Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳллӗ йывӑҫ тӗми мана вӗсенчен хупласа тӑрать; анчах ҫулҫӑ витӗр эпӗ вӗсене йӑлтах куратӑп, вӗсене пит-куҫран пӑхнипех калаҫу ытла ачаш сӑмахсемпе пынине тавҫӑрса илтӗм.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку мана кӑштах йывӑра та илтерет те-ха, доктор, —терӗм эпӗ малалла самант хушши нимӗн чӗнмен хыҫҫӑн, — эпӗ хамӑн вӑрттӑн шухӑша нихҫан та хам уҫса памастӑп, вӗсене ҫынсем хӑйсем тавҫӑрса илнине калама ҫук юрататӑп, мӗншӗн тесен кирлӗ чухне вара эпӗ вӗсен умӗнче яланах тунма пултаратӑп.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лӑп та шӑп ҫав телейсӗр каҫ, аттепе юнашар выртнӑ чухне, эпӗ хам йӗри-тавра мӗнле пурнӑҫ пуҫ пулса тӑнине чи малтанхи хут тавҫӑрса илнӗ пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Азамат чее пулнӑ ҫав: пӗр ҫаклансан пуҫӗ тӗрӗс-тӗкел юлас ҫуккине тавҫӑрса илнӗ-мӗн.Такой хитрец: ведь смекнул, что не сносить ему головы, если б он попался.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй ҫав тери ҫинҫешке те шурӑччӗ, ҫийӗнчи мундирӗ те вӗр-ҫӗнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӑл хамӑр пата, Кавказа, килни нумаях та мар иккенне тавҫӑрса илтӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, Мересьев хӑйне полк командирӗ хӑваласа ҫитнине, вӑл ӑна ҫак ачалла ӗҫе тунӑ чух курнине тавҫӑрса илчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗн пулнине вӑл тӑруках тавҫӑрса та илеймерӗ, анчах ҫарти хӑнӑху ӑна тӳрех сиксе тӑрса лартса, пистолетне тыттарчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫакӑн пек васкакан, пур япаласене те хӑвӑрт тавҫӑрса илекен, тӳррӗн шухӑшласа, ыйтӑва ҫирӗппӗн татса пама пултаракан ҫынсене юратнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чухлакан ҫын кунта пысӑках мар авиаци чаҫӗн команднӑй пункчӗ вырнаҫнине тавҫӑрса илме пултарнӑ.Здесь опытный глаз сразу угадал бы командный пункт небольшой авиационной части.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсем мӗн те пулин тавҫӑрса иличчен, хирӗҫ тӑма ҫӗнӗ вӑйсем чӗнсе иличчен, пирӗн танкистсем баксене трофейлӑ бензинпа тултарса, продовольстви илсе, малалла ыткӑннӑ, вӗсем ӑҫталла каяссине нимӗҫсем пӗлсе те юлайман.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев машинӑран тухса начальниксем умне пырса тӑрсан, Наумовӑн савӑнӑҫлӑн, пӑлхануллӑн ҫутӑлса тӑракан сӑнӗ тӑрӑхах вӑл хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнине тавҫӑрса илчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Наумов вара ку ҫын мӗншӗн ҫав тери пӑлханнине те, вӗҫнӗ чух унӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫавӑн пек пулнине те, унӑн хура куҫӗсенче мӗншӗн куҫҫулӗ пулнине те, вӑл мӗншӗн сывлӑшра ытларах пулма тӑрӑшнине те самантрах тавҫӑрса илчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Мӗн вара ку? — шухӑшларӗ Алексей. — Мӗн пулнине сиссе тавҫӑрса илме пултарни-и?»
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ҫырӑвӗ хаваслӑ пулнӑ, уйрӑм йӗркесем тӑрӑх кӑна вӗсене унта, ҫеҫен хирте, мӗн тери йывӑр пулнине тавҫӑрса илме май килнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лизӑн хӑрани иртсе кайнӑ, вӑл хӑйӗн мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илнӗ.Лиза успела уже оправиться от испугу и умела тотчас воспользоваться обстоятельствами.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Лашине чарнӑ та шухӑшлама, аса илме тытӑннӑ, хӑйӗн сылтӑмарах тытмалла пулнине тавҫӑрса илнӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл «пулса иртнӗ ӗҫсене» тӗпчесе, вӗсене лайӑхрах ӑнланса тавҫӑрса илме тӑрӑшать.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑй тӑвакан ӗҫ мӗн тери кирлӗ, паха ӗҫ пулнине те тавҫӑрса илеймест.
«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах та надзирательсен сӑнӗсем тӑрӑх темскер пулса иртнине тавҫӑрса илме май пурччӗ.Только по лицам надзирателей можно догадаться, что происходит что-то.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953