Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапранмасӑр (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вырӑнтан тапранмасӑр пайтахчен чарӑнса пӑхса тӑчӗ вӑл.

Долго стоял он так, не двигаясь с места.

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ партие кӗместӗп тесе кам каларӗ сана? — вырӑнтан тапранмасӑр, сӑмахне майӗпен те палӑрмаллах тӑсса ыйтрӗ Шалый.

— А кто тебе сказал, что я не вступаю в партию? — не меняя положения, медленно, подчеркнуто растягивая слова, спросил Шалый.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Салтаксем, пӑшалӗсене урисем ҫумне тытса, пӗр тапранмасӑр тӑнӑ; пичӗсем те вӗсен тапранман, питҫӑмарти тирӗсем хытӑ туртӑнса ларнӑ, шӑммисем ытла тухса кайнӑ.

Солдаты стояли неподвижно, опустив ружья к ноге, лица у них были тоже неподвижные, кожа на щеках туго натянулась, скулы остро высунулись.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Штык тӑррисем те тапранмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ.

Неподвижно блестели острия штыков.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Каллех хӗр выртнӑ та выртать, тапранмасӑр, ним шарламасӑр кулса выртать.

И снова уж лежит девка не шевелясь да усмехается молча.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Обломов, ун шухӑшне малтанах ӑнланса илчӗ пулин те, халӗ шуралса кайрӗ, хӗр умӗнче тапранмасӑр тӑчӗ.

Он хотя до этого угадал ее мысль, но побледнел и все стоял перед ней.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ йывӑр бронхитпа виҫӗ эрне хушши ним тапранмасӑр выртрӑм.

Три недели я пролежала с тяжелым бронхитом.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав тери хӑрушӑ ӗҫсем курнипе, эпӗ хамӑн шухӑшсене ниепле те йӗркене кӳрейми пулса, вырӑнтан тапранмасӑр тӑтӑм.

Я все стоял на одном месте и не мог привести в порядок мысли, смущенные столь ужасными впечатлениями.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫутӑлас умӗн аташма пӑрахрӗ, шуралса халран кайрӗ вӑл, пӗр сехете яхӑн нимӗн тапранмасӑр выртрӗ, сывлани те аран-аран кӑна палӑратчӗ; унтан ӑна ҫӑмӑлтарах пек пулчӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ, анчах мӗн ҫинчен тейӗттӗрччӗ-ши эсир?..

К утру бред прошел; с час она лежала неподвижная, бледная, и в такой слабости, что едва можно было заметить, что она дышит; потом ей стало лучше, и она начала говорить, только как вы думаете о чем?..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Марья Кириловна вырӑнтан тапранмасӑр тӑрать.

Марья Кириловна стояла неподвижно.

XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл кашни минутрах ӳкет те пӗр самант ним тапранмасӑр, ҫамкине нӑтӑртатакан юр ҫине тӗксе кӗрт купи ҫинче выртать, унтан тӑрать те каллех темиҫе утӑм ярса пусать.

Он поминутно падал, мгновение неподвижно лежал на вершине сугроба, прижимаясь лбом к хрустящему снегу, потом поднимался и делал еще несколько шагов.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Нумайччен ҫапла тапранмасӑр тӑнӑ.

И долго стоял так.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Урай хӑмисем хушшинчи ҫурӑксем витӗр мӗн те пулин курма хӑтланса, ачасем урайне тӑсӑлса выртрӗҫ, сехрисем хӑпнипе ҫавӑн пек тапранмасӑр выртрӗҫ.

Мальчики растянулись плашмя на полу и, глядя в круглые дырки от сучков, стали ждать, замирая от страха.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӑнаккӑшӗ ҫывӑрма выртсан та, ачан тата нумай тапранмасӑр шӑп выртма тиврӗ.

После того как тетя Полли улеглась в постель, Тому еще долго пришлось лежать смирно.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ӗҫ питӗ начар, — терӗ лешӗ, вырӑнтан тапранмасӑр.

— Нехорошо вышло, — сказал Джо, не двигаясь с места.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урамра пӑртак тӑнӑ хыҫҫӑн каялла кӗтӗм, хайхи каччӑ вырӑнтан тапранмасӑр ларать.

Как постоял чуток на улице зашел обратно, тот парень и с места не сдвинувшись сидит.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней