗрне хӑйсен шухӑшӗсене каласа кӑтартаҫҫӗ.
Ватӑ асатте // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 102–103 с.
Пӗри савӑнать пулсан — тепри те савӑнтӑр; пӗрин хуйхӑрма тӗл килсен — тепри те хуйхӑртӑр; пӗри ҫапӑҫура мӗн те пулин тытса илсен — ҫурмалла уйӑрмалла; пӗри тыткӑна лексен — теприн мӗнпур пурлӑхне сутмалла та юлташне ҫӑлмалла, апла тума май килмесен, хӑй тыткӑна кайса асаплантӑр».
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах аманнисем пӗрин хыҫҫӑн тепри унран пулӑшу илме килӗшмерӗҫ; вӑтам ҫулсене ҫитнӗ салтак, юнланнӑ аллине тепринпе тытса, Ленӑна нумай пулмасть сӑрт ҫинче ыттисем каланӑ сӑмахсенех каларӗ:
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун туррин бронзӑллӑ варӗнче ҫичӗ уйрӑм пулнӑ: пӗри ҫӑнӑх валли, тепри кӑвакарчӑнсемшӗн, виҫҫӗмӗш сурӑхсемшӗн, тӑваттӑмӗш такасем валли, пиллӗкмӗш пӑрусемшӗн, улттӑмӗш вӑкӑрсемшӗн, ҫиччӗмӗш вара, амӑшӗсем илсе килсе паракан чӗре ачасем валли уйӑрнӑскер, патша чарнине пула тахҫантанпах пушӑ тӑнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах кунтеленсенчен пӗри хайӗн тӑмне, хаклӑ чулсенчен ялан тунӑ чухнехи евӗр, лаша пуҫӗ пекле йӑваласа лартнӑ, тепри — сурӑх пуҫӗ пек; иккӗшӗн ҫех — Ахиорпа Захариян — кӗлеткисем пӗрешкел, хӗрарӑм кӑкӑрӗ евӗрлӗ пулса тухнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫав вӑхӑтрах Андрей ури айӗнче пӗринчен тепри пӗчӗкрех ача-пӑчасем вӑшӑлтатма пуҫларӗҫ…
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавӑн пек ӑйӑрпа сухаласа курасчӗ… — ӑмсанчӑклӑн шӑхӑрттарса ассӑн сывларӗ тепри.На таком жеребце бы попахаться… — завистливый с высвистом вздох.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, Александр Анисимович, колхоза эпӗ пӗр мӑшӑр вӑкӑр (тепӗр мӑшӑрне сутса яма ӗлкӗртӗм), кӗсрепе тихана ҫавӑтса каям, пӗтӗм инвентаре, тырра леҫсе парам, тепри вара — йӗм ҫӑрхи тулли пыйтӑ илсе пытӑр.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Акӑ епле, — секретарь, хӑйне хӳтӗленӗ пек пулса, кулса илчӗ, — кулаксем тӗрлисем пур: пӗр кулакӗ тырӑ памалли плана тултарнӑ, тепри пур — тем тусан та памасть.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах пӗрремӗш вагонтан васкамасӑр тепри шӑвӑнса тухать те ӳсӗрскере ура хурса ӳкерет, вӑл малтан сетка ӑшне йывӑррӑн йӑванса каять, унтан рельса ҫине тухса ӳкет, сетка вара унӑн лӳчӗркеннӗ кӗлеткине ҫӗр ҫийӗпе тӗртсе, сӗтӗрсе каять…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чул ҫуртсене кӗре-кӗре пӗтеҫҫӗ.Дома всасывают людей, одного за другим, в свои каменные внутренности.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кӑвакарнӑ ҫӑкӑр хытти тупсан, ачасем, уншӑн хирӗҫсе, тавлашса каяҫҫӗ; пӗри те тепри хӑвӑртрах хыпса-ҫӑтса ярасшӑн пулса, вӗсем, йытӑ ҫурисем пек, пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пирӗн пата икӗ вӑрӑ килкелеҫҫӗ, пӗри — Сашка, ухмах, хаярскер, тепри — Ваничка, вӑл вара йытӑ пекех кӑмӑллӑ.У нас два вора бывают, один — Сашка, дурак и злой, а другой — Ванечка, так этот добрый, как собака.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Кӑпӑклӑ тинӗс хумӗ иксӗмӗре те хаваслӑн сирпӗнсен, вӑл пушшех хаяррӑн та хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; кайран, эпӗ унӑн кӑкӑрӗпе ҫурӑмне лӑпкаса ҫума пуҫласан, вӑл куҫӗсене хупрӗ те, тапкаланса, ҫари! ҫухӑрса ячӗ; хумсем ӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри пыра-пыра чӳхерӗҫ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пӗри ҫӗр ҫинче фонарь юпи ҫумне ҫурӑмӗпе сӗвӗнсе ларнӑ, тепри ун патнелле пӗшкӗннӗ, ӑна тӑратасшӑн пулмалла.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ӗсӗклесе илсе, ӑна тепри пӳлсе лартнӑ:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.