Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тасалса ҫитмен-ха: барабан чӑмлайман вӗтӗ симӗс пучах, вӗҫсе кайма ӗлкереймен симӗс саранча, ҫуначӗсем самаях хуҫӑлнӑ сиенлӗрен те сиенле кӑпшанка, ҫӑвара чиксен кунӗпех хӑстаракан хура вӑрӑм ыраш амӑшӗ тата ытти ҫӳп-ҫап темӗн чухлӗ-ха унта.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Сарлака та симӗс ҫаран ҫинче пулса иртет ку вӑйӑ, анчах ӑна хытах тӗлӗнмелли тата именмелли те килсе тухрӗ: Тарталья хытӑ вӗрнӗ май, вӑл, урисене чарса пӑрахнӑскер, тӗлӗре пуҫланӑ Эмиль урлӑ кайӑк пек вӗҫсе каҫать те хӑй умӗнче, симӗс ҫаранӑн чи хӗрринче сасартӑк икӗ офицера курах каять; вӗсене палласа илет — ун ӗнерхи тӑшманӗ хӑйӗн секунданчӗпе — фон Дöнгоф господинпа фон Рихтер г-н!
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Дон тӑрӑх ҫил кӑпӑклантарнӑ тӗксӗм симӗс хумсем хӗвеланӑҫнелле явӑнса чупаҫҫӗ, шыв лӑпкӑн шӑмпӑлтатса выртакан ҫыран хӗррисене пӗтӗрӗнсе ҫитсе, витӗр курӑнакан ченчешке ҫӳхе пӑра ҫапа-ҫапа ватаҫҫӗ, пурҫӑн пек йӑлтӑркка лӑймакан симӗс пайӑркисене чӳхентереҫҫӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗсӗ кайнӑ симӗс гимнастерка симӗсрех хӑмӑр тӑпра тӗсӗпе пӗрлешрӗ: тарӑн мар ҫыран Григорие ҫурхи шывпа юхса килнӗ хӑмӑр юшкӑн купи тӑрринче хӑрах ура ҫинче тӑракан хуралти тикӗш аҫин ҫивӗч куҫӗнчен пытарчӗ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хӑйӑр хытса ларнӑ тӗлӗ ҫийӗпе кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хура пулӑ ишсе ҫӳрет; ҫӗрлесенче ӑшӑх вырӑнсене ҫӗкӗ апат шыраса тухать, ҫыран хӗрринчи симӗс лӑймака хушшинче сазан мӗкӗлтетет; пӑртаспа шӑла пулӑ кӑртӑшсемпе ырашпӗтрисем хыҫӗнчен хӑвалаҫҫӗ; ҫуйӑн рак хуранӗсем хушшинче мӗшӗлтетет, хушӑран симӗс шыва шӑмпӑлтаттарса пӑлхатать те уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑркка хӳрине ҫатӑлтаттарса илет, унтан каллех вара, ир енне шыв ҫисе якатнӑ хура карӑш айӗнче ӗнтӗркесе выртас умӗн, мӑнттай ҫамкаллӑ, уссиллӗ пуҫӗпе рак хуранӗсене тӗрткелесе ухтарма каять.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗссӗр симӗс кӗпеллӗ, симӗс пакунлӑ подъесаул Спиридонов шурӑ кокардӑллӑ карттусне хыврӗ те, енчен енне ҫаврӑна-ҫаврана тӑрса, хыттӑн янӑратса кӑшкӑрчӗ:
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Халӑх ушкӑнӗ варринче, типме ӗлкӗреймен ҫемҫе ҫӗр ӑшне тӑватӑ урипе те путса кӗнӗ тайкаланчӑк сӗтел хушшинче, хутор ревкомӗн председателӗ Назар ларать; унпа юнашар, аллисемпе сӗтел хӑминчен тытса, кокардӑллӑ симӗс карттус, пакунлӑ куртка, тӑвӑр пӗҫӗллӗ тӗссӗр симӗс галифе тӑхӑннӑ сотник — Григорий палламанскер — тӑрать.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Старик сӑрт ҫинче пуҫне ҫӳле ҫӗклесе тӑнӑ, ун умӗнче, айлӑмра, кӗрхи тулӑ анлӑн сарӑлса выртнӑ, — симӗс калча ҫав тери ҫӑра та сӗтеклӗ пулнӑран, инҫетрен ҫӗр ҫине симӗс кавир сарнӑ пек курӑннӑ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ука тӗслӗ йӗплӗ курӑкпа мӑкланса ларнӑ пӗчӗк площадьре — иккӗмӗш чиркӳ, симӗс куполлӑ, симӗс тӑрӑллӑскер, — кӳллӗн леш енче ӳсекен ешӗл тирексемпе пӗр тӗслӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Салтаксем хушшинче темӗнле «симӗс пирӗштисем» ҫинчен (grüne Gespenster) е «симӗс шуйттансем» ҫинчен (grüne Teufel) калакан хӑратмалла сас-хура саланнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Сукмак тӑрӑх, пӗр сас-чӳсӗр тата унталла-кунталла пӑхмасӑр, темӗнле хуйхӑллӑ черетпе яланхи пек мар тумтирсем тӑхӑннӑ ҫичӗ ҫын — ҫын тесен ҫын та мар, симӗс балахонсем тӑхӑннӑ, вилнӗ ҫынӑнни евӗрлӗ шурса кайнӑ, тарӑн шухӑша путнӑ симӗсрех пит-куҫсемлӗ ҫичӗ мӗлке утса пынӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вара ҫакӑн пек шутласа илтӗм: ку ансӑр ҫӗр тӑрӑхӗ — Симӗс сӑмсах ӗнтӗ, лешӗ, инҫетре мӗлтлетсе тӑраканни — Симӗс сӑмсах утравӗсенчен пӗри.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тӗрме хыҫҫӑн хӑрӑмпа хуралса ларнӑ тимӗрҫ лаҫҫисем мӗлтлетсе юлчӗҫ, унтан — пысӑк чул муклашкисем купаласа карта тытнӑ илемлӗ симӗс масар; карта леш енчен симӗс чие йывӑҫҫисем айне пытаннӑ шурӑ хӗрессемпе палӑксем мӗлтлете-мӗлтлете курӑнчӗҫ, аякран вӗсем шурӑ пӑнчӑсем пек туйӑнчӗҫ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Симӗс пурҫӑн абажур пурччӗ, ун ҫумне Иван Иваныч хулӑн хутран ӑста тӗрлесе каснӑ шуйттан ҫурисене тире-тире лартнӑччӗ — ҫав абажур сӗтел тӗлӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ, Катьӑпа иксӗмӗре ҫав асран кайми каҫхине мӗн курни халӗ те куҫ умӗнче ункӑн-ункӑн курӑннӑ пек симӗс абажурӑн хӗрри палӑрнӑ евӗрлӗ, хамӑра мӗн тарӑхтарнӑ та мӗн тертлентернӗ, ҫавсем пурте инҫетри тӗттӗм кӗтессене кӗрсе пытанаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чирлӗ кукамайӑм хӑй ҫине уртнӑ симӗс бархат кӗрӗкӗпе коридор тӑрӑх чупса ҫӳрессе эпӗ аса та илмен, анчах такам шӑпах симӗс кӗрӗкпе чупса иртрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр тӑвайкки ҫинчи ҫӑра симӗс раща урлӑ пысӑк чул ҫуртӑн симӗс ҫивиттийӗпе вельведерӗ курӑнса тӑраҫҫӗ, теприн ҫинче — пилӗк тӑрӑллӑ чиркӳпе авалхи чан ҫапмалли вырӑн; йӗри-тавра пахчаллӑ, ҫӑл тарасиллӗ ял пӳрчӗсем сапаланса лараҫҫӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ытти енчен блиндаж вырӑссем пурӑннӑ тӗслӗ пулса ҫитнӗ ӗнтӗ: вырӑс артиллерисчӗсен шинелӗсемпе, попонӑсемпе, палаткӑсемпе пӗр хутламасӑр витнӗ койкӑсен пуҫӗнче симӗс михӗсем тӑнӑ, вӗсене таса алшӑллисемпе витнӗ, кӑмака ҫинче чаплӑ пӑхӑр чейник ӑшӑнса тӑнӑ, «Суворовский натиск» хаҫатсемпе витнӗ сӗтел ҫинче, пысӑк ҫӑкӑрпа юнашар, йывӑҫ кашӑксем йӗрккеллӗн выртнӑ, кружкӑсем тӑнӑ, лайӑх тасатнӑ, ҫиелтен ҫупа сӗрнӗ вырӑс хӗҫ-пӑшалӗ кӗтессенче симӗс шлемсем айӗнче ҫакӑнса тӑнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Чӑваш Республикин территорийӗнче вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хурасси тата унӑн лаптӑкӗ ҫинчен калакан йышӑну тӑвасси е тата ӑна туса хума килӗшменни ҫинчен калакан йышӑну, ҫавӑн пекех вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне пӗтерсе хурасси ҫинчен калакан йышӑну тӑвасси;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.