Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тахҫанхи сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанхи (тĕпĕ: тахҫанхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара, тахҫанхи туссем пӗрне пӗри ҫапла: «Санька та Ромашка» тесех чӗнмелле мар-и-ха!

так и должны называть друг друга: «Санька, Ромашка».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Епле майпа «Св. Мария» тесе ҫырнӑ — тахҫанхи латун пакур тупӑнни ҫинчен те каласа патӑм.

Я рассказал, как был найден старый латунный багор с надписью «Шхуна «Св. Мария».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫанхи йӗс пакур

Старый латунный багор

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна, Даша инке сасӑпа вулакан тахҫанхи ҫырусенчен пуҫласа, пурне те каласа патӑм.

И я рассказал ему всё — начиная с чужих писем, которые когда-то читала мне вслух тётя Даша.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, Татариновсем патӗнче, хама тахҫан Катя кӑтартнӑ тахҫанхи карточкӑсем хушшинче.

Конечно, у Татариновых, среди других старых фото, которые когда-то показывала мне Катя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак тахҫанхи скверта пирӗн шкул ачисем ҫеҫ мар, 143-мӗшпе 28-мӗш шкулсенче вӗренекенсем те пӗр-пӗр савнӑ ҫыннисемпе тӗл пулма калаҫса татӑлаҫҫӗ.

этот старый сквер, в котором вся наша школа и еще две — 143-я и 28-я — назначают свидания, —

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя мана хӑйӗн ашшӗ ҫинчен каласа панӑ чухне, эпӗ унӑн ашшӗн сӑнне тахҫанхи карточка ҫинче, погонлӑ китель, шурӑ чехол тӑхӑнтарнӑ картузпа ларнине курнӑ самантсенче, унӑн кӗнекисене вуланӑ вӑхӑтра, ҫакӑ вӑл тахҫан ӗлӗк, эпӗ Энскран тухса кайиччен темиҫе ҫул маларах пулса иртнӗ пек туйӑнатчӗ маншӑн.

Когда Катя рассказывала мне историю своего отца, когда я рассматривал его на старых фото, в кителе с погонами, в фуражке с белым, поднятым сзади чехлом, когда я читал его книги, мне всегда казалось, что это было очень давно, во всяком случае за много лет до того, как я уехал из Энска.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир его благородипе тахҫанхи туссем; ларса ҫиер-ха; ир каҫран ӑслӑрах, теҫҫӗ.

Мы с его благородием старые приятели; сядем-ка да поужинаем; утро вечера мудренее.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тахҫанхи юлташ

Старый друг

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Виҫӗ нигилистка тахҫанхи качча тухма хатӗрленӗ таврашӗсене, усӑ курайманскерсене; тӗрӗк чӗнтӗрӗсене, йӗрлӗ-йӗрлӗ бархӑтран ҫӗлетнӗ жакеткӑсене, хулпуҫҫи ҫине буф хунӑскерсене, аслӑк хунӑ йывӑр кӗпесене пӗтӗмпех хута янӑ.

Старинное, оставшееся без применения приданое трех нигилисток было пущено в ход — турецкие кружева, бархатные полосатые жакетки с буфами на плечах, тяжелые платья на подкладках.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫпала Катя пирӗн патра хӑнара пулчӗ, анчах та эпир тахҫанхи ҫырусем ҫинчен нимӗнех те калаҫмарӑмӑр, — кун пирки эпир малтанах ҫапла палӑртса хунӑччӗ.

Вечером Катя была у нас в гостях, но мы ничего не говорили о старых письмах, — это было условленно заранее.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кусем вӗсем — тахҫанхи ҫырусем!

Это были старые письма!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫанхи ҫырусем

Старые письма

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл унӑн тахҫанхи савӑнӑҫӗ, хутланакан портативлӑ пӗчӗк телескопне вӑл нихҫан та хӑйӗнчен хӑварман.

Это была его давнишняя страсть, и он всюду возил с собой небольшой, портативный, складывающийся телескоп.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку ман тахҫанхи ӗмӗт.

Я уже давно задумала это.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак тахҫанхи тӑшмансен хушшине Бржозовская ячӗпе тӑракан гимназие вырнаҫтарсан, тӑшманлӑх тата ытларах ӳссе кайрӗ.

Она утроилась, когда между наследственными врагами декретом Наробраза была поставлена женская гимназия Бржозовской.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак саманта эпӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса юлтӑм: эпӗ тӑм кӗлетке тунине никам та курмарӗ; тахҫанхи вӑрӑ, темле майпа килсӗр-ҫуртсӑр ачасен распределительне килсе лекнӗскер, вокзалсенче «иккӗн мӗнле ӗҫлемелли» ҫинчен каласа ларать.

Я запомнил эту минуту: никто не видел, что я леплю; старый вор, попавший каким-то чудом в распределитель для беспризорных, рассказывал о том, как на вокзалах «работают в паре».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир тахҫанхи туссем пек тӗл пултӑмӑр.

Мы встретились как старые приятели.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет.

кровь поминутно приливала в голову, но со всем тем какое-то отрадное чувство распространялось по всем моим жилам, и мне было как-то весело, что я так высоко над миром: чувство детское, не спорю, но, удаляясь от условий общества и приближаясь к природе, мы невольно становимся детьми; все приобретенное отпадает от души, и она делается вновь такою, какой была некогда, и, верно, будет когда-нибудь опять.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каҫ пуласси инҫе пулнӑ-ха, ҫавӑнпа та вӗсем бульвар тӑрӑх тахҫанхи туссем пекех хавассӑн калаҫса утрӗҫ.

До вечера оставалось много времени, и они пошли по бульвару, весело болтая, как старые добрые друзья.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней