Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.06 20:58

Предложений: 167; Слово: 1305

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Тухтӑр патӗнче

Ку ҫурта тупма йывӑрах пулмарӗ, мӗншӗн тесен пӗтӗм урамӗпе те пӗр ҫурт ҫеҫ ларать, ытти ҫурчӗсем вара Заполярье строителӗсен ӑсӗнче ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ.

Тухтӑр патне пырса шакканӑ чух тӗттемленнӗччӗ ӗнтӗ. Лӑп та шӑп акӑ кантӑкран та ҫутӑ курӑнчӗ. Чӳрече карри тӗлӗнчен такам иртсе кайрӗ. Мана вӑрахчен никам та уҫмарӗ, эпӗ, йывӑр алӑка ерипен хамах уҫса, таса та аслӑ ҫенӗхе кӗрсе тӑтӑм.

— Хуҫисем пур-и?

Хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Кӗтесре шӑпӑр тӑрать. Эпӗ унпа хамӑн чӗркуҫ таранах юрланнӑ кӑҫатта шӑлса тасатрӑм.

— Килте кам та пулин пур-и?

Никам та ҫук. Пӗр хӗрлӗ кушак ҫури ҫеҫ тумтир ҫакмалли ҫӗртен сиксе тухрӗ те ман ҫине хӑраса пӑхса илчӗ, унтан тарса пытанчӗ. Ҫак вӑхӑтра тухтӑр та алӑка уҫса кӗчӗ.

Тен, ку медицина енчен илсе пӑхсан, ӗненмелле те мар пулӗ, вӑл ҫак ҫулсенче ватӑлма мар, ҫамрӑкланса кайнӑ, каллех ҫӳлӗ, хаваслӑ, сухаллӑ тухтӑр, ялта пире йӑмӑкпа иксӗмӗре ҫӗрулмине патак ҫине тирсе пӗҫерме вӗрентнӗ тухтӑрах пулса тӑнӑ.

— Эсир ман пата-и?

— Тухтӑр, эпӗ сире пӗр чирлӗ ҫын патне чӗнсе пӑхасшӑн, — терӗм эпӗ хӑвӑрттӑн. — Интереснӑ япала: хӑлхи илтет — калаҫаймасть! Ҫынни пурне те илтет пулин те «анне» теме пултараймасть.

Тухтӑр куҫлӑхне ерипен ҫамки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

— Каҫарӑр…

— Интереснӑ япала, тетӗп, — малалла каларӑм эпӗ. — Ҫын ултӑ самах ҫеҫ калама пултарать: чак, йӗнер, ещӗк, ҫил-тӑман, Абрам. Журнал ҫинче чирлӗ ҫыннӑн ятне Г тесе лартнӑ.

Тухтӑр, манан чӗлхене пӑхасшӑн, хӑлхана пӑхасшӑн пулнӑ пекех, ман паталла утса пычӗ. Анчах та вӑл кӗскен ҫеҫ:
— Саня, — тесе хучӗ.

Эпир пӗр-пӗрне ыталаса илтӗмӗр.

— Ҫапах та вӗҫсе килтӗн пулать!

— Вӗҫсе килтӗм.

— Маттур! Летчик-и? Маттур!

Вӑл мана хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа столовӑйне илсе кайрӗ. Унта пӗр вуникӗ ҫулалла ҫитнӗ тухтӑр пек сӑн-питлӗ арҫын ача тӑрать. Вӑл мана аллине пачӗ те «О» ҫине ударени туса: «Володя» — терӗ.

Кунта ҫенӗхринчен ҫутӑрах, тухтӑр мана та ҫавӑркала-ҫавӑркала пӑхрӗ, хальхинче вӑл манӑн хӑлхана пӑхасран аран-аран кана тытӑнса юлчӗ курӑнать.

— Маттур! — пӗр вунӑ хут каларӗ вӑл. — Йӑмӑку мӗнле? Ӑҫта вӑл? Вӑл та вӗҫет-и?

— Йӑмӑкӑмран сана ҫав тери пысӑк салам, — терӗм эпӗ. — Художница вӑл, качча тухрӗ, Ленинградра пурӑнать.

— Качча тухрӗ те-и? Ҫав кӗп-кӗске шӑши хӳри пек ҫӳҫ тунисемпех-и?

Эпӗ кулса ятӑм: Саня пӗчӗк чухне ҫапла ҫӳретчӗ.

— Ох, старик эпӗ! — ассӑн сывларӗ тухтӑр. — Ҫӗтӗк те шалпар йӗмпе ҫӳрекен ырханкка арҫын ача сан патна килет — вӑл, ав, летчик иккен. Шӑши хӳри пек кӗске ҫивӗтлӗ хӗрача — художница, качча тухнӑ, Ленинградра пурӑнать.

— Иван Иваныч, тӗрӗссине калатӑп, эсир пӗрре те улшӑнман. Тӗлӗнсе кайӑн ҫав. Ҫамрӑкланнӑ темелле-ха!

Вӑл кулса ячӗ. Эпӗ ун пек калани ӑна ыррӑн туйӑнчӗ, эпӗ вара ҫӗрӗпех ӑна вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн: «Эсӗ ҫамрӑкланнӑ, ҫамрӑкланман-тӑк — нимӗн чухлӗ те улшӑнман», — тесе темиҫе хут каларӑм.

Тухтӑр арамӗ, Анна Степановна, таврӑнсан эпир чей ӗҫме лартӑмӑр. Анна Степановна ҫӳлӗ те мӑнтӑр хӗрарӑм. Вӑл, малицӑпа пим тӑхӑннипе, маншӑн темле ҫурҫӗр турри пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл малицине хывса хучӗ, пимне улӑштарчӗ, анчах ҫав-ҫавах малтанхи мӑнлӑхне ҫухатмарӗ. Ҫӳлӗ тухтӑр та ун ҫумӗнче ытлашши ҫӳлех курӑнмарӗ. Ман пирки ӗнтӗ калаҫмалли те ҫук. Анна Степановна — ҫап-ҫамрӑк сӑн-питлӗ. Вӑл ҫак сарӑ урайлӑ, тап-таса йывӑҫ ҫуртра пурӑнмалли хӗрарӑмах ӗнтӗ. Анна Степановнӑра темле авалхи вырӑссенни пекреххи темскер пурах. Тӗрӗссипе, ҫакӑ вӑл Заполярьере, вӑл ҫӗнӗ, пилӗк-ултӑ ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ туса лартнӑ хула пулин те, хӑйӗнче те сисӗнет. Каярахпа эпӗ вӑл тинӗс таврашӗнче пурӑннӑ иккенне пӗлтӗм.

Эпир Заполярье ҫинчен калаҫма пуҫларӑмӑр, эпӗ ҫакӑ тӗлӗнмелле йывӑҫ тротуарлӑ йывӑҫ хулан историне илтсе пӗлтӗм. Ку хулара ура айӗнчи тӑпра та темиҫе ҫул выртнӑ пӑчкӑ кӗрпинчен пулнӑ иккен.

— Ҫумӑр ҫуса иртсен те хваттерте утса ҫӳренӗ пек туйӑнать, — терӗ Анна Степановна. — Урайӑн вӗҫне-хӗрне те ҫитме ҫук. Шоссе те йывӑҫран кунта.

Тухтӑр Заполярьене чи малтанхи пӑрахутпа килнӗ-мӗн, хулана вара пӗтӗмӗшпех унӑн куҫӗ умӗнче туса лартнӑ.

— Ҫирӗм саккӑрмӗш ҫулта тайгаччӗ кунта, — терӗ вӑл. — Акӑ ҫак халӗ эпир чей ӗҫсе ларакан вырӑнта мулкач тытатчӗҫ.

— Халӗ ӗнтӗ пӗр ҫурт ларать, — терӗ Анна Степановна, — урам тӑвасшӑнччӗ те, ҫаплах тӑваймаҫҫӗ-ха.

— Театр япӑх, тетӗн-и вара?

— Театрӗ лайӑх.

— Иртнӗ ҫул пирӗн пата МХАТ килсе кайрӗ, — терӗ те Володя хӗрелсе кайрӗ. — Эпир вӗсене чечексемпе кӗтсе илтӗмӗр. Вӗсем эпир ӑҫтан чечек тупнинчен тӗлӗнсех кайрӗҫ, пирӗн чечек тавраш туллиех.

Пурте ун ҫине пӑхрӗҫ, вӑл тата ытларах хӗрелчӗ.

— Володя театра юратать, — терӗ Анна Степановна, — ҫав тери юратать…

— Анне!

Тухтӑр кулса ячӗ.

— Анне, пӗр самантлӑха кӑна тухма пултаратӑн-и? — ҫиленсе каларӗ Володя, унтан тухса кайрӗ.

Анна Степановна та кула-кула ун хыҫӗнчен утрӗ.

— Сӑвӑсем ҫырать, — пӑшӑлтатрӗ тухтӑр. — Ҫук, халӗ ак, аса илнӗ чухне ҫав тери интереслӗ, — малалла каларӗ вӑл, — темӗнле ырӑ пулчӗ ун чухне! — Малтанхи вӑрман заводне тунӑ чухне хаҫатра дата вырӑнне пичетлерӗҫ: вӑрман заводне ӗҫе яричен ҫавӑн чухлӗ кун юлнӑ, терӗҫ. Ҫирӗм кун. Вунтӑхӑр кун. Юлашкинчен, — пӗр кун! Малтанхи самолетсем тата! Мӗнле кӗтсе илетчӗҫ вӗсене! Эсӗ? — сасартӑк тем аса илнӗ пек пулчӗ тухтӑр. — Эсӗ-мӗнле? Мӗн тума шутлатӑн?

— Вӗҫме шутлатап.

— Ӑҫта?

— Пӗлместӗп-ха. Плансем пысӑк, халлӗхе Красноярска тир турттаратӑп.

— Плансем — ҫӗнӗ трасса-и?

— Ҫапла… Иван Иваныч, — терӗм эпӗ, сӗтел ҫине лартнине пурне те ҫисе янӑ хыҫҫӑн. Эпир килте шур ҫырлинчен тунӑ ҫав тери тутлӑ эрех ӗҫме пуҫларӑмӑр. — Астӑватӑр-и эсир эпе Ленинградра чухне иксӗмӗр хире-хирӗҫ янӑ ҫырусене?

— Астӑватӑп.

— Эсир ман патӑма ҫав штурман ҫинчен ҫав тери интереслӗ ҫыру ҫырнӑччӗ, — терӗм эпӗ, — эпӗ чи малтанах унӑн черновой тетрачӗ мӗнле упраннине пӗлесшӗн?

— Пур вӗсем.

— Питӗ аван. Халӗ ӗнтӗ манӑн сӑмахӑма итлӗр. Ку вӑл питӗ вӑрӑм истори, анчах та эпӗ сире ӑна пурпӗрех каласа парас тетӗп. Никам та мар, эсир вӗт мана, калаҫма вӗрентнӗ. Акӑ халӗ ӗнтӗ чӑтӑр хӑвӑрах.

Эпӗ ӑна, Даша инке сасӑпа вулакан тахҫанхи ҫырусенчен пуҫласа, пурне те каласа патӑм. Катя пирки эпӗ ӑна пӗр-икӗ сӑмах, хыпарламасӑр хӑварасран ҫеҫ, калакаларӑм. Анчах та тухтӑр ҫак вырӑнта темшӗн кулса илчӗ, унтан ҫавӑнтах хӑйне хӑй ним пулман пек тытрӗ.

— …Вӑл ҫав тери ывӑнса ҫитнӗччӗ, — терӗ вӑл штурман ҫинчен. — Тӗрӗссипе, вӑл гангренӑпа мар, ывӑннипе вилчӗ. Вӑл вӑйне ҫав тери нумай ҫухатнӑ. Вилӗмпе кӗрешмеллӗх хӑварайман ҫав. Кӑшт пурӑнмалӑх та вӑйӗ юлман унӑн. Ҫавӑн пек шутларӑм эпӗ ӑна курсан.

— Эсир унпа калаҫрӑр-и?

— Калаҫрӑм.

— Мӗн ҫинчен?

— Ман шутпа, темле кӑнтӑрти хула ҫинчен, — терӗ тухтӑр, — те Сухуми, те Баку ҫинчен. Ку вӑл унӑн асӑнчен кайма пӗлмен идея пулнӑ. Ун чухне пурте вӑрҫӑ ҫинчен калаҫатчӗҫ, вӑрҫӑ пуҫланнӑ кӑна та-ха. Вӑл Сухуми ҫинчен. Унти ырӑ пурнӑҫпа ӑшӑ ҫанталӑк ҫинчен калаҫать. Вӑл хӑй унта ҫуралса ӳснӗ пулмалла.

— Иваи Иваныч, ҫав дневниксем, вӗсем сирӗн патӑрта-и, кунтах-и? Ҫук, пӳртрех-и?.

— Кунтах.

— Кӑтартӑр-ха?

Ҫак дневниксем ҫинчен эпӗ час-часах шухӑшлаттӑм, юлашкинчен маншӑн вӗсем темле хулӑмскерсем пек, хура клеенкӑран тунӑ хуплашкаллӑскерсем пек туйӑнма пуҫларӗҫ. Анчах тухтӑр тухрӗ те, темиҫе минутран икӗ ҫӳп-ҫӳхе тетрадь, шкул ачисен ют ҫӗршыв сӑмахӗсене ҫырса хумалли словарь пекскерсене ҫеҫ илсе кӗчӗ. Эпӗ ӑнсӑртран пӗр тетрадӗнчи ӑнӑҫлӑ вырӑна уҫнипе, ирӗксӗрех пӑлханса кайрӑм:

«Ив. Дм. Климов штурмана.

Сире тата ҫавӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп…»

— Тухтӑр, ара тӗлӗнмелле лайӑх, вуласа кӑлармаллах ҫырать вӗт! Эпӗ ҫӑмӑллӑнах вулама пултаратӑп!

— Ҫук, кӑна эпӗ хам лайӑх ҫырнӑ, — пӗлтерчӗ тухтӑр. — Эсӗ эпӗ мӗн вуласа кӑларнине ҫеҫ вулатӑн-ха. Эпӗ темиҫе вырӑнта хам вуласа кӑларнӑ текстсене ҫырса илсе ҫакӑнта хура-хура тухрӑм. Ыттисене ху пӑх!

Вӑл тетрачӗн малтанхи страницине уҫрӗ. Вуласа кӑлармалла мар ҫырнисене нумай курнӑ-ха эпӗ. Сӑмахран, Валя Жуков ҫырнине учительсем вуласа кӑлараймасӑр хӑйсенчен кулать тесе тарӑхатчӗҫ. Анчах та кун пек ҫырнине вара эпӗ пӗрремӗш хут куратӑп. Кусем вӗсем страница тӑрӑх ним йӗркесӗр сапаласа тухнӑ пулӑҫӑсен булавка пуҫӗ пысӑкӑш ҫеклисем.

Малтанхи страницисем темле ҫуланса пӗтнӗ, кӑранташ вара сарӑ та витӗр курӑнакан хут ҫине аран-аран ҫеҫ леккеленӗ. Малалла вара хӑшпӗр сӑмахсене ҫырма пуҫланӑ та ҫырса пӗтереймен, пӑрахса хӑварнӑ. Пӑтӑ тейӗн ҫав. Унта картта ӳкерӗнҫи тунӑ, унтан каллех — пӑтӑ. Вӗсене нимӗнле графолог та вуласа илеймест темелле.

— Юрать, — терӗм те эпӗ тетрадьне хупса хутӑм. — Эпӗ кӑна вуласа тухатӑп.

Тухтӑр ман ҫине кӑмӑлласа пӑхса илчӗ.

— Ӑнӑҫлӑ пултӑр, — чӗререн каларӗ вӑл.

Эпӗ каҫ выртма та ун патнех юлтӑм, мӗншӗн тесен хӑнара ларнӑ вӑхӑтра, тӗттӗм те пулнӑ иккен, ҫил-тӑман та тапраннӑ. Заполярьери ҫил-тӑман тапрансан килтен тухса ҫӳрес йӑла ҫук. Анна Степановна Володя пӳлӗмӗнче пуҫтарӑнакан кравать ҫине ман валли вырӑн сарса пачӗ. Ҫывӑрас умӗн вара эпӗ Володя ҫине, хӑрах айӑк ҫинче выртса, икӗ аллаппине те типтерлӗн пуҫ айне хурса, ҫывӑракан Володя ҫине чылайччен тинкерсе пӑхрӑм. Ҫывӑрнӑ чухне вӑл — каснӑ лартнӑ тухтӑрах. Сухалӗ кана ҫук. Эпӗ кровать ҫине ларса атӑ хывма тӑтӑм. Володя, ҫав шатӑртатакан крават сассине илтсе, самантлӑха кӑна пысӑк сенкер куҫӗсене уҫса, темскер мӑкӑртатса илчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней