Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунҫиччӗмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.27 21:54

Предложений: 87; Слово: 848

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала

Палах ӗнтӗ, хамӑр айӑпсӑр ҫинченех тарма хӑтланни питӗ те айван япала. Ара эпир хамӑр улшуҫ-сутӑҫсем мар вӗт, вӗсем патӗнче ӗҫленӗ кӑна. Пире ним те тумастчӗҫ, ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн кӑларатчӗҫ те яратчӗҫ. Анчах та халь тин ӳкӗнсе ларнин усси ҫук ҫав ӗнтӗ. Сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын аллипе мана ҫав тери ҫирӗп тытать, эпир таҫта каятпӑр, тӗрмене пулас. Мана лектерчӗҫ, Петька тарса ӳкрӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. Акӑ каҫ та пулчӗ, хӗвел те анать, Страстной бульвар патӗнче, йывӑҫсем тӗлӗнче, кураксем ерипен кӑна вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ… Эпӗ йӗмерӗм, анчах та сӑн-питӗм тискерленсе кайнӑччӗ пулӗ манӑн, мӗншӗн тесен сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ман ҫине пӑхса илчӗ те аллине пушатрӗ: эпӗ тарас ҫуккине пӗлчӗ, ахӑр.

Вӑл мана Никитски хапха патӗнчи ҫав тери пысӑк ҫурта, улттӑмӗш хутри аслӑ та ҫутӑ зала илсе килчӗ. Ку вӑл — Наробразӑн распределителӗ иккен, унта эпӗ виҫӗ кун пурӑнтӑм…

Ҫав хура-сарӑ сӑн-питлӗ ҫынсене курсан манӑн чӗре ыратса кайрӗ. Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ. Ҫӗрле, распределительте, урамринчен те сивӗрех чухне, ҫав пӳртсен хуҫисем примус чӗртсе яраҫҫӗ те пӗрне икӗ пирусла, тепӗрне пӗр татӑк ҫӑкӑрла хӑйсен пӳртне ӑшӑнма кӗртеҫҫӗ… Ҫакӑн пек анӑш-тавӑш залра ҫӳле кӑна постаментсем ҫинче грексен — Аполлон, Диана, Геркулес ятлӑ туррисем, гипсран тунӑскерсем, шап-шурӑ та ним курман куҫӗсемпе пӗр шухӑшсӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Ҫав турӑсенче ҫеҫ этем сӑнӗ тӑрса юлнӑ ӗнтӗ. Ирхине, шӑнса вӑранса каятӑп та эпӗ шӑла шакка-шакка ҫав фигурӑсем ҫине хуйхӑрса пӑхатӑп. «Ухмах эсӗ, ухмах! Мӗншӗн килӗнтен тухса тартӑн? Мӗнех вара приют, кӗркунне таврӑнса ватӑсене пулӑшнӑ пулӑттӑн, ӗҫӗ те тупӑнатчӗ! Халӗ акӑ эсӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑн, вилсен те никам та асӑнмӗ. Петька Мускав тӑрӑх шыракаласа ҫӳрӗ те, Даша инке ахлатса сывлӗ! Ыйт-ха, тӑванӑм, кӗпе-йӗм, унтан килнелле тухса вӗҫтер!» — тесе шухӑшлаҫҫӗ пуль-ха турӑсем.

Наробразра кӗпе-йӗмсене улӑштараҫҫӗ, киввисене ҫунтарса яраҫҫӗ, вӗсен вырӑнне ҫӗннисене параҫҫӗ. Хӑш те пӗр килсӗр-ҫуртсӑр ачасем, тӑхӑнмалли таврашсем ҫӗтӗлсен, юри ҫакӑнта ҫакланма тӑрӑшаҫҫӗ.

Виҫӗ кунӗнче те калаҫмарӑм эпӗ. Нумаях пулмасть калаҫма вӗреннӗ ачашӑн ытлашши йывӑр япалах мар-ха вӑл. Кампа калаҫмалла-ха ара? Ҫӗнӗ ачасене илсе килмессеренех эпӗ вӗсен хушшинче «Петька ҫук-ши» теттӗм. Ҫук. Ҫукки аван-ха вӑл! Эпӗ никампа та юлташланмарӑм, ыттисенчен аякра ним чӗнмесӗр лартӑм.

Акӑ эпӗ хырӑм выҫҫине, сивве, кичемлӗхе пула тӑмран тӗрлӗ япаласем йӑваласа тума пуҫларӑм. Ӗлӗкхи живопись мастерскойӗнче скульптура тӑмӗ мӗн чул илес тетӗн ҫавӑн чухлех пур. Ҫапла эпӗ пӗр катӑк илетӗп те вӗретнӗ шывпа ҫемҫетсе алӑпа йӑваласа пӑхатӑп. Хӑйпе-хӑех шапа пулса тӑчӗ. Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсене пысӑк, куҫӗсене тулалла кӑларса турӑм, унтан мулкач тума шутларӑм. Паллах ӗнтӗ, ку япаласем ҫав тери начар пулнӑ-ха манӑн. Анчах та пӗр пӗчӗк тӑм татӑкӗ ҫине пӑхсах икӗ пая уйӑрса тӑракан темскер пит-куҫне курсан манӑн чунӑм ҫӗкленсе кайнӑ пек пулчӗ. Ҫак саманта эпӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса юлтӑм: эпӗ тӑм кӗлетке тунине никам та курмарӗ; тахҫанхи вӑрӑ, темле майпа килсӗр-ҫуртсӑр ачасен распределительне килсе лекнӗскер, вокзалсенче «иккӗн мӗнле ӗҫлемелли» ҫинчен каласа ларать. Эпӗ аяккарахра, чӳрече умӗнче, пӗр сывламасӑр тенӗ пек, пӗчӗк тӑм ҫине (ҫав тӑм ҫинче мулкач хӑлхисем те пур) пӑхса тӑратӑп. Хам мӗншӗн пӑшӑрханнине те пӗлместӗп эпӗ.

Унтан эпӗ лапсӑркка та тураса якатнӑ ҫилхеллӗ лаша кӗлетки турӑм. Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала! Сковородников старикӗн лаши, акӑ мӗн вӑл! Ку вӑл — ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала тени пулать. Сковородников вӗсене йывӑҫран тӑватчӗ, эпӗ — тӑмран.

Мӗншӗнне пӗлейместӗп, анчах та ҫак ҫӗнӗ ӗҫ мана ҫав тери савӑнтарса пӑрахрӗ. Эпӗ савӑнсах ҫывӑрса кайрӑм. Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвалани хама пулӑшассине темшӗн ӗненнӗ пек пултӑм эпӗ. Ҫак ӗҫ мана хӑтӑлса тухма, мана калле киле таврӑнма, Петькӑна тупма, Туркестана ҫитме пулӑшас пек туйӑнса кайрӗ, йӑмӑка — приютра, Петька пиччӗшне — фронтра пулӑшӗ, сивӗпе шӑнса, выҫӑпа аптӑраса Мускав урамӗсем тӑрӑх ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫӳрекенсене пурне те пулӑшӗ. Ҫук, турра мар! Чӳрече хашаки ҫине хаҫат татӑкӗпе витсе типӗтме лартнӑ шапана, лашана, мулкача ҫапла пуҫҫапрӑм эпӗ.

Ман вырӑнта, ман пекех турра ӗненменни мар, урӑх ача пулнӑ-тӑк, эпӗ чӗрчунсене, ҫутҫанталӑка пуҫҫапакан ҫын пулӑттӑмччӗ-и тен. Ун чухне вара эпӗ яланах шапана, лашана, мулкача ӗненсе пурӑнӑттӑм. Вӗсем пулӑшрӗҫ мана.

Тепӗр кунхине распределителе Наробразран комисси килчӗ, ҫавӑн чух вара распределителе ӗмӗр-ӗмӗрех пӗтерсе лартрӗҫ.

Вӑрӑсене — тӗрмене, килсӗр-ҫуртсӑр ачасене — колоние, ыйткалакансене — килӗсене ӑсатрӗҫ. Живопись мастерскойӗн аслӑ залӗнче грексен Аполлон, Геркулес, Диана туррисем кӑна тӑрса юлчӗҫ.

— Ку мӗн тата? — ыйтрӗ комисси членӗсенчен пӗри, лапсӑркка ҫӳҫлӗ, хырӑнман ача, пурте ӑна Шура тесе чӗнеҫҫӗ. — Иван Андреевич, пӑхӑр-ха темле скульптура!

Иван Андреевич, ҫав ача пекех лапсӑрккаскер, хырӑнманскер, анчах та ватӑскер, пенсне лартса ман япаласене сӑнама тытӑнчӗ.

— Вырӑссен чӑн-чӑн Сергиевск посадӗнчи пек ача-пӑча тетти, — терӗ вӑл. — Интереснӑ. Кам тунӑ вӗсене?

— Эпӗ.

— Хушамату мӗнле?

— Григорьев Александр.

— Вӗренес кӑмӑлу пур-и?

Эпӗ ун ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса илтӗм. Ҫак виҫӗ уйӑх выҫӑ пурӑнса, урамра ҫапкаланса ҫӳресе нумай тӳссе ирттернӗ, ахӑр, эпӗ. Манӑн пит-куҫӑм сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫран та — сӑмсаран та юхма пуҫларӗ.

— Вӗренесшӗн, — терӗ комисси членӗ Шура. — Ӑҫта ямалла-ши ӑна пирӗн, Иван Андреевич, э?

— Ман шутпа, Николай Антоныч патне, — хуравларӗ лешӗ, манӑн мулкача ачашшӑн кӑна чӳрече ҫине лартса.

— Тӗрӗсне те тӗрӗс! Николай Антонычӑн искусство еннелле туртӑм та пур. Ну, Григорьев Александр, Николай Антоныч патне каяс кӑмӑл пур-и сан?

— Шура, пӗлмест вӑл ӑна. Ҫырса ил-ха малтан.

Григорьев Александр… Миҫе ҫулта?

— Вунпӗрте.

Эпӗ ҫур ҫул ӳстерсе каларӑм.

— Вунпӗр ҫулта. Ҫыртӑр-и? Татаринов патне, тӑваттӑмӗш коммуна-шкула.

Сайт:

 

Статистика

...подробней