Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунпиллӗкмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.04 18:03

Предложений: 153; Слово: 1470

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Уҫӑлса ҫӳретпӗр. Аннене кайса куратӑп. Бубенчиковсем. Тухса каймалли кун

Ку эрне маншӑн савӑнӑҫлах иртмерӗ, тӗрӗссипе, ку маншӑн Энскри салхуллӑ эрне пулчӗ. Анчах та вӑл пурнӑҫӑмра ӗмӗр асӑнмалли, тӗлӗнмелли асаилӳсем упраса хӑварчӗ!

Катьӑпа эпир кунсеренех уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр, эпӗ ӑна ӗлӗкрех хам юратнӑ вырӑнсене кӑтартрӑм, ача чухнехисем ҫинчен кала-кала патӑм. Археологсем упранса юлнӑ ҫыру тӑрӑх пӗр-пӗр халӑхӑн историне, йӑлине тӗпчесе пӗлеҫҫӗ, тенине таҫта вуланӑччӗ эпӗ. Ҫавӑн пекех ӗнтӗ эпӗ, ӗлӗкхи Энскран сыхланса юлнӑ хӑшпӗр вырӑнсене курнипех хамӑрӑн ӗлӗкхи пурнӑҫа аса илтӗм, Катьӑна каласа патӑм.

Эпӗ хам ҫак илемлӗ хулана ҫӗнӗрен юратса пӑрахрӑм. Ача чухне эпӗ ҫак тусем ҫинчи сад пахчисен, урамсен, ҫырма хӗрринчи ҫуртсен, кӗтесрен икӗ йӳпленсе каякан вырӑна — икӗ ҫырма Песчинкӑпа Тихӑй пӗрлешнӗ вырӑна халӗ те ҫаплах калаҫҫӗ — илемне туйса илеймен пулнӑ-ха…

Пӗр кун ҫеҫ Катьӑсар иртсе кайрӗ. Эпӗ ҫӑва ҫинче пултӑм. Темшӗн мана анне вилтӑпринчен ҫак юлашки ҫулсенче нимӗнех те сыхланса юлман пек туйӑнчӗ. Анчах эпӗ тупрӑм ӑна. Ун тавра кивӗ йывӑҫ карта тытса ҫавӑрнӑ, айккинелле чалӑшнӑ хӗрес ҫинче мӗн ҫырнине те вуласа кӑларма пулать-ха. «Помяни, Господи, душу рабы твоея» — тесе ҫырнӑ унта. Вилтӑприсене пурне те юр хӳсе кайнӑ пулин те, ҫапах та ҫак вилтӑпри манӑҫа юлни куҫ умӗнче.

Мана ҫав тери салху пулса кайрӗ, эпӗ вара хамӑн аннене асӑнса ҫул тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗм. Миҫе ҫула ҫитнӗ пулӗччӗ-ши вӑл халӗ? Хӗрӗхе. Ҫап-ҫамрӑк пулатчӗ вӗт. Вӑл халӗ те пурӑнма пултаратчӗ вӗт-ха, калӑпӑр, хӑть Даша инке пекех. Ҫакӑн пек хуйхӑллӑ шухӑшсем пырса кӗчӗҫ манӑн пуҫӑма. Эпӗ унӑн ӗҫпе ывӑннӑ тӗксӗм сӑн-сӑпатне, кӗпе ҫуса ҫуркаланнӑ аллисене куҫ умне ӳкертӗм. Ывӑннипе каҫхине вӑл апат ҫиме те пултараймастчӗ. Пурнӑҫӗ унӑн вилӗмрен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастчӗ. Мӗнле ӑслӑччӗ вӑл! Эсрелӗ Гаер Кулий, ҫавах пӗтерчӗ вӗт ӑна.

Эпӗ вилтӑпри патне калле пырса хамӑн аннемпе сывпуллашрӑм. Унтан ишӗлме пуҫланӑ часовнӑйра шартлаттарса вутӑ ҫуракан хуралҫа шыраса тупрӑм.

— Пичче, — терӗм эпӗ, — сирӗн кунта Аксенья Григорьевна вилтӑпри пур: ак ҫак ҫулпа кайсан, пӑрӑннӑ ҫӗрте, хӗрринчен иккӗмӗш.

Вӑл эпӗ мӗнле вилтӑпри ҫинчен каланине юриех пӗлнӗ пек пулчӗ курӑнать.

— Ӑна йӗркене кӳртме пулмӗ-ши? Эпӗ тӳлӗп.

Хуралҫӑ ҫул ҫине тухрӗ, пӑхса килчӗ.

— Ку вилтӑприне пӑхакансем пур, — терӗ вӑл. — Халӗ хӗлле, курӑнмасть-ха. Ыттисене, тӗрӗсех ӗнтӗ, пӑхмаҫҫӗ, хӗресӗсене ҫӑлса кӑларнӑ е тата мӗн те пулин тунӑ. Кӑна пӑхаҫҫӗ.

Эпӗ ӑна виҫӗ тенкӗ тыттарса хӑвартӑм та тухса кайрӑм.

Киле таврӑннӑ май эпӗ Гаер Кулипе анне ҫинчен шухӑшласа пытӑм. Мӗнле юратма пултарнӑ-ха вӑл ҫавӑн пек ҫынна? Ирӗксӗрех Марья Васильевна та аса килчӗ, эпӗ вара хам хӗрарӑмсене нихҫан та ӑнланас ҫук тесе шутларӑм…

Эпир Катьӑпа кашни кунах тӗл пултӑмӑр, анчах тухса кайма вӑхӑт ҫитес чухне кӑна эпӗ унтан Бубенчиков карчӑксем ҫинчен ыйтма вӑхӑт тупрӑм: «Чӑнах сӑмах сарнӑ-и вӗсем ҫинчен?» Катя тӗлӗнсе кайрӗ.

— Чӑнах-и? Эпӗ пӗлмен те, — терӗ вӑл. — Пулма та пултарать, вӗсем вӗт — атеисткӑсем, нигилисткӑсем. «Ашшӗсемпе ачисем» вуланӑ-и?

— Вуланӑ.

— Астӑватӑн-и, унта Базаров нигилист пур?

— Астӑватӑп.

— Вӗсем те ун пекех нигилистсем.

— Тӑхта, тӑхта! Вӑл вӗт тахҫанах пулнӑ?

— Пулин! Вӗсем ватӑ вӗт! Качаки урнӑскер. Вӗсем качака сӗтне ӗҫеҫҫӗ, мана та сӗнсе пӑхрӗҫ, анчах эпӗ ӗҫмерӗм. Качака урсан, унӑн сӗчӗ пӑсӑлать.

— Эсӗ мана ухмах вырӑнне хуран, — терӗм эпӗ, пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн.

— Ҫук, чӑннипе калатӑп, — хӑвӑрттӑн хирӗҫлерӗ Катя.

Виҫӗ нигилистка пӑхса усракан урнӑ качака. Шуйттан мурӗ пӗлтӗр-и ӑна? Ҫапах та нимӗне тӑман япала ку.

Акӑ юлашки кун, уйрӑлмалли кун та ҫитрӗ! Ирхине ултӑ сехетрен пуҫласа Даша инке кукӑльсем пӗҫерчӗ, эпӗ вара, ыйӑх тӗлӗшпе, шафран шӑршине, чуста пекрех япала шӑршине туйса илтӗм. Унтан вӑл, хыпаланса ӳкнӗскер, куҫлӑхлӑскер, ҫӑнӑхланса пӗтнӗскер, столовайне, эпе ҫывӑрнӑ ҫӗре Петька ҫырӑвне илсе кӗчӗ.

— Саньӑна вӑратас пулать, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. — Петькӑран ҫыру пур.

Ҫырӑвӗ, чӑнах та, Петькӑранах пулнӑ. Кӗске те, судья каларӗшле, «ырӑ» ҫыру иккен. Вӑл унта каникула мӗншӗн килейменни ҫинчен те ҫырнӑ: вӑл экскурсинче Ленинградра пулнӑ-мӗн. Вӑл эпӗ Энскине килсе кӗнинчен те тӗлӗннӗ, уншӑн вара чӗреренех хӗпӗртесе ӳкнӗ иккен. Вӑл хӑй патне ҫырманшӑн, шыраманшӑн мана питӗ хытӑ ятлать… «Хӑвна ху эсӗ этем пек тытмастӑн» тенӗ. Конверт ӑшӗнче тата тепӗр ҫыру, Саня валли ҫырнӑскер, тухрӗ. Саня вара кула-кула: «Вӑт ухмах, ара ҫыру вӗҫне кӑна ҫырса хумаллаччӗ ӗнтӗ» — тесе хучӗ. Анчах та вӑл ун пек тума пултарайман курӑнать, мӗншӗн тесен Саня ҫырӑва хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗр виҫӗ сехет хушши, эпӗ хӑй патне ыткӑнса кӗричченех, вуласа ларчӗ. Даша инке ҫул ҫине валли мана енчен енне пӗрер метрлӑ кукӑль парса ярасшӑн пулчӗ. Эпӗ Саньӑна инкен ҫак ӗҫне чарма хушрӑм.

Лапутина урамӗнчи саккӑрмӗш номерлӗ ҫуртра та ҫак картинах пулчӗ пулас, мӗншӗн тесен Катя ҫак кун пӗрре те килӗнчен тухаймарӗ. Ун валли вара ӗҫме-ҫимӗҫсем Ҫурҫӗр полюсне кайнӑ пекех хатӗрленисӗр пуҫсӑр тата ӑна тумлантарнӑ та. Виҫӗ нигилистка тахҫанхи качча тухма хатӗрленӗ таврашӗсене, усӑ курайманскерсене; тӗрӗк чӗнтӗрӗсене, йӗрлӗ-йӗрлӗ бархӑтран ҫӗлетнӗ жакеткӑсене, хулпуҫҫи ҫине буф хунӑскерсене, аслӑк хунӑ йывӑр кӗпесене пӗтӗмпех хута янӑ.

Саня, Бубенчиковсем патне самантлӑха кӑна кӗнӗ ҫын, вӑраха юлса, апата ӗлкӗреймерӗ. Вӑл кӑштах тӗлӗннӗ пек кулса кӗчӗ. «Ҫав тери интереслӗ» — терӗ вӑл. Карчӑксем виҫҫӗш те ҫӗлесе лараҫҫӗ иккен, ҫав тери лайӑх кӗпе пулать-мӗн. Катьӑна килӗшет, Саньӑна ытлах мар иккен, калпакӗ килӗшет вара ӑна, Саня хӑйне валли ҫавӑн пек калпак ҫӗлететех ӗнтӗ.

— Пӗр сӑмахпа каласан, эпир пурте тӑхӑнса пӑхрӑмӑр, — терӗ те Саня, кулса ячӗ. — Пуҫӑм та ҫаврӑнса кайрӗ.

Судья, манпа пӗрле юлашки апат ҫиесшӗнех, службӑран тухса килчӗ. Вӑл пӗр бутылка эрех те илнӗ, эпир ӗҫрӗмӗр вара, вӑл сӑмах та каларӗ. Сӑмахӗ ун ҫав тери лайӑх тухрӗ, Гаер Кулий вилӗм батальонне кӗнӗ ячӗпе ирттернӗ ӗҫкӗ-ҫикӗринчен темиҫе хут лайӑхрах. Петькӑпа мана вӑл ӑмӑрткайӑкпа танлаштарчӗ, эпир тӑван киле килсе каяссине те шанса тӑрать иккен вӑл. Ҫакӑн пек паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн мухтаннӑ та пулӗччӗ те вӑл, анчах пире тӑван ҫӗршыв ӳстернӗ — вилме паман, ҫакӑ ҫеҫ тытса чарать иккен ӑна. Ҫапла каларӗ вӑл. Даша инке ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтра, эпӗ сире хам та ҫынсӑр-пуҫсӑрах пӑхса усранӑ пулӑттӑм та тенӗ пек, макӑрса та илчӗ… Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та судьяна ответ патӑм. Астӑваймастӑн, мӗн каларӑм пуль эпӗ, анчах питӗ лайӑх тухрӗ пулас. Тӗрӗссипе, мухтанма иртерех-ха, терӗм эпӗ.

Апат вӑраха тӑсӑлнипе, эпир чутах кая юлаттӑмӑр. Вокзала эпир лав тытса кайрӑмӑр. Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ҫавӑн пек лав тытса (ура вӗҫӗнче корзинка та пур ман) пуян каятӑп. Даша инке яра кунах корзинкӑна кукӑльсем тултарнине курман пулсан, эпӗ ҫак корзинка пирки ӑҫтан тупӑнчӗ-ши, тесе тӗлӗнме те пултарнӑ. Ара Энска вӗт эпӗ пушӑ алӑпах пырса кӗтӗм.

Эпир ҫитнӗ ҫӗре Катя вагон пусми ҫинче тӑратчӗ, Бубенчиков карчӑксем унпа пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех калаҫаҫҫӗ: «Ҫул ҫинче ан шӑн, япаласене ан вӑрлаттар, площадка ҫине ан тух, ҫитсенех телеграмма ҫаптар, ҫырусем ҫырсах тӑр», — теҫҫӗ вӗсем.

Пӗлейместӗп, нигилисткӑсемех пулнӑ-и тен вӗсем, анчах та, манӑн шутпа, кулӑшла муфтӑллӑ, шнуроклӑ тилӗ кӗрӗкӗ тӑхӑннӑ карчӑксем ҫеҫ вӗсем.

Манӑн вырӑн урӑх вагонра, ҫавӑнпа та эпир Катьӑпа Бубенчиковсене аякран ҫеҫ пуҫ таятпӑр. Катя аллине сулать, карчӑксем вара пуҫӗсене илемлӗн сулаҫҫӗ.

Иккӗмӗш звонок! Эпӗ Саньӑпа Даша инкене ыталаса илетӗп. Судья Петька патне кӗрсе тухма хушать. Эпӗ вара ҫитнӗ ҫитменех Петька патне кӗрсе тухма сӑмах паратӑп. Эпӗ Санькӑна Мускава чӗнетӗп, вӑл ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче пыма пулать. Вӗсем кун пирки Петькӑпа та калаҫса татӑлнӑ иккен.

Виҫҫӗмӗш звонок! Эпӗ — вагонра. Саня пӳрнисемпе темскер ҫырса кӑтартать, эпӗ те ӑна хирӗҫ, ӑнланмасарах, «Юрать», тесе ҫыратӑп. Даша инке ӗсӗклеме пуҫлать, акӑ эпӗ Саньӑна куратӑп. Вӑл кӗсйинчен алтутри кӑларать те, кула-кула, унӑн питне шӑлать. Поезд тапранса каять, Энск вокзалӗ те пирӗн паталла куҫса пынӑ пек пулать! Поезд хӑвӑртран хӑвӑрт каять! Акӑ вата нигилисткӑсенчен те иртсе каятпӑр! Тепӗр самантран перрон вӗҫне те тухатпӑр. Сывӑ пул, Энск!

Тепӗр станцире эпӗ темӗнле ырӑ кӑмӑллӑ арҫынпа хамӑн вырӑна улӑштартӑм. Ӑна манӑн аялти полка килӗшрӗ. Вара эпӗ Катя вагонне куҫса лартӑм. Вагонӗ ҫутӑрахчӗ, вӑл, ҫитменнине, Катя вагонӗ.

Вӑл ӗнтӗ ҫак вагонра ҫӗр ҫул пурӑннӑ пекех тирпейлеме те ӗлкӗрнӗ: сӗтел ҫине таса ҫитти уртса, чӳречине чӳрече карри ҫакса янӑ.

Эпир иксӗмӗр те, апат ҫини нумаях пулмасть пулин те, ватӑсем мӗн-мӗн хурса янӑ-ши тесе, корзинкӑсене пӑхма пуҫларӑмӑр.

Катя корзинки ҫапах та манӑнне ҫӗнтерчӗ ҫӗнтерчех. Унӑн корзинкинче хӗллехи тӗлӗнмелле панулмисем, хӑйсен пахчинче ӳснисемех тупӑнчӗҫ!

Эпир пӗрер панулми ҫирӗмӗр, хамӑр кӳршӗ, пӗчӗкҫӗрех кӑна хура-кӑвак арҫынна, хырӑнманскерне, куҫлӑх тӑхӑннӑскерне те хӑна турӑмӑр. Вӑл: «Пиччӗшпе йӑмӑкӗ тесен — сӑнӑрсем килмеҫҫӗ! Упӑшкипе арӑмӗ тесен — иртерех!» текелесе, эпир камсем пулнине пӗлесшӗн ҫунса пычӗ.

Ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехет ҫитрӗ. Хырӑнман кӳршӗ аллине сӑмси ҫине тытса харлаттарсах ҫывӑрать. Эпир Катьӑпа иксӗмӗр ҫаплах коридорта калаҫса тӑратпӑр, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе инициалсене, унтан сӑмахӑн малтанхи саспаллийӗсене ҫыратпӑр.

— «Анна Каренинӑри» пекех, — терӗ Катя.

— Анчах та манӑн шутпа, ку вӑл пӗрре те «Анна Каренина» пек мар, тӗрӗссипе каласан, ниҫти пек те мар.

Катя манпа юнашар тӑрать, вал маншӑн темӗнле ҫӗне, урӑхла ҫын пек туйӑнать. Ҫӳҫне вӑл пӗве ҫитнӗ хӗрсем пекех ҫурмалла уҫса пуҫтарнӑ, кӑмӑллӑ хура ҫӳҫӗ айӗнчен тӗлӗнмелле хӑлхи, ҫӗнӗ хӑлхи курӑнать. Кулнӑ чухне шӑлӗсем те ҫӗнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Эпӗ калаҫма пуҫланӑ чухне ӗлӗкрех ман ҫине вӑл нихҫан та кун пек ирӗклӗн, мӑнаҫлӑн ҫаврӑнса пӑхакан марччӗ! Вӑл чӑн-чӑн ҫӗнӗ хӗр, пӗтӗмпе урӑхланса кайнӑ хӗр. Эпӗ ӑна ҫав тери хытӑ юратнине, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере унтан ытларах никама та юратас ҫуккине туйса илтӗм!

Кӗҫех чӳрече умӗнче вӗлтлетсе юлакан тимӗр хуласем, тӗксӗм хирти тӗксӗм юрпа витӗннӗ уйсем курӑнма пуҫларӗҫ. Мӗнле хӑвӑртлӑхпа кайнине калама пултараймастӑп эпӗ, сехетне хӗрӗх ҫухрӑм пулас, анчах та маншӑн эпир халап-юмахсенчи пек хӑвӑрт ыткӑнса пынӑ пек туйӑнса кайрӗ. Пурте умра. Эпӗ хама мӗн кӗтнине ҫеҫ пӗлейместӗп. Анчах Катя ӗмӗрлӗхех хамӑннине, эпӗ унӑн пулнине ҫирӗппӗнех калама пултаратӑп!

Сайт:

 

Статистика

...подробней