Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.23 23:55

Предложений: 154; Слово: 1616

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Ҫыру. Cенкер рак тытма кайни

Аслӑ та таса мар картишне, хӳмепе тытса ҫавӑрнӑскере, ҫав картишӗнче ларакан лутра ҫуртсене халӗ та астӑватӑп-ха эпӗ. Ҫак картиш юханшыв хӗрринчехчӗ. Ҫуркунне ҫитмессеренех вара унта турпас татӑкӗсем, тӗрлӗ-тӗрлӗ шапа калекӗсем, тепӗр чухне тата интереснӑй япаласемех сапаланса выртатчӗҫ. Пӗррехинче ҫапла эпир сумка тупрӑмӑр. Унта ҫыру чыхса тултарнӑччӗ. Пӑртак вӑхӑт иртсен, шыв почтальона хӑйне те юхтарса килсе, ҫыран хӗррине вырттарса хӑварчӗ. Вӑл, хӗвелтен хӳтӗленесшӗн пулнӑ пек, аллисене сарса пӑрахса месерле выртатчӗ. Ҫӳҫӗ унӑн сап-сарӑччӗ, сӑнӗпе вӑл ытла та ҫамрӑк пек курӑнатчӗ. Ҫине вӑл йӑлтӑркка тӳмелӗ форменнӑй тужурка тӑхӑннӑччӗ. Ҫула тухас умӗн тӳмисене шурӑ пурпа тасатнӑ ахӑр вӑл.

Сумкине городовой туртса илчӗ. Ҫырӑвӗсем, йӗпенсе ниме юрӑхсӑр пулнипе, Даша инке аллине лекрӗҫ. Анчах та вӗсем ытлашшипех йӗпенменччӗ: сумки вӗр-ҫӗнӗ сӑранранччӗ, лайӑх питӗрӗнетчӗ. Кашни каҫах Даша инке (хӑш чухне мана кӑна, хӑш чухне кӳршӗ-аршӑсене пурне те) пӗрер ҫыру вуласа паратчӗ. Сковородниковсем патне «ухмахла» выляма пынӑ карчӑксем те тӳсейместчӗҫ, карчӗсене пӑрахса, пирӗнпе пӗрле выляма хутшӑнатчӗҫ. Ҫав ҫырусенчен пӗрне Даша инке час-часах вулама юрататчӗ. Ҫавӑнпах та эпӗ ӑна пӑхмасӑр калама та вӗрентӗм. Унтанпа нумай-нумай вӑхӑт иртсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах та эпӗ ҫав ҫырӑва малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех астӑватӑп-ха.

Хаклӑ Мария Васильевна.

Эпӗ сире Иван Львович ырӑ-сывӑ пурӑнни ҫинчен пӗлтерме васкатӑп. Вӑл хушнипе эпӗ, командӑри вунвиҫӗ ҫынпа пӗрле, шхунӑна пӑрахса тухрӑм. Унтанпа тӑватӑ уйӑх ҫитрӗ ӗнтӗ. Кӗҫех сирӗнпе курнӑҫассине шанса тӑнипе, юхакан пӑрсем хушшинче ҫулҫӳренине, ҫав тери пысӑк асаппа Франц-Иосиф ҫӗрӗ ҫине ҫитсе ӳкни ҫинчен каласа та тӑмастӑп. Выҫҫине-туттине, асапне-мӗнне те тӳссе ирттерме тӳрӗ килчӗ пире. Хамӑр ушкӑнран Флор сӑмсахне пӗр эпӗ ҫеҫ (тӑм илнӗ урасене асӑнмасан) ырӑ-сывӑ ҫитсе ӳкрӗм. Седов лейтенант экспедицийӗн «Св. Фока» шхуни мана тупса Архангельска илсе ҫитерчӗ. Эпӗ ырӑ-сывах тӑрса юлтӑм, анчах та уншӑн манӑн ӳкӗнмелле те пулать-и тен, мӗншӗн тесен ыран-паян мана операци тӑваҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вара ырӑ турра пуҫҫапса, йӑлӑнса ҫеҫ пурӑнма тӳрӗ килет, мӗнле пурӑнӑп-ха эпӗ урасӑр, — пӗлейместӗп. Акӑ мӗн ҫырса пӗлтерме тивӗҫ эпӗ сирен пата: «Святая Мария» Карск тинӗсӗнчех шӑнса ларчӗ, 1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах ҫурҫӗр пӑрӗсемпе пӗрле Ҫурҫӗрелле шӑвать. Эпир тухса кайнӑ чухне шхуна 82°55' широтара юлчӗ. Вӑл пӑрсем хушшинче пӗр хускалмасӑр тӑрать, тӗрӗссипе каласан, 1913 ҫулхи кӗркунне, эпӗ тухса кайиччен ҫапла тӑратчӗ вӑл. Тен, вӑл кӑҫалах пӑрсенчен хӑтӑлӗ, е, манӑн шутпа, ҫитес ҫул хӑтӑлса тухӗ. Шхуна ҫине юлнисем валли ӗҫме-ҫимелли ҫителӗклӗ, ҫитес ҫулхи октябрь-наоябрь уйӑхӗччен вӗсем тутӑ пурӑнма пултараҫҫӗ. Тӳррипе каласан, карап хӑйӗн ҫӑлӑнӑҫ шанчӑкне ҫухатнипе тухса кайман эпир унтан. Паллах ӗнтӗ, карап командирӗ хушнине итлемеллех пулнӑ манӑн. Анчах вӑл манӑн шухӑшӑмпа килӗшнине те пытарма пултараймастӑп эпӗ. Карап ҫинчен хамӑн вунвиҫӗ матроспа пӗрле тухса кайнӑ чухне Иван Львович мана Гидрографи управленийӗн начальникӗ патне (халӗ вӑл ҫӗре кӗнӗ) пакет, сирӗн пата ҫыру парса ячӗ. Эпӗ вӗсене почтӑпа яма хӑраса тӑратӑп, мӗншӗн тесен мана, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑскерне, хамӑн таса кӑмӑлӑма кӑтартакан кашни япалах хаклӑ. Ҫавӑнпа та эпӗ сиртен ҫавсене илме тесе пӗр-пӗр ҫынна яма е хӑвӑрах Архангельскине килсе кайма ыйтатӑп. Больницӑра эпӗ виҫӗ уйӑх хушши пулатӑп. Сиртен хыпар кӗтсе юлатӑп.

Сире кӑмӑлласа, сире пулӑшма шутлакан инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗ И. Климов.

Адресне вулама ҫук, ӑна сарӑхса кайнӑ хулӑм конверт ҫине, тӳп-тӳрӗ те ҫирӗп почеркпа ҫырнӑ.

Ҫак ҫыру маншӑн пӗр-пӗр турӑ кӗлли вырӑнне пулчӗ курӑнать ҫав, — эпӗ ӑна кашни каҫах, аттене кӗтнӗ май, темиҫе хут асӑнаттӑм.

Пристаньтен атте ҫӗре юлса таврӑнатчӗ: пӑрахутсем халӗ кашни кунах килеҫҫӗ, вӗсем халӗ ӗлӗкхин пек йӗтӗнпе тырӑ мар, патронсем, тупӑ-пӑшал пайӗсем тултарнӑ йывӑр ешӗксене тиесе каяҫҫӗ. Атте киле питӗ те салху таврӑнчӗ. Вӑл — лутака, мӑйӑхлӑ, пӗчӗк кана пустав ҫӗлӗк, брезент шӑлавар тӑхӑннӑ. Анне вӗҫӗмренех калаҫрӗ, атте вара пӗр чӗнмесӗр, ӳсӗре-ӳсӗре, хутран-ситрен кӑна мӑйӑхне шӑлкаласа апат ҫисе ларчӗ. Унтан вӑл йӑмӑкпа мана аллине тытса, кровать ҫине выртрӗ. Аттерен сӳс шӑрши, хӑш-хӑш чух тата панулми, ҫӑкӑр, тепӗр чух лайӑхмарланнӑ машина ҫӑвӗн шӑрши кӗретчӗ. Астӑватӑп-ха, ҫав шӑршӑ мана темле кичемлентерсе яратчӗ.

Лӑп та шӑп ҫав телейсӗр каҫ, аттепе юнашар выртнӑ чухне, эпӗ хам йӗри-тавра мӗнле пурнӑҫ пуҫ пулса тӑнине чи малтанхи хут тавҫӑрса илнӗ пек туйӑнать. Пӗчӗкҫӗ кӑна та лутра маччаллӑ тӑвӑр пӳрт, ӑшне хаҫат хучӗпе ҫыпӑҫтарнӑскер, — пирӗн пӳрт. Кантӑк айӗнчи пысӑк шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши кӗрет. Урайӗнче, улӑм тӳшек ҫинче хура та илемлӗ хӗрарӑм ҫывӑрать. Вӑл — манӑн анне. Ҫӳҫӗ унӑн арпашӑнса кайнӑ. Хӑйӑклӑ витӗнкӗҫ айӗнчен пӗчӗк ача урисем курӑнаҫҫӗ. Ку вӑл — манӑн йӑмӑк. Хура сӑн-питлӗ ырханкка арҫын ача, шалпар йӗм тӑхӑннӑскер, чӗтре-чӗтрӗ вырӑн ҫинчен анать, вӑрттӑнах тула тухса каять. Ку вӑл — эпӗ.

Меллӗ вырӑнне те тахҫанах тупса хунӑ ӗнтӗ, кантра та пур, Пролом патӗнче ҫатракасем те купаласа хунӑ, сенкер рак тытма кайма шӑршланнӑ аш ҫеҫ ҫук. Пирӗн юханшывӑн тӗпӗ тӗрлӗ тӗслӗ, раксем те тӗрлӗ тӗслисем — хурисем, симӗссисем, саррисем — ҫакланаҫҫӗ. Вӗсене шапапа е вутпа улталаса тытма пулать. Анчах: та сенкер раксене вара — кӑна ачасем те лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ — шӑршланнӑ ашпа ҫеҫ тытма пулать. Ӗнер ҫапах та, ӑнчӗ-ха манӑн. Эпӗ анне куриччен пӗр татӑк аш ҫаклатрӑм, ӑна вара кунӗпех хӗвел ҫинче тытса тӑтӑм. Халӗ ӗнтӗ вӑл шӑршланнӑ, — ҫакна пӗлес тесен, аша алла илсе пӑхма та кирлӗ мар…

Ҫыран хӗррипе эпӗ Пролома ҫил пек тустарса ҫитрӗм: кунта вут чӗртме ҫатракасем хатӗрлесе хунӑччӗ. Аякра башньӑсем — ҫыранӑн пӗр енче — Покровск башни, тепӗр енче — Спасск башни — курӑнаҫҫӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан, Спасск башнине ҫар валли тар-сӑран хатӗрлекен завод тунӑччӗ. Петька Сковородников ҫав башньӑра шуйттансем пурӑннӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшатчӗ. Вӗсем шыв урлӑ каҫнине, парома путарса хӑварнине, ҫыран хӗррине тухнине, Спасск башнине пурӑнма куҫнине Петька хай куҫӗпе хӑй курнӑ пулать. Петя каланӑ тӑрӑх, шуйттансем табак туртма, эрех ӗҫме юратаҫҫӗ, имӗш. Вӗсен пуҫӗ те шӗвӗр, пӗлӗтрен тӑтӑлса аннипе вӗсем хушшинче уксах-чӑлахсем те нумай, тет, иккен. Покровск башнинче те ӗрчесе кайнӑ вӗсем, лайӑх ҫанталӑкра вара унти шуйттансем, пулӑҫӑсем хӑйсен неречӗсене шыв шуйттанӗсене илештерес тесе ҫыха-ҫыха хунӑ табака вӑрлама тухаҫҫӗ.

Пӗр сӑмахпа каласан, кӑвайт вӗрсе чӗртнӗ чухне эпӗ крепость стени хушшинчен хура кӑна мӗлке тухсан, ытлашшипех тӗлӗнсе каймарӑм.

— Мӗн ӗҫлетӗн эсӗ кунта, шкет? — ҫынсем пекех ыйтрӗ шуйттан.

Калаҫма пултарнӑ пулсан та ответ парайман пулӑттӑм ӑна. Эпӗ ун ҫине пӑхса, чӗтреме тытӑнтӑм.

Ҫак самантра пӗлӗт айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ. Эпӗ, ҫырма леш енче, тир-сӑран склачӗ тавра ҫӳлӗ те тӗреклӗ хуралҫӑ уткаласа ҫӳренине куртӑм. Ҫурӑмӗ хыҫне вӑл винтовка ҫакса янӑ.

— Рак тытатӑн-и?

Шуйттан ҫӑмӑллӑн аялалла сиксе анчӗ те кӑвайт умне чӗркуҫленсе ларчӗ.

— Мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн, ухмах? — терӗ вӑл ҫилеслӗн.

Ҫук, ку шуйттан мар! Ҫын! Хӑй вӑл ҫара пуҫ, аллинчи туйипе урисене шакка-шакка илет. Эпӗ унӑн сӑннех кураймарӑм. Анчах та ҫара ӳт ҫинченех тӑхӑнса янӑ пиншакне, кӗпе вырӑнне шарф уртса янине пурпӗрех асӑрхарӑм.

— Мӗн эсӗ — манпа калаҫасшӑн мар-и, эсрел? — Вӑл туйипе мана тӗртсе илчӗ. — Ну, кала хӑвӑртрах! Кала тетӗп! Е эпӗ сана…

Ларнӑ ҫӗртенех вӑл мана, ураран ярса илсе, хӑй патнелле сӗтӗрчӗ. Эпӗ ӗнӗрлесе ятӑм.

— Эй, ара эсӗ чӗлхесӗр вӗт!

Вӑл мана вӗҫертрӗ те аллинчи туйипе чылайччен кӑвар чавса ларчӗ.

— Илемлӗ хула, — терӗ вал йӗрӗнсе, — кашни килтех — йытӑ, городовойсем — тискер кайӑксем.

Вӑл вара вӑрҫма тытӑнчӗ.

Тепӗр сехетрен мӗн пулса иртессе пӗлнӗ пулсан, эпӗ хам никама пӗр сӑмах калаймасан та, вӑл мӗн каласа вӑрҫнисене астуса юлнӑ пулӑттӑм. Вӑл вӑрахчен вӑрҫса ларчӗ. Пӗринче тата кӑвайт ҫине сурса, шӑлӗсемпе шатӑртаттарса та илчӗ. Унтан, пуҫне каҫӑртса чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ыталаса илчӗ те вӑрҫма чарӑнчӗ. Эпӗ ун ҫине хӑвӑрттӑн кӑна пӑхса илтӗм. Вӑл ҫав териех илемсӗр пулас мар-тӑк эпӗ ӑна хӗрхенеттӗмччӗ те-и тен.

Сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ. Темиҫе минутран вӑл понтоннӑй кӗпер ҫине ҫитрӗ (ӑна салтаксем нумаях пулмасть тунӑччӗ), унтан ҫырма леш енне каҫса кайрӗ те курӑнми пулчӗ.

Манӑн кӑвайт тахҫанах сӳннӗ ӗнтӗ. Кӑвайт сӳнсен те, хам тытса купаланӑ раксем хушшинче пӗр сенкер рак та ҫуккине аванах куртӑм эпӗ. Пурте вӗсем яланхи пекех пысӑках мар хура раксем, — хупахра ун пеккисене мӑшӑрне пӗр пус параҫҫӗ.

Сивӗ ҫил вӗрме пуҫларӗ, ҫил вӗрнипе йӗмпӗҫҫисем хӑпарса тӑраҫҫӗ. Эпӗ шӑнса кайрӑм. Киле кайма вӑхӑт! Аш ҫыхнӑ кантрана юлашки хут шыва янӑччӗ. Шӑп ҫак самантра ӗнтӗ эпӗ ҫырман леш хӗррипе чупакан хуралҫа куртӑм. Спасск башни чылай ҫӳлӗ вырӑнта ларать, ҫырма хӗрринчен ҫав башня патӗнченех шывалла чӑнкӑ ҫыран анать, унта тӗрлӗ чулсем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫак чӑнкӑ ҫыранта никам та курӑнмасть. Уйӑх ҫути ҫап-ҫутах. Хуралҫӑ пурпӗрех винтовкине ярса илсе:
— Чарӑн! — тесе кӑшкӑрать.

Вӑл пемерӗ, затворне кӑна шаклаттарчӗ. Ҫак самантра понтоннӑй кӗпер ҫинче вӑл кам хыҫҫӑн чупнине эпӗ курах кайрӑм. Пӗр сехет каялла кӑна манпа кӑвайт умӗнче калаҫса ларнӑ ҫын ҫавӑ пулнине эпӗ халӗ те шансах ҫитерейместӗп, ҫавӑнпа та питӗ асӑрханса ҫыратӑп. Лӑпкӑ ҫырана, эпӗ тӑракан вырӑнтан понтоннӑй кӗпер тӗлӗнчи баржӑсем патнелле пыракан ҫула, ҫав кӗпер ҫинче чупакан икӗ ҫыннӑн варӑм мелкине эпӗ паян кун та хам куҫ умне ӳкеретӗп.

Хуралҫӑ питӗ йывӑррӑн чупать. Пӗринче вӑл сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса та тӑчӗ. Ун умӗнчи ҫынна чупма тата та йывӑртарах пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл сасартӑках кӗпер карлӑкӗ ҫинелле тӗшӗрӗлчӗ. Хуралҫӑ, ун патне чупса ҫитсе, кӑшкӑрса ячӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл каялла тайӑлса кайрӗ, — тахшин ӑна аялтан ҫапрӗ пулмалла, вӑл кӗпер карлӑкӗнчен ҫакӑнчӗ, унтан ерипен шуса анчӗ, ӑна вӗлерекенӗ крепость хӳми хыҫнелле тарса ҫухалчӗ.

Мӗншӗн капла пулнине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та ҫак каҫ понтоннӑй кӗпере никам та хуралламарӗ. Будка та пуш-пушах, аллисене сарса пӑрахнӑ хуралҫӑсӑр пуҫне таврара никам та ҫук. Унпа юнашар пӗр тир выртать. Эпӗ хӑранипе чӗтре-чӗтре ун патне ҫитрӗм, вӑл ерипен кӑна анаслать. Тепӗр темиҫе ҫул иртсен тин эпӗ ҫынсем нумайӑшӗ вилес умӗн анасланине пӗлтӗм. Варахпа вӑл темле ҫӑмӑлланса кайнӑ чухнехи пек тарӑнӑн сывласа илчӗ. Унтан нимӗнле сасӑ та пулмарӗ.

Нимӗн тума пӗлменнипе эпӗ ун патнелле пӗшкӗнтӗм,. унтан будкӑналла чупрӑм — ҫавӑн чухне тин, будка пушӑ иккенне пӗлсен, каялла хуралҫӑ патне таврӑнтӑм. Эпӗ ҫав вӑхӑтра чӗлхесӗр пулнипе ҫеҫ мар, хӑранипе те нимӗн те кӑшкӑраймарӑм. Ҫырма хӗрринчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, эпӗ вара каялла, хам раксем тытнӑ вырӑналла, вӗҫтертӗм. Нихӑҫан та мана ҫакӑн чухнехи пек хӑвӑрт чупма тӳрӗ килменччӗ-ха. Халӗ ӑша хытӑ кӗчӗ, сывлӑш та пӗтсе ларчӗ. Эпӗ васканипе раксене курӑкпа витме те ӗлкӗреймерӗм, ҫавӑнпа вӗсем киле ҫитиччен ҫурри ытла тӑкӑнса пӗтрӗҫ. Раксем ҫинчен шухӑшлама-и мана ун чухне!

Эпӗ ерипен кӑна алӑка уҫрӑм. Хамӑн чӗрем тухса тарас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт тапать. Пирӗн пӳлӗмре тӗп-тӗттӗм. Пурте ҫывӑраҫҫӗ, эпӗ тухса кайнине те, эпӗ пырса кӗнине те нихӑшӗ те сисмерӗҫ. Тепӗр самантран эпӗ те хамӑн малтанхи вырӑна, аттепе юнашар пырса выртатӑп. Анчах та эпӗ вӑрахчен ҫывӑрса каяймарӑм. Манӑн куҫ умне кӗпер тухса тӑчӗ. Эпӗ каллех уйӑх ҫуттинче кӗпер ҫинчен чупса иртекен икӗ вӑрӑм мӗлкене куратӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней