Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 сыпӑк

Раздел: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Источник: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Добавлен: 2019.08.15 00:31

Предложений: 208; Слово: 2356

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Электрически поезд, кустӑрмисемпе хаваслӑн чӑнкӑртатса, сиренипе хаяррӑн кӑшкӑртса, Мускав ҫывӑхӗнчи вырӑнсемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт чупать.

Алексей Мересьев вагон чӳречи патӗнче ларса пырать, ӑна Максим Горький пек сарлака шлепке, хура шнуроклӑ ылтӑн пенсне тӑхӑннӑ, сухалне хыртарнӑ пӗчӗкрех старик стена ҫумне хӗстерсе лартрӗ. Унӑн чӗркуҫҫисем хушшинчен, хаҫатпа типтерлӗн чӗркесе тытнӑ пахчара ӗҫлемелли хатӗрсем — тяпкӑ, кӗреҫе тата сенӗк курӑнса пынӑ. Хӑрушӑ та йывӑр кунсенче, ытти пур ҫынсем пекех, ҫак старик те вӑрҫӑ интересӗсемпе пурӑннӑ. Вӑл Мересьев сӑмси умӗнче типшӗм ывҫипе сулкаласа, вӑрттӑн каварлашнӑ пек, ун хӑлхинчен пӑшӑлтатса пычӗ:
— Эсир эп штатски ҫын пулни ҫине ан пӑхӑр, эпӗ хамӑрӑн плана питӗ лайӑх ӑнлантӑм.
Вӑл план — тӑшмана Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирсене илӗртсе пырасси, унӑн коммуникацийӗсене тӑсса ярасси, хальхи пек каласан, хӑйӗн базинчен аякка илсе каясси пулать; кайран вара кунтан, хӗвеланӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр енчен пырса ҫапса коммуникацисене раз-раз татмалла та, тӑшмана хӑвӑрт кӑна пӗтерсе тӑкмалла. Ҫапла, ҫапла… Куна питӗ ӑслӑ шутласа тупнӑ. Пире хирӗҫ пӗр Гитлер ҫеҫ мар вӗт. Хӑйӗн пушшипе вӑл пирӗн ҫине пӗтӗм Европӑна хӑваласа килет. Эпир вӗт пӗр-пӗччен ултӑ патшалӑхӑн ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫатпӑр. Вӗсем хӑрушла тапӑнса килнине пространствопа та пулин хирӗҫлес пулать. Ку вӑл пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул. Юлашкинчен каласан, союзниксем шарламаҫҫӗ вӗт… Э? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр?

— Эпӗ — эсир кирлӗ мара калаҫатӑр, тесе шутлатӑп. Тӑван ҫӗр — амортизаторсем валли ытла та хаклӑ материал, — кӑмӑлсӑр ответ пачӗ те Мересьев, темшӗн хӗлле хӑй упаленсе иртнӗ, ҫунса кайнӑ вилӗ яла аса илчӗ.

Анчах старик ҫаплах калаҫрӗ, ун сасси хӑлхара вӗҫӗмсӗр янраса тӑчӗ, хӑйӗнчен табак тата урпаран тунӑ кофе шӑрши кӗчӗ.

Алексей пуҫне чӳречерен тулалла кӑларса пӑхрӗ. Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ.

— …Ҫук, эсир акӑ ҫар ҫынни, эсир каласа парӑр мана: ку лайӑх-и вӑл? Акӑ, пӗр ҫулталӑк ытла ӗнтӗ эпир фашизма хирӗҫ хамӑр кӑна ҫапӑҫатпӑр. Эсир ҫакӑн пек картина ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ним сисмесӗр, тар юхтарса ӗҫлекен ҫынна вӑрӑсем тапӑннӑ. Анчах ҫав ҫын ҫухалса кайман, вӑл ҫак вӑрӑсемпе ҫапӑҫма тытӑннӑ, вӗсемпе вӑл юн юхтарсах ҫапӑҫать, вӗсене мӗн алла лекнӗ — ҫавӑнпа хӗнет. Вӑл пӗччен, вӑррисем нумайӑн, вӗсем хӗҫ-пӑшалланнӑ, вӗсем ӑна тахҫанах сыхласа пураннӑ. Ҫапла! Кӳршӗсем ҫавна кураҫҫӗ, анчах хайсен пӳрчӗсем умӗнче тӑрса калаҫаҫҫӗ ҫеҫ: ах, епле маттур ку ҫын, ах, епле маттур! Ҫапла кирлӗ вӑл хурахсене, хӗне вӗсене, хӗне! — теҫҫӗ. Вӑрӑсене хӑваласа яма пулӑшас вырӑнне, ӑна чулсем, тимӗр татӑкӗсем тӑсса параҫҫӗ: ме, ҫакӑнпа хытӑрах ҫап, теҫҫӗ, — хӑйсем ҫаплах аякра тӑраҫҫӗ. Ҫапла, ҫапла, союзниксем халь шӑп ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ… Пассажирсем…

Мересьев старик ҫине интересленсе пӑхрӗ. Нумайӑшӗ халь вӗсем еннелле пӑхнӑ, халӑхпа лӑках тулнӑ вагонӑн пур кӗтессисенчен те калаҫнисем илтӗннӗ:

— Паллах, тӗрӗс сӑмах. Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ — пӗр-пӗччен тытӑҫса ҫапӑҫатпӑр. Иккӗмӗш фронт тени ӑҫта-ха вӑл?

— Аптрамӑпӑр, ӗҫне хамӑрах тӑвӑпӑр, апат ҫимелле пулнӑ ҫӗре вӗсем те, иккӗмӗш фронт тенисем те персе ҫитӗҫ.

Поезд дачӑри платформа тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ. Вагона пижамӑсем тӑхӑннӑ, ҫырласемпе хӗвелҫаврӑнӑш тултарнӑ пакетсем тытнӑ, костыльсемпе туясемлӗ аманнӑ ҫынсем пырса кӗчӗҫ. Вӗсем сывалаканнисен пӗр-пӗр госпиталӗнчен кунти пасара килнӗ пулмалла. Старик ҫав самантрах вырӑнтан сиксе тӑчӗ.

— Ларӑр, тусӑмҫӑм, ларӑр! — терӗ те вӑл, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, урине бинтпа ҫыхнӑ костыллӗ ҫамрӑк ҫынна хӑй вырӑнне вӑйпа тенӗ пекех лартрӗ. — Ним те мар, ним те мар, ларӑр, ан пӑшӑрханӑр, манӑн халех тухмалла…

Хӑйӗн сӑмахӗсем ытларах ӗненмелле пулччӑр тесе, старик хӑйӗн тяпкисемпе, креплисемпе алӑк патнелле туртӑнчӗ. Сӗт сутма кайнӑ хӗрарӑмсем, аманнисене вырӑн парса, саксем ҫинче ҫӑт-ҫӑтрах ларчӗҫ. Таҫтан хыҫалтан Алексей темле хӗрарӑм хӑйне айӑпласа калаҫнине илтрӗ:

— Мӗнле намӑс мар-ши ку ҫынна? Ун ҫумӗнче аманнӑ воин асапланса тӑрать, ӑна тӗрткелеҫҫӗ, анчах ку, сывӑскер, хӑнк та тумасӑр ларать. Хӑйне нихҫан та пуля тивес ҫук пекех. Хӑй лётчик тата!

Ҫакӑн пек сӑлтавсӑр кӳрентернипе Алексей тӑруках хӗрелсе кайрӗ. Унӑн сӑмси ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ. Анчах ҫавӑнтах унӑн сӑнӗ ҫутӑлса кайрӗ те, вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ.

— Лар, тӑванӑм…

Аманни вӑтанса кайрӗ, каялла чакрӗ:

— Мӗн эсир, старший лейтенант юлташ! Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ тӑма пултаратӑп, кунта инҫе мар, икӗ остановка ҫеҫ.

— Лар, теҫҫӗ сана! — кӑшкӑрчӗ ӑна Мересьев, хӑйӗн ӑшчикки алхасуллӑрах хаваслӑхпа тулнине туйса.

Вӑл вагон стени патнелле кайрӗ те, икӗ аллипе те туйи ҫине тайӑнса тӑчӗ. Хӑй пӗрмай кулкаларӗ.

Тӑваткал тӗрӗллӗ тутӑр ҫыхнӑ карчӑк хӑй йӑнӑшла ӳпкелешнине ӑнланса илчӗ пулмалла.

— Вӑт, пулать те вӗт халӑх!.. Ҫывӑхра лараканӗсем, туяллӑ командира вырӑн парӑр ӗнтӗ. Мӗнле намӑс мар сире? Акӑ эсӗ, шлепкелли: камшӑн — вӑрҫӑ, саншӑн — тӑван аннӳ пулас, кӗрсе ларнӑ сарӑлса!.. Командир юлташ килӗр ак кунта, ларӑр ман вырӑна. Сирӗлӗр ӗнте туршӑн та, командира иртме парӑр!

Алексей илтмӗш пулчӗ. Халь кӑна савӑнни ҫавӑнтах иртсе кайрӗ. Ҫак вӑхӑтра проводница ӑна кирлӗ остановка ятне каларӗ те поезд ҫемҫен чарӑнма пуҫларӗ. Халӑх хушшипе иртсе пынӑ чух, алӑк патӗнче, Алексей каллех пенсне тӑхӑннӑ старике тӗл пулчӗ. Лешӗ ӑна нумайранпа палланӑ ҫын пекех куҫ хӗссе илчӗ.

— Ҫапах та, мӗнле шутлатӑр — иккӗмӗш фронта уҫаҫҫех-ши ӑна? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл.

— Уҫмаҫҫӗ пулсан, хамӑрах ҫӗнтеретпӗр, — терӗ Алексей, хӑма сарса тунӑ перрон ҫине аннӑ май.

Кустӑрмисене чӑнкӑртаттарса, сиренипе кӑшкӑртса, поезд куҫран ҫухалчӗ, ун хыҫҫӑн шӗвекрех тусан ҫеҫ мӑкӑрланса юлчӗ. Пӗтӗмпе те темиҫе пассажир ҫеҫ анса юлнӑ платформа ҫинче ҫав самантрах шӑп пулса тӑчӗ.

Вӑрҫӑччен кунта питӗ лайӑх та лӑпкӑ пулнӑ пулмалла. Платформа йӗри-тавра ӳсекен хыр вӑрманӗ хӑйӗн тӑррипе тикӗссӗн те кӑмӑла лӑплантармалла пӑшӑлтатса тӑнӑ. Ҫулталӑк каялла, ҫакӑн пек ырӑ каҫсенче, вӑрман хӳттипе дачӑсем патнелле пыракан сукмаксемпе ансӑр ҫулсем тӑрӑх, поездсем ҫинчен аннӑ кайӑр тумланнӑ хӗрарӑмсем, шавлӑ ачасем, хӗвелпе пиҫнӗ арҫынсем савӑнӑҫлӑн утнӑ пулӗ ӗнтӗ, — вӗсем хуларан таврӑннӑ, дачӑсенче пурӑнакансем валли тӗрлӗ кучченеҫсем, эрехсем илсе пынӑ. Халӗ поезд ҫинчен аннӑ ҫынсем — тяпкӑсем, кӗреҫесем, сенӗксем тата пахчара ӗҫлемелли ытти хатӗрсем ҫӗкленӗ йышлӑ мар пассажирсем, хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫса, часах тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ. Пӗр Мересьев кӑна, аллине туя тытнӑскер, уҫӑлса ҫӳреме килнӗ ҫын пек курӑнчӗ, — вӑл, ҫуллахи каҫӑн илемӗпе киленсе, пӗтӗм кӑкрипе сывласа, хыр тураттисем хушшипе тухакан ӑшӑ хӗвел пайӑркисем хайӗн питне ҫемҫен ӑшӑтнине туйса, ерипен утса пычӗ.

Мускавра ӑна кунти ҫул ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса янӑ. Чӑн-чӑн ҫар ҫынни пулса, вӑл темиҫе ориентир тӑрӑхах санаторине каймалли ҫула тупрӗ. Санаторийӗ пысӑках мар лӑпкӑ кӳлӗ хӗрринче вырнаҫса тӑнӑ, станцирен унта ҫитме пӗр вунӑ минут ҫеҫ утмалла пулнӑ.

Тахҫан, революциччен, пӗр вырӑс миллионерӗ Мускав ҫывӑхӗнче ҫуллахи дворец лартма, ҫитменнине ӑна пуринчен те урӑхла тума шут тытнӑ. Архитектора вӑл: эпӗ укҫа шеллеместӗп, анчах манӑн дворец пачах та хӑйне майлӑ пултӑр, тенӗ. Хӑйӗн хуҫин кӑмӑлне тултарма, архитектор кӳлӗ хӗрринче темӗн пысӑкӑш чул ҫурт туса лартнӑ. Унӑн чӳречисем ҫӳллӗ те ансӑр пулнӑ, йӗри-тавра башньӑсем, крыльцасем, кӗмеллисемпе тухмаллисем туса; тултарнӑ, ҫурт тӑрри шӗвӗр те чӑнкӑ пулнӑ. Хӑмӑшпа витӗннӗ кӳлӗ хӗрринче, ҫав тери илемлӗ вырӑнта, ку ҫурт темле нӗрсӗррӗн курӑнса тӑнӑ. Вырӑнӗ кунта чӑнах та вара илемлӗ пулнӑ. Кантӑк пек тикӗс курӑнакан шыв хӗрринче ҫулҫисене чӗтретекен ҫамрӑк ӑвӑссем ӳссе ларнӑ. Унта та кунта, симӗс-кӑтра ҫулҫӑсем хушшипе, шурӑ хурӑнсем курӑннӑ. Кӑшт хыҫаларахра, кӳлӗ йӗри-тавра ункӑ пек пулса, ватӑ вӑрман кашласа тӑнӑ. Ҫаксем пурте кӳлӗри сенкертерех, витӗр курӑнакан шыв ҫинче, кутӑн ӳснӗ пек, илемлӗн палӑрса тӑнӑ.

Ҫак ҫуртӑн хуҫи ҫынсене кӑмӑллӑн, ҫӑкӑр-тӑварпа йышӑннипе пӗтӗм Российипех чапа тухнӑ. Ун патӗнче чи чаплӑ художниксем нумайшар вӑхӑт пурӑннӑ, вӗсем вара кунти пур вырӑнсене те картинӑсем ҫине ӳкерсе, Российӑри ҫутҫанталӑкӑн илемне кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Мересьева, кунта нихҫан та пулман пулин те, ку вырӑнсене тахҫан курнӑ пек, хӑй палланӑ вырӑнсемпе пынӑ пек туйӑнчӗ.

Хӗрлӗ Ҫарӑн сывлӑшри ҫар вӑйӗсен санаторийӗ шӑп ҫак дворецра вырнаҫнӑ пулнӑ та ӗнтӗ. Мирлӗ вӑхӑтра лётчиксем кунта арӑмӗсемпе, тепӗр чух ҫемйисемпех пурӑннӑ. Вӑрҫӑ кунӗсенче вӗсене кунта госпитальтен тухнӑ хыҫҫӑн сывалса ҫитме янӑ. Алексей санаторине асфальтпа витнӗ, икӗ енчен хурӑнсем лартнӑ сарлака ҫулпа мар, станцирен вӑрман урлӑ кӳлӗ патне тухакан такӑр сукмакпа пычӗ. Ҫар чӗлхипе каласан, кунта вӑл тылран пырса тухрӗ, ҫавӑнпа та ӑна никам та асӑрхамарӗ. Санатори патнелле ҫитсен, вӑл пысӑк крыльца патӗнче тӑракан ҫынсем лӑках ларса тулнӑ икӗ автобус тавра пухӑннӑ шавлӑн калаҫакан халӑх хушшинче ҫухалчӗ.

Ҫынсем калаҫнинчен, уйрӑм сӑмахсенчен, саламсенчен Алексей санаторирен тӳрех фронта каякан лётчиксене ӑсатнине ӑнланчӗ. Каяканӗсем савӑнӑҫлӑ, хаваслӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсене кашни пӗлӗт татӑкӗ хыҫӗнчех вилӗм сыхласа тӑнӑ ҫӗре мар, мирлӗ тӑван гарнизонсене кайнӑ пек туйнӑ; ӑсатаканнисен сӑнӗсем ҫинче вӗсем хӑйсен черечӗ ҫитменшӗн кӑмӑлсӑр пулни, кӳренни палӑрнӑ. Ку мӗншӗн пулнине Алексей лайӑх ӑнланнӑ. Кӑнтӑрта хӑватлӑ ҫапӑҫусем тапранса кайнӑранпа унӑн хӑйӗн те ҫав тери хӑвӑртрах унта тухса каясси килнӗ. Фронтри событисем ӳссе лару-тӑру йывӑрланнӑ майӑн ҫак туйӑм пушшех те вӑйлӑланнӑ. Ҫар ҫыннисем хушшинче — чӑн та, малтан хуллен, асӑрханса — «Сталинград» сӑмаха калама пуҫласан, ҫав туртӑм чуна ыраттаракан тунсӑха куҫрӗ, госпитальте ним тумасӑр пурӑннипе тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ. Алексейӑн пӗтӗм чун-чӗри, пӗтӗм кӗлетки лере, Тӑван ҫӗршывӑн пурнӑҫне татса паракан ҫапӑҫусем пулса пынӑ ҫӗре туртӑнчӗ.

Капӑр автобуссен чӳречисенчен хӗвелпе пиҫнӗ, пӑлхануллӑ сӑнсем пӑхаҫҫӗ. Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижама тӑхӑннӑ, кукшаланма пуҫланӑ, лутрарах та уксах армянин, канакансен кашни ушкӑнӗнчех тӗл пулакан ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсене хӑй ирӗкӗпе култаракан комиксенчен пӗри пулнӑскер, автобуссем тавра уксахласа, хыпаланса ҫӳрет, аллинчи туйипе сулкаласа, каякансенчен тахӑшне ӑс парать:

— Эй, сывлӑшра унта фрицсене пирӗнтен салам калӑр! Федя! Хӑвна уйӑх ҫути ваннисене кирлӗ чухлӗ кӗме паманшӑн тавӑр вӗсене! Федя! Эс унта, сывлӑшра, маттур совет вӗҫевҫисене канма кансӗрлеме юраманнине кӑтартса пар!

Федя — хӗвелпе пиҫнӗ, ҫаврака пуҫлӑ, ҫӳллӗ ҫамки урлах каҫакан ҫӗвӗллӗ йӗкӗт, — пуҫне чӳречерен кӑларса, юлакансене: ан пӑшӑрханӑр, эпӗ сывлӑшра фрицсемпе чунтанах калаҫӑп, тупӑсенчен персе ӑшӑ сӑмах калӑп, тесе кӑшкӑрчӗ.

Халӑх хушшинче те, автобуссенче те ахӑлтатсах кулса ячӗҫ, ҫав вӑхӑтра машинӑсем хускалчӗҫ те, вӑраххӑн кӑна хапха патнелле шурӗҫ.

— Чипер кайӑр! Ҫулӑр телейлӗ пултӑр! — илтӗнчӗ халӑх хушшинчен.

— Федя! Федя! Полевой почта номерне часрах пӗлтер! Зиночка сана хӑвӑн чӗрӳне заказной пакетпа ярса тавӑрса парӗ!

Автобуссем аллея кукрине кӗрсе ҫухалчӗҫ. Анакан хӗвел ҫуттинче ылтӑн тӗслӗн курӑнакан тусан ҫӗре ӳксе лӑпчӑнчӗ. Халатсем, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижамӑсем тӑхӑннӑ канакансем майӗпе парк тӑрӑх саланчӗҫ. Мересьев санаторин вестибюльне кӗчӗ. Кунта, тумтирсем ҫакмалли ҫӗрте, хӗррисене сенкер пуставран тунӑ картузсем ҫакӑнса тӑнӑ; кӗтессенче кегльсем, волейбол пӳскисем, крокет мӑлатукӗсем, теннис ракетисем выртнӑ. Канцеляри патне ӑна паҫӑрхи уксах армянин ӑсатса ячӗ. Ҫывӑхран пӑхсан, Алексей вӑл ӑслӑ, хитре те кӑшт кичемрех сӑн-сӑпатлӑ ҫын пулнине курчӗ. Ҫул ҫинче калаҫса пынӑ чух, шӳтлесе, вӑл хӑйне уйӑхлӑ каҫ комитечӗн председателӗ, терӗ, медицина кӑтартса панӑ тӑрӑх, уйӑх ваннисем хуть те епле сурана та ҫав тери лайӑх сыватаҫҫӗ, ку ӗҫре ҫирӗп йӗркелӗх пулмалла, ҫавӑнпа та каҫхине уҫӑлса ҫӳреме ҫынсене эпӗ хам нарядсем ҫырса паратӑп, терӗ. Шӳтлессе вӑл пӗр чарӑнмасӑр, автомат пек шӳтлерӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй пӗртте кулмарӗ, куҫӗсем хӑйпе калаҫакан ҫынна тимлӗн сӑнаса пычӗҫ.

Канцеляринче ӑна шурӑ халатлӑ, хӗп-хӗрлӗ, ҫулӑм тӗслӗ ҫӳҫлӗ хӗр йышӑнса илчӗ.

— Мересьев-и? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ вӑл, хӑй вуланӑ кӗнекине аяккалла хурса. — Мересьев Алексей Петрович? — Вӑл лётчик ҫине шанмасӑртарах пӑхса илчӗ. — Эсир мӗн, манран кулатӑр-и? Акӑ, манӑн кунта ҫырса хунӑ: «Мересьев, старший лейтенант, госпитальтен, — урасӑр» тенӗ, анчах эсир…

Халь тин Алексей унӑн ҫаврака, пур хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсен пекех йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем айӗнчен курӑнакан шурӑ питне лайӑхраххӑн курчӗ. Унӑн ҫӳхе ӳт-тирӗнчен хӗрлӗ тӗс ҫапса тӑнӑ. Алексей ҫине вӑл тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака та ҫутӑ куҫӗсемпе чӑрсӑррӑн тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Ҫапах та эпӗ Мересьев Алексей, акӑ манӑн направлени. А эсир Лёля-и?

— Ҫук, ӑҫтан тупрӑр эсир ун пек ят? Эп — Зина. Сирӗн ҫавӑн пек протез-и мӗн? — Вӑл Алексей урисем ҫине шанмасӑртарах пӑхрӗ.

— Аха! Эсир ҫав Федя тухса каяс умӗн хӑйӗн чӗрине парса хӑварнӑ Зиночка эппин?

— Куна сире майор Бурназян каларӗ пулӗ-ха? Ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ! Ух, мӗн тери кураймастӑп эпӗ вӑл Бурназяшкӑна! Пуринчен те, пуринчен те кулать вӑл! Эпӗ Федьӑна ташлама вӗрентнӗшӗн мӗнех-ха вара? Тупнӑ япала!

— Халӗ ӗнтӗ, эсир мана вӗрентӗр. Юрать-и?

Хӗр Алексей ҫине тата ытларах тӗлӗнсе пӑхрӗ:

— Мӗнле апла — ташлама? Урасӑр-и? Кайӑр, эсир те пуринчен те кулакан ҫын пулмалла.

Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме майор Стручков чупса кӗчӗ те, Алексея ыталаса илчӗ.

— Зиночка, иксӗмӗр калаҫса татӑлнӑ пек, старший лейтенанта ман пӳлӗме вырнаҫтарӑр!

Пӗр госпитальте нумай хушӑ выртнӑ ҫынсем кайран тӑвансем пекех тӗл пулаҫҫӗ. Майора курсан, Алексей ӑна темиҫе ҫул курман пекех савӑнса кайрӗ. Стручковӑн япаласем хумалли миххи санаторире выртнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне килти пекех туйнӑ, вӑл пурне те палланӑ, ӑна та пурте пӗлнӗ. Пӗр кун хушшинче вӑл кунта хӑш-пӗрисемпе туслашма та, теприсемпе харкашса илме те ӗлкӗрнӗ.

Вӗсем иккӗшӗ йышӑннӑ пӗчӗк пӳлӗмӗн чӳречисем парк патнелле пӑхнӑ. Паркри тӳрӗ те вӑрӑм хырсем, илемлӗ пилешсем ҫурт ҫумӗнченех пуҫланнӑ, пилеш тураттисем ҫинче йывӑр ҫырла сапакисем ҫакӑнса тӑнӑ. Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Алексей таса простыньсем сарнӑ вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ те самантрах ҫывӑрса кайрӗ.

Ҫак каҫхине вӑл тӗлӗнмелле, пӑлхануллӑ тӗлӗксем курчӗ. Сенкер тӗслӗ юр, уйӑх ҫути. Ҫӑмламас тетел пек вӑрман ӑна хупласа лартнӑ, унӑн ҫак тетелтен хӑтӑлса тухмалла, анчах юр ӑна урисенчен тытса тӑрать. Алексей хӑй ҫине пысӑк инкек капланса килнине туйса асапланать, анчах урисем юр ӑшӗнче шӑнса ларнӑ, вӗсене туртса кӑларма вӑй ҫитмест. Вӑл йынӑшать, тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртать. Халӗ ӗнтӗ ун умӗнче вӑрман мар, аэродром. Чӑсланкӑ техник Юра ҫемҫе те ҫунатсӑр, тӗлӗнмелле самолёт кабининче ларать. Вӑл аллипе сулать, хӑй кулать те тӳп-тӳррӗн пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарса каять. Михайла мучи Алексея йӑтать те, ӑна ачана каланӑ пек калать: «Ну, мӗнех ӗнтӗ, вӗҫтӗр вӑл, вӗҫтӗрех, а эпир санпа мунчара ҫапӑнӑпӑр, шӑмӑсене ӑшӑтӑпӑр! Питӗ лайӑх, питӗ аван!» Анчах та ӑна вӗри лапка ҫине мар, юр ҫине хурать. Алексей тӑрасшӑн — пултараймасть: ҫӗр ӑна хӑй патнелле туртать. Ҫук, ҫӗр туртмасть-мӗн, ун ҫине упа хӑйӗн вӗри кӗлеткипе хӑпарса выртнӑ та — ӑна пӑвать, лутӑркать, хӑрӑлтатать. Ун ҫумӗпе лётчиксем ларса тулнӑ автобуссем иртсе каяҫҫӗ, анчах вӗсем, чӳречесенчен савӑнӑҫлӑн пӑхакан ҫынсем, ӑна асӑрхамаҫҫӗ. Алексей вӗсене пулӑшма ыйтса кӑшкӑрасшӑн, вӗсем патнелле ыткӑнасшӑн, хуть аллипе пулин те сулса систересшӗн, анчах пултараймасть. Ҫӑварӗ уҫӑлать, анчах пӑшӑлтатни ҫеҫ илтӗнет. Алексей сывлайми пулса ҫитет, вӑл хӑйӗн чӗри тапма чарӑннине туйма пуҫлать, юлашки хут пӗтӗм вӑйне пухса ҫӗкленме пикенет… Темшӗн куҫ умӗнчен хӗрлӗ те парка ҫӳҫлӗ Зиночкӑн кулакан сӑнӗ вӗлтлетсе иртет, унӑн пурне те курасшӑн ҫунакан куҫӗсем тӑрӑхланӑ пек пӑхса ҫутӑлаҫҫӗ.

Алексей хӑраса вӑранса каять. Лӑпкӑ. Сӑмсипе хуллен мӑшлатса майор ҫывӑрать. Уйӑх ҫути, чӳречерен шурӑ юпа пек кӗрсе, урайне тӑрӑннӑ.

Вӑрманта ирттернӗ хӑрушла вунсакӑр куна Алексей нихҫан та ятарласа аса илмен, аса илме пуҫласан та, вӗсем ӑна аташуллӑ тӗлӗк пек курӑннӑ. Мӗншӗн-ха кӗҫӗр курӑннӑ вӗсем? Яр уҫса янӑ чӳрече витӗр, каҫхи нӳрӗрех сывлӑшпа пӗрле, пӳлӗме тулти янравсӑр сасӑсем кӗреҫҫӗ. Ку вӑл — вӑрман хуллен кӑна шавлани илтӗнет…

Кровать ҫине ларса, лётчик нумайччен хырсен вӑрттӑн шавне итлет, унтан тӑрук, куҫа курӑнакан тӗлӗке хӑваласа янӑ пек, пуҫӗпе сулса илет те унӑн чӗри хаваслӑ ҫирӗп вӑйпа тулать. Санаторире унӑн икӗ уйах пурӑнмалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл вӑрҫӑра ҫапӑҫма, вӗҫме пултаракан ҫын пулӗ-и, е ӗмӗр-ӗмӗрех трамвайсенче ларма вырӑн памалли, хыҫалтан хӗрхенсе пӑхса юлмалли ҫын пулса тарӗ? Апла пулсан, кашни минутрах чӑн-чӑн этем пулассишӗн, чан-чӑн совет ҫынни, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫма пултаракан воин пулассишӗн кӗрешме тӑрӑшмалла.

Уйӑх ҫутинчи кровать ҫинче ларса, майор харлаттарнине итлесе, Алексей хӑйӗн упражненисен планне турӗ. Ку плана вӑл ирхи тата каҫхи зарядкӑсене, утассине, чупассине, урасене ятарласах тренировка тӑвассине кӗртрӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Зиночкӑпа калаҫнӑ чух ӑнсӑртран сиксе тухнӑ шухӑша аса илчӗ. Ку шухӑша пурнӑҫлани ӑна хӑйӗн урисене ҫӑмӑллӑн хускатма хӑнӑхтарассине пулӑшма пултарнӑ.

Вӑл ташлама вӗренме шут турӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней