Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шырасан-шырасан, ашшӗ тем тавҫӑрса илет, ухват аврипе люшкӑна чари уҫать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
«Э-э, — тин тавҫӑрса илет Вихтӗр, — паян кукка килмелле-иҫ…
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Картуна ҫитсен, хунямӑшӗ машинӑна каялла ҫавӑрса тӑраттарать; хӑй, хӗрӗпе мӑнукне кабинӑран тухма пулӑшса, сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур тесе, кӗрӳшне машина хыҫне ертсе каять, лешӗ ун-кун тавҫӑрса иличчен шӗвӗрлесе тытнӑ чышкипе хӑлхаран швинь тутарать.
Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Атте килсе кайнине анне тӳрех тавҫӑрса илетчӗ: «Каллех килчӗ-им, шулӗк?.. Куҫӑрсем хӗп-хӗрлӗ», — тетчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӗсене ӳссе ҫитсен тавҫӑрса илнипех ҫырлахмалла, тен?
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ҫакӑскер Сӑпани мӑнаккасен сурӑхне вӑтӑрса тухса кайнин ачи пулнине тавҫӑрса илтӗм те, шӑла ҫыртса, яра патӑм…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Сирӗн куҫ умӗнче мӗн чухлӗ событи пулса иртнине тавҫӑрса илме те йывӑр.Сложно представить сколько событий прошло у вас перед глазами.
Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124
Вӑл япала Нина Ивановна урисен йӗрри те мар, одеколон шӑрши те мар, анчах мӗн вӑл — ӑна Лидия Алексеевна ниепле те тавҫӑрса илме те, курма та, алӑпа тытса пӑхма та пултарайман.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Вӑл мана мӗншӗн курайми пулнине ҫеҫ тавҫӑрса илейместӗп…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Малтанлӑха ҫухалса кайнӑ тӑшмансем совет автомачӗсем ӑҫтан пенине тавҫӑрса илнӗ, вара унталла сасартӑках темиҫе граната вӑркӑннӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Лайӑхрах тинкеретӗп те ҫав ҫын хамах пулнине тавҫӑрса илетӗп.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Воронцов чаплӑ организатор иккенне хаҫатсенче час-часах тухакан статьясем тӑрӑх тата ӑна ӗҫченсем мӗнле хисепленине, юратнине илтсе кӑна тавҫӑрса илеттӗм.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Арифметикӑна пӗлни те кирлӗ: арҫынсем тата хӗрарӑмсем миҫе ҫулта пенси ҫине куҫнине шута илсен, старикӗ ҫитмӗлре, карчӑкӗ утмӑл пиллӗкрине тавҫӑрса илтӗм.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Унӑн мӗншӗн пилӗк ыратма пул-тарнине, Машӑпа Валентинӑсӑр пуҫне, никам та тавҫӑрса илеймерӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ӑна Светлана ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Анна Федоровна макӑрнинчен тавҫӑрса илтӗм…
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Эпӗ ӑна сире пӗрре курсанах тавҫӑрса илтӗм, анчах темшӗн иккӗлентӗм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Мӗн пулнӑ мана, ӑна эпӗ тавҫӑрса илеймерӗм, каллех тӑна ҫухатрӑм.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
— Ҫук, моторист эп пулатӑп, — хирӗҫлерӗм халь, «капитанпа» «моторист» мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илсе.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.