Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Телей –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Евстафьев

Источник: Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Год: 1953; Добавлен: 2020.09.06 11:36

Предложений: 779; Слово: 8269

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Воропаева тылри хирӗҫӳсен йӗркесӗрлӗхӗ тӗлӗнтерсе ячӗ. Цимбал ҫурчӗн килхушшинче кунӗ-кунӗпе канса выртать пулин те, хӑй куракан кашни ҫӗнӗ япаланах, ҫийӗнчех тӗпчесе пӗлсе, асра хӑварма тӑрӑшнине пула, вӑл ҫав тери ывӑнать.

Ҫумӑрсӑр, тӗтресӗр ҫанталӑкра Воропаевӑн кроватне тула, килхушшине, ҫурт умне кустарса кӑлараҫҫӗ.

Хӗвеланӑҫ енче Чумандрин совхозӗ курӑнса ларать. Унӑн ҫурчӗсем шоссерен кӑшт аяларах, пурте кӑнтӑр еннелле пӑхса лараҫҫӗ. Каҫсерен, хӗвел анас умӗн, ҫуртсен кантӑкӗсем ылттӑнӑн-хӗвеллӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Кӑшт ҫывӑхрах, ту хушӑкӗн вӗҫӗнче, «Первомайски» колхозӑн ҫурчӗсем купаланса лараҫҫӗ. Кӑнтӑрла, бинокльпе пӑхсан, виноградниксенче ӗҫлекен ҫынсем епле кӑмӑлпа ӗҫленине те туйса илме пулать, ял вӗҫӗнчи «буфетран» юрлакансен сассине тата баянӑн ытла уҫӑмлах мар кӗввине илтме пулать.

Хӗвелтухӑҫ енче «Микоян» колхозӑн табак уйӗсем, ачасен санаторийӗ тата ҫул мастерӗн пӗчӗк ҫурчӗ курӑнать. Шоссерен кӑшт ҫӳлерех, вӑрманта, тӗтӗм явӑнса хӑпарать — леспромхозра кӑмака хутаҫҫӗ пулас. Тата кӑшт ҫӳлерех, таҫта ту тӑррисем патӗнче, метеорологи станцин ҫуртне курса илме пулать, унта Зарубин метеоролог пӗр-пӗччен пурӑнать.

Калинин ячӗпе тӑракан колхозпа тинӗс ҫыранӗ хушшинчи кивӗ паркра вӑрҫӑччен санаторисен илемлӗ ҫурчӗсем ларнӑ. Вӗсен вырӑнӗнче халӗ ишӗлчӗксем йӑваланса выртаҫҫӗ, паркӗ ҫӑраланса, тискерленсе кайнӑ та вӑрман пекех пулса тӑнӑ.

Цимбал килхушшин стенисем пытарса тӑракан «Калинин» колхоза унтан илтӗнсе тӑракан сасӑсем тӑрӑх кӑна чухлать Воропаев. Колхозпа ҫыран хӗррисем ҫийӗпе Ӑмӑрткайӑк пикӗ хӑпарса тӑрать. Унӑн стена пекех чӑнкӑ, хӗрлӗ-кӑвак тайлӑмӗсем авалхи сооруженисене аса илтереҫҫӗ.

Чи вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче те вырӑнтан хускалман, кукӑр-макӑр та шӗпӗнлӗ тамариск йывӑҫҫисен турачӗсем чулланса хытса ларнӑ япаласем пекех. Пик ҫийӗпе, ҫӑмӑлтарах сывлӑша путса кӗнӗ пек, ташла-ташла, тӗтӗм пекех ҫӑмӑл туйӑнакан илемлӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Шурӑрах кӑвак катара, куҫа курӑнакан юлашки ту тӗтрепе пӗрлешсе кайнӑ ҫӗрте, яра кунӗпех ҫурма тӗттӗм ҫанталӑк тӑрать е ҫумӑр пӗрӗхкелет, анчах кусем пурте тавралӑхӑн чее вӑййи кӑна.

Унччен нихӑҫан та Воропаев ҫутҫанталӑкпа нумай вӑхӑт хушши киленмен, вӑл унтан, сахал пӗлекен хӗр-арӑмпа талӑка пӗрле ирттерме тивнӗ чухнехи пекех, малтанлӑха именчӗ те.

Анчах часах вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне хӑнӑхрӗ, вӑл унӑн кӑмӑлне кайрӗ.

Курма, илтме пултаракан ӑс-тӑнлӑ япала пекех выртать вӑл, хӑй те ун таврашӗнчи ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ тейӗн.

Ҫак илемлӗ шӑхӑрма пултаракан лӑпкӑ ҫынран чи малтанах кайӑксем хӑрама пӑрахрӗҫ. Ун ҫывӑхӗнче ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем, панулми татӑкӗсем выртаҫҫӗ.

Кунта тӗрлӗ кайӑксем пур — кунтисем те, вӗҫсе килнисем те, вӗсенчен хӑшпӗрисене Воропаев инвалидсен шутне кӗртрӗ: пӗрисем уксахлаҫҫӗ, теприсем чӗтретнипе аптраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем тата нимӗн те илтмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑрушлӑхсенчен нимӗн чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ.

Кунта тарса килнӗ кайӑксем те пур. Тӑван кӗтесӗсенчен вӗсене вӑрҫӑ хӑратса янӑ та, сасартӑк пӑлханса кайса, вӗсем ҫакӑнта вӗҫсе килнӗ. Ҫав кайӑксем вырӑнти урӑх йӑхран тухнӑ кайӑксемпе хутшӑнма тӑрӑшни Воропаева чӑннипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен ҫакӑ ӑна ҫавӑн пек ҫынсене аса илтерет.

Вырӑнти кайӑксем, вӗсен ҫемйине пӗчӗк чепчен хутшӑнсан, питӗ именнӗ. Ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ: вӑл чӑхсемпе хӑюллӑн хутшӑнать, автанран та паттӑрӑн сыхланать. Анчах пӗррехинче, каҫхине, ҫумӑр пӗлӗчӗсем айне пулнӑ уйӑх кӗл ҫинчи кӑвар пекех йӑсӑрланнӑ чух, Воропаев, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пекех хытӑ чӗвӗлтетсе, ҫуртпа килхушши ҫийӗн унталла та кунталла вӗҫсе ҫӳрекен пӗччен чепчене асӑрхарӗ. Ҫӗрле вӑл хӑйне хӑй ирӗккӗн туясшӑн.

Тепӗр хутӗнче тата, ир ҫинче, Воропаев килхушши тӑрӑх пилеш кайӑкӗ такама пуҫ тая-тая чупса иртнине сӑнарӗ; сывлӑша вӗҫсе ҫӗклениччен вӑл яка чул татӑкӗ ҫинче хӗрсе кайсах ташла-ташла илет. Вӗҫме пултарас пулсан, Воропаев хӑй те пӗччен чух ҫавӑн пек тунӑ пулӗччӗ.

Ҫав пилеш кайӑкӗ Воропаева питӗ хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитрӗ, ун аллинчи ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене вӑрлама та именми пулчӗ. Пӗррехинче вӑл ҫурт ҫивиттийӗн хӗррине пырса ларчӗ те, хулхушшийӗсенче темӗн ыратнӑ пек, турткаланса илчӗ, унтан, килӗшнипе килӗшменнине пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, Воропаев ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха, юрласа ячӗ. Малтан вӑл шӑпчӑк пек, унтан тӑрилле, вара пӳтенелле юрларӗ; юрланӑ чух хӑй, кровать ҫинче выртакан этем мӗн те пулин каласса кӗтнӗ пек, ун ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Вӑл хӑйне темиҫе чӗлхе пӗлекен ҫын пекех тыткалать: ҫавӑн пек ҫын ҫул ҫинче чӗнмесӗр пыракан юлташӗпе яланах калаҫма пултарать.

«Тен вӑл ахаль кӑна юрламасть, хӑй юрӑсем хывать пулӗ? — сасартӑк вӗҫсе иртрӗ шухӑш Воропаев пуҫӗнче. Пӗр самантлӑха вӑл ҫак хӑй шухӑшласа кӑларнине ӗненсе те пӑрахнӑ пек пулчӗ, унтан кулса ячӗ, — мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармастӑн пулӗ пӗччен чух!»

Ҫак шухӑшах, йывӑҫ ҫинче ларакан шӑнкӑрчӑ епле тӑрӑшсах кушак ҫурине шӑхӑрса ҫӗнтерме хӑтланине курсан, ун пуҫне тепӗр хут пырса кӗчӗ; тепӗр хут тата тӑрисене курсан пырса кӗчӗ; икӗ тӑри, сарлака ункӑ туса, сывлӑша улӑхса кайрӗҫ те, вӗсен юрри аран-аран илтӗнекен пулчӗ. Пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ пек, пӗр ҫӑвартан тенӗ пек янӑраса тухакан, анчах ҫӳлте чӗтренсе, сапаланса каякан сасӑсене итленӗ чух Воропаевӑн сывлӑшӗ те питӗрӗне-питӗрӗне ларчӗ.

Анчах кайӑксем ӑна лӑплантараймаҫҫӗ. Вӗсем вӑл пӗччен, тӑр-пӗччен пулнине ҫеҫ туйтараҫҫӗ. Пӗррехинче Воропаев хӑйӗн полевой сумкинчен «Этем мораль йӗркине вӑрҫӑра тӗрӗс тытса пырасшӑн элеменчӗсем» темӑпа ҫырнӑ хутсене туртса кӑларчӗ те вӗсене сархайнӑ чӗтӗрекен аллисемпе уҫкалама тытӑнчӗ. Тахҫан вӑл ҫак ӗҫе питӗ кирлӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулмалла тесе шутланӑ.

Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче пулнӑ шухӑшсем ӑна хальхи вӑхӑтра канӑҫ паман ыйтусемпе пӗр пекех туйӑнаҫҫӗ.

«Ҫирӗппӗн калас пулсан, — ҫырса хунӑ вӑл Ельня патӗнче 1941 ҫулхи ҫу кунӗсенче, — этем хӑйӗн ӳт-пӗвӗ ыратнипе ҫеҫ асапланнине ӗненместӗп, ун пек асаплану ҫук. Асапланни яланах ӑс-тӑн элементӗнчен килет, ҫавӑнпа та этемӗн ӑс-тӑнӗ мӗн чухлӗ ҫӳлӗрех, йӗркеллӗрех, ыратнине ирттерсе ярасси те ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах».

1941 ҫулхи кӗркунне Новгородра пӗр йывӑр аманнӑ инженер Воропаева (вӑл ун чух батальон комиссарӗччӗ) ҫапла каларӗ:

— Комиссар юлташ, астуса юлӑр-ха сых ятне, Сенекӑн питӗ лайӑх заповедь пур: «Этемӗн телейсӗрлӗхӗ пӗтӗмпех вӑл ӑна ӗненнинчен килет».

Ун чух Воропаев унтан ҫапла ыйтнӑччӗ:

— Апла пулсан, сирӗн шутпа, паттӑрлӑх та ҫав ӗненнинченех килет?

— Паллах, — ответлерӗ инженер. — Хатӗр хӑравҫӑсем те, хатӗр паттӑрсем те ҫук. Кам пулма ҫӑмӑлтарах, кашниех ҫавӑ пулма тӑрӑшать.

Ҫав ҫулах, 1941 ҫулхи хӗлле, Лев Михайлович Доватор та, Воропаевпа калаҫнӑ чух, ҫавӑн пек шухӑшах каларӗ:

— Хӑравҫӑ ҫынна юсама питӗ ансат: ӑна вӑл паттӑр ҫын иккенне ӗнентерме тӑрӑшас пулать. Ӗнентертӗр пулсан — ун пек ҫынна ним шикленмесӗр-тумасӑр шанӑр. Паттӑрлӑх — ӗҫне ҫитичченех ӑнланса илнӗ ответлӑх вӑл.

Тепӗр ҫулталӑкран Керчь хулинчи ҫӗр айӗнчи госпитальте бомба катӑкӗпе аманнӑ Лункевич хирург кӑкӑртан йывӑр аманнӑ Воропаева операци тума хатӗрленнӗ чух ҫапла каларӗ:

— Итлӗр-ха, комиссар, ыратнине ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерсе яма пулать, анчах сурана шухӑшпа вӑйлатма юрамасть. Хӑвӑра хавхалантарма тӑрӑшӑр: ку нимех те мар, ку халех иртет, — тейӗр! Ыратни епле иртсе кайнине вара хӑвӑрах курӑр. Ӑнланатӑр-и?

— Ӑнланатӑп, доктор, — ответлерӗ ун чух Воропаев, — эп ӳпкелешместӗп, эсир мана операци тӑвассинчен кӑна хӑратать, халь эсир вӑйсӑр, операци тума хал ҫитмӗ.

Врач ответлерӗ:

— Анчах эпӗ хӑрамастӑп вӗт-ха сирӗншӗн, тӳррипе каласан — эсир питӗ йывӑр аманнӑ. Сирӗн вӑй ҫитмесрен тата эсир сӗтел ҫинче вилсе каясран эпӗ хӑрамастӑп-ҫке-ха? Эсир вӑй ҫитерессе эпӗ шанатӑп. Эпӗ те вӑй ҫитерӗп. Эпир иксӗмӗр те вӑй ҫитерӗпӗр.

Ҫакӑн пек ҫырса хуни те пур. «Лагранж ҫӗнтерӳҫӗсен суранӗсем час тӳрленнине сӑнанӑ, теҫҫӗ».

Мӗн вӑл Лагранж! Воропаев хӑй тӳссе ирттернисемех ҫавна ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ: вӑл Кишиневри суранӗ тӳрленсе ҫитмесӗрех Бухареста пырса кӗчӗ.

Ҫавӑн ҫинчен аса илсен, унӑн кӗлетки халӗ те сӑрӑлтатма тытӑнать, тӑнлавсенче юн тапма пуҫлать, вӑй-халӗ те хутшӑнма тытӑннине туять вӑл.

Ку тахҫанах, ҫамрӑк чухнех пулнӑччӗ, ҫапах та унтанпа вӑхӑт питӗ сахал иртнӗ пек туйӑнать.

Вӑл ун чух икӗ ураллӑ, хастарлӑ, савӑнӑҫлӑ ҫынччӗ. Ҫутӑ кун тӑратчӗ, ҫил те пурччӗ пулас — тусан хытӑ вӗҫетчӗ. Хулана вӑл разведчиксемпе пӗрле танк ҫинче пырса кӗчӗ те кайран унта пӗчченех юлчӗ. Тарлӑ румынкӑсем нумайччен чуптунипе ула-чӑпарланса пӗтнӗ сӑн-пичӗ унӑн питӗ кулӑшла та ачанӑнни пек туйӑнатчӗ пулас. Чӑннипе каласан, унӑн госпитальте выртмаллаччӗ, анчах хавхаланупа вӗресе тӑракан йӑмӑх шурӑ хулана пырса кӗнӗ кун епле чӑтса выртӑн-ха вырӑн ҫинче? Каҫ пуличченех вӑл ниҫта та ларса курмарӗ, урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, ҫынсемпе калаҫрӗ, темӗн ӑнлантара-ӑнлантара пачӗ е пӗр сӑмах чӗнмесӗрех такамсемпе ыталашрӗ, вара унӑн суранӗ Кишиневри, асамлӑ чӗрӗ шывпа эмеллесе янӑ пекех, ӳтленме пуҫларӗ. Анчах Бухарестран тухнӑ хыҫҫӑн ӑнсӑртран аманнӑ хыҫҫӑнхи тепӗр суранӗ, унчченхинчен ҫӑмӑлрах пулнӑ пулин те, калама ҫук вӑраха пычӗ, София хули патне ҫитичченех тӳрленмерӗ.

Вӑл, туя ҫине тӗренсе, штаб ҫӳрекен автобусран Болгари столици варринчи площаде тухрӗ те, хӑйне ыталасса кӗтмесӗрех, хӑй ытамне ҫакланнине пурне те ыталама, чуптума тытӑнчӗ, — ҫавӑн чух унӑн суранӗ темӗнле ыратса илчӗ те лӑпланчӗ. Вӑл ун чух урисем ҫинче те аран-аран тытӑнкаласа тӑракан пулчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫларӗ, аллинчи пӳрнисем сивӗнсе кайрӗҫ, — ҫав кун вӑл питӗ ывӑнчӗ, мӗншӗн тесен площадьсенче, казармӑсенче питӗ нумай каларӗ; халӑх ӑна алӑсем ҫинче ҫӗклесе чиркӗве илсе кӗртрӗ те, вӑл чиркӳри амвон ҫинчен те сӑмах тухса каларӗ. Священникпе юнашар тӑрса, вӑл Сталин ҫинчен, Россия ҫинчен тата славянсем ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн чух вӑл хӑйне пин ҫулхи ҫын пекех, Царьград хулин хапхи ҫине те темиҫе хутчен хӑйӗн щитне ҫапа-ҫапа хӑварнӑ ҫын пекех туйрӗ.

«Сывӑ пултӑр!» сӑмахсене кашни хут кӑшкӑрмасееренех ун суранӗ тӳрленсе пычӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан ҫав суранран ансӑр ҫӗвӗ ҫеҫ юлчӗ. Ҫапла ҫав, ун пек кунсем ҫӗр ҫулта пӗрре е иккӗ ҫеҫ пулма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫынсен суранӗсене тӳрлетеҫҫӗ, вӑл кунсем тӗлӗнмелле хӑватлӑ, ҫав кунсене курнӑ ҫын телейлӗ…

Ун пек телей тепӗр хут килмест, унӑн пӗчӗк пурнӑҫӗнче ҫавӑн пек аслӑ событисем тек нихӑҫан та пулас ҫук пек туйӑнать ӑна. Анчах вӗсем пулнӑ! Пӗлсе, йӗркеллӗ усӑ курас пулать вӗсемпе, мӗншӗн тесен этем ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнмелле те илемлӗ япаласене хӑйпе пӗрле масара илсе кайма пултараймасть, ҫӗр ҫинче пурӑнма юлаканнисене савӑнмалӑх парса хӑваратех.

Вилӗм ҫинчен час та часах шухӑшлакан пулчӗ вӑл. Часах вӑрҫӑ пӗтӗ те тӗлӗнмелле лайӑх пурнӑҫ пуҫланӗ, вӑл, Воропаев, ҫав пурнӑҫа тен кӗтсе илӗ, анчах ун чух ҫурма чӗрӗ ҫын кӑна пулӗ; вӑрҫӑчченхи пурнӑҫа вӑл, ыттисемпе пӗрле, хӑй тунӑччӗ, анчах вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа тунӑ ҫӗре вӑл ҫавӑн пек хутшӑнаймӗ, — ҫакӑн пек шухӑш ӑна хӑратать, салхуллатать.

Вӑрҫӑчченхи пурнӑҫа вӑл тунӑ, ҫавӑнпа вӑл ӑшӗнче мухтаннӑ та, анчах кӑна, тата та ҫирӗп те аслӑ пурнӑҫа, вӑл, тен, тӑваймӗ те. Шутласа хуни мӗн чухлӗ! Тума тытӑнни мӗн чухлӗ тата! Ак вӑл пурнӑҫ, аҫа ҫапасшӗ! Ӑна яланах малта пурӑнма пуҫламан кунсен тӑвӗсемпе вӑрманӗсем питӗ нумай пек туйӑнатчӗ. Анчах вӑрманӗ сайра иккен, тӑвӗсем — лутра.

Сурансем мар, сывмар ӳпке те мар — ҫӗнӗ пурнӑҫра кирлӗ мар ҫын пулса тӑтӑм текен шухӑш канӑҫ памасть ӑна. Пурнӑҫ тӑрӑх вӑл утса мар, йӑваланса пырать. Нумай япала ҫинчен шухӑшлать вӑл. Нумайӑшшӗн ӳкӗнет. Ӑна нимӗн те шанӑҫ параймасть.

Каллех Комкова чӗнчӗҫ. Ҫынна эмеллессине лешӗ субботник вырӑнне хурать, ҫав субботникре врач та, сывмар ҫын та пӗр танах ӗҫлеҫҫӗ.

— Йывӑр-и пӗччен? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ вӑл, хӑйӗн канӑҫсӑр пациенчӗн мӗнпур ӳпкелешӗвӗсене, мӗнпур тилмӗрсе ыйтнисене, мӗнпур шикленӗвӗсене, мӗнпур шухӑш-кӑмӑлӗсене итленӗ хыҫҫӑн. — Хӑвӑр пурнӑҫӑрта пулса иртнӗ япаласемпе аппаланма кирлӗ мар. Ҫынсемпе интересленес пулать.

Тепӗр кунне Воропаев кровачӗ патне пӗр уйӑх каялла нимӗҫ чуралӑхӗнчен таврӑннӑ Светлана Чириковӑпа Аня Ступина пырса ларчӗҫ. Вӗсем Инҫетри Хӗвелтухӑҫне кайма шут тытнӑ та кунта канаш ыйтма килнӗ-мӗн.

Вӗсем иккӗшӗ те кунта, Калинин ячӗпе тӑракан колхозра, ҫуралса ӳснӗ, комсомолта тӑнӑ, ударницӑсем пулнӑ, вырӑнти хаҫатра та вӗсем ҫинчен темиҫе хутчен ҫыра-ҫыра кӑларнӑ. Ступина ансӑр хулпуҫҫиллӗ хурарах хӗр, сӑн-пичӗ унӑн тӗксӗм-шуранка. Вӑрҫӑччен вӑл комсомол организацине ертсе пынӑ, ялти сцена ҫинче выляма юратнӑ, колхозра лайӑх снайперсенчен пӗри шутланнӑ тата область центрӗнче икӗ хутчен парашютпа самолет ҫинчен сикнӗ те темӗнле рекорд тунӑ.

Хӑй вӑл казачка пулнӑ. Ӗнтӗ вунҫиччӗре пулин те, вӑл хӗрача пек курӑнать, унӑн мӗнпур сӑнарӗ казачкӑна аса илтерет, ҫав сӑнар казачкӑсен мӗн ачаран пуҫласа сӗм ватӑлса ҫитичченех нимӗн те улшӑнмасть.

Запорожьери ҫар ҫыннисен арӑмӗсен ӑрӑвӗнчен тухнӑ паянхи казачкӑсем Кавказра хӑйсен сӑнарне чылай улӑштарнӑ: куҫӗсем тата ҫӳҫӗсем чылаях тӗксӗмленнӗ, горянкӑсем пекех кӗрнекленнӗ. Казачка хӑйне епле тыткаласси, епле утасси ҫинчен шухӑшласа тӑмасть — вӗсем иккӗшӗ те ирӗклӗн, кирлӗ пек аталанса пыраҫҫӗ. Анчах казачкӑн ҫын куҫӗшӗн мар тӑвакан кашни чи ансат хусканӑвӗнчех мӗн чухлӗ тӗлӗнмелле илемлӗх, мӗн чухлӗ ытарайми кӑмӑллӑх!

Ступина сӑнарӗнчи ҫак ытарайми кӑмӑллӑхпа илем уйрӑммӑнах вӑйлӑ пулнӑ. Вӑл — ҫӳлӗ мар, тӳрккесрех, асра тытса юлма ҫук, ялан тенӗ пекех тӗл пулакан сӑн-питлӗ хӗр; анчах вӑл килӗшӳллӗ, илемлӗ, кӑмӑллӑ — илӗртет.

Светлана Чирикова пачах урӑхла, вӑл Ступинӑран хӑйӗн тулли пӳ-сийӗпе, мӑнтӑр кӗлеткипе, пысӑк пуҫӗ тавра илемлӗн ҫавӑрса хунӑ ҫутӑрах ҫӑра ҫӳҫӗпе тата кӑштах куларах пӑхакан пысӑк кӑвак куҫӗсемпе уйрӑлса тӑрать.

Воропаев вӗсенчен хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама ыйтрӗ:

— Хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ пурне те пӗлме юратакан ҫын мар. Анчах пурин ҫинчен те пӗр пытармасӑр каласа парӑр.

— Чи кирлине-и? — темшӗн тепӗр хут ыйтрӗ Ступина. Светлана ӑна хӑйӗн пӗчӗк, ансӑр чӗрниллӗ пысӑк, шурӑ пӳрнисемпе хулпуҫҫийӗнчен ҫатӑртаттарса тытрӗ; Воропаев ҫакна аванах асӑрхарӗ.

— Калаҫу пӗтӗм чӗререн пулсан, — пуҫларӗ Аня, — сире эпӗ акӑ мӗн калама пултаратӑп: калас пулать, Германие эпӗ хам ирӗкпе кайрӑм. Мӗнле тума пултарнӑ-ха эпӗ? — ыйтрӗ вӑл хыттӑн, сӑмахпа е сӑмахсӑрах хӑйне хирӗҫлессе сиснӗ пек. — Комсомол организацийӗнчи манӑн хӗрсене разверстка шучӗпе Германие илсе каймалла турӗҫ. Соня Шутовӑна та, Лариса Пронинӑна та, Светлана Чириковӑна та, Надя Проценкӑна та, — пурне те, пурне те. Каччӑсем ҫинчен каламастӑп та. Эпӗ ун чухне хӗрсем ҫинчен кӑна шухӑшланӑ. Арҫын ачасем пирӗн тарса пӗтрӗҫ — хӑшӗ вӑрмана, хӑшӗ партизансем патне, — вӗсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Апла пулсан, манӑн мӗнпур комсомол организацийӗ тухса каять, анчах эпӗ мӗн тӑвӑп? Манӑн пӗччен юлас пулать-и-ха? Вара эпӗ те вӗсемпе пӗрле хам кайма килӗшрӗм. Мӗншӗн? Халех калатӑп. Ун чухне эпӗ мӗнле шутланӑ-ха? Эпӗ ун чухне ҫапла шутланӑ: Германире, тем пулсан та, революци пуҫланатех, эпир пурте унта питӗ кирлӗ пулӑпӑр. Эпӗ шутланӑ пек пулмарӗ, анчах пирӗнтен, пуҫтарса кайнисенчен, нумайӑшӗ партизана кайрӗҫ — ӑна кирек кам та пӗлет. Эпӗ хам та кӗҫех чехсем патне каяттӑм…

Ступинӑн пурнӑҫӗнче чӑнахах та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ япаласем чылай пулнӑ. Тӑван ялӗнчен вӑл хӑйӗн хӗр-тантӑшӗсемпе пӗрле пулас ӗмӗтпе тухса кайнӑ. Анчах ун пек пулман. Вӗсене ҫул ҫинчех пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ, Аня фабрика ҫумӗнчи лагере лекнӗ; ку лагерьте ытларах французсем пулнӑ. Унта вӑл ҫирӗм чеха тухса тарма пулӑшнӑ, ҫавӑншӑн ӑна малтан гестапона ӑсатнӑ, унтан каллех малтанхи лагере янӑ. Анчах халӗ унӑн пурнӑҫӗ питӗ йывӑрланнӑ. Вӗсене ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн, Ступинӑна Югославипе Болгари урлӑ киле ӑсатнӑ. Европӑра мӗн пулса иртнине вӑл хӑйӗн куҫӗсемпе курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халь нумай япаласем ҫинчен хӑй курни-илтни тӑрӑх хаклама пултарать.

Ҫак вӑрҫӑ пынӑ чухнехи пек урӑх нихӑҫан та халӑхсене ҫавӑн пек инҫе те нумай курмалли-илтмелли ҫула тухса курма тӳр килмен. Миллионшар ҫынсем — французсем, чехсем, югославсем, вырӑссем, украинецсем, белоруссем, узбексем, азербайджанецсем — Европа тӑрӑх урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ, фашизм мӗн иккенне лайӑххӑнах курнӑ. Вӗсем союзниксене, йӗркесем улшӑннине курнӑ, фашистла йӗркене ҫӗнне куҫса пыракан йӗркепе танлаштарма пултарнӑ, килӗсене вара вӗсем политикӑлла пысӑк сӑнавсемпе таврӑннӑ, ун пек сӑнавсене мирлӗ вӑхӑтри нихӑш шкул та парайман пулӗччӗ. Анчах килне Аня Ступина пуҫне айӑплӑн усса таврӑннӑ. Хӑй ирӗкӗпе нимӗҫсем патне кайма хӗтӗртнӗ хавхалану халӗ ӑна, виҫӗ ҫул каяллахи пек, питӗ романтикӑллӑ пекех туйӑнмасть; ун чухне вӑл, айванскер, Германири революцире пулма ӗмӗтленнӗччӗ, анчах хӑйӗн йӑнӑшне вӑл лайӑххӑн Румынире кӑна, пӗр темӗнле этапра, ӗлӗк нимӗҫ старостисемпе бургомистрӗсем пулнӑ ҫынсем хушшинче ӑнланса илчӗ. Ҫав сутӑнчӑксем тӗнчере, — нимӗҫсене сутӑннӑ хӗрарӑмсем е намӑссӑрсем хушшинче, тыткӑнри хӗрарӑмсем е асап куракансем хушшинче, — ҫухалса каяс тесе, Румыни паспорчӗсене сутӑн илетчӗҫ. Таса кӑмӑллӑ ҫынсем ун чух хӑйсен юрӑхсӑрлӑхне нимӗн пытарса тӑман йӗксӗксемпе хутшӑнса кайнӑччӗ.

Тӑван ял ҫыннисен куҫӗ умӗнче вӑл леш Севастопольти нимӗҫ офицерӗсем валли аскӑнчӑк ҫурчӗ тытса тӑнӑ Сопруновӑран нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть пулӗ, — ҫакна Ступина кунта килсен тин ӑнланса илчӗ.

Киле ҫитсе кӗнӗ чухне тенӗ пекех, вӑрҫӑ пынӑ кунсенче, унӑн иккӗмӗш пурнӑҫӗ пуҫланчӗ. Вӑл, унччен комсомол организаторӗ пулнӑскер, каллех ҫивӗчленсе кайрӗ, лагерьте вӗренсе ҫитнӗскер, вӑл бургомистрсемпе полицейскисене уйрӑм паллӑсем тӑрӑх лайӑх чухласа илме пуҫларӗ; ҫав паллӑсем халӗ хӑйсене пусмӑрлӑхра пурӑннӑ ҫынсем вырӑнне хуракан мӗнпур йӗрӗнчӗксене пур чун-чӗререн тулаштараҫҫӗ.

Анчах Харьковри вокзалра вӑл сасартӑк лагерьте паллашма тӳр килнӗ хӗрарӑмсен ушкӑнӗпе тӗл пулчӗ; хӗрарӑмсем тӑван ҫӗршывне нимӗҫ «пикисем» пулса таврӑннӑ. Лешсем хыттӑнах ӑна: «Эй, шоколад ҫисе пурӑннӑскер, ут хӑвӑн ушкӑнна!» — тесе саламларӗҫ. Вӑл макӑрса ячӗ те, хӑй чӑнахах вӗсен ушкӑнӗнчи ҫын пулнӑ пек, аяккалла ыткӑнчӗ; вокзалта ҫӗршер сасӑ ахӑлтатса кулса ячӗ.

Ҫавӑн чухне хӑйне намӑс та хӑрушӑ пулни ҫинчен тата хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗшӗн малашне те нумайччен хӑраса пурӑнасси ҫинчен каласа панӑ май, вӑл халӗ те чӗтре-чӗтре илет.

— Эпӗ ӑҫта та пулин тухса каясшӑн, — пӗтерчӗ вӑл хӑйӗн калавне.

— Чӑнах та, хӑвӑн пӗчӗк кӗрешӳвӗшӗн эсӗ, паллах, орден илме тивӗҫлӗ пулайман. Сан пек хӗр ытларах тума пултарнӑ, анчах хӑвӑн иртнӗ пурнӑҫушӑн хӑраса пурӑнма кирлӗ мар… — Воропаев ӑна аллисенчен тытрӗ те ҫупӑрласа илчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл питӗ ҫывӑхран унӑн куҫӗсенчен пӑхрӗ, — Ступина, хӑраса ӳкнӗ пек, пуҫне каялла ячӗ.

Светлана Чириковӑн пурнӑҫ историйӗ ансатрах та савӑнӑҫсӑртарах пулнӑ. Ӑна Германие ӗҫлеме илсе кайнӑ та — вӑл нимӗҫсен приказне итлемесӗр тӑма хӑяйман, — артиллери снарячӗсем тӑвакан завода лекнӗ. Тыткӑн унӑн мӗнпур активлӑхӗпе вӑйне тӳрех те ҫав самантрах ҫапса хуҫнӑ. Хӗрлӗ Ҫара ҫӗнтернисем ҫинчен калакан нимӗҫсен суя калавӗсем уншӑн тӗрӗс пекех туйӑннӑ, хӑранипе тата чӗри ыратнипе вӑл ним пӗлми тенӗ пек пулса кайнӑ, анчах ҫав суя хыпарсене хирӗҫ тӑма вӑй ҫитереймен. Кайран ӑна хӑй ӳссе ҫитӗннӗ тӗнче те питӗ инҫетре пек, яланлӑхах ҫухалнӑ пек туйӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнтан пуҫласа вӑл мӗн виличченех ҫурма выльӑх пек пурӑнасси ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Вара вӑл парӑннӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ӑна темле нимӗҫ ефрейторӗ вӑхӑтлӑха суйласа илнӗ, Светлана ҫак намӑса та ним чӗнмесӗр, пӑхӑнса йышӑннӑ. Халӗ уншӑн пурте пӗр пекех пулнӑ, урӑхла пурнӑҫ килессе вӑл ӗненми те пулнӑ ӗнтӗ. Ефрейтора урӑх вырӑна куҫарнӑ, вӑл Светланӑна хӑйӗн тусне парса хӑварнӑ, Светлана кунта та хирӗҫ чӗнмен; хирӗҫлеме те шухӑшламан, хыпара ним пулман пек йышӑннӑ. Каҫсерен вӑл тӗлӗкре Российӑна, шкула, тантӑшӗсене, колхозри савӑнӑҫлӑ уявсене курнӑ, анчах вӗсем пурте темле малтанхи, яланлӑхах ҫухалнӑ пурнӑҫра пулнӑ, — Светлана иртнишӗн макӑрман, вӗсем пурнӑҫра пулман та, пулма та пултарайман япаласем пек туйӑннӑ ӑна, вӑл ассӑн ҫеҫ сывлакаласа илнӗ.

— Вӗсем ҫинчен эпӗ мӗн пӗлнине ҫырас пулсан, туршӑн та, йӗр нимӗҫ те чӗрӗ юлман пулӗччӗ, — терӗ вӑл тутсене ҫыртса.

Ступина ӑна ҫаннинчен туртрӗ.

— Кирлӗ мар, Ленка, — терӗ вӑл ӳпкелешсе. — Ан асаплантар хӑвна. Мӗн пулни — пулнӑ, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар.

Светлана хурлӑхлӑн кулнӑ вӑхӑтра Воропаев уҫӑмсӑррӑн чухласа илчӗ.

— Пӗр сӑмахпа, эпӗ энпэ. Пӗлетӗр-и? Нимӗҫ… — вӑл пӗр самантлӑха такӑнчӗ, — нимӗҫ пирки эпӗ. Ҫавӑ кӑна.

— Мӗн ун ҫинчен ытлашши калаҫмалла? Мухтанмастӑн пулӗ-ҫке унпа?

Светлана, хирӗҫлесе, пуҫне пӑркаларӗ. Куҫӗсем шывланчӗҫ. Унӑн пыр шӑтӑкне тем капланса ларнӑ пек пулчӗ.

— Хӑвӑра хӑвӑр ҫавӑн пек калаҫнисемпе мар, урӑххипе питлес пулать, — терӗ Воропаев, сӑмахне малалла тӑсасшӑн пулса, анчах Ступина ӑна тӗлӗнмелле ҫемҫен те ачашшӑн пӳлсе хучӗ:  — Алексей Вениаминыч, ӑна питӗ йывӑр… Питӗ ҫӗмӗрнӗ вӗт-ха ӑна!.. Темӗн те пӗр ҫинчен калаҫать… Калас пулать — пуҫ тӳпи таранах пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ, халӗ ӗнтӗ пилӗк ҫул хушшинче те тасалса пӗтеймен.

— Ҫук, эпӗ ӑна каларӑм, ӑна мӗншӗн каланине эпӗ халех калатӑп сире… — асаплӑ та шанӑҫсӑр хусканупа (нимӗн пытармасӑр ӳкӗнни те ҫав хусканӑва ҫитеймен пулӗччӗ) вӑл аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ те, сулланса, аран-аран ҫапла каларӗ:

— Ачана, ачана ӑҫта хурӑн! Мӗнле пурӑнас-ха манӑн!.. Кам ӗнтӗ халь мана ӗненӗ… Пӗтрӗм эп, Алексей Вениаминыч, ӗнтӗ никам та мана пулӑшаймӗ!

Аллисене пуҫӗ ҫинчен илмесӗрех (вӗсемсӗр хӑйӗн телейсӗр пуҫне ҫухатса хӑварасран хӑранӑ пек), вӑл кил-хушшинчен чупса тухрӗ те, хыттӑнах ӗсӗклесе, таҫта аялалла, виноградниксем патнелле ыткӑнчӗ.

Воропаев кровать ҫинче ҫӗкленчӗ. Ступина ӑна лӑплантарса ҫапла каларӗ.

— Унта, мускат йывӑҫҫисем патӗнче, пирӗн хурал пӳрчӗ пекки пур. Макӑрӗ-макӑрӗ те иртсе кайӗ, нимӗнех те мар. Анчах эсир пулӑшӑр ӑна, Алексей Вениаминыч. Вӑрҫӑччен вӑл питӗ лайӑхчӗ — ырӑ кӑмӑллӑччӗ, йӑвашчӗ, манӑн чи лайӑх тантӑшӑмччӗ… Тен, ӑна ӑҫта та пулин ямалла? Унсӑрӑн, ҫуратӗ те — пурӑнма та памӗҫ. Кам-ха унӑн чунне уҫса пӑхӗ, ӑнланӗ?

Воропаев ӑна типшӗм шӗвӗр хулпуҫҫинчен тытрӗ.

— Эсӗ мӗн, халӗ те унпа туслӑ-и?

— Пирӗн хӗрачасенчен никам та юлмарӗ вӗт-ха. Пӗр вӑл кӑна. Шел ӑна. Пӗтме пултарать.

— Санӑн тата, ухмахӑн, пурте йӗркеллӗ-и?

— Манӑн — пурте, — тутисемпе кӑна тавӑрчӗ вӑл, Воропаев ҫине пӗрре те иккӗленмелли ҫук тарӑн та уҫӑ куҫсемпе пӑхса.

— Юрӗ, мӗн те пулин шутласа тупӑпӑр. Пӗр-ик кунтан кӗрсе тух.

— Юрать, полковник юлташ, — типшӗм кӗлетке Цимбал килӗ тавра ҫавӑрнӑ чул хӳме хыҫне кӗрсе ҫухалчӗ. Тӗмсем чӑштӑртатрӗҫ, чӑнкӑ сукмак ҫине чул катӑкӗсем тӑкӑнни илтӗнчӗ. Воропаев Ступина хӑйӗн хӗр-тантӑшне пулӑшма чупнине тавҫӑрса илчӗ.

«Акӑ мӗн патне илсе тухать вӑл ҫӑмӑлттайла хӑтланни», — шухӑшларӗ вӑл. Чирикова ҫинчен унӑн текех шухӑшлас та килмерӗ. Ун пеккисене пулӑшма та йывӑр; Аня Ступина вара ӑна интереслентерсе ячӗ. Ӑна пулӑшасах пулать.

Ҫав кунсенче, пӗр чӗнмесӗр те шӑп вӑхӑтлӑ, ун патне ҫартан таврӑннӑ Городцов сержант кӗрсе ларчӗ. Хӑй вӑл Микоян ячӗпе тӑракан колхозран-мӗн. Венгрире икӗ урине те амантнӑскер, вӑл анчахрах госпитальтен тухнӑ, хӑй вӑрҫӑра чух арӑмӗпе амӑшӗ Крыма куҫса килнӗ пирки, вӑл та «пурӑнмалли вырӑна курса ҫӳреме» тесе кунта килнӗ те, мӗнле ӗҫе тытӑнассине пӗлмесӗр, «ответственнӑй кӳршӗпе» канашласа пӑхма шут тытнӑ.

Городцов килхушшине кӗрсе хӑвӑрт та тӗплӗн йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнсанах, Воропаев хӑйӗн вӑрҫӑра аталаннӑ уйрӑм сисӗмӗпе тӳрех ку ҫын ҫирӗп, ӑслӑ салтак тата, вӑйлӑ хуҫа пулнине тавҫӑрса илчӗ. Вӑл ҫине кӗске кӗрӗк, пуҫне путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, кӗрӗкне ҫӳле янӑ. Уксахлакаласа, Воропаев кровачӗ патне пычӗ те, нимӗн ҫинчен те ыйтса тӑмасӑрах, хӑйне унпа ҫар ҫыннилле паллаштарчӗ. Вӑл ҫак ҫын хӑйне кирлӗ ҫын иккенне тӳрех тавҫӑрса илчӗ пулас.

— Кӳршӗ ҫыннипе кӳршӗлле калаҫма кӗтӗм, — пуҫларӗ вӑл, сӑмах ҫаврӑнӑшне ытлашши хитрелетсе. — Пирӗн кунта аманнӑ полковник пур, орденлӑ, пур енӗпе те пултаракан ҫын, теҫҫӗ. Хам шутлатӑп, пире ун пек ҫынсем кирлӗ, паллашмалла кӗрсе тухам-ха, тетӗп.

Городцов пӗр хӗрӗх ҫулалла ҫитет пулмалла. Хӗрлӗрех шӑрт пек мӑйӑхлӑ сӑн-пичӗ унӑн, ҫамрӑк та сывлӑхлӑ иккенне кӑтартаканскер, питӗ кӑмӑллӑ. Пысӑках мар савӑнӑҫлӑ куҫӗсем, инҫете тинкерсе пӑхнӑ чухнехи пек, яланах хӗсӗнчӗк.

— Разведчик-и?

— Вӑрҫӑ турри, полковник юлташ, наводчик пулнӑ.

— Инҫете ҫитрӗн-и?

— Венгрие куртӑм, — ответлерӗ Городцов, тутисене мӑнкӑмӑллӑн пӗркелесе. — Вӑрҫа ҫавӑнта вӗҫлерӗм. Унта пулса курма тӳр килмен-и?

— Ӗлкӗреймерӗм. Вӑрҫа Болгарире вӗҫлерӗм.

— Мана та унта пулса курма тӳр килчӗ. Пырать. Халӑхӗ шухӑ, ҫивӗч. Вӗсен кебапчипе шишине ҫисе куртӑм, табакне туртрӑм, эрехне ӗҫрӗм. Чӗлхине те ӑнланма пулать. Унти ял ҫыннисем пурне те ӑнланаҫҫӗ темелле. Анчах питӗ вӗри ҫынсем вара, питӗ! Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах — чышкӑсем те хатӗр! Туршӑн та! Мӗн те пулин хӑй кӑмӑлланӑ пек пулмасан ҫӗҫӗпе тӳрлетет, анчах хӑйӗнне тӑватех. Маттур халӑх!

Калаҫнӑҫемӗн вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫапӑҫусенчех пулни палӑрчӗ, ҫакӑ вӗсене питӗ тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланакан пулса ҫитрӗҫ, вара Городцов, пӗр именсе тӑмасӑрах, хӑйӗн пӗр кӗсйинчен консерва банки туртса кӑларчӗ те ӑна пысӑк кукӑр ҫӗҫӗпе уҫрӗ, тепринчен ҫӑкӑр чӗлли кӑларса хучӗ.

— Кӑмӑл тӑвӑр, полковник юлташ, — йышӑнӑр… — ҫимеллисене Воропаев умне хучӗ те, тутлӑн чӑмласа, малалла каласа кӑтартма тытӑнчӗ. — Ӗлӗк эпӗ, хамӑр участока йышӑнса ҫирӗпленсе ларнӑ хыҫҫӑн, малтан вырӑна сӑнаса тухаттӑм, пурне те асӑрхаттӑм, хӑнӑхаттӑм. Пӗлетӗр-и, мӗнле закон манӑн! Вырӑн килӗшмесен, ҫапӑҫас та килместчӗ уншӑн, мӗн калӑр ӗнтӗ эсир! Килӗшменни ҫеҫ мар, — ун пекки сахал пулкалатчӗ, хам ӑсра эпӗ кашни вырӑнтах ытларах ҫуртсем лартаттӑмччӗ.

Воропаев чавси ҫине ҫӗкленчӗ.

— Нумай лартса тултартӑр-и вара?

— Пӗр вунна яхӑн. Пӗрне Брянск патӗнче, тепӗрне Вильнюс леш енче, Вили хӗрринех, лартрӑм. Пулса курнӑ-и? Апла пулсан, унти вырӑнсем мӗн тери илемли сире паллӑ. Ҫуртсем манӑн Терек хӗрринче те, Кубаньре те пур. Анатри Днепр хӗрринче те пур — дворец, туршӑн та! Эпӗ ытларах юханшывсене кӑмӑллаттӑм. Ларатӑн ҫавӑнти окопсенче, чун сивӗнсе каять, вара ытла кичемрен ху ҫакӑнта епле пурӑнасси, мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑн, ҫапла мӗн те пулин шутласа кӑларатӑнах. Эпӗ хамӑн оруди расчетне те ҫак ӗҫпе интереслентерсе ятӑм. Оруди командирӗ те, ӑҫта та пулин ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑнах: «Терентий! Ҫуртна ӑҫта лартатӑн-ха? Пирӗн ӑна ӑнсӑртран ыткӑнтарса ярас марччӗ!» — тесе кӑшкӑрма пуҫлатчӗ. Висла шывӗ тӑрӑхӗнче те эпӗ, чӑтаймарӑм, икӗ ҫурт лартрӑм.

— Венгрире тата?

— Ҫук, лартман. Мадьярсем патӗнче те, румынсем патӗнче те лартман! Хамран хам тӗлӗнетӗп. Вырӑнӗсем еплеччӗ! А? Дунай кӑна мӗне тӑрать…

Ҫапла калаҫнипе сисӗнмесӗрех каҫ пулчӗ.

Городцов илемлӗ хура циферблатлӑ, ылтӑн йӗплӗ алӑ сехечӗ ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса илчӗ те ытлашши нумай ларнине пӗлтерсе, ҫепӗҫҫӗн ахлатса ячӗ.

Воропаев ӑна тытса чарчӗ. Терентий Городцов, Воропаев пекех, тӗлӗнтермӗш ҫурт тӑвакансенчен пӗри пулнӑ. Ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхсан, фотоаппаратпа пӗр асӑрхаттармасӑр ҫапса илнӗ сӑнӳкерчӗк ҫинчи пекех, вӑл хӑйӗн сӑнне курчӗ.

— Виҫӗ фронт командующийӗнчен сӑмахпа вӗрентсе каланине итлеме тӳр килчӗ, такам та мухтанмалла! — терӗ Городцов, хӑй пурнӑҫӗнче ӗҫсем ҫавӑн пек ӑнса пынӑшӑн хӗпӗртесе. — Хӗвеланӑҫ фрончӗ пӗррехинче пите вӑйлӑ лектерчӗ! — Ҫӑварне горчица хыпнӑ пек пӑркаларӗ пуҫне. — Питӗ вӑйлӑ витамин ҫитерчӗ, унтан лайӑххи пулас та ҫук!.. Сталинградри тата — туршӑн та, каласан ӗненмӗр — сӑвӑпа ҫаптарчӗ! Н-ну!.. Тӑватӑ йӗркепе шатлаттарчӗ те — манӑн куҫсем ҫамка ҫинех улӑхса кайрӗҫ! Сӑмахне питӗ вӑйлӑ ҫаптаратчӗ. 4-мӗш Украински пачах урӑхлаччӗ: ятлать, анчах хӑйӗн куҫӗсенче шеллени палӑрать, вӑл мар — эсӗ ху ӑна ятланӑн туйӑнатчӗ. Вӑл темӗнле шеллесе ятлатчӗ, питӗ кӳренетчӗ. Эсӗ пур — тӑратӑн таркӑн пек, куҫҫулӳ юхать. Тӳрех калас пулать: чуна тӑпӑлтаратчӗ. Пуринчен те йывӑртараххи — Рокоссовский, тенине илтнӗччӗ эпӗ. Ятласса нихҫан та ятламасть теҫҫӗ, анчах кулӑпа йӗплеме тытӑнсан — вӗҫерӗнеймӗн. Вичкӗн сӑмахсемпе питӗ пултаруллӑ йӗплет: хӑй ҫаплах кулӑпа, ыраттармалла мар калаҫать, анчах ҫивӗч сӑмахпа вӑл ҫыннӑн пырши-пакартине пӗтӗрӗнтерсе кӑларать.

Унтан Воропаев патнех пӗшкӗнчӗ те, килхушшине хӑнӑхнӑ пилеш кайӑкӗ вӗсен калаҫӑвне итлесрен хӑранӑ пек, вӑл хӑй курса ирттернисенчен чи хаклине каласа пачӗ.

— Сталин юлташа икӗ хутчен куртӑм. Малтанхи хут Мускав патӗнче нимӗҫсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн куртӑм. Ку вӑл Клин ҫывӑхӗнче пулчӗ пулас. Илтрӗмӗр: килнӗ. Эпӗ ун чух нимӗҫ виллисене турттараттӑм. Вӑл килнине пӗлсех тӑратпӑр (пирӗн салтаксен хушшинчи сас-хыпар яланах тӗрӗс пулать), анчах вӑл ӑҫта пулассине ниепле те пӗлейместпӗр. Ӑна курасси ҫинчен паллах, эпӗ аса та илмен. А вӑт, куртӑм.

Ку ҫӗрле пулчӗ. Астӑватӑп, уйӑх ҫутататчӗ — кашни тӗм икҫӗр метртан та курӑнать. Эпир нимӗҫ виллисене турттаратпӑр. Тӑм чӳлмексем пекех янӑраҫҫӗ лешсем, темиҫе татӑка вакланса каяссӑн туйӑнаҫҫӗ. Тиетпӗр. Куратпӑр — шоссепе пӗр тӑват-пилӗк машина килет. Чарӑнаҫҫӗ. Пӗр пуҫлӑх тухать хайхи, тепӗр пуҫлӑх тухать, пире: эсир хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, эпир хамӑр ӗҫе тӑвӑпӑр, — тенӗ пек, ҫур сӑмах та чӗнмеҫҫӗ. Ҫапла, куратӑп — пӗри пире хирӗҫ килет. Шинельпе хӑй, анчах унӑн званине курмастӑп, ҫӑмӑллӑн, хӑюллӑн утать. «Сывӑ-и, юлташсем!» — тет. Паллах, кирлӗ пекех ответлерӗмӗр. «Нимӗҫсене пытарасси интереслӗ ӗҫех мар-им?» — тет. Пирӗн командӑра пӗр приписник пурччӗ, шуйттан пӗлет-и вӑл мӗнле ҫынне, анчах усал чӗлхеллӗскерччӗ. Вӑл тытрӗ те ҫапла каласа хучӗ: «Мӗншӗн интереслӗ мар? Эпир вӗсене пытарни вӗсем пире пытарнинчен лайӑхрах», тет. Тӳрех ҫапла патлаттарса хучӗ. Ун патне пынӑ шинеллӗ ҫын вӑл калаҫма юратнине сисрӗ. «Эсир епле шутлатӑр, — тет, — ку хутра пирӗн ҫар мӗн тума пултарассине пурне тӗ турӗ-и?» Пирӗн приписник ӑна ҫапла тавӑрать: «Епле пурне те тумарӗ? — тет. — Мӗн тума пултарнинчен те ытларах турӗ». Ҫав самантра пирӗн пата пырса тӑнӑ ҫын ҫине ӑнсӑртран ҫутӑ ӳкрӗ те, эпир пурте тӳрех палласа илтӗмӗр — Сталин!

Приписник тӗлӗнсе хытса кайрӗ. Сталин юлташ, вӑл каланипе килӗшменнине палӑртса, пуҫне сулласа илчӗ. «Ҫук, — тет, — эпир мӗн тума пултарнинчен те ытларах турӑмӑр, тесе шутлани тӗрӗс мар. Нимӗн пысӑклатмасӑрах калӑпӑр: вӑй ҫитнӗ таран пурне те турӑмӑр. Ҫакна халӑх ӑнланӗ-и?»

Кунта эпӗ те хӑюлланса кайрӑм — ӑҫтан сӑмах тухма пултарнинчен те тӗлӗнсех каймалла! «Сталин юлташ, халӑх ӑнланать. Ӑнланать, — тетӗп, — шансах тӑрӑр». Малалла пӗр сӑмах та калама пултараймастӑп — такам карланкӑран ярса тытнӑ пек, пыра хӗстерсе лартрӗ.

Вара вӑл пуҫне сулчӗ те кӑштах малалла утрӗ. Унтан чарӑнчӗ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне хыврӗ те ҫапла чылайччен тӑчӗ пӗччен. Машинӑсем патне каялла таврӑннӑ чух пирӗннисенчен пӗринчен каллех ыйтрӗ: «Кӑмӑллӑ-и нимӗҫсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн?»

Лешӗ — пӗлместӗп: узбек пулчӗ-и вӑл е азербайджанец, кутӑн та чӑхӑмҫӑрахскер, пурте ӑна килӗшмест, — тытрӗ те пирӗн приписник пек ҫапла лаплаттарса хучӗ «Кӑмӑллӑ мар!»

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тӑванӑм, генералсем ун патне ушкӑнӗпе чупса пычӗҫ: «Епле-ха? Мӗншӗн?»

Лешӗ хӑйӗннех перет: кӑмӑллӑ мар та кӑмӑллӑ мар. Эпӗ, — тет, тыткӑна илместӗп тесе юлташӑмӑн юнӗ ҫинче хама хам тупа турӑм. Ҫынсен куҫӗ умӗнче, хампа пӗр енчи ҫынсем умӗнче тупа турӑм: чӗррӗн тыткӑна илместӗп, тӑшмана пӗтерсе пыратӑп, — тесе сӑмах патӑм. Ҫавӑнтах, — тет, тархасшӑн, приказ килчӗ: тем пулсан та илмеллех. Анчах манӑн ӗҫсем урӑхларах юлчӗҫ, ҫавӑншӑн, — тет, куратӑр-и, мана орденсӑр хӑварчӗҫ: хамӑн сӑмаха пурнӑҫларӑм, анчах приказа пӑсрӑм.

Сталин юлташ кулса илчӗ те ҫапла каларӗ: «Эпӗ, — тет, — сирӗн хута кӗрӗп: ку ӗҫе тумаллах пулнӑ, унсӑр май килмен тесе йышӑнччӑр».

Городцов шӑпланчӗ, чеен кулса илчӗ те, тарӑн шухӑша кайса, чылайччен калаҫмасӑр ларчӗ.

— Иккӗмӗш хут эпӗ ӑна ӑҫта курнине вара эсир — чухласа илеймӗр. Сталинградра.

— Вӑл унта пулман.

— Ӑна эсир ҫапла шутлатӑр, анчах пире, полковник юлташ, вӑл унта пулни паллӑ. Салтакран ним те пытараймӑн. Пирӗн пекки, рядовой ӗнтӗ, мӗн пӗлни ҫинчен пысӑк пуҫлӑхӑн хӑлхине те кӗмест хӑш чух. Ан тавлашӑр — пулнӑ ун пекки. Ак ҫак куҫсемпе куртӑм. Тен, вӑл, мӗнле калас, урӑх ятпа е тата урӑхла-и, пӗлместӗп, — унпа эпир, салтаксем, интересленмен. Анчах, нимӗн иккӗленмесӗрех калатӑп — пулнӑ. Хӑвӑрах калӑр-ха, унсӑрӑн ҫавӑн пек ӗҫре ҫӗнтернӗ пулӑттӑмӑр-и? Тӳсӗмлӗх ҫитнӗ пулӗччӗ-и? Нихҫан та! Эпӗ Родимцев патӗнче, Вунтӑххӑрмӗш Гвардейскинче, пулнӑ, — ҫыран хӗррисенче, юханшыв тӑрӑх, центр ҫывӑхӗнче, тӑраттӑмӑр эпир. «Зона» е «хула пайӗ» тенисен — ячӗсем кӑна, тӳрех калас пулать — ҫӗр тӑрӑхӗ. Пӗррехинче эпӗ батальон команднӑй пунктӗнче связной пултӑм. Нимӗҫсем аллӑ утӑмра. Ҫӗрле. Кӑштах ир енне сулӑнчӗ. Пӑхатӑп — полк енчен килеҫҫӗ. Виҫҫӗн. Яланхи пекех пропуск ыйтрӑм. Пӑхатӑп та — вӑл! Каҫӗ, чӑнах та, уҫӑмлах марччӗ, анчах пӑч тӗттӗм тесен те тӗрӗс мар — нимӗҫсем ӑна курма пултараҫҫӗ. Вӑл кӑштах малалла иртрӗ те пулемет патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Хула ҫинелле пӑхса тӑрать, аллине куҫӗсем патне илсе пычӗ. Эпӗ ахлатса илтӗм, манӑн юлташӑм пӑшӑлтатать: «Мӗншӗн-ха ӑна пирӗннисем пӗчченех хӑварнӑ? Самантрах вӗлерме пултараҫҫӗ!» Хам эпӗ, сивӗ тытнӑ пекех чӗтретӗп, анчах сӑмах калама пултараймастӑп. Чӗтретӗп, хам ӑна кайӑр кунтан, Сталин юлташ, кунта сирӗнсӗрех вӑй ҫитерӗпӗр, мӗн тумаллине тӑвӑпӑр, эпӗ командӑсем парас тесе хӑтланмастӑп вӗт-ха, эсир те пирӗн салтаксен ӗҫне ан ҫыхланӑр… теес килет. Ҫав самантра нимӗҫсем асӑрхарӗҫ пулас ӑна, тӗмеске ҫинелле мӗнпур вӑйран пеме пуҫларӗҫ. А вӑл тӑрать. Ну, эпӗ ӑнланатӑп вӗт-ха, ун пек чухне ҫӑвара карса тӑма юрамасть. Салтакӑн хӑйӗн термометрӗ пур. Дивизирен мӗнле те пулин приказ килни-и, килмен-и — ун ҫинчен эпӗ нихҫан та ыйтса пӗлме тӑрӑшман, анчах атака пулассипе пулас маррине яланах пӗлеттӗм. Тулӑклӑ командир салтакран иртсе кайма ҫуккине лайӑх чухлать. Эпӗ ура ҫине тӑратӑп та малалла ыткӑнатӑп. «Ура!» Ачасем мана ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ пек — харӑссӑн «ура» кӑшкӑрса, ман хыҫҫӑн чупаҫҫӗ. Пӑхатӑп та, кӳршӗсем те пирӗн хыҫҫӑн, вӗсем хыҫҫӑн — татах, пурте малалла ыткӑнаҫҫӗ — кайрӗҫ! Чупнӑҫемӗн, хушӑран, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхатӑп. Унӑн кӗлеткине палласа илетӗп. Эпир нимӗҫе хӗрӳллӗн ярса илсен, Сталинград ҫӗрӗ чӗтреме тытӑнсан, вӑл хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне хыврӗ, унпа пире сулчӗ те хуллен аялалла, ҫыран хӗрринелле кайрӗ. Ҫавӑн чух ӗнтӗ эпир, салтаксем, вырӑнтан тапранмастпӑр, тесе сӑмах патӑмӑр. Вӑл хӑй хӑрушлӑхсенчен хӑрамасть пулсан, ку вӑл, пӗлетӗр-и… Ҫавӑнтан пуҫланчӗ те! Шантарсах калатӑп! Хам куҫпа хам курнӑ. Эс пӗччен кӑна мар, нумайӑшӗ курнӑ.

— Ӗненетӗп, — терӗ Воропаев. — Ӗненетӗп те, ӑмсанатӑп та.

Пур фронтсенче те салтаксем хушшинче Сталин килнӗ текен легендӑсем ҫӳренӗ; фронтӑн пӗр-пӗр участокӗнче мӗн тери йывӑртарах пулнӑ, ҫынсем Сталин хӑйсемпе пӗрле пулнине ҫавӑн чул ҫирӗпрех ӗненнӗ.

Воропаев кровачӗ патне Цимбал пырса тӑчӗ. Вӑл хӑна ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса илчӗ те пуҫне сулларӗ.

— Демобилизациленнӗ тусӑм, кун йӗрки мӗне пӗлтерни ҫинчен хӑҫан та пулин илтнӗ-и эсӗ? Аха, илтнӗ. Ку питӗ аван, апла пулсан унсӑрӑн тата, пӗлетӗн-и, ҫавӑн пек ҫынсем пулаҫҫӗ: кайса килем-ха, тет, хӑнана, тӑраниччен калаҫам-ха.

Городцов, ним тума аптраса, ура ҫине тӑчӗ, айӑпа кӗнӗ пек кулса илчӗ.

— Тӗрӗс калатӑр, тӗрӗс, — терӗ вӑл, гимнастерки ҫинчи чӗн пиҫиххине именчӗклӗн тӳрлетсе. — Апла пулсан, манӑн мӗн тӑвас-ха? Кунти вырӑнсенчех юлас-и? — тӗлсӗр-мӗнсӗр тенӗ пек, ыйтрӗ вӑл ҫавӑнтах татӑклӑн. Ӑна халӗ ҫак ыйту кӑна интереслентерет пулас, анчах вӑл, вӑрҫӑри ӗҫсене аса илнипе хавхаланса кайнӑскер, ун ҫинчен Воропаевпа канашласа пӑхма май тупаймарӗ. Унӑн сӑн-пичӗ ҫинче аптраса ӳкни палӑрчӗ. — Пӗччен марри паллӑ пулсан, шанчӑк пулсан, эпӗ… Эпӗ, паллах, юлнӑ пулӑттӑм.

— Юл, юл! Халӑх сахал кунта.

— Эпӗ хам та ҫавӑн пек шутлатӑп.

— Хӑвӑннисем килнӗ пулсан, ӗҫе пӑсма та кирлӗ мар.

— Тӗп-тӗрӗс. Эпӗ ак мӗншӗн калатӑп: ҫавӑн пек, юлташусемсӗр тӑрса юлӑн та, аса илмеллисем те, калаҫмаллисем те пулмӗҫ. Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр ҫын пек пурӑнӑн вара. Анчах, апла пулсан…

— Эсӗ «Микоянра-и?» — ытлашши пӗлесшӗн те пулман пек ыйтрӗ Цимбал.

— Аха. Ӗнер манпа калаҫрӗҫ, председателе суйласшӑн.

Цимбал ун ҫине тӗлӗннӗ пекрех пӑхса илчӗ.

— Манӑн алӑсем тырра тунсӑхлаҫҫӗ, — тӑсрӗ малалла Городцов. — Ҫывӑратӑп та — тӗлӗкре тулӑ куратӑп. Эпӗ комбайнер вӗт-ха. Вӑранатӑп — сӑмсана тулӑ шӑрши кӑтӑклать. Анчах сирӗн кунта, — хушрӗ вӑл кичеммӗн, — тырӑ тумаҫҫӗ, виноград лартса ӳстереҫҫӗ, табак, вак-тӗвек ӗҫ, кичем. Эх, аннеҫӗм-тырӑ! Кичем унсӑрӑн.

— Кубанелле ҫул тыт эппин, — терӗ ӑна Цимбал. — Унта тырӑсем ӑшӗнче ҫухалса кайма пулать.

— Кайнӑ пулӑттӑм та, ҫемье туртать; куҫса килнӗскерсем-ҫке-ха, каялла тарма аван мар. Сӑмах панӑ, укҫа илнӗ, каялла кайма ҫул ҫук. Маншӑн пулсан, виноград купӑстаран та начартарах. Вак-тӗвек япала. Тырӑшӑн тунсӑхлатӑп — ух, мӗнпур вӑя хурса ӗҫлӗттӗм…

Сывпуллашма тытӑнчӗ.

— Ҫапах та, юлатӑнах-и?

— Ирӗксӗрех юлатӑп. Паллах, эпӗ кунта та ал ҫемми ӗҫ тупатӑпах. Вӑрҫӑ турри, полковник юлташ, ниҫта та ҫухалса кайма тивӗҫ мар. Алло! Сыв пулӑр!

Воропаев хӑйӗн пурнӑҫне йӑвашлатмасть те халӗ, мухтамасть те. Пурнӑҫӑн йывӑр тапхӑрне кӗнине вӑл пӗлет. Ӑна никам та пулӑшаймӗ.

Шура? Шура унӑн паянхи интересӗсенчен аякра тӑрать.

Воропаев, паллах, ӗҫлеме пуҫланӑ санаторисенчен пӗрне вырнаҫма пултарнӑ пулӗччӗ, анчах чирлесе выртасси уншӑн питӗ йывӑр пек туйӑнчӗ, тата Сережа та каллех унран инҫетре пулать.

Ҫемье! Эх, ҫынна хӑйӗн кӗтесӗ, хӑйӗн йӑви мӗн тери кирлӗ!

Кунта каллех ун умне Лена пурнӑҫӗ тухса тӑчӗ. Воропаев Лена ҫинчен нимӗн чухлӗ те ӗмӗтленмест. Воропаев пекех, ӑна та йывӑр. Алла-аллӑн тытӑҫсан, утма ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ. Ун куҫӗ умне темиҫе хутчен те Ленӑн ӗҫпе хытнӑ аллисем туха-туха тӑчӗҫ.

Пӗррехинче Воропаев унӑн лӑпкӑ сассине илтрӗ, анчах вӑл нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмерӗ. Лена: «Воропаев полковнике епле шыраса тупма пулать», тесе ыйтрӗ, вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлчӗ те, шӑппӑн-шӑппӑн утса, Цимбал килкартине кӗчӗ. Аллисене хӑй пысӑках мар ҫыхӑ тытнӑ. Урисене вӑл ялан тӑхӑнса ҫӳрекен кӗҫҫе тапочкӑсем, ҫине арҫын пиншакӗ евӗр ансӑртарах хура жакет тӑхӑннӑ. Воропаев хӑй топчанӗ ҫинчен ӑна сӑнаса выртнине сисмест пулин те, Лена именнӗ, вӑтаннӑ сӑнлӑ. Вӑл хӑйне аван маррӑн туйни сисӗнет.

Вӑл пӳрт патне ҫитрӗ те, хӑйи-хӑйми, алӑка шаккарӗ. Воропаев, ана чӗнсе сасӑ пачӗ, лешӗ картах сикрӗ.

— Асӑрхаман та эп сире, — терӗ вӑл кулса. — Сывӑ-и?

Анне сире килсе курма хушрӗ. Кӑштах ҫимелли парса ячӗ, илӗр.

Ҫыхӑ самантлӑха сывлӑша ҫӗкленчӗ. Кайран Лена хӗрелсе кайрӗ те ӑна ҫӗре хучӗ, Воропаев ҫине пӑхма хӑймасӑр, унӑн койки хӗррине ларчӗ.

— Ав епле ӗҫсем, — терӗ вӑл малтанхи пекех кулса. — Епле чирлесе ӳкнӗ, э?

— Мӗнле унта Корытов, ятлаҫмасть-и? — ыйтрӗ Воропаев, Лена малалла калаҫма именнине туйса.

Ответ тӗлӗнтерсех ячӗ ӑна.

— Эпӗ пӗлместӗп, — терӗ вӑл, аллине кӑштах сулса. — Сирӗн пата килесси ҫинчен эпӗ ӑна каламарӑм. Темӗн шухӑшлӗ тата.

— Ҫурт тӗлӗшпе мӗнле? Софья Ивановна мӗнле пурӑнать?

Лена ответлеме ӗлкӗричченех, Воропаев ҫакна ӑнланчӗ: Лена кунта килни ҫинчен амӑшӗ те пӗлмест иккен.

— Ах, — терӗ Лена кӑмӑлсӑррӑн, — анне яланах мӗн те пулин шутласа кӑларать… Чупкалать… Сире кам асӑннине пӗлетӗр-и? Стойко, колхоз председателӗ, астӑватӑр-и, вӑл хӑрах алӑсӑр, ҫӳллӗскер. Эсир ӑна питӗ килӗшнӗ.

Воропаев кӑвайт умӗнче ирттернӗ каҫа, ҫуртсем валеҫнине тата хӑрах алӑсӑр илемлӗ ҫӳллӗ ҫынна аса илчӗ.

Лена килкартине, ҫурта тата Воропаев Цимбал кӗрӗкӗ айӗнче выртакан топчана интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ. Унӑн пичӗ ҫинче те хӗрхеннине, те пӑртак мӑнкӑмӑлланнине пӗлтерекен ҫӑмӑл кулӑ палӑрчӗ.

— Аптрамасть хуҫалӑхӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен, пӳрнисемпе жакет хӗррине турткаласа. — Ҫакӑнта пурӑнас тетӗр-и?

— Мӗншӗн кунта? Эпӗ сирӗн компаньон вӗт. Ак урасем ҫине тӑрам-ха, вара Софья Ивановнӑпа хамӑр ҫурт тӗлӗшӗпе ӗҫлеме тытӑнӑпӑр. Ман шутпа, эсир, Леночка, эпӗ сирӗн ҫемье ҫумне ҫыхланнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.

— Ҫук, мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, — шӑппӑн хирӗҫлерӗ вӑл. — Ку вӑл анне ӗҫӗ, ҫуртпа аппаланма манӑн вӑхӑт ҫук, ӗҫлес пулать.

— Сирӗн, Леночка, ура ҫине ҫирӗпрех тӑрас килмест-и: хӑвӑрӑн сад, икӗ чӑхӑ, мӗнле те пулин йытӑ пултӑр?..

Вӑл, куҫӗсем ҫумне ҫыпҫӑннӑ эрешмен картине шӑлса ывӑтнӑ пек, аллине сулчӗ.

— Пӗлместӗп, — терӗ вӑл типпӗн, — пӗлместӗп, ун ҫинчен эпӗ ним те шутламан… Эпӗ, чӑнах, нимӗн те пӗлместӗп.

— Ӗҫсем нумай-им? — ыйтрӗ Воропаев, калаҫӑва ӑна ыраттарма пултаракан ыйтусенчен аяккалла пӑрса ярас тесе.

— Ай, ан та калӑр. Ларусем тинкене кӑларчӗҫ. — Вӑл ҫавӑнтах уҫҫӑнрах калаҫма пуҫларӗ, унӑн тӗксӗм пит-куҫӗнче кулӑ палӑрчӗ. — Вутӑ енӗпе хытӑ такӑнтӑм, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗм, ҫав йывӑрлӑхран тухма майӗ те ҫук. Геннадий Александрович телефон умӗнче ҫывӑрса каять те телефон умӗнчех вӑранать, директива хыҫҫӑн директива парать, анчах ӗнер больницӑра ултӑ хыҫсӑр пукан ҫунтарса янӑ.

Калаҫмашкӑн тема тупнӑшӑн Лена савӑнса кайрӗ.

— Камран пӗлтӗр-ха эсир эпӗ чирлесе ӳкни ҫинчен?

— Райкомра пӗлтӗм. Виктор Огарнов пырса кайрӗ, ҫав каласа кӑтартрӗ. Широкогоров патӗнчен те икӗ хут шӑнкӑртаттарчӗҫ. Сирӗн чире пула анне те аптраса ӳкрӗ.

— Ҫурта пӑрахасран хӑрать пулӗ-ха?

— Аха, хӑрать.

— А эсир?

Вӑл пуҫласа хӑйӗн кӑмӑллӑ куҫӗсемпе Воропаев ҫине пӑхса илчӗ.

— Ман мӗншӗн сиртен хӑрас? Эпӗ халь ҫеҫ сире ҫакна каласшӑнччӗ: сирӗн умра эпӗ айӑплӑ, ун чух эпӗ эсир кунта янтӑ дачӑсем илме килнӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ…

Воропаев ӑна темӗн хирӗҫлесшӗн пулчӗ, анчах Лена ӑна тытса чарчӗ.

— Ан кӳренӗр мана, манӑн чӗлхе усал. Пурне те куратӑп.

— Чӑннипе эсир, Лена, питӗ ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пулас, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ. Акӑ ман пата та килтӗр. Ҫуранах килтӗр-и? Вӑт, тус тесен те юрать сире. Кӳрӗр-ха, эпӗ сирӗн аллӑра чӑмӑртам. Чӑнах ҫуранах килтӗр-и?

Ирӗксӗррӗн те хӑйпе хӑй кӗрешнӗ пек тата ҫак ӗҫре темле тӗрӗс мар япала курса, вӑл хӑй аллине ун патнелле тӑсрӗ те ҫавӑнтах сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, сывпуллашма тытӑнчӗ.

Воропаев ӑна вӑйпах тытса чарчӗ.

Лена хӑйне тыткаланинче, илемлӗ сӑмахсене тата аллипе сулкалама юратманнинче, хӑй туйӑмне Воропаева уҫҫӑн кӑтартмасӑрах палӑракан тимлӗхӗнче пурнӑҫра сайра тӗл пулакан темле тивӗҫлӗх пур.

Вӗсем татах Воропаев сывлӑхӗ ҫинчен, ҫурт ҫинчен, ҫанталӑк улшӑнмасӑр тӑни ҫинчен калаҫрӗҫ.

Тӗттӗмленме пуҫларӗ. Лена ҫуран килнине чухласа илчӗ те, Воропаев ӑна урӑх тытса тӑрас темерӗ. Ҫул ҫинче те халӑх сахал ҫӳрет халӗ.

— Мана аса илнӗшӗн тавтапуҫ, Лена. Пирӗн сирӗнпе хамӑрӑн кӗтес пулать. Хамӑн Сережкӑна илсе килетӗп, ҫирӗн хӗрачӑрпа пӗрле выляса ҫӳретӗр.

Куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ те, Лена ун ҫине пӑха-пӑха илсе, Воропаев шӳт тунипе туманнине тӗрӗслерӗ, нимӗн те чӗнмерӗ.

— Ну, сывалӑр ӗнтӗ. Анчах астӑвӑр, эпӗ сирӗн патӑрта пулни ҫинчен никама та ан калӑр. Юратмастӑп эпӗ… — Вӑл, каласа пӗтереймесӗрех хапха патнелле утса кайрӗ, утнӑ май вӑл мӗнпур килме пултаракан ҫырусемпе телеграммӑсене Воропаев кунта ярса пама ыйтнине хирӗҫ ответлесе, пуҫне сула-сула илчӗ, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Ун ури сассисем хӑй урама тухсанах, илтӗнми пулчӗҫ.

Кайран Воропаев вӑл килсе кайни ҫинчен чылай шухӑшларӗ. Чӑнах та, ӑна йывӑр. Унӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллатма пултарассине халӗ пӗлмест-ха вӑл, анчах ҫак калаҫма юратман хӗрарӑмӑн пурнӑҫне питӗ лайӑхлатасси килет унӑн. Ҫавӑн чух хӑйӗн пурнӑҫӗ те лайӑхланассӑн туйӑнать ӑна. Ленӑна унӑн лайӑх та савӑнӑҫлӑрах пурӑнмалла тӑвас килет. Тӗнчере ху пулӑшас текен ҫынсем пулсан, питӗ кӑмӑллӑ ҫав.

… Кашни килтех черетпе пухӑнма йышӑнчӗҫ; Воропаев халлӗхе утса ҫӳреме пултарайман пирки, Опанас Иванович Цимбал чи пирвай хӑй патне пухма пулчӗ.

Кунта чи малтанах чӗнсе хунӑ Широкогоров, ачасен санаторийӗн директорӗ Марья Богданова, «Первомайскинчи» Поднебескосен мӑшӑрӗ, Городцов тата, паллах, «Калинин» колхозран та нумайӑшӗ килчӗҫ.

Зарубин метеоролог та кӗтмен ҫӗртен тусем ҫинчен анчӗ. Вӑл ҫӳлӗ, типшӗм ҫын, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ лутӑрканчӑк уссин вӗҫӗсене хӑрӑм тӗтӗрекен «шӑши куҫӗпе» ӗнтсе янӑ. Ту ҫинчи сулхӑна пула, унран чӗрӗ арбуз шӑрши кӗрет. Ҫилсем ҫинчен вӑл, станци сотрудникӗсем ҫинчен каланӑ пек, калаҫать.

— Пӗлтӗрхи пачах урӑхлаччӗ — кутӑн та улшӑнсах тӑратчӗ. Кӑҫалхи апла мар — ҫирӗп те ҫурҫӗрти пек хаяр, хӑй вӑйне ӗненекенскер, ытарма ҫук илемлӗ! Унпа питӗ канлӗ, калаҫса ларма та пулать-и, тен.

Зарубин хаҫатсем патне аннӑ пулнӑ, вара клуб уҫни ҫинчен пӗлнӗ те, кӗнекесем тупас ӗмӗтпе, кунтах юлнӑ. Вӑл хулӑн романсене питӗ юратнӑ-мӗн.

— Калав — иртӗхни кӑна вӑл, — терӗ вӑл, ҫӑварне кӗрсе ан кайччӑр тесе, мӑйӑхӗсене вӗркелесе. — Ӑшӑнса ҫитме те ӗлкӗрейместӗн, ӑна, ирсӗре, вуласа та тухрӑн. Пирӗн ҫӳлте романсен зони, йӗркерен ик-виҫӗ каҫ вуламалӑх пултӑр.

Воропаев пекех, лӑпкӑ вырӑн шырама килнӗ, анчах ун вырӑнне пулӑҫсен колхозӗн председателӗ пулса тӑнӑ Рыбальченко подполковник виҫӗ кило чуларка текен пулӑ илсе килчӗ, электромонтер Сердюк Европа карттине йӑтса килчӗ те, нимӗн ыйтса-туса тӑмасӑрах, асӑрхана-асӑрхана, ӑна стена ҫине ҫакса хучӗ, тутисене аллипе хупласа, тем пӗлтернӗ пек, ӳсӗре-ӳсӗре илчӗ. Карттине вӑл яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен, вӑл шутланӑ тӑрӑх, ӑна кирек хӑҫан та пӗр-пӗр ответлӑ пухӑва чӗнсе илме пултарнӑ. Ҫав пухура, тӗнчери лару-тӑру ҫинчен каласа кӑтартнӑ май, докладчик лайӑх географи картти ҫуккипе аптрама пултарнӑ. Сердюк хӑйпе пӗрле хӑмӑшран тунӑ вӑрӑм указка, ялавлӑ булавкӑсем тата икӗ фронтӑн линийӗсене те тӳрех паллӑ тума хӗрле тата кӑвак ҫипсен икӗ ҫӑмхине илсе ҫӳренӗ.

Вӑрҫӑччен Сердюк МТС механикӗ пулнӑ. Анчах, аманнӑ хыҫҫӑн гварди капитанӗ пулса демобилизациленнӗ те, малтанхи ӗҫе кӗресшӗн пулман, — линие юсаса ҫитереймен пулин те, Калинин ячӗпе тӑракан колхоза электромонтёра кӗнӗ. Вӑл аккордеон каланӑ, темӗнле ӗҫсемпе район центрне ҫӳренӗ, колхоз ӗҫӗпе такампа ҫыру ҫӳретнӗ. Сӑн-питрен вӑл яланах ӗҫлӗ, кӑмӑлсӑр, вӑхӑчӗпе асаплӑ ҫын пек курӑннӑ, анчах вӑл, ӗҫке ернипе асапланакан ҫын пекех, ӗҫлеме юратманнине пурте пӗлнӗ.

— Санӑн, Сердюк, хӑвӑн орденусене пуҫтарса хурасчӗ те алла кирка тытасчӗ, — канаш пачӗ ӑна Воропаев малтанхи хут паллашнӑ чух; анчах лешӗ ытарлӑн кулса илчӗ ҫеҫ.

— Ну, якши, гут, полковник юлташ, кирка тытас, ӗҫе тытӑнас! Анчах мӗнле ӗҫе тытӑнмаллине пӗлесчӗ? Ытлашши пӗр виҫепе виҫетӗр.

— Мӗн унта пӗр виҫи! Кирка тыт та ӗҫе тытӑн, улпутланса ҫӳреме ҫитӗ ӗнтӗ!

— Эппин, киркӑпа тӑмалла! Гут, аван. А квалификаци? Эпӗ, бриллиант пек, тап-таса механик. Кадрсемпе перкелешетӗр.

Сердюк чееленсе темӗн кӗтнине чухлать Воропаев.

— Мӗнле пурӑнатӑн?

— А, пурнӑҫ! Мӗн пурнӑҫӗ вӑл! Трофее пӗтеретӗп те — пӗтрӗ пуҫ.

Анчах кунта та чееленет. Унӑн нимӗҫсем тунӑ пӗр вунна яхӑн географи карттипе аккордеонсӑр пуҫне, урӑх нимӗнле трофей та пулман. Географи карттисене вӑл «арендӑна» паркаланӑ; ӑҫта та пулин вечеринкӑна чӗнмен пулсан, хӑй килӗ умӗнчи вӑрӑм тенкел ҫинче яра кунӗпех аккордеон каланӑ.

Ҫакӑн пек пӗр чӑрманусӑр пурнӑҫ ӑна килӗшнӗ, ҫавӑнпа та вӑл мӗн май килнӗ таран ҫаплах пурӑнма тӑрӑшнӑ, анчах хӑйне епле лайӑхрах пулма пултарассине пӗлмен.

Доклад пуҫланас умӗн Паусов хашкаса чупса килсе кӗчӗ, хулпуҫҫийӗ ҫине хӑй эрех пички хунӑ. Огарновсем килме пултарайманни ҫинчен пӗлтерчӗ вӑл, — Виктор чирлесе ӳкнӗ те Варвара килӗнчех юлнӑ. Унтан, юлашкинчен, Воропаев калаҫма тытӑнсан, Татьяна Михайловна Зайчикпа вулав ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Катя Муравьева килсе кӗчӗҫ. Катя Мураевьева Осоавиахимпа Хӗрлӗ Хӗрес кружокӗсене ертсе пырать тата хурт-хӑмӑр ӑстисен заочнӑй курсӗнче вӗренет. Вӑл пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм, ҫавӑнпа та мӗнпур обществӑллӑ ӗҫсене, ытти колхозниксен ку енӗпе ӗҫлеме вӑхӑт сахалтарах пулнӑ пирки, ун ҫине тиенӗ. Ӗнер ҫеҫ ӑна стена хаҫачӗн редакторне суйларӗҫ тата субтропика культурисен курсне те вӗренме ярасшӑн пулчӗҫ. Анчах курса янӑ пулсан, унӑн малтанхи ӗҫӗсене урӑх ҫынна пама тиветчӗ. Ҫавӑнпа та ӑна, куляна-кулянах, командировкӑна ярассинчен хӑтарма тиврӗ.

Пурте Воропаев вӑрҫӑ ҫинчен пысӑк доклад туса парасса кӗтеҫҫӗ, анчах нимӗҫ тыткӑнӗнчен таврӑннӑ Аннушка Ступина сӑмах тухса каласси ҫинчен тата Воропаев ун доклачӗ умӗн кӗске сӑмах кӑна каласа, кирлӗ ӑнлантарусем парассине нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ. Ступина хумханнипе калаҫма тӳрех пултараймарӗ, ҫавӑнпа та малтанхи темиҫе пуплеве Воропаевӑн хӑйӗн калама тиврӗ. Анчах вӑл хӑвӑрт йӗркене кӗчӗ, хӑйӗн ҫул ҫинчи асапӗсене ҫырса кӑтартма тытӑнсан тата хӑйӗн хӗр-тантӑшӗсене епле ҫухатни ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнсан, — халӑхпа калама ҫук тӑвӑрланнӑ пӳлӗмри арҫынсем команда панӑ пекех табак туртса ячӗҫ, хӗрарӑмсем, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ пулнӑ май, сӑмсисене нӑшӑклаттарса туртма тытӑнчӗҫ. Ступина хӑй Европа тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрени ҫинчен тата, юлашкинчен, киле епле таврӑнни ҫинчен питӗ чӗррӗн те илемлӗ каласа пачӗ — халиччен мӑшкӑлҫахла кулса ларакан метеоролог та миҫе хутчен чышкипе сӗтеле ҫапа-ҫапа илчӗ, Воропаевӑн та хушса каламалли нимӗнех те пулмарӗ.

Ступина тухса каланӑ хыҫҫӑн перерыв турӗҫ. Татьяна Зайчик хӑйӗн хӑранӑ чухнехи пек янӑраса тухакан лӑпкӑ сассипе Аннушка хӑй ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа пани ҫумне ҫакна хушса хучӗ: унӑн упӑшки, Харитон Иваныч, тата унпа пӗрле ултӑ партизан нимӗҫсем ҫамрӑксене Германие пуҫтарса кайма тытӑнсан яла килсе кӗнӗ те хӑйсен ирӗкӗпе чуралӑха каяссине хирӗҫ агитацилеме тытӑннӑ, анчах вӗсене нимӗҫсем шкул умӗнчи площадьре асаплантарса вӗлернӗ.

Воропаев шкул умӗнчи площаде вилнӗ геройсен площачӗ ятне пама сӗнчӗ — йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫапӑҫнӑ урама та Партизансен урамӗ ятне пама сӗнчӗ — ӑна та йышӑнчӗҫ.

— Пирӗн ҫинчен ҫапла калама пулать: «Пур хапхаран пухӑннӑ халӑх». Пӗр-пӗринпе паллашасчӗ, — терӗ вӑл, Широкогоров ҫине пӑхнипе пӗтӗм аудиторине илӗртсе. — Акӑ пирӗн хушӑмӑрта эрех тунипе чапа тухнӑ Сергей Константинович Широкогоров. Ӑна итлеме те интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн пӗтӗм Союзӗпе паллӑ виноградарь-опытник, вӑрҫӑ геройӗ, Опанас Иванович Цимбал та пур. Кубаньре вӑл мана виноград сорчӗсем ҫинчен епле каласа кӑтартнине халичченех астӑватӑп. Пур пирӗн…

— …Воропаев полковник! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Аннушка, хӑй ӑна юратнине систерекен сасӑпа, — нумайӑшӗ ун ҫине аллисемпе сулкалама тытӑнчӗҫ.

— Сана итлесчӗ, Алексей Вениаминыч, сана! — кӑшкӑрчӗ темиҫе сасӑ ҫакӑн хыҫҫӑн.

— Аван, мана та итлӗр. Тата пирӗн кӳршӗсемпе те паллашасчӗ. Паян пирӗн пата «Первомайскинчен» Поднебескосем, упӑшкипе арӑмӗ, тата «Микоянран» Городцов юлташ хӑнана килчӗҫ, виҫҫӗшӗ те пурнӑҫра пурне те курнӑ ҫынсем…

Калаҫнӑ май, Воропаев Сердюкӑн нимӗнпе те интересленменнине кӑтартакан пичӗ ҫуталма, уҫӑлма тытӑннине, вӑл, ҫамкине пӗрӗнтерсе, пирусне темиҫе хут ӗме-ӗме илнине асӑрхарӗ. Воропаев ун ҫинчен тӳрех ҫапла шутласа илчӗ: тен, ҫак кахал ҫын та колхоз обществи умӗнче хӑйне урӑхларах, хӑйне пӗлмен енчен кӑтартасшӑн пулӗ.

— Тен, тата, тупӑнӗ? Камӑн тухса калаҫас килет?

Сердюк тӳрех сӑмах илмерӗ. Турткаланса та ҫаплах ҫамкине пӗркелентерсе, вӑл, юлашкинчен, ҫӗрелле пӑхса, калас килмен пек, ҫапла персе ячӗ:

— Анлӑрах тематикӑпа калаҫас пулсан… Мӗн вара!… Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ Америкӑра пулнӑ вӗт-ха… Ҫакӑ кама та пулин интереслентерет пулсан — тархасшӑн…

Пурте калама ҫук тӗлӗнсе кайрӗҫ. Сердюк Америкӑра пулнӑ?

Перерыв пӗтмерӗ-ха. Пысӑк клубсенче перерыв тени пӗчӗк клубсенче «программӑн» тӗшши пулса тӑрать. Лараҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Цимбал, председатель пулнӑ май, ҫынсене Паусов илсе килнӗ эрехе ӗҫтерет; пулӑ шаритлеҫҫӗ, тахӑшӗ пӗр вунӑ сухан ячӗ. Ҫиме вара юри-мари хӑтланнӑ пек ҫеҫ ҫиеҫҫӗ.

Сӑмах Рыбальченко илчӗ.

— Анна лайӑх каласа пачӗ. Хӑй мӗн тӳссе ирттернисене пӗтӗмпех хут ҫине ҫырса хурасчӗ унӑн. Мӗнле кӗнеке пулнӑ пулӗччӗ! Европа витӗрех, тес пулать. Эпӗ акӑ мӗнле шут тытрӑм, кӳршӗсем: хам ҫинчен кӗнеке ҫырма. «Эпӗ тепӗр пилӗк ҫултан».

Пурте тем кӗтнӗ пек хытса тӑчӗҫ. Епле ӑнланмалла ӑна?

— Пите ҫӑмӑл ӑна ӑнланма. Эпӗ тепӗр пилӗк ҫултан.

Рыбальченко китель кӗсйинчен (вӑл халӗ те, флотри пек, кӑвак китель тӑхӑнса ҫӳрет) васкасах хулӑн кӗнеке туртса кӑларчӗ те ӑна пуху умӗнче силлесе кӑтартрӗ.

— Кунта, кӳршӗ юлташсем, сывлӑшри пекех курма пулать мана. Эпӗ ҫурт тума…

«Вӑл та ҫурт лартать, — шухӑшларӗ Воропаев, кулса. — Акӑ мӗн чул ҫурт тӑвакан пухӑннӑ».

— Пулӑҫсем валли ҫурт тума пуҫларӑм, пурне те мӗнле кирлӗ пек валеҫрӗм. Ун ҫумӗнче сад, колхоз сачӗ, — виҫҫӗмӗш ҫуркунне. Утар — тӑваттӑмӗшне. Пилӗкҫуллӑх вӗҫӗнче хам картина ӳкеретӗп те хамӑрӑн; хӗрлӗ кӗтесе ҫакатӑп! «Керча десант килни»…

— Турӑҫӑм! Эсир те унта пулнӑ-и? — хумханнипе сиксе тӑчӗ Цимбал.

— Пулнӑ! Земляксем?

— Земляксем пулмасӑр! Туршӑн та; вӑрҫӑ епле пурне те тӑванлатрӗ, ютсем ҫук, пурте тӑвансем!

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫынсем епле ӳссе кайни ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Ыран — мӗн тӑвасси ҫинчен те калаҫма тытӑнчӗҫ…

— Ют ҫӗршыв ҫыннисем ҫинчен ҫырсан питӗ аванччӗ, — сӗнчӗ Аннушка. — Паллашиччен эпӗ вӗсемпе питӗ интересленеттӗм. Вӗсем ҫинчен ытларах пӗлсе ҫитрӗм те ҫав ӗлӗкхи интересшӗн хама ятлама пуҫларӑм. Пӗчӗк кӳлепеллӗ ҫынсем.

Фронтсенчи ӗҫсем ҫине те ҫитсе перӗнчӗҫ, Тырпул ҫинчен ӗмӗтленчӗҫ.

Ҫил шӑвӑҫ витнӗ ҫурт ҫине пырса ҫапман пулсан, ҫынсем автансем авӑтичченех ҫапла калаҫса ларнӑ пулӗччӗҫ. Вӑл, чарусӑр кушак аҫи пек кӗмсӗртеттерсе, шӑвӑҫ тӑрӑх шуса кайрӗ те, шӑппӑн ҫеҫ садалла чӑмрӗ.

— Вӑт путсӗрскер! Саланма сигнал парать.

Анчах чылайччен сывпуллашрӗҫ, килхушшине тухсан, табак туртса ячӗҫ, вара урамра тата тепӗр хут сывпуллашрӗҫ.

Поднебескосем чи юлашкинчен кайрӗҫ. Вӗсем Воропаева хӑйсен кӑмӑлӗ ҫӗкленни ҫинчен тата таврара ҫавӑн чухлӗ лайӑх та интереслӗ ҫынсем пур чухне вӗсене халӗ пурӑнма та ҫӑмӑлтарах пуласси ҫинчен каласшӑнччӗ, анчах та вӗсем часрах сывалма сунса унӑн аллине кӑна чӑмӑртарӗҫ.

Воропаевӑн хӑйӗн те кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ. Нимӗн те пулса иртмен пек ӗнтӗ, пухӑнчӗҫ те ҫынсем калаҫкаларӗҫ, ҫавӑ кӑна, анчах вӗсене ҫакӑ та ҫитмен иккен; вӗсен пӗр-пӗр ҫыннӑн хулпуҫҫийӗнчен тытса, хӑйсем ҫине кам та пулин ырӑ кӑмӑлпа пӑхнине туйса илмелле пулнӑ, ҫакӑ та вӗсене ура ҫинче ҫирӗпрех тӑма пулӑшнӑ пулӗччӗ.

Тахҫантанпах ӗнтӗ Воропаев ҫынсемпе ҫавӑн пек ҫывӑх пулман, тахҫантанпа хӑйне паянхи пек лайӑх туйман. Халӗ вӑл начальник мар, нимӗнле ӗҫе те татса памасть, нимле учреждение те ертсе пымасть, анчах хӑш чух этеме лайӑх итлеме тата ырӑ канаш пама пултаракан ҫын кирлӗ.

Воропаев пӗр каҫрах питӗ нумай япала ҫинчен пӗлчӗ, ҫавсем ҫинчен Корытов тавҫӑрса илес те ҫук.

Вӑл чылайччен куҫӗсене хупса выртрӗ, хӑйне тӗл пулма тӳр килнӗ ҫынсем ҫинчен шухӑшларӗ.

Халӗ вӑл хӑйӗн вӑрҫӑри ӗҫӗсем ҫине те ҫӗнӗлле пӑхать, унӑн ӗлӗкхи ӗҫӗсем ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ротӑра тата полкри чи лайӑх агитаторсен ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене чылайччен ӑнланса илеймен вӗт-ха! Тӳрех калас пулать, ун чух вӑл ӑна ӑнланса илеймерӗ, халь кӑна, кирлӗ мар чухне, вӑл унӑн тупсӑмне тупрӗ.

Хӑйсене хӗрхенмесӗр, паттӑррӑн ӗҫлекен ҫынсем яланах ҫӗнтереҫҫӗ. Илемлӗ калаҫма пултаракан ораторсемпе ҫивчӗ ӑслӑ, савӑнӑҫлӑ ҫынсем вара ӑнтарсах пыраймаҫҫӗ, ытларах ҫыпӑҫуллах та калаҫайман е ытлашши сӑмах ваклама юратман ҫынсем ҫӗнтереҫҫӗ. Пур ӗҫе те пӗтӗм вӑйпа тӑвакан «хӑйсене хӑйсем хӗрхенме пӗлмен» ҫынсем ҫӗнтереҫҫӗ. Агитаци тӗлӗшпе илсен те — паттӑрсем ҫеҫ ҫӗнтереҫҫӗ, ку вара — пачах кӗтмен япала.

Виноградниксене хусӑкласа тухнӑ чухне те вӗсем, штыксене кӑнтса атакӑна кӗнӗ чухнехи пекех, питӗ кирлӗ пулчӗҫ. Колхозниксем хӑйне панӑ ят ҫинчен те вӑл халӗ пӗр пытармасӑр савӑнса шухӑшлать: «Витаминыч» тени ӑна характеристика пекех илтӗнет.

Хӗвел тинӗс леш енчен хӑпарса ҫутатма тытӑнсанах, вӑл хӑйӗн койки ҫинчен, хӑйне майлӑ сӑнав пунктӗнчен, полевой бинокльпе пӑхма тытӑнать. Унта вӑл «Первомайски» колхозӗн виноградникӗсем патӗнче ӗҫлекен Наташа Поднебескон гранат чечекӗ евӗр хӗрлӗ платйине уйӑрса илет.

Юрий яланах Наташӑпа пӗрле ҫӳрет. Ҫынсем ҫывӑрнӑ чух, вӗсем совхозӑн кивӗ пахчисенче кишӗр шыраҫҫӗ пулас, кайран, кишӗре кӑчӑртаттарнӑ май, ыталашаҫҫӗ те, киленсе кайса, кӑвак горизонт хыҫӗнчен хӗвел епле ҫӗкленсе тухнине пӑхса тӑраҫҫӗ.

Ҫав сехетре тинӗс тӗлӗнчи пӗлӗт ҫинче пулакан тӗссем кайран яра-кунӗпе те пулмаҫҫӗ. Пӗлӗтӗн симӗсрех тӗслӗ аял енӗ кӗленче тӗслӗ пулса каять те лимон тӗслӗ сий пулса тӑрать, ун ҫине вара пӗлӗтӗн ҫӳлти сийне ҫитичченех тӗттӗм-кӑвак тӗслӗ ҫивӗч те ҫинҫе йӑрӑм выртать; ҫав ярӑм ҫинче, чӗтренсе те хӗмленсе, тинӗс ҫийӗпе ирӗклӗн ярӑнакан, ҫӑмламас пайӑркаллӑ ирхи пысӑк ҫӑлтӑр хӗмленсе те чӗтренсе ҫунать.

Ирпелен Поднебескосем уҫӑлса ҫӳренине курсан Воропаев кашни хутӗнчех калама ҫук хумханса ӳкет. Ҫамрӑклӑхӑн чи лайӑх ҫулӗсене илсе кайнӑ йывӑр вӑрҫа тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑш йӑвине ҫухатнӑ тата хӑйсен вӑйӗсене хавшатнӑ хыҫҫӑн, вӗсем пысӑк тинӗспе хӗвел умӗнче пӗр-пӗрин ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвӗн малтанхи кунӗнчи пекех савӑнӑҫлӑ вӗсем.

Унтан Огарновсем тухаҫҫӗ.

Варварӑна бинокльпе шырама та кирлӗ мар. Унӑн хӑлхана ҫуракан вӑйлӑ сасси кунтах илтӗнет. Ун пек вӑйлӑ сасӑсем кӑнтӑрта ҫеҫ пулаҫҫӗ. Сывлӑш ҫавӑрса илнӗ чух вӑхӑтлӑха шӑпланакан кайӑксем ҫавӑн пек кӑшкӑраҫҫӗ.

Варвара кӑшкӑрашнине унӑн хӑлаҫланӑвӗсемпе танлаштарчӗ те, Воропаев унӑн ирхи ятлаҫӑвӗн сӑлтавӗ Виктор Огарнов пулнине чухласа илчӗ. Варвара ӑна яланах «хысна кахалӗ» тесе чӗнет. Вӑл, хӑйӗн упӑшки пек харампыра пысӑк ӗҫ шанса панӑ ҫынсем умӗнче намӑс пулнӑран, Виктора вӗлерме те хатӗр, тесе кӑшкӑрать. Ҫыннисем те, шуйттан илесшӗ, тупнӑ вӗт-ха кама суйламаллине — ҫав «ҫывӑрма юратакан чӑлаха» председателе суйласа лартрӗҫ, халӗ хӑйсем те ӑна мӑшкӑлаҫҫӗ пулӗ-ха. Упӑшки халичченех тӗксӗмрех хӳтлӗхре пурӑннине Варвара аран-аран тӳскеленӗ, анчах халӗ вӑл упӑшкине ыттисенчен ытларах ӗҫлеме тивнипе те килӗшме пултараймасть.

Ҫак юррӑн пӗр сыпӑкӗ Воропаева та пырса тивет пулас, — вӑл урнӑ пек хӑтланакан Варвара ҫине бинокльпе пӑхать те, лешӗ «Калинин» колхоз еннелле пуҫне сулланине е тӗпӗр чух тата унӑн васкавлӑ чышки те ҫав еннеллех сулланнине асӑрхать.

Варвара кӑшкӑрашни ӗҫ кунӗ пуҫланнине пӗлтерет. Вал кӑшкӑрашма чарӑнсан, шӑплӑха кӑнтӑрлачченех нимен те хускатмасть, анчах кӑнтӑр ҫитсен, Варвара каллех никамран малтан мӗн те пулин юрласа яратех.

Вӑл вӑйлӑ та ӗҫлеме юратакан хӗрарӑм. Пурнӑҫне те вӑл питӗ тӗрӗс тытса пырать, анчах унӑн пӗр сӑмахне те ӗненме юрамасть.

Ҫуталас умӗн, аялта, ҫыран патӗнче, мотор ӗҫлеме пуҫлать те, Рыбальченко подполковникӑн «Паллади», тӗтӗм мӑкӑрлантарса чашлата-чашлата, тинӗсе тухать. Анчах ҫакна Воропаев хӑй выртакан вырӑнтан курма пултараймасть. Ҫаран патӗнчен Цимбал пӳртӗнчен курӑнмалӑх кайсан Рыбальченко гудок парать. Ӑна ответлесе, Воропаев шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакнӑ шерте ҫине хӗрлӗ ялав ҫӗклет. Ҫапла вара ӗҫ кунӗ чӑнах та пуҫланнӑ тесе шутланать.

Халӗ Воропаев калаҫакан чул пекех пулса тӑчӗ, ӑна нумай тӗрлӗ ӗҫ шанса пама пулать, тата вӑл ҫав ӗҫсене тӑвайӗ-ши, тесе иккӗленмелли те ҫук, мӗншӗн тесен унӑн урӑх нимле ӗҫ те ҫук тата вӑл яланах пӗр вырӑнта.

Тахӑшӗ ӑна урамран, хӳме витӗр, кӑшкӑрать:

— Алексей Витаминыч, ырӑ ҫын пулӑр-ха: Шустов иртсе кайнине курсанах, ӑна района чӗнни ҫинчен пӗлтерӗр!

— Юрӗ, калӑп.

Унтан вӑл йывӑррӑн та уксахласа утса килекен ҫынна курать.

— Шустов-и?

— Эпӗ.

— Района чӗнеҫҫӗ.

— Тавтапуҫ. Цимбал килте-и? Таврӑнсанах удобрени патне кайтӑр. Наряд илтӗмӗр.

Аннушка Ступина та кӗрсе тухрӗ.

— Марья Богдановна патне санаторие аманнӑ ачасене, вӑрҫӑ инваличӗсене, илсе килчӗҫ. Ой, аттеҫӗм! Алӑсӑр, урасӑр… Эпир унта дежурствӑна ҫӳреме шутларӑмӑр. Тата, кӑштах манса каяттӑм, — сире валли посылка! — Воропаев ҫыхха салтса сысна ҫу татӑкне туртса кӑлариччен вӑл ҫухалчӗ.

Пӗррехинче тата ялсовет секретарӗ килчӗ те, кулянса, хӑй сӗтелӗ ҫинчи календаре тахӑшӗ илсе тухса кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Мӗн тӑвӑп-ха эп?

— Ҫук, эп ун пирки мар, тен эсир кам илсе тухса кайнине пӗлме пултарӑр…

Чуна чи хумхантараканни ҫакӑ пулчӗ (ун ҫинчен ӑна Ступина вӑрттӑн каласа пачӗ). Иккӗмӗш вечерта Воропаев пулаймарӗ. Анчах ҫав вечерта Цимбал ҫурчӗпе юнашар ларакан чӳречесӗр, алӑксӑр пӳрте колхоз шучӗпе ҫуллана Воропаев валли юсаса лартма йышӑнчӗҫ.

Пӗррехинче вӑл урамра: «Мӗншӗн яратӑр качакӑрсене Воропаев участокӗ ҫине, аҫа ҫапса пӑрахтӑр сире!» — тесе кӑшкӑрнине те илтрӗ.

Халӗ унӑн мӗн чухлӗ ҫурт пулмалла! Пурӑн ҫеҫ. Калас пулать, вӑл халӗ те мӗн вӑй ҫитернӗ таранах пурӑнать.

Вилӗм ҫинчен шутлама халӗ унӑн вӑхӑчӗ те ҫук. Ҫынсем ун патне жалобӑсемпе пыраҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартаҫҫӗ, канаш ыйтаҫҫӗ; вӑл фронта ҫырусем ҫырать, облаҫра тухса тӑракан хаҫата статьясем ҫырма пулӑшать е Корытов патне докладной запискӑсене епле ҫырмалли ҫинчен шухӑшлать.

Воропаев ҫапла шутлать: Корытов вӑл пӗччен ӗҫлеме юратать. Ертсе пырас кӑмӑлӗ унӑн пӗртте ҫук. Оркестр дирижерӗ пулас пулсан, вӑл, музыкантсене ертсе пырас вырӑнне, пӗр инструмент патӗнчен тепӗр инструмент патне чупкаласа, кашни инструменчӗпех черетпе вылянӑ пулӗччӗ. Анчах вӑл хӑй районне питӗ юратать, ҫавӑнпа та ӑна нумай ҫитменлӗхсемшӗн каҫараҫҫӗ. Ҫынсем ӑна хӑш чухне ҫиленкелесе те илеҫҫӗ, анчах ҫапах та хисеплеҫҫӗ. Анчах ҫакӑ та сисӗнет: унпа юнашар тепӗр вӑйлӑрах ҫын тухса тӑрас пулсан, — Корытова юратакансем пурте унран уйрӑлса, теприн ҫумне, ҫӗнни ҫумне ҫыпҫӑнса ытларах ӑна хисепленӗ пулӗччӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней