Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.05 22:52

Предложений: 144; Слово: 1456

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Элек

«Ун патне каятӑп та ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп» тесе калама кӑна ҫӑмӑл. Манӑн ун ҫинчен шухӑшланипех кӑмӑлӑм пӑтранать. Тӗрӗссипе, калаҫса тӑрать-и вӑл манпа! Вӑл мана пусма ҫинчен пӑрахасси те инҫех мар, пурне те кӗтме пулать. Ара эпӗ унпа ҫапӑҫса тӑрас ҫук вӗт. Вӑл вӗт, кирек мӗнле пулсан та, ватӑ, чирлӗ ҫын.

Эпӗ унта кайман та пулӑттӑм. Анчах та мана Катьӑна курас килни канӑҫ памарӗ.

Амӑшне пытарнӑ чухне вӑл манран ҫилленсе айккинелле пӑрӑнса тӑнине аса илсен, пуҫӑм ыратса кайрӗ манӑн. Халӗ ӗнтӗ вӑл мӗншӗн унашкал хӑтланни маншӑн паллӑ: Николай Антоныч пур айӑпа ман ҫине йӑвантарнӑ иккен, ҫакна Катя ӗненнӗ иккен.

Эпӗ Николай Антоныч Катьӑпа калаҫнӑ саманта аса илтӗм, чӗрем манӑн ырата-ырата кайрӗ:

«Санӑн юлташу пурне те астума пултаракан ҫын вӗт. Мӗншӗн-ха вӑл Энска кайиччен ҫав ҫырусем ҫинчен пӗрре те асӑнмарӗ?»

Эпӗ вӗт ача чухне вӗсенчен тӗлӗнсе, хытсах кайнӑччӗ. Вӗсене эпӗ Энскпа Мускав хушшинче те вуланӑ, чӑнах та мӗнле манма пултарнӑ-ха эпӗ вӗсене? Ҫав аякри ҫӑлтӑрсем пек пирӗн пӗчӗк хулана килсе ӳкнӗ ҫырусене манмалла-и-ха ара?

Манӑн ун пирки пӗр сӑмах кӑна. Вӑл тӗрӗссипе тӗрӗс маррине хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр.

Катя мана хӑйӗн ашшӗ ҫинчен каласа панӑ чухне, эпӗ унӑн ашшӗн сӑнне тахҫанхи карточка ҫинче, погонлӑ китель, шурӑ чехол тӑхӑнтарнӑ картузпа ларнине курнӑ самантсенче, унӑн кӗнекисене вуланӑ вӑхӑтра, ҫакӑ вӑл тахҫан ӗлӗк, эпӗ Энскран тухса кайиччен темиҫе ҫул маларах пулса иртнӗ пек туйӑнатчӗ маншӑн. Ҫырусем вара маншӑн ачалӑх кунӗсем пек, пачах урӑх вӑхӑтри япаласем пек туйӑнатчӗҫ. Ҫак икӗ вӑхӑт пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни манӑн пуҫа пӗрре те килсе кӗмерӗ. Ку вӑл эпӗ манса кайнипе пулнӑ йӑнӑш мар, пачах урӑх йӑнӑш.

«Фон» ҫинчен эпӗ пин хут та шухӑшласа пӑхрӑм. Ак кам ҫинчен ҫырнӑ иккен Татаринов капитан: «Пӗтӗм экспедици ылханать ӑна» тесе. «Пирӗн ӗҫсем ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ» тесе те вӑл ун ҫинченех ҫырнӑ иккен. Ун пек ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр ҫынна кӑна айӑплама ҫук, терӗ Кораблев. Капитан урӑхла шухӑшланӑ.

«Пире вӑл пулӑшни ҫав тери хака ларчӗ» тесе вӑл ун ҫинчен ҫырать иккен. Мӗншӗн-ха, темле «фон» Татаринов капитана пулӑшу патӑр? Ӑна вӗт хӑйӗн тӑванӗ, пуянскер, пулӑшма пултарнӑ. Вӑл, пулӑшрӑм, тенисене эпӗ пӗрре кӑна илтмен вӗт.

Пӗр сӑмахпа каласан, февралӗн иккӗмӗшӗнче эпӗ, парадра ҫӳремелли кӑвак курточка тӑхӑннӑскер, Татариновсен патне кӗрсе, хама алӑк уҫса кӗтекен палламан хӗртен Николай Антоныч патне килни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра манӑн нимӗнле план та ҫукчӗ-ха.

Уҫӑ алӑкран столовӑйӗнче чей ӗҫни курӑнчӗ. Нина Капитоновна темскер пӑшӑлтатса илчӗ. Эпӗ ӑна, йӑрӑм-ярӑм тутӑр ҫыхнӑскерне, сӑмавар умӗнче ларнине асӑрхарӑм.

Николай Антоныч мана курсан мӗн шухӑшланине пӗлейместӗп, анчах та алӑк патӗнче манпа тӗл пулсан, вӑл шартах сикрӗ, кӑштах калле чакрӗ.

— Мӗн кирлӗ сана?

— Манӑн санпа калаҫмалли пур.

Вӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ.

— Кӗр.

Эпӗ ун патне кабинета кӗрес тесеттӗм, анчах та вӑл мана:
— Ҫук, кунта, — терӗ.

Вӑл мана, пурин умӗнче те намӑслантарас тесе, столовӑйне юри улталаса илсе кӗнине эпӗ каярахпа кӑна ӑнланса илтӗм.

Эпӗ ун хыҫӗнчен столовӑйне кӗрсен, пурте кӑштах хӑранӑ пек пулчӗҫ. Бубенчиков карчӑксем (эпӗ вӗсене кунта тӗл пуласса пӗрре те кӗтменччӗ) пӗр харӑсах сиксе тӑчӗҫ, Энскра ман хыҫран чупаканни чей кашӑкне сӗтел ҫине ӳкерчӗ. Катя столовӑйне тепӗр енчен кӗчӗ, вӑл кӗнӗ-кӗменех юпа пек хытса кайрӗ.

Эпӗ:
— Тен, кунта аван мар пулӗ? — тесе мӑкӑртатрӑм.

— Ҫук, лайӑх кунта.

Манӑн ӗнтӗ кӗрсенех, вӗсене сывлӑх сунмаллаччӗ, анчах халӗ вӑхӑт та иртсе кайрӗ пуль, ҫапах та эпӗ, ӑна-кӑна уямасӑр, пуҫӑма тайса илтӗм. Никам та ответ памарӗ, пӗр Нина Капитоновна ҫеҫ кӑштах пуҫне суланҫи пулчӗ.

— Ну-с?

— Эсир Иван Павлыча Татаринов капитан сирӗн пата темӗнле Фон-Вышимирский ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ тесе каланӑ. Эпӗ ӑна пӗлме тивӗҫ. Унсӑрӑн эпӗ Марья Васильевнӑна юри, сире ҫиллентерес шутпа ҫеҫ ҫырусем ҫинчен каланӑ пек килсе тухать. Кораблев ҫавӑн пек шухӑшлать. Ытти ҫынсем те. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп. Эсир ҫав ҫырусем тӑрӑх экспедици пӗтнӗшӗн Фон-Вышимирский айӑплӑ тесе кӑтартма шутлатӑр иккен, вилнӗ тӗлӗшпе вара (эпӗ ку сӑмахсене ҫӑтса ятӑм)… ыттисемшӗн те эпӗ айӑплӑ пулать.

Эпӗ нумайччен калаҫрӑм, анчах та эпӗ хам мӗн калассине малтан хатӗрлесе хутӑм, ҫавӑнпа та пӗр такӑнмасӑр каларӑм. Пӗр Марья Васильевна вилнӗ пирки каланӑ чухне тата «ытти ҫынсем те» тенӗ самантра кӑна, Катя ҫинчен шухӑшланӑ пирки, каштах ҫыхланса тӑтӑм. Вӑл ҫаплах-ха алӑк патӗнче пӗр сывламасӑр хытса тӑрать.

Халӗ кӑна, хам калаҫнӑ вӑхӑтра кӑна, эпӗ Николай Антоныч ватӑлса кайнине асӑрхарӑм. Вӑл курпун сӑмсаллӑ ватӑ кайӑк евӗрлӗ пулса кайнӑ, питҫӑмартисем путса кӗнӗ унӑн, ӗлӗкрех пӗтӗм пит-куҫне ҫутатса тӑракан ылтӑн шӑлӗсем те тӗксӗмленнӗ.

Вӑл мана итленӗ май хашлатса сывласа тӑчӗ. Мана хирӗҫ мӗн калассине те пӗлеймерӗ пулас вӑл. Ҫак вӑхӑтра тепӗр Бубенчикова унтан тӗлӗнсе кайса ҫапла ыйтрӗ:
— Кам ку? — терӗ.

Николай Антоныч сывлӑш ҫавӑрчӗ те калаҫма тытӑнчӗ.

— Кам ку? — шӑхӑракан сасӑпа пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл. — Вӑл, леш, хам кунсерен, минутсерен асӑнакан ирсӗр элекҫӗ.

— Николай Антоныч, е эсир вӑрҫас тетӗр пулсан?..

— Ҫак ҫын Марья Васильевнӑна вӗлернӗ, — тепӗр хут каларӗ Николай Антоныч. Унӑн питҫӑмартийӗсем чӗтренсе илчӗҫ, вӑл пӳрнисене шатӑртаттарма тытӑнчӗ. — Ҫак ҫын мана чи ирсӗр майпа элеклесе пӗтерчӗ. Унтан ытлашши никам та ман ҫине элеклеме пултарайман. Анчах та эпӗ пурӑнатӑп-ха!

Ӑна вилнӗ тесе никам та шухӑшламан, манӑн ҫакӑн ҫинчен калас шухӑшӑм та пурччӗ ӗнтӗ, анчах та вӑл каллех кӑшкӑрса ячӗ:

— Эпӗ пурӑнатӑп-ха!

Нина Капитоновна ӑна аллинчен тытрӗ. Вӑл аллине калле туртса илчӗ.

— Эпӗ законпа усӑ курма, ӑна пуриншӗн те хамӑн пурнӑҫа варалама хӑтланнӑшӑн айӑплама та пултараттӑм. Анчах та урӑх закон, урӑх суд пур. Вара ҫав закон ӑна хӑй мӗн туса хунине лайӑхах кӑтартса парӗ. Вӑл вӗлернӗ ӑна, — терӗ Николай Антоныч, унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. — Вӑл уншӑн вилнӗ. Пурӑнма пултарсан, ан тив, пурӑнтӑр вӑл…

Нина Капитоновна сӗтеле сиктерчӗ те, Николай Антоныч ан ӳктӗр тесе, унӑн хулӗнчен пырса тытрӗ. Лешӗ ун ҫине пӑхса илчӗ. Ҫакӑ вӑл эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхӗме ӗненмен минут пулса тӑчӗ. Анчах та пӗртен-пӗр минут кӑна.

— Кам пирки-ха? Турӑҫӑм, кам пирки-ха? — малалла каларӗ Николай Антоныч. — Ҫак, намӑса-симӗсе пӗлмесӗр, каллех вӑл вилнӗ ҫурта килнӗ ача пирки вӗт. Ҫак таса мар юнлӑ ача пирки…

Вӑл мӗн каласшӑн пулнине, унӑн юнӗ мӗншӗн манӑннинчен тасарах иккенне эпӗ пӗлейместӗп. Юрать! Эпӗ ӑна шавламасӑр кӑна итлерӗм. Катя стена ҫумӗнче юпа пек хытса тӑчӗ.

— Эпӗ ӑна, ҫӗлен вырӑнне хурса, ҫак пӳртрен кӑларса пӑрахрӑм, вӑл каллех килме хӑюлӑх ҫитернӗ. Пур иккен ҫав, тур ҫырлах, этемӗн хӑвачӗ! Эпӗ Марья Васильевнӑшӑн чунӑма патӑм, эпӗ уншӑн этем хӑй юратнӑ ҫыннишӗн мӗн кӑна тума пултарать, ҫавна пурне те турӑм. Вӑл ав ирсӗр ҫӗлен пирки, хӑйне ман ҫинчен: «Вӑл сана ӗмӗрех улталать, вӑл санӑн упӑшкуна, хӑйӗн тӑванне вӗлернӗ» тесе улталакан ҫын пирки вилсе выртать.

Вӑл хӑйне хӑй пӗлмесӗр ҫакӑн пек хӗрсе кайса калаҫни мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Эпӗ хам шуралса кайнине чухласа илтӗм. Юрать! Эпӗ ӑна мӗн калассине пӗлетӗп.

— Николай Антоныч, — терӗм эпӗ, хумханасшӑн мар пулса, ҫав вӑхӑтрах чӗлхе хама итлеменнине сиссе, — эсир мӗнлине курнипех эпӗ сирӗн эпитет пирки пӗр сӑмах та калас теместӗп. Эсир, чӑнахах та, мана хӑваласа кӑлартӑр. Анчах та эпӗ каллех килтӗм, Марья Васильевна вилнӗ пирки хам пӗр пӗрчӗ те айӑплӑ мар иккенне тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса ҫитеричченех килме пӑрахмӑп. Е кам та пулин айӑплах пулсан, пурпӗрех кам та пулсан урӑххи айӑплӑ — эпӗ мар. Сирӗн аллӑрта вилнӗ Татаринов капитанӑн ҫырӑвӗ пур. Эсир унпа Кораблева, тӗрӗссипе, пурне те эпӗ сире элекленӗ тесе ӗнентернӗ. Эпӗ ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп, ан тив, эсир халь кӑна каланӑ пек, чӑнах та ирсӗр ҫӗлен иккенне пурте ӗненччӗр.

Ҫак сӑмахсем хыҫӗнчен тӗлӗнмелле шӑв-шав пуҫланса кайрӗ. Бубенчиковсем, ҫаплах-ха ним ӑнланмасӑр пӗрин хыҫҫӑн тепри:
— Кам ку?! — тесе кӑшкӑрашса тӑчӗҫ.

Анчах та вӗсене эпӗ кам пулнине никам та ӑнлантарса памарӗ, вӗсем вара хытӑран хытӑ кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

Нина Капитоновна та, мана кӑларса ярас тесе, кӑшкӑрашрӗ. Катя ҫеҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Вӑл стена ҫумӗнче пӗрре ман ҫине, тепре Николай Антоныч ҫине пӑхса тӑчӗ.

Сасартӑк пурте чарӑнчӗҫ. Николай Антоныч карчӑксене сирсе хӑйӗн пӳлӗмне тухрӗ. Тепӗр самантран вӑл аллине пӗр тӗркӗ ҫыхӑ тытса таврӑнчӗ. Пӗр-икӗ ҫыру тытса мар, чӑннипех те, пӗр тӗркӗ, пӗр хӗрӗх ҫыру тытса кӗчӗ. Вӗсем пурте Татаринов капитан ҫырӑвӗсем тесе шутламастӑп эпӗ. Тӗрӗссипе вӗсем — тӗрлӗ ҫынсенчен илнӗ тӗрлӗ ҫырусем, экспедици ҫинчен е ҫавӑн пекреххисем пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл ҫав ҫырусемпе манӑн питрен печӗ, унтан мана питрен сурчӗ те кресло ҫине кайса ӳкрӗ. Карчӑксем ун патнелле ыткӑнчӗҫ.

Енчен вӑл манӑн питрен сурса, питех лектернӗ пулсан, эпӗ ӑна сӑтӑрса янӑ е вӗлернӗ те пулаттӑм. Мана питрен никам та сурса курман-ха, эпӗ хамӑн пӗтӗм йӗркесене мансах, ҫак ӗҫшӗн ҫынна вӗлерме те пултарнӑ. Анчах вӑл тивертеймерӗ: ҫырӑвӗсем те ман пата вӗҫсе ҫитмерӗҫ.

Паллах ӗнтӗ, эпӗ ҫырусене пуҫтарса тӑмарӑм. Пӗр самантра хӑть эпӗ пӗр ҫыруне, пысӑкпа «Святая Мария» тесе пичет пуснӑ ҫыруне чутах алла илмерӗм. Эпӗ вӗсене алла илес те темерӗм. Ҫак пӳртре эпӗ юлашки хут пултӑм. Катя пирӗн хушӑра, Николай Антоныч шӑлӗсене ҫыртса, кӑкӑрне тытса выртакан кресло умӗнче тӑчӗ. Эпӗ юлашки хут Катьӑн куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӑм.

— Юрать, — терӗм эпӗ. — Эпӗ эсир питрен персе панӑ ҫырусене вуламӑп. Эпӗ урӑхла тӑвӑп. Эпӗ экспедицине тупӑп, вӑл тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫухалнине эпӗ пӗрре те ӗненместӗп. Ун чухне вара кам тӗрӗссипе кам тӗрӗс маррине хамӑрах курӑпӑр.

Манӑн тата Катьӑпа сывпуллашса, «аннӳне пытарнӑ чухне эсӗ пӑрӑнса тӑнине эпӗ нихҫан та манас ҫук», тесе калас килсе кайрӗ. Анчах та Николай Антоныч каллех кресло ҫинчен сиксе тӑрасшӑн пулчӗ, каллех тӗлӗнмелле шӑв-шав пуҫланчӗ. Бубенчиков карчӑксем ман ҫине сиксе ӳкрӗҫ, ҫурӑмран темскерпе ыраттармаллах ҫапрӗҫ. Эпӗ, алӑ сулса, тухса кайрӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней