Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку ӗҫ пирки следстви тунӑ чухне асӑннӑ гварди поручикӗ Андрей Дубровский хӑйӗн ашшӗ Гаврила Дубровский титулярнӑй советник Соболева ҫак сутӑн илнӗ имени пирки панӑ доверенноҫе тупса панӑ пулин те, — тенӗ ку прошенире — ӗҫлӗ хутсем хушшинче имение чӑнахах та сутӑн илнине кӑтартакан купчий хутне е ун пек япала пулни-пулманнине кӑтартса паракан генеральнӑй регламентӑн 19-мӗш глави тата 1752 ҫулхи ноябрӗн 29-мӗш кунӗнчи указӗ тӑрӑх ӗҫре пулма кирлӗ материалне те тӑратмарӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта тӑнӑ вӑхӑтра ҫул ҫинче тухнӑ тӑкаксен пӗр пайне те пулин саплас тесе, капитан пӗр шлюпка сутӑн илчӗ те, ун ҫине лайӑх сутӑнма пултаракан тӗрлӗ таварсем тиесе, ӑна ҫывӑхри утравсем ҫине ячӗ, шлюпка ертсе пыма мана хушрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав сутӑнчӑксем тӗнчере, — нимӗҫсене сутӑннӑ хӗрарӑмсем е намӑссӑрсем хушшинче, тыткӑнри хӗрарӑмсем е асап куракансем хушшинче, — ҫухалса каяс тесе, Румыни паспорчӗсене сутӑн илетчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Патша каланӑ вара: — Захария кунтеленсене сутӑн илни халь суккӑршӑн та паллӑ ӗнтӗ.И царь сказал: — Теперь и для слепого ясно, что свидетели подкуплены Захарией.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Пӗр кӗленче эрехшӗн ӑна пӗтӗм пырши-пакартипех сутӑн илме пулать.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халдей купсисем сутӑн илеҫҫӗ пирӗн вӗсене.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӗҫлеме юрататчӗ вӑл, хавхаланса ӗҫлетчӗ, кӑмака начар пӗҫерсе кӑларсан е чуста ерипен хӑпарать пулсан, ҫиленмеллипех ҫиленетчӗ те чӗрӗрех ҫӑнӑх сутӑн илнӗшӗн хуҫана ятлатчӗ; ҫӑкӑрсем кӑмакаран ҫап-ҫавракан, хӑпартланса, кирлӗ чухлӗ ҫеҫ хӗрелнӗ, ҫӳхе те ҫыртсан кӑшт ҫатӑртатакан питлӗ пиҫсе тухсан, вӑл ача пек савӑнатчӗ, кӑмӑллӑччӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Лешӗ чӗнмесӗр утӑм ярса пусрӗ те чӑн-чӑн паттӑрӑнни пек сарлака тупанлӗ аллине ман енне тӑсрӗ; эпир пӗр-пӗрне алӑ патӑмӑр; унтан вӑл сак ҫине ларса урисене тӑсса ячӗ те, вӗсем ҫине пӑхса: — Эсӗ мана, Василий Семеныч, улӑштарма икӗ кӗпе тата йӗм сутӑн ил… Тата калпак валли пир, — терӗ хуҫана.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗр жид сутӑн илчӗ мана.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл сандал тата пальма сутса пураннӑ, Букурештине тем сутӑн илме килнӗ пулнӑ.Он сандал и пальму продавал, а в Букурешти приехал купить что-то.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Апла пулсан, сутӑн ил эсӗ манран, ан вӑрла!
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Вӑйне сутӑн илмӗр-ха ӑна? — кулса ячӗ учитель.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун чӗрине нимпе сутӑн илеймӗн; ӑна кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та шанма пулать.Его сердца не подкупишь ничем; на него всюду и везде можно положиться.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сана та сутӑн илмелле, юрату, таса, тивӗҫлӗ ырлӑх!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ну, сутӑн ил эппин…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ну, халь вара вӑрмана ҫӗнӗ улпут сутӑн илнӗ пулать те, вӑл темле шурлӑхсене типӗтесшӗн имӗш.Ну, а теперь будто бы купил лес новый помещик и будто бы хочет он какие-то болота, что ли, сушить.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак карапӑн чертежне Бритневран нимӗҫсем сутӑн илнӗ те хӑйсем ледокол тунӑ.Чертежи изобретения купили у Бритнева немцы и построили у себя ледокол.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сутӑн илӳллӗ мел, ҫынна укҫапа ҫавӑрса майласси тактикӑра пулма пултарать.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Ваше превосходительство, сутӑн илӳллӗ мелпеле малалла кайӑр.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940