Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать

Раздел: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Добавлен: 2019.06.14 17:17

Предложений: 121; Слово: 1552

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Виҫ-тӑват минут иртсен, Том, хайхи ӑшӑх вырӑнпа шыв тӑрӑх утса, Иллинойс ҫыранӗ патнелле кайрӗ. Часах ӑна шывӗ пилӗк таран ҫитрӗ, ҫавӑнпа та малалла шыв тӑрӑх утма май килмерӗ, мӗншӗн тесен шыв хытӑ юхни ӑна утма кансӗрлерӗ. Том нумай шухӑшласа тӑмасӑрах ишме пуҫларӗ, ҫапла вара леш енчи ҫырана ҫитесси пӗр ҫӗр утӑм пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Вӑл шыва хирӗҫле ишрӗ, шывӗ ӑна хӑй ҫитме ӗмӗтленнӗ вырӑнӗнчен анаталла юхтарса пычӗ. Ҫапах та вӑл юлашкинчен ҫыран патне ҫитрӗ, хӗррипеле ишсе кайрӗ те, меллӗ вырӑн шыраса тупса, типӗ ҫӗр ҫине тухрӗ. Хӑйӗн куртка кӗсйине хыпашласа пӑхса, вӑл йывӑҫ хуппи ҫухалманнине пӗлчӗ те шыв хӗрринчи вӑрман тӑрӑх малалла утрӗ. Унӑн тумтирӗнчен шыв юхать. Вӑл хула тӗлӗнчи уҫӑ вырӑна пырса тухнӑ ҫӗре лӑпах вунӑ сехет ҫитрӗ. Вӑл ҫӳллӗ ҫыран патӗнче, йывӑҫ мӗлкисем тӗлӗнче, пӑрахут тӑнине курах кайрӗ. Таврара шӑплӑх, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ ҫӳлтен йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ. Том чӑнкӑ ҫӗртен асӑрханса аялалла анчӗ те, тӗттӗмелле хытӑ тинкерсе, шыва шуса кӗчӗ, пӗр виҫ-тӑватӑ утӑм пек ишсе кайсанах, вӑл пӑрахут хыҫне ҫыхса лартнӑ пӗчӗк кимӗ ҫине улӑхса ларчӗ. Тенкелсем айне кӗрсе выртрӗ те хӑракаласах кӗтме пуҫларӗ. Юлашкинчен ҫурӑк чан ҫапса илчӗ те, такам сасси: «Тапран!» — тесе команда пачӗ. Тепӗр минутранах пӑрахут урапийӗ тапратса янӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ сӑмси ҫӳлелле ывтӑнса кайрӗ, ҫапла флотили ҫула тухса кайрӗ. Том хӑйне телей пулнӑшӑн хӗпӗртерӗ, ҫакӑ юлашки рейс иккенне, пӑрахут текех ниҫта та каяс ҫуккине вӑл аванах пӗлсе тӑчӗ. Пӗр вунпилӗк е ҫирӗм минут иртрӗ, ҫав минутсем ытла та кӗтсе ывӑтмалла вӑраххӑн иртнӗн туйӑнчӗҫ Тома. Пӑрахут ураписем ӗҫлеме чарӑнчӗҫ. Том кимӗ ӑшӗнчен тухрӗ те ҫыран хӗрринелле ишсе кайрӗ. Ӑнсӑртран пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене тӗл пулас мар тесе, вӑл пӗр аллӑ ярд ытлашши ишрӗ те ҫырана хӑйне кирлӗ ҫӗртен анаталларах тухрӗ. Унтан вӑл ҫавӑнтах чупма пуҫларӗ, ҫын чи сӑхӑлтарах ҫурекен урамсемпе чупрӗ, ҫапла вӑл часах мӑнаккӑшен карти хыҫне пырса тухрӗ. Вӑл карта урлӑ каҫрӗ те мӑнаккӑш пӳлӗмӗн чӳречинчен пӑхрӗ: пӳлӗмре хӑй ҫутти мӗлтлетет. Унта Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри тата Джо Гарперӑн амӑшӗ лараҫҫӗ, вӗсем темӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Вӗсем кравать патне вырнаҫнӑ. Кравачӗ вӗсенчен алӑк еннеллерех. Том алӑк патне пычӗ те хӑлӑпне хуллен хӑпартма пуҫларӗ, унтан алӑка кӑшт тӗртрӗ; алӑк чериклӗтсе илчӗ, Том татах тӗртрӗ, алӑк чӗриклетмессерен вӑл шартах сике-сике илчӗ. Юлашкинчен, упаленсе кӗрсе каймашкӑн чылай сарлака хушӑ пулса тӑчӗ, Том пуҫне чикрӗ те упаленсе кӗме пуҫларӗ.

— Ма-ха ҫурта ҫулӑмӗ ҫавӑн пек сиккелеме тапратрӗ? — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ. Том хӑвӑртрах упаленме пуҫларӗ. — Леш алӑкне хупман пулмалла? Паллах ӗнтӗ, хупман! Тем вӑхӑтранпах кунта питех те тӗлӗнмелле ӗҫсем пулкалаҫҫӗ. Алӑка кайса хуп-ха, Сид!

Том лӑп ҫав вӑхӑтра кравать айнелле чӑмрӗ. Вӑл сывлӑшне лайӑхрах ҫавӑрса илмелӗх канса тӑчӗ те ҫывӑхарах шуса пычӗ, халӗ вӑл мӑнамкӑшне уринчен те сӗртӗнме пултарать.

— Эпӗ калам-ха, — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ, — вӑл пӗртте усал ача марччӗ, шавлама, асма анчах юрататчӗ, ытла та харсӑр ачаччӗ вӑл. Анчах ӑна мӗн тӑватӑн-ха? Тиха пекехчӗ вӑл. Нихҫан та никама та усал сунман вӑл. Кӑмӑлӗ те унӑн питӗ ырӑччӗ, — терӗ.

Вара вӑл макӑрса ячӗ.

— Манӑн Джо та ҫавӑн пекехчӗ: хӑйӗн ӑшне пин шуйттан кӗрсе ларнӑ пекех вӑл ашкӑнатчӗ, асатчӗ, хӑй ырӑ кӑмӑллӑччӗ, юрататчӗ, унтан лайӑххи кирлӗ те мар. Турӑ каҫартӑр мана, ҫылӑхлӑскере! Эпӗ ӑна хӑймашӑн тытса тылларӑм вӗт, хӑймине эпӗ йӳҫнӗ тесе хамах сапса янӑччӗ, ҫавна хам йӑлтах манса кайнӑ… ия. Шухӑшласа пӑхатӑп та, эпӗ ӗнтӗ урӑх ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, нихҫан та курас ҫук вӗт, — хам кӳрентернӗ мӗскӗн ачана нихҫан та, нихҫан та, нихҫан та курас ҫук вӗт.

Миссис Гарпер хуйхӑрнипе, хӑйӗн чӗри кӗҫех ҫурӑлса каяс пек, хытӑ макӑрса ячӗ.

— Тома халӗ пӗлӗт ҫинче лайӑх пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ Сид. — Анчах вӑл хӑйне ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, пӑртак лайӑхрах тытнӑ пулсан…

— Сид! — терӗ мӑнаккӑшӗ хӑй (курмасан та мӑнаккӑшӗн куҫӗсем ҫуталса кайнине туйса илчӗ Том). — Манӑн Том ҫинчен, вӑл вилсен, усӑл сӑмах ан каланӑ пултӑр. Ӑна турӑ пӗлсе тӑтӑр, эсӗ ан ҫыпҫӑн унта. Ох, миссис Гарпер, эпӗ ҫакна епле тӳссе ирттерессине хам та пӗлместӗп-ҫке. Халӗ ӗнтӗ вӑл вилсе выртать тесе ниепле те шухӑшлама пултараймастӑп. Вӑл манӑн ватӑ чӗреме час-часах хуйхӑрткаланӑ пулсан та, эпӗ яланах ӑна пӑхса киленсе пурӑнаттӑм.

— Турӑ панӑ та турӑ илнӗ. Туррӑн ячӗ пиллӗхлӗ пултӑр. Анчах ҫавна тӳссе ирттересси ҫав тери йывӑр. Нумай та пулмасть, иртнӗ шӑматкун ҫеҫ, Джо ман пата утса пырать те манӑн сӑмса патӗнчех пистонпа кӗрӗслеттерсе ярать. Эпӗ ҫав тапхӑртах ӑна тӗртсе ятӑм та, вӑл ҫӗр ҫинелле персе анчӗ. Эпӗ пӗлмен, ун чухне вӑл часах… Ах, вӑл халӗ ҫавӑн пек тусан, эпӗ ӑна чуптуса илсе пилленӗ пулӑттӑм.

— Ия, ия, ия, эпӗ сирӗн кӑмӑлӑрсене питех те аван чухлатӑп, миссис Гарпер, питех те аван чухлатӑп. Ӗнер кӑна кӑнтӑрлахи апат умӗн манӑн Том кушак аҫине «ыратнине лӑплантаракан эмел» ӗҫтерсе лартнӑ та, кушак аҫи чутах пӗтӗм кил-ҫурта ҫавӑрса тӑкмарӗ. Эпӗ вара, турӑ каҫартӑр мана, Тома пуҫӗнчен пӳрнескепе шаккарӑм. Мӗскӗн ачам, пӑчланнӑ телейсӗр ача! Халӗ ӗнтӗ унӑн асап курасси пӗтӗмпех пӗтнӗ. Эпӗ унтан илтнӗ юлашки сӑмахсем те ӳпкелесе каланӑ сӑмахсем пулчӗҫ…

Анчах ҫавна аса илни карчӑкшӑн ытла та йывӑр пулнӑран вӑл хытӑ макӑрса ячӗ. Том та пӗр-икӗ хут ӗсӗклесе илчӗ, — анчах вӑл ыттисене мар, хӑйне ытларах хӗрхенчӗ. Вӑл Мэри макӑрнине, вӑхӑчӗ-вӑкӑчӗпе ӑна ачаш сӑмахсемпе асӑнса илнисене илтрӗ. Юлашкинчен вӑл мӑнкӑмӑллансах кайрӗ: хӑй ҫав тери паллӑ ача тесе вӑл нихҫан та шухӑшламан. Ҫапах та мӑнаккӑшӗ хуйхӑрни ӑна чӗререн хытах пырса тиврӗ. Унӑн кравать айӗнчен сиксе тухса мӑнаккӑшне ҫавӑнтах савӑнтарса ярасси килчӗ: театрти пек эффектсем тӑвасси яланах унӑн кӑмӑлне кайнӑ. Ҫапах та вӑл хӑйне илӗртнине парӑнмарӗ, малалла мӗн калаҫнисене итлесе шӑпах выртрӗ. Уйрӑм сӑмахсем тӑрӑх вӑл хӑйсем ҫухални ҫинчен ҫынсем мӗн каланине пӗлчӗ: вӗсем шыва кӗнӗ чухне анса кайнӑ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ-мӗн ҫынсем, унтан ҫынсем сулӑ ҫуккине курах кайнӑ; кайран тахӑш ачи Томпа Джо хӑйсем ҫинчен хулара «часах илтӗҫ» тесе каланисене астуса илнӗ. Вара ҫавӑнти ӑслӑ ҫынсем пуҫӗсемпе шухӑшласа пӑхнӑ та ҫакӑн пек шутланӑ: ачасем сулӑпа анаталла анса кайнӑ та пирвайхи пӗчӗк хуланах ҫитсе тухнӑ. Анчах кӑнтӑр тӗлӗнче суллине тупнӑ, вӑл хуларан пилӗк-ултӑ милре Миссури шывӗ хӗрриле ҫитсе ҫапӑннипе ҫынсем малаллахи ӗмӗчӗсем те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларнӑ: ачасем, паллах ӗнтӗ, шыва анса кайнӑ, ахаллӗн вӗсем хырӑмӗсем выҫнӑран каҫалапа киле те пырса ҫитетчӗҫ, тен, малтанрах та ҫйтетчӗҫ пулӗ. Инкекӗ шыв варри тӗлӗнче пулнӑ пулӗ, ҫавӑнпа ҫеҫ вӗсен ӳчӗсене те тупайман. Шыв варри тӗлӗнче пулман пулсан, вӗсем ҫыран хӗррине ҫитетчӗҫ, мӗншӗн тесен виҫҫӗшӗ те аван ишетчӗҫ. Паян юнкун. Ӳчӗсем вырсарникунхи ирччен тупӑнмасан, вара нимӗнле шанчӑк та пулмасть. Вырсарникун, кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтӗнче, ҫав ачасем виллӗ тесе кӗлтӑваҫҫӗ.

Том шартах сикрӗ.

Миссис Гарпер йӗрсе пуринпе те сывпуллашрӗ те алӑк патнелле утма пуҫларӗ. Анчах ҫавӑнтах тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑмсем иккешӗ те пӗр-пӗрин ытамӗсене пырса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑличчен макӑрчӗҫ. Полли мӑнаккӑшӗ ҫывӑрма выртас умӗн Сидпа Мэрие ахаль чухнехинчен те ачашраххӑн чуптурӗ. Сид ӗсӗклесе макӑрса илчӗ, Мэри куҫҫульне шӑпӑртаттарсах ҫывӑрма кайрӗ.

Полли мӑнаккӑшӗ черкуҫленсе ларчӗ те Томшӑн кӗлтума тапратрӗ. Ун сӑмахӗсенче тата чӗтрекен сассинче ҫав тери шутсӑр хытӑ юратни сисӗнсе тӑчӗ, вӑл чуна тапратмалла ҫав тери хӗрӳллӗн кӗлтурӗ, ҫавна кура Том каллех куҫҫуль юхтарма тытӑнчӗ.

Мӑнаккӑшӗ ҫывӑрма выртсан та, ачан тата нумай тапранмасӑр шӑп выртма тиврӗ. Мӑнаккӑшӗ хӑйне канлӗ мар пек пӗрмай ҫаврӑнкаларӗ, пӗр енчен тепӗр еннелле куҫкаласа выртрӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн ҫӑварӗнчен темӗнле хурлӑхлӑ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ. Юлашкинчен вӑл шӑпах пулчӗ, сайра хутра ҫеҫ тӗлӗкре йынӑшкаларӗ. Том упаленсе тухрӗ, пит сыхланса, хуллен ура ҫине тӑчӗ те, ҫурта ҫутине аллипе картласа, ҫывӑракан мӑнаккӑшне нумайччен пӑхса тӑчӗ.

Мӑнаккӑшне вӑл пӗтӗм чӗрипе хӗрхенчӗ. Кӗсйинчен йывӑҫ хуппи кӑларчӗ те ҫурта патне хучӗ, анчах кайран унӑн пуҫне темӗнле ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ. Пӗрре шут тытнине улӑштарса, йывӑҫ хуппине каллех кӗсйине чикрӗ, пит-куҫне йӑл ҫутӑлтарса, мӑнаккӑшӗ патне пӗшкӗнчӗ те унӑн сӑнсӑрлалнӑ ватӑ тутинчен чуптуса илчӗ. Унтан шӑппӑн утса тухса кайрӗ, алӑкне хӑй хыҫҫӑн питӗрсе хӑварчӗ.

Вӑл пристань патне, яланах пӑрахут тӑракан ҫӗре, ҫитрӗ те шыв хӗрринче никам та ҫуккине кура, хӑюллӑн пӑрахут ҫинелле утса кӗчӗ. Пӑрахут ҫинче хуралҫӑсӑр пуҫне урӑх никам та пулма пултарайманнине вӑл аванах пӗлсе тӑчӗ, хуралҫи каютӑна кӗрсе выртса вилӗ пекех ҫывӑрма выртнӑ. Том пӗчӗк кимммне вӗҫертсе илчӗ, хуллен ун ҫине кӗрсе ларчӗ те шыв тӑрӑх тӑвалла ишме пуҫларӗ. Пӗр миля пек кайсан, вӑл кӗсменсемпе хытӑрах ишме тапратрӗ, шыв урлӑ каҫсан, лӑп хӑй ӑҫта тухас тенӗ ҫӗре пырса тӑчӗ, мӗншен тесен ҫав ӗҫ уншӑн ҫӗнӗ ӗҫ пулмарӗ ӗнтӗ. Унӑн шутсӑрах кимме «ярса илесси» те килчӗ: кимӗ те пӑртак карап шутне кӗрет вӗт, ҫавӑнпа ӑна пират та тытса илме пултарать. Анчах киммине пур ҫӗрте те шырама пуҫлассине вӑл пӗлсе тӑчӗ, шырама пуҫласан вара, таркӑнсен йӗрне те тупма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл тӳрех ҫыран хӗрринелле тапса сикрӗ те вӑрман чӑтлӑхӗ ӑшнелле кӗрсе кайрӗ. Вӑрманта вӑл, ҫывӑрса каяс мар тесе, аран-аран чӑткаласа, лайӑх канса илчӗ те унтан лагерь патнелле уттарчӗ. Ҫӗрлехи тӗттӗм сирӗле пуҫланӑ, вӑл ӑшӑх вырӑн тӗллелле ҫитнӗ ҫӗре тул йӑлтах ҫутӑлчӗ. Том тата пӑртак ларкаларӗ, хӗвел ҫӳлелле хӑпарса хӑватлӑ юханшыва ылтӑн тӗспе ҫап-ҫутӑ ҫутатса ярсан тин вӑл каллех шывалла сикрӗ. Пӑртак тӑрсан вӑл, йӗп-йӗпескер, лагерь патнех пырса тухрӗ. Вӑл вӑхӑтра Джо питӗ ӗнентерӳллӗн ҫакӑн пек каласа тӑчӗ:
— Ҫук, Гек, Том — шанчӑклӑ ҫын.
Вӑл каялла таврӑнатех. Дезертир пулас ҫук вӑл. Ун пек тусан, пирата намӑс пулассине пӗлет вӑл. Пират ячӗ уншӑн пуринчен те хаклӑрах. Ӑна пӗр-пӗр япала тытса чарнӑ ӗнтӗ, мӗнле япала тытса чарнӑ-ши — пӗлессӗм килетчӗ, — терӗ.

— Япалисем ҫапах та — пирӗн вӗт?

— Пирӗн, Гек, анчах йӑлтах пирӗн мар-ха. Ҫырура ҫапла каланӑ: вӑл ирхи апат тӗлне таврӑнмасан, япалисене пирӗн илмелле, тенӗ.

— Вӑл ҫитсе те тухрӗ! — терӗ Том, вӗсен умне чаплӑн утса тухса.

Часах вӗсем ветчинапа пулӑран хӑйсем валли ирхи апат хатӗрлерӗҫ те ӑна тӗппипех ҫисе ячӗҫ. Апатне ҫисе ларнӑ хушӑра Том хӑй ӑҫта кайса мӗн-мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (пӑртак хушса хитрелетсе каларӗ). Каласа кӑтартнине йӑлтах итлесе пӗтерсен, ачасем тата ытларах мӑнкӑмӑлланса кайрӗҫ, хӑйсене хӑйсем геройсем тесе шутлама тапратрӗҫ. Том, ҫывӑрас тесе, сулхӑна керсе выртрӗ, ытти пирачӗсем вӑлтапа пулӑ тытма тата утрава пӑхса ҫӳреме кайрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней