Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тепри сăмах пирĕн базăра пур.
тепри (тĕпĕ: тепри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепри пулсан?

А другой?

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепри: хам ҫыратӑп, куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхать, тесе хушса хунӑ пулӗччӗ, анчах эп сирӗн умӑрта курнӑҫланмастӑп, хам хуйхӑмпа пӗркенместӗп, мӗншӗн тесен тертӗме вӑйлатасшӑн мар, пӑшӑрханӑвӑма тата хуйхӑма араслантарасшӑн мар.

Другой бы прибавил: пишу и обливаюсь слезами, но я не рисуюсь перед вами, не драпируюсь в свою печаль, потому что не хочу усиливать боль, растравлять сожаление, грусть.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ каланӑччӗ, анчах, астӑватӑр-и, мӗнле: ҫакӑн пек ан пултӑрччӗ тесе, сире ӗнентересшӗн мар пулса, хӑюсӑррӑн кӑларӑм; малтанах сире ыттисем мӗн калама пултарассине йӑлтах каласа парса, вӗсене итлеттересшӗн мар, ӗнентересшӗн мар пултӑм, хам вара сирӗнпе курнӑҫасшӑн тӑрӑшрӑм, тата: «тепри тупӑниччен эпӗ телейлӗ-ха», тесе шухӑшларӑм.

Я и говорил, но, помните, как: с боязнью, чтоб вы не поверили, чтоб этого не случилось; я вперед говорил все, что могут потом сказать другие, чтоб приготовить вас не слушать и не верить, а сам торопился видеться с вами и думал: «Когда-то еще другой придет, я пока счастлив».

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепри тухса ҫеҫ тӑтӑр — Ольга вара самантрах хӑй йӑнӑшне туйса илет!

Другой только явится — и она с ужасом отрезвится от ошибки!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ҫапах та, малашне те ҫавӑн пекех, унран нимӗн те кӗтсе илме май ҫук пулсан, кичем капла, — шухӑшларӗ Обломов. — Тепри, сӑмахран, Штольц пулсанах, кӗтсе илнӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ пултараймастӑп».

«Однако это скучно, если это так продолжится, если из нее ничего добыть нельзя, — думал он, — другой, — Штольц, например, добыл бы, а я не умею».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗри кашни кун ӗҫе кайса пилӗк сехетчен лармалла пулнишӗн тертленет, тепри вара хӑйӗн ҫакнашкал ырлӑх ҫуккишӗн йывӑррӑн сывлать…

Другой мучится, что осужден ходить каждый день на службу и сидеть до пяти часов, а тот вздыхает тяжко, что нет ему такой благодати…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ҫав айван, ку ниме те тӑмасть, тепри вӑрӑ, виҫҫӗмӗш — кулӑшла ҫын» — чӑн-чӑн хӗсӗрлӳ вӗт!

«Тот глуп, этот низок, другой вор, третий смешон» — настоящая травля!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепри, Мишель, Андрюшӑпа паллашса ҫитнӗ хыҫҫӑнах, ӑна пӗр вырӑна тӑратрӗ те е сӑмсаран, е хырӑмран чӑмӑрӗсемпе лектерсе, тӗлӗнмелле мыскара тума пуҫларӗ.

Другой, Мишель, только лишь познакомился с Андрюшей, как поставил его в позицию и начал выделывать удивительные штуки кулаками, попадая ими Андрюше то в нос, то в брюхо,

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Амӑшӗ макӑрнӑ-макӑрнӑ та, фортепиано умне ларса, Герц музыкине каласа лӑпланнӑ: куҫҫулӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри клавишсем ҫине тумланӑ.

Мать поплачет, поплачет, потом сядет за фортепьяно и забудется за Герцом: слезы каплют одна за другой на клавиши.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепри пур — пӑхать, пӑхать те ҫӳҫрен ярса илет…

А то, иной, глядит, глядит, да и за волосы…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗри чӗлӗм, тепри хӗрес ыйтать… — терӗ те Захар, пурте тӑрӑхласа кулнине асӑрхасан, чарӑнчӗ.

Один трубку спросит, другой хересу… — сказал Захар и остановился, заметив, что почти все насмешливо улыбаются.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пур графа та лартмасть тата хӑйпе юнашар: тепри килет те прихожӑйра кӗтсе тӑрса ывӑнать… пур сочинительсем пыраҫҫӗ…

Еще не всякого графа посадит с собой: иной придет да и настоится в прихожей… ходят всё сочинители…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепри ятлаҫмасть пулсан, тата усалтарах: пӑхать, пӑхать те, сасартӑк сана ҫӳҫрен ярса илет, эсӗ мӗншӗнне те тавҫӑрса илейместӗн!

 — Другой хуже, как не ругается: глядит, глядит, да вдруг тебя за волосы поймает, а ты еще не смекнул, за что!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун чухне вара пурте вырӑнпах выртаҫҫӗ; ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать; пӗри пуҫӗ ҫине хӑяр хурса тултарать те питшӑллипе ҫавӑрса ҫыхать; тепри хӑлха шӑтӑкӗсене шур ҫырли чикет, хӗрен шӑршлать, виҫҫӗмӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗн сивӗ ҫӗре тухать, тӑваттӑмӑшӗ ним туймиех урайӗнче йӑваланать.

Тогда все валяются вповалку по постелям; слышится оханье, стоны; один обложит голову огурцами и повяжется полотенцем, другой положит клюквы в уши и нюхает хрен, третий в одной рубашке уйдет на мороз, четвертый просто валяется без чувств на полу.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн эсӗ, тӑванӑм? — ыйтать тепри шикленсе.

— Что ты, мать моя? — спросит в тревоге другая.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗри ассӑн сывласа илет, тепри мӑкӑртаткаласа сасӑпах анасласа илет, вара пурте шӑпланаҫҫӗ.

Один вздохнул, другой зевнул вслух, с приговоркой, и все погрузилось в молчание.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пурте чылайччен кулаҫҫӗ, юлашкинчен, хуллен-хулленех лӑпланма пуҫлаҫҫӗ: пӗри куҫҫульне шӑлать, тепри сӑмсине шӑнкӑртать, виҫҫӗмӗшӗ чарӑна пӗлмесӗр ӳсӗрет, сурать, аран-аран ҫеҫ каласа хурать:

Долго смеялись все, наконец стали мало-помалу затихать: иной утирал слезы, другой сморкался, третий кашлял неистово и плевал, с трудом выговаривая:

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пӗри вилет, тепри ҫуралать, виҫҫӗмӗшӗ авланать, эпир акӑ ватӑлсах пыратпӑр: ҫулталӑкпа ҫулталӑк хушши мар, кунпа кун хушши те пӗр пек пурӑнаймастпӑр!

 — Один умирает, другой родится, третий женится, а мы вот всё стареемся: не то что год на год, день на день не приходится!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун хыҫҫӑн юнашар лараканӗ анаслать, унтан тепри, хуллен, команда панӑ пекех, ҫӑварне карать; пурте анаслама ерсе каяҫҫӗ, хӑшин-пӗрин тата куҫҫулӗ те тухать.

За ним зевнет сосед, потом следующий, медленно, как будто по команде, отворяет рот, и так далее, заразительная игра воздуха в легких обойдет всех, причем иного прошибет слеза.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫынпа хӑйӗнпе те тем чухлех ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ: чылайччен аванах пурӑнать ҫын — ним те ҫук, унтан сасартӑк ӑнланса илмелле мар палкама пуҫлать е ют ҫын сассипе кӑшкӑрма тытӑнать, е каҫсерен ыйхӑ тӗлӗшпе аташса ҫӳрет; тепри кӗтмен ҫӗртенех кукӑрӑлса ӳкет те, ҫӗр ҫинче тапкалашма тапратать.

И с самим человеком творилось столько непонятного: живет-живет человек долго и хорошо — ничего, да вдруг заговорит такое непутное, или учнет кричать не своим голосом, или бродить сонный по ночам; другого, ни с того ни с сего, начнет коробить и бить оземь.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней