Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVIII

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Добавлен: 2020.03.14 12:20

Предложений: 270; Слово: 2608

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хӗвеланӑҫ енче хура пӗлӗтсем капланнӑ. Тӗттӗмленнӗ. Таҫта инҫетре-инҫетре, ҫеҫен хир Дон ҫыранӗсемпе сыпӑннӑ тӑрӑхра, тип ҫиҫӗм явӑнать; унӑн шупка хӗрлӗ шевлисем аманнӑ кайӑк ҫунатти пек чӗтренсе чӳхенеҫҫӗ. Тӗссӗррӗн ҫуталса курӑнать унта ҫумӑр пӗлӗчӗсен хура аркипе пӗркеннӗ каҫхи шуҫӑм. Шӑплӑхпа чӑп тулнӑ, кӗрӗс-мерӗс пысӑк курка пек туйӑнакан ҫеҫен хир тип ҫырмасен кукӑр юпписенче сӳнме ӗлкереймен кунӑн салху ҫутисене пытарнӑ. Теме пула-ҫке ку каҫ кӗркуннехи кичем каҫсене аса илтерсе тӑрать. Чечеке ларма ӗлкӗреймен курӑксем те темле ҫӗрӗшсе хӗрхӳленнӗ пек йывӑр шӑршӑ кӑларса лараҫҫӗ.

Подтелков, утнӑ май, нӳрӗ курӑкӑн нумай тӗрлӗ уҫӑмсӑр шӑршине шӑршласа пырать. Хушӑран вӑл чарӑнса тӑчӗ, атӑ тӗпне ҫыпӑҫнӑ ҫӑра пылчӑка хырса пӑрахрӗ те унтан каллех тӳрленсе кӗре кӗлеткине йывӑррӑн та ӗшенчӗклӗн ҫӗклесе утрӗ, йӳле янӑ пиншакӑн йӗпе сӑранне кӑшӑртаттарса пычӗ.

Поляково-Наголински вулӑсӗнчи Калашников хуторне сӗм ҫӗрле ҫитрӗҫ. Командӑри казаксем, лавӗсене хӑварса, катасене саланчӗҫ. Пӑлханса ӳкнӗ Подтелков пикетсем тӑратма хушрӗ, анчах казаксем ӳрӗк-сӳрӗккӗн пуҫтарӑнчӗҫ. Виҫҫӗшӗ пачах кайма килӗшмерӗҫ.

— Юлташла суд тумалла вӗсене! Приказа пурнӑҫламаншӑн — персе пӑрахмалла! — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ Кривошлыков.

Пӑлханса халтан кайнӑ Подтелков хуйхӑллӑн алӑ сулчӗ:  — Пӑсӑлса пӗтрӗҫ ҫул ҫинче. Халӗ хӳтӗленмеҫҫӗ те вӗсем. Пӗтрӗмӗр эпир, Мишатка!..

Лагутин, аран темиҫе ҫын пухса, хутор хыҫне дозор кӑларса ячӗ.

— Ҫывӑрмалла мар, атьсемӗр! Ахаллӗн ярса илеҫҫӗ пире! — хатӑран хатӑна ҫӳресе ӳкӗтлерӗ Подтелков ҫывӑх пӗлекен казаксене.

Вӑл, пуҫне аллипе тытса, йывӑррӑн та тӑвӑнчӑклӑн хӑрӑлтатса, ҫӗр каҫипех сӗтел хушшинче ларчӗ. Тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ, пысӑк пуҫне сӗтел ҫине хурса, кӑштах тӗлӗрем пекки турӗ, анчах каҫ ӑна юнашар килтен килсе кӗнӗ Роберт Фрашенбрудер вӑратрӗ. Ҫул ҫине хатӗрлене пуҫларӗҫ. Ӗнтӗ тул та ҫутӑлчӗ. Подтелков хатӑран тухрӗ. Ӗне суса кӗрекен кил хуҫи-хӗрарӑм ӑна ҫенӗхре тӗл пулчӗ.

— Сӑрт ҫинче лере юлан утсем кумаҫҫӗ, — сӑмах май тенӗ пек каларӗ вӑл.

— Ӑҫта?

— Ав унта, хутор хыҫӗнче. Подтелков картишне чупса тухрӗ: сӑрт тӳпинче, хуторпа укӑлчари ҫӳҫесем тӗлӗнче шурӑ шӑналӑк пек ҫакӑнса тӑракан тӗтре хыҫӗнче, казаксен нумай йышлӑ отрячӗсем ҫӳреҫҫӗ. Хутора йӗри-тавра ҫавӑрса илсе тӑвӑр ункӑна хӗстерсе пынӑ май, вӗсем юртӑпа тата кӗске пусӑмлӑ ашӑпа вырӑнтан вырӑна куҫаҫҫӗ.

Подтелков ҫӗр каҫма чарӑнса тӑнӑ картишне, тачанка патне, командӑри казаксем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.

Мигулин казакӗ — тапчам кӗлеткеллӗ, тӑрмаланчӑк тӗпеклӗ Василий Мирошников ҫитрӗ. Подтелкова аяккарах чӗнсе илчӗ те, куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса, каларӗ:

— Вӑт мӗн, Подтелков юлташ… Тин ҫеҫ вӗсем патӗнчен делегатсем килчӗҫ, — алӑ сулса кӑтартрӗ вӑл, сӑрт тӗмески еннелле, — сана пӗлтерме каларӗҫ: пире халех, хӗҫ-пӑшалсене пӑрахса, парӑнма хушаҫҫӗ. Ахаллӗн наступленипе килеҫҫӗ.

— Эсӗ!.. Йытӑ кӗлетки!.. Эсӗ мӗн терӗн мана? — Подтелков Мирошникова шинель ҫухинчен тытса хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ, тачанка патне чупса кайрӗ: винтовкине кӗпҫинчен ярса тытрӗ, хаярланса кайнӑ чӑртмах сасӑпа хӑрӑлтатса, — казаксене:

— Парӑнма?.. Мӗн калаҫса тӑрас контрреволюципе? Эпир кӗрешетпӗр вӗсемпе! Ман хыҫран! Сапаланса!

Картишӗнчен ыткӑнса тухрӗҫ. Пысӑк мар ушкӑнпа вӗсем хутор вӗҫне чупса кайрӗҫ. Пӳлӗнчӗклӗн пашкаса сывлакан Подтелкова юлашки кил хапхисем патӗнче комисси членӗ Мрыхин хӑваласа ҫитрӗ.

— Мӗн тери намӑс ӗҫ, Подтелков! Хамӑр тӑвансемпех ҫапӑҫса юн тӑкатпӑр-и? Пӑрах! Унсӑрах калаҫса татӑлӑпӑр!

Командӑн пӗчӗк пайӗ кӑна хӑй хыҫҫӑн пынине курса тата тытӑҫас-мӗн пулсан, казаксем пур пӗр хӑйсене ҫӗнтерессе ӑнланса, Подтелков ним шарламасӑр затвора винтовкӑран кӑларса ывӑтрӗ, унтан сӳрӗккӗн карттусӗпе сулчӗ:

— Пӑрахӑр, атьсем! Каялла — хутора…

Таврӑнчӗҫ. Кӳршӗллӗ виҫӗ кил хушшине пӗтӗм отряд пуҫтарӑнса тӑчӗ. Кӗҫех хуторта казаксем курӑнса кайрӗҫ. Сӑрт ҫинчен хӗрӗх юлан утлӑ отряд сиктерсе анчӗ.

Милютин старикӗсем Подтелкова парӑнмалли условисем пирки килӗшӳ тума хутор хыҫне чӗнсе кайрӗҫ. Тӑшманӑн хутора хупӑрласа илнӗ тӗп вӑйӗсем ҫаплах-ха позицире тӑраҫҫӗ. Бунчук Подтелкова укӑлча карти патӗнче хӑваласа ҫитрӗ, чарса тӑратрӗ.

— Парӑнатпӑр-и?

— Вӑй улӑм пӗрчине хуҫатех… Мӗн? Ну, мӗн тӑвас ӗнтӗ ман?

— Вилес килчӗ-им? — пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ Бунчук.

Вӑл, Подтелковпа пӗрле утса пыракан стариксем ҫине пӑхмасӑр, ҫӳллӗ, янӑравсӑр, аран илтӗнмелле халсӑр сасӑпа хыҫалтан кӑшкӑрчӗ:

— Кала, хӗҫ-пӑшалсене памастпӑр эпир!.. — Бунчук вӑртах ҫаврӑнчӗ те, аллинче пӑчӑртаса тытнӑ наганне сулкаласа, каялла кайрӗ.

Таврӑнсан вӑл казаксене, ункӑран татса тухса, ҫапӑҫусемпе чукун ҫул еннелле кайма ӳкӗтлесшӗн пулчӗ, анчах чылай казаксем уҫҫӑнах килӗшӳ тӑвас майлӑ калаҫрӗҫ. Пӗрисем пӑрӑнса кайрӗҫ Бунчук патӗнчен, теприсем сиввӗн татса каларӗҫ:

— Кайса ҫапӑҫ эсӗ, Аника, эпир хамӑр тӑвансемпе вӑрҫас теместпӗр!

— Вӗсене эпир хӗҫ-пӑшалсӑр та шанатпӑр.

— Таса мӑнкун ҫитнӗ — эпир юн тӑкатпӑр пулать?

Бунчук, кӗлет умӗнче ларакан урапа патне пырса, ун айне шинельне пӑрахрӗ те револьверӑн картлӑ-картлӑ тыткӑчине аллинчен вӗҫертменнипех урапа айне кӗрсе выртрӗ. Малтанах вӑл кунтан шӑвӑнма шутланӑччӗ, анчах вӑрттӑн тарса кайма, дезертирла хӑтланма чарчӗҫ ӑна. Вара вӑл, ӑшӗнче алӑ сулса, Подтелков таврӑнасса кӗтрӗ.

Подтелков тепӗр виҫӗ сехетрен килчӗ. Унпа пӗрле хутора пӗр пысӑк ушкӑн ют казаксем ҫитсе кӗчӗҫ. Хӑшӗсем утсем ҫине утланнӑ, хӑшӗсем лашисене ҫавӑтнӑ, теприсем Подтелкова тата ӗлӗк унпа пӗр батарейӑра службӑра пулнӑ подъесаул Спиридонова — халӗ Подтелков экспедицине тытма йӗркеленӗ отряда ертсе пыраканскерне — йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ те ҫуран ҫывхарса килеҫҫӗ. Подтелков пуҫне каҫӑртнӑ, ытларах хӗрӗнкӗ пулнӑ ҫын пек, тӳп-тӳрӗ те тӑрӑшса утать. Спиридонов, чеен тӑрӑхласа, ӑна темскер калать. Ун хыҫӗнче, сарлака шурӑ ялавӑн тикӗс мар саваласа якатнӑ аврине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлан утлӑ казак уттарса килет.

Экспедици лавӗсем кӗпӗрленсе тӑнӑ урампа кил картисем тин кӑна килсе ҫитнӗ казаксемпе тулчӗҫ. Тӳрех шӑв-шав ҫӗкленсе кайрӗ. Халӗ килнисенчен нумайӑшӗ ӗлӗкрех Подтелков командинчи казаксемпе пӗрле службӑра тӑнӑ-мӗн. Хавасланса кайнӑ, кулкаласа калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

— Хе, вӑртахлӑм. Кунта сана мӗнле ҫил вӗҫтерсе килчӗ?

— Ну, сывах пурӑнатан-и, Прохор?

— Мухтав турра, чиперех.

— Темле ҫеҫ иксӗмӗр ҫапӑҫса каймарӑмӑр. Ас тӑватӑн-и, Львов патӗнче австриецсене епле тӑн парса хӑвартӑмӑр?

— Таниле, кум! Кум! Христос чӗрӗлнӗ!

— Чӑн чӗрӗлнӗ! — Хыттӑн чаплаттарса чуп тунӑ сасӑ илтӗнчӗ: икӗ казак, мӑйӑхӗсене шӑлкаласа, пӗр-пӗрин ҫине пӑхаҫҫӗ, ӑшшӑн кулаҫҫӗ, пӗр-пӗрне туслӑн хулпуҫҫийӗсенчен тӗрткелесе илеҫҫӗ.

Юнашарах тепӗр тӗрлӗ калаҫу:

— Эпир ӳте кӗме те ӗлкӗреймерӗмӗр ак…

— Эсир большевиксем вӗт-ха, сирӗн мӗн ӳте кӗмелли пур?

— Пулсан вара мӗн, большевикне — большевик, анчах турра ӗненетпӗр.

— Хе! Тыттарса тӑрах эсӗ!

— Тупата, тӗрессине калатӑп!

— Хӗресӳ пур-и ҫумӑнта?

— Кур акӑ. — Кӗре кӗлеткеллӗ, сарлака питлӗ хӗрлӗ гвардеец-казак, тутине мӑкӑртса, гимнастерка тӳмисене вӗҫертрӗ те хӗрлӗрех хӑмӑр ӳтлӗ ҫӑмламас кӑкарӗ ҫинчи симӗсленсе кайнӑ пӑхӑр хӗресе кӑларса кӑтартрӗ.

«Пӑлхавҫӑ Подтелкова» тытма йӗркеленӗ отрядри стариксем, тимӗр сенӗксемпе тата пуртӑсемпе хӗҫ-пӑшалланнӑскерсем, тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ.

— Сирӗн ҫинчен Христоса пӑрахнӑ тесе пуплеҫҫӗ.

— Эсир сатанана сутӑннӑ текен сӑмах ҫӳрет…

— Сас-хура пулчӗ ҫавӑн пекки: эсир чиркӳсене ҫарататӑр, пупсене вӗлеретӗр, терӗҫ.

— Суя сӑмах! — хӑюллӑн хирӗҫлерӗ вӗсене сарлака питлӗ хӗрлӗ гвардеец. — Суя сӑмаха ӗнентереҫҫӗ сире. Эпӗ ак Ростовран тухас умӗн ҫеҫ чиркӳре пулса турӑ юнӗ сыпса тухрӑм.

— Ҫапла пулмасӑр! — аллисене савӑнӑҫлӑн ҫапса илчӗ темле типшӗмрех лутра старик, аврине ҫурмаран татнӑ сӑнӑ ҫакнӑскер.

Акӑш-макӑш хаваслӑ шӑв-шав урамра тата кил хушшисенче вӑрахчен кӗрлесе тӑчӗ. Анчах тепӗр ҫур сехетрен темиҫе казак, — вӗсен хушшинче Боковски станица вахмистрӗ пур — савӑлпа ҫапнӑ пек кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх ушкӑнне тӗрткелесе, урам варрипе иртрӗҫ.

— Кам Подтелков отрядӗнчен — хатӗрленӗр перекличкӑна! — кӑшкӑра-кӑшкӑра пӗлтерчӗҫ вӗсем.

Тӗссӗр симӗс кӗпеллӗ, симӗс пакунлӑ подъесаул Спиридонов шурӑ кокардӑллӑ карттусне хыврӗ те, енчен енне ҫаврӑна-ҫаврана тӑрса, хыттӑн янӑратса кӑшкӑрчӗ:

— Подтелков отрядӗнчисем пурте сулахай карта патне тухса тӑрӑр! Ыттисем — сылтӑма! Эпир, фронтра пӗрле ҫапӑҫнӑ тӑванӑмӑрсем, сирӗн делегаципе ҫапла килӗшрӗмӗр: эсир пурте халӗ хӗҫ-пӑшалсене хӑвӑр лавсем ҫине кайса хуратӑр та, вӗсене эпир сирӗнпе пӗрле хуралласа пырӑпӑр. Сирӗн отряда Краснокутскине ҫитерсе яратпӑр, кайран унта, Советра, хӗҫ-пӑшала йӑлтах каялла илетӗр.

Хӗрлӗ гвардеец-казаксем хушшинче чӗмсӗр хускану. Кил хушшинчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Кумшатски станица казакӗ Коротков хыттӑн кӑшкӑрса калать:

— Памастпӑр!

Ҫынсем кӗпӗрленсе тулнӑ урампа кил картисем тӑрӑх ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнчи пек уҫӑмсӑр шав шӑвӑнса иртет.

Хутора пуҫтарӑнса килнӗ казаксем сылтӑм енне капланса сирӗлчӗҫ те, урам варринче Подтелков отрядӗнчи хӗрлӗ гвардеецсен сапаланчӑк ушкӑнӗ кӑна тӑрса юлчӗ. Шинельне хулпуҫҫийӗ ҫине уртса янӑ Кривошлыков сӳрӗккӗн йӗри-тавра пӑхкалать. Лагутин тутине чалӑштарса ҫыртнӑ. Сехӗрленӳллӗн иккӗленсе сӗрлеме тытӑнчӗҫ.

Пӑшалне епле пулсан та памалла мар тесе ҫирӗп шутласа хунӑ Бунчук, винтовкине кӑкӑрӗ умне тытса, хӑвӑрт Подтелков патне утса пычӗ:

— Пӑшалсене памастпӑр! Илтетӗн-и эсӗ?!

— Халь тин кая юлтӑмӑр… — пӑшӑлтатса илчӗ Подтелков, чӗтрекен аллипе отряд списокне тӗлсӗррӗн лутӑркаса.

Список Спиридонов аллине куҫрӗ. Ӑна куҫӗпе ҫиелтен йӗрлесе тухрӗ те ыйтрӗ:

— Кунта ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын… Ыттисем ӑҫта?

— Ҫул ҫинче юлнӑ.

— Ах, апла иккен. Ну, юрӗ. Хуш эппин пӑшалсене кайса хума.

Подтелков кобурӑллӑ наганне пуринчен малтан вӗҫертсе пачӗ; пӑшалне тыттарнӑ май, уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртатрӗ:

— Хӗҫпе винтовка тачанка ҫинче.

Хӗҫ-пӑшалсӑрланас ӗҫ пуҫланчӗ. Хӗрлӗ гвардеецсем пӑшалӗсене ӳркевлӗн лавсем ҫине кая-кая пӑрахаҫҫӗ, револьверӗсене ҫатансем урлӑ ывӑтаҫҫӗ, кил хушшисенче пытараҫҫӗ.

— Кам хӑйӗн хӗҫ-пӑшалне памасть, ухтарса тухатпӑр! — кӑшкӑрса каларӗ Спиридонов, тутине савӑнӑҫлӑн та сарлакан елпӗртсе.

Пӗр ушкӑн хӗрлӗ гвардеец Бунчук ертсе пынипе винтовкӑсене памасӑр тӑчӗ; вӗсен пӑшалӗсене вӑйпа тытса илчӗҫ.

Пулемет питӗркӗчне илсе, хутортан сиккипе тухса вӗҫтернӗ пулеметчик урӑм-сурӑм пӑтрашу туса хӑварчӗ. Ҫав хӗвӗшӳ хушшинче темиҫе ҫын тарса пытанчӗ. Анчах Спиридонов ҫийӗнчех конвой уйӑрчӗ те, Подтелковпа пӗрле юлнӑ ҫынсене хупӑрласа илсе, ухтарса тухрӗ, перекличка турӗ. Тыткӑна лекнисем сӳрӗккӗн хуравларӗҫ, хӑшӗ-пӗрисем ятлаҫса кӑшкӑрчӗҫ:

— Мӗн тӗрӗслесе тӑмалли пур, пурте кунта!

— Илсе кайӑр пире Краснокутскине!

— Юлташсем! Пӗтерӗр ӗҫе!

Спиридонов, укҫа ещӗкне пичетлесе илсе, ӑна лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ хуралпа Каргинскине кӑларса ячӗ; унтан тыткӑна илнисене строя йӗркелесе тӑратрӗ те, сассине сасартӑк улӑштарса, ҫилӗллӗн команда пачӗ:

— Ряды вздвой! На-ле-е-во! Правое плечо вперед, шагом марш! Шӑпӑрт!

Хӗрлӗ гвардеецсен речӗсем тӑрӑх ӳпкелешсе пӑшӑрханнӑ сасӑсем шӑвӑнса иртрӗҫ. Урисене ӳрӗк-сӳрӗккӗн илсе пусса, вӗсем шӑппӑн утрӗҫ, тепӗртакран, ретсене пӑтраштарса, ушкӑнпа кӗпӗрленсе кайрӗҫ.

Подтелков, юлашкинчен хӑйӗн ҫыннисене хӗҫ-пӑшалсене пама ӳкӗтленӗскер, ӗҫ темле ыррӑн вӗҫленессе шанчӗ пулас-ха. Анчах тыткӑна илнисене хутор вӗҫне хӑваласа тухсанах, конвойри казаксем хӗрринчисене учӗсемпе хупӑрласа хӗстерме пуҫларӗҫ. Ҫулӑм пек хӗрлӗ сухаллӑ, хӑлхине кивелсе кайнӑ хура алка ҫакнӑ ватӑ казак сулахайра утса пыракан Бунчука ним сӑлтавсӑрах питӗнчен чӑпӑрккапа туртса касрӗ. Пушӑ вӗҫӗнчен пит ҫӑмарти ҫине хӗрлӗ йӗр юлчӗ, Бунчук, чышкисене чӑмӑртаса, казак еннелле ҫаврӑннӑччӗ, — анчах чӑпӑркка иккӗмӗш хут, халӗ малтанхинчен те вирлӗ пырса тиврӗ те, ҫав самантрах вӑл ушкӑн варринелле хирӗнсе кӗрсе кайрӗ. Ҫакна вӑл ирӗксӗр ҫӗртен, харпӑр хӑй пурнӑҫне сыхлас инстинкчӗ тӗртсе янипе турӗ; вара вӑл, кӗпӗрленсе утакан юлташӗсем хушшине хӗсӗннӗскер, кашни этемрех пурнӑҫ хӑвачӗ мӗнешкел вӑйлӑ та ҫирӗп пулнинчен тӗлӗнсе, Анна вилнӗренпе пӗрремӗш хут тутине ҫилӗллӗн пӗрӗнтерсе, кулса илчӗ.

Тыткӑна илнисене хӗнеме пуҫларӗҫ. Хӑйсен тӑшманӗсене хӗҫ-пӑшалсӑр курнипе пушшех ахӑрса кайнӑ стариксем вӗсем ҫине учӗсене кӗртсе ячӗҫ, — йӗнерсем ҫинчен уртӑнса, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ, хӗҫ тӳрчӗсемпе ҫапрӗҫ. Стариксен патакне астивсе курнӑ ҫынсем ирӗксӗрех ушкӑн варринелле хӗсӗнчӗҫ; урӑм-сурӑм кӗпӗрленӳ, хаяр ҫуйхашу пуҫланса кайрӗ.

Анат тӑрӑхри казаксенчен пӗри, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ теветкел хӗрлӗ гвардеец, ҫӳлелле ҫӗкленӗ чышкисемпе юнаса, хыттӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Вӗлермелле-тӗк — вӗлерер тӳрех!.. Мӗн асаплантарса пыратӑр?

— Ӑҫта сирӗн сӑмахӑр? — янӑрашрӗ Кривошлыков.

Стариксем чарӑнчӗҫ. Тыткӑна илнисенчен пӗри: «Пире ӑҫта илсе каятӑр?» — тесе ыйтсан, пӗр конвоире, ҫамрӑк сӑнлӑ фронтовик, ахӑртнех большевиксем майлисенчен пулас, ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса хуравларӗ:

— Пономарев хуторне приказ пулчӗ. Эсир ан хӑрӑр, тӑвансем! Эпир сире нимӗн те усал тумастпӑр.

Пономарев хуторне хӑвалса пычӗҫ.

Спиридонов икӗ казакпа пӗрле тӑвӑр пӳлӗмлӗ лавкка алӑкӗ умне тӑчӗ; тыткӑна илнисене пӗрерӗн-пӗрерӗн кӗртсе янӑ май ыйтрӗ:

— Ят, хушамат? Ӑҫта ҫуралнӑ? — ответсене вӑл ҫулланса пӗтнӗ полевой блокнот ҫине ҫырса пычӗ.

Черет Бунчук патне ҫитрӗ.

— Хушамат? — Спиридонов, шӗвӗр вӗҫлӗ кӑранташне хут листи патне илсе пырса, хӗрлӗ гвардеецӑн пысӑк ҫамкаллӑ тӗксӗм пичӗ ҫине пӑхса илчӗ те, лешӗ, сурма хатӗрленсе, тутине мӗкӗлтеттернине курса, пӗтӗм пӗвӗпе аяккалла лӑпчӑнчӗ, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Иртсе кай, йытӑ! Хушаматсӑрах пӑчланӑн! Тамбов вырӑсӗ Игнат та, Бунчука кура хавхаланнӑскер, хушаматне каламасӑр лавкка пӳлӗмне иртрӗ. Татах виҫҫӗмӗш ҫын, тепри, камне пӗлтермесӗр вилме шутласа, сӑмах чӗнмесӗр алӑкран кӗрсе кайрӗ.

Алӑк ҫине Спиридонов хӑй ҫӑра ҫакса хучӗ. Хурал уйӑрса тӑратрӗ.

Лавкка патӗнче экспедици лавӗсем ҫинчи апат-ҫимӗҫпе хӗҫ-пӑшала валеҫсе илнӗ вӑхӑтра кӳршӗри пӗр ҫуртра Подтелкова тытас ӗҫе хутшӑннӑ хуторсен представителӗсенчен васкаса йӗркеленӗ ҫар сучӗ ӗҫлерӗ.

Суд ӗҫне тапчам кӗлеткеллӗ, сарӑ куҫ харшиллӗ есаул, Боковски станица казакӗ Василий Попов ертсе пычӗ. Вӑл карттусне лаптак ӗнси ҫине шутарса лартнӑ та тӗрленӗ ал шӑллисемпе капӑрлатса ҫакнӑ тӗкӗр патӗнче, сӗтел хушшинче, сарлакан чавсаланса ларать. Унӑн йӑвашрах сивлек ҫутӑпа йӑлкӑшакан ҫуллӑ куҫӗсем (казаксен — суд членӗсен — пичӗҫем тӑрӑх шӑвӑнса пӑхаҫҫӗ. Наказани памалли мерӑна сӳтсе яваҫҫӗ.

— Мӗн тӑвӑпӑр вӗсемпе, хисеплӗ аттесем? — тепӗр хут ыйтрӗ Попов.

Пӗвӗпе тайӑнса, вӑл юнашар ларакан подъесаул Сенина темӗн пӑшӑлтатса каларӗ. Сенин, унпа килӗшсе, хӑвӑрт пуҫне сулса илчӗ. Поповӑн куҫ шӑрҫисем пӗчӗкленсе хӗсӗнчӗҫ, куҫ хӗррисенчи хаваслӑ ҫутӑ сӳнчӗ, вара пачах урӑхла, сивлек те хаяр ҫутӑпа йӑлкӑшма пуҫланӑ куҫӗсем ҫав самантрах сайра хӑрпӑксемпе витӗнсе картланчӗҫ.

— Тӑван ҫӗре-шыва сутса, пирӗн кил-ҫуртсене ҫаратас тата казаксен пурнӑҫне пӗтерсе хурас ҫул ҫине тӑнӑ ҫав сутӑнчӑк ҫынсемпе мӗн тӑвӑпӑр эпир?

Кивӗ йӑла-йӗркесене тытса пурӑнакан Февралев старик, Милютински станица казакӗ, пружина ывтӑнтарса янӑ пек, ура ҫине сиксе тӑчӗ.

— Персе пӑрахмалла! Пурне те! — Унӑн пуҫӗ тытамак тытнӑ чухнехи пек чӗтреме пуҫларӗ; вӑл пурин ҫине те тискерленсе кайнӑ хаяр куҫне чалӑштарса пӑхса илчӗ те, сурчӑкӗпе чыхланса, тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ:  — Вӗсене, Христос турӑна сутнӑ ҫынсене, каҫару ҫук! Ҫав жидсене пӗр ҫын юлмиччен вӗлере-вӗлере пӗтермелле!.. Вӗлермелле!.. Хӗрес ҫумне пӑталамалла!.. Вутта пӑрахса ҫунтармалла!..

Унӑн сайра пӗрчӗллӗ, сӳсленкӗ сухалӗ пӗр вӗҫӗм чӗтренсе тӑчӗ, сарӑрах хӗрлӗ ҫӳҫӗ сапаланса тӑрмаланчӗ. Вӑл, кирпӗч пек хӗрелсе кайнӑскер, епре туталлӑскер, сывлӑш ҫавӑраймасӑр антӑхса, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

— Кӑларса ярар облаҫран. Ай ҫук-и?.. — иккӗленерех сӗнчӗ суд членӗсенчен пӗри — Дьяченко.

— Персе пӑрахас пулать!

— Вӗлермелле!

— Килӗшетӗп вӗсен шухӑшӗпе!

— Пурне те халӑх умӗнче пере-пере пӑрахмалла!

— Таса уйра ҫум курӑк ан пултӑр!

— Пӑчланччӑр ҫӗр ҫинчен!

— Паллах, персе пӑрахмалла! Урӑх мӗнле сӑмах пултӑр? — тарӑхса кайрӗ Спиридонов.

Кӑшкӑрнӑ сасӑсем янӑраса каймассеренех есаул Поповӑн тути хӗррисем, нӗрсӗрленнӗҫем нӗрсӗрленсе, аялалла усӑнчӗҫ. Унӑн — хӑйӗнпе тата хӑйне хупӑрласа тӑракан канлӗ пурнӑҫпа эрехетленсе пурӑннӑ тутӑ ҫыннӑн — суя йӑвашлӑхӗ халь пӗтӗмпех сирӗлсе кайрӗ.

— Персе пӑрахмалла!.. Ҫыр!.. — хушрӗ вӑл секретаре, ун ҫине хулпуҫҫийӗ урлӑ чалӑшшӑн пӑхса.

— Подтелковпа Кривошлыкова тата… ҫав хура тӑшмансене — вӗсене те персе пӑрахмалла-и?.. Сахал вӗсене! — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ кантӑк умӗнчен ватӑлса кайнӑ патвар казак, сӳнсе пыракан лампа хӑюне ӳркенме пӗлмесӗр пӑрса хӑпартса лараканскер.

— Вӗсене, утаманӗсем пулнӑ майӗпе, ҫакса вӗлермелле! — кӗскен хуравларӗ те Попов секретаре тепӗр хут татса каларӗ:  — «Ҫыр: «Постановлени. Эпир, аяларах алӑ пуснисем…»

Секретарь — вӑл та Попов хушаматлӑ, есаулӑн аякран тивекен хурӑнташӗ пулать — ҫутанка шурӑ ҫӳҫне лайӑх тураса якатнӑскер, пуҫне чалӑштарса, перо вӗҫӗпе кӑтӑртаттарса ҫырма пуҫларӗ.

— Ҫитмест пуль краҫҫын… — куляннӑ пек ассӑн хашлатса ячӗ тахӑшӗ.

Лампа вӑйсӑррӑн мӗлтлетсе ҫунать. Хӑю тӗтӗм кӑларса йӑсӑрланать. Шӑплӑхра мачча ҫумӗнчи эрешмен картинчен чӑлханса ларнӑ шӑна нӑйӑлтатни, хута кӑтӑртаттарса перо шуни тата суд членӗсенчен тахӑшӗ йывӑррӑн пашкаса сывлани илтӗнсе тӑрать.

Постановлени

1918 ҫулхи апрелӗн 27 (майӑн 10)-мӗшӗнче Каргиновски, Боковски тата Краснокутски станицӑсенчи хуторсенчен суйланӑ представительсем — Васильски хуторӗнчен Максаев Степан, Боковски — Кружилин Николай, Фомин — Кумов Федор, Тури Яблоновски — Кухтин Александр, Анат Дуленски — Синев Лев, Ильин — Волоцков Семен, Коньковски — Попов Михаил, Тури Дуленски — Родин Яков, Савостьянов — Фролов Алексей, Милютински станицӑран Февралев Максим, Николаев хуторӗнчен Грошев Михаил Краснокутски станицӑран Еланкин Илья, Пономарев хуторенчен Дьяченко Иван, Евлантьев — Кривов Николай, Малахов — Емельянов Лука, Ҫӗнӗ Земцева — Коновалов Матвей, Попов — Попов Михаил, Астахов — Шегольков Василий, Орлов — Чекунов Федор, Климо-Федоровски хуторӗнчен Чукарин Федор.

В. С. Попов председатель пулса ертсе пынипе ҫапла йышӑннӑ:

1) Ӗҫ халӑхне ҫаратса тата улталаса пурӑннӑ мӗн пур вӑрӑ-хурахсене, аяларахри списокра кӑтартнӑ тӑрӑх, пурӗ 80 ҫынна, персе вӗлерес, кунсӑр пуҫне вӗсенчен иккӗшне — Подтелковпа Кривошлыкова, ҫак партин утаманӗсем пулнӑ май, ҫакса вӗлерес.

2) Михайловски хуторӗн казакне Антон Калитвенцова айӑпӗ палӑрсах кайман пирки тӳрре кӑлармалла тӑвас.

3) Подтелков отрядӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Краснокутски станицӑра тытса арестленӗ Константин Мельникова, Гаврил Мельникова, Василий Мельникова, Аксенова унтан тата Вершинина ҫак постановленин пӗрремӗш пункчӗ тӑрӑх айӑпласа наказани парас (персе вӗлермелле).

4) Наказание ыран, апрелӗн 28 (майӑн 11)-мӗшӗнче, ирхине 6 сехетре пурнӑҫа кӗртмелле.

5) Арестленисене асӑрхаса тӑма подъесаул Сенина хурала хушас, паян каҫпа 11 сехет тӗлне ун распоряженине винтовкӑсемпе хӗҫ-пӑшалланнӑ икӗ казака уйӑрса ярас; постановленин ҫак пункчӗ пурнӑҫланмасан, суд членӗсем ответлӑ пулаҫҫӗ; наказание пурнӑҫлама кашни хутортан уйӑрнӑ хурала хушас; айӑплисене персе вӗлерме пилӗкшер казак уйӑрттарас.

Алӑ пуснӑ:

Ҫар пайӗн председателӗ В. С. Попов. Секретарь А. Ф. Попов.

1918 ҫулхи кивӗ стильпе апрелӗн 27-мӗшӗнче Ҫар сучӗ вӗлерме йышӑннӑ Подтелков отрядӗнчи чинсен СПИСОКӖ

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем камне пӗлтермен.

Секретарь,судпа айӑпланӑ ҫынсен списокне тепӗр хут куҫарса ҫырчӗ те, постановлени вӗҫне икӗ пӑнчӑ чӑрмакласа лартса, ручкине юнашар ларакан казака тыттарчӗ:

— Алӑ пус!

Ҫӗнӗ Земцева хуторӗн представителӗ Коновалов, нимӗҫсен тӗссӗр кӑвак пуставӗнчен ҫӗлетнӗ хӳхӗм китель тӑхӑннӑскер тата китель ҫухи ҫумне сантал хӑю ҫӗлесе хунӑскер, айӑплӑн кулкаласа, кӑкӑрӗпе хут листи ҫине выртрӗ. Унӑн йӑлтӑркка хӑмӑр тӗслӗ, хура ӗҫре пирчесе хытнӑ чӑмӑр пӳрнисем, пӗр хутланмасӑр, кӑшласа пӗтернӗ ҫинҫе ручкӑна тытнӑ.

— Вулама-ҫырма пӗлсех каймастӑп эпӗ… — терӗ вӑл, пуҫламӑш «К» саспаллие пысӑкран кукӑрткалама тӗрмешсе.

Ун хыҫҫӑн, ручкине ҫавнашкалах хӑюсӑррӑн шутаркаласа вӑйран тӑрӑшнипе тарласа та шӑмарӑлса кайса, Родин алӑ пусрӗ. Унтан тепри, малтан ручкӑна вылянтарса тӑрса алӑ ҫеммине кӗртрӗ, алӑ пусса хурса, ҫырнӑ вӑхӑтра кӑларса янӑ чӗлхине каялла пытарчӗ. Попов хӑйӗн хушаматне ним чарӑнса тӑмасӑр хӑвӑрт чарлаттарса ҫырчӗ, йӗпе питне сӑмса тутрипе шӑлса илсе, ура ҫине тӑчӗ.

— Списока пӗрле хурас пулать, — терӗ вӑл ӳркенчӗклӗн анасласа илсе.

— Леш тӗнчере Каледан спаҫипӑ калӗ пире, — сатуррӑн кулса илчӗ Сенин, чернилпа нӳрӗлнӗ хут листине шурӑ стена ҫумне тытса типӗтекен секретарь ҫине пӑхса.

Темшӗн шӳте хирӗҫ никам та хуравламарӗ. Хатӑран ним шарламасӑр туха-туха шӑвӑнчӗҫ.

— Турӑҫӑм Исус… — алӑкран тухнӑ май хашлатса ячӗ тахӑшӗ тӗттӗм ҫенӗхре.

Сайт:

 

Статистика

...подробней