Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Источник: Закон № 31 от 07 мая 2019 г.

Добавлен: 2019.07.18 20:45

Предложений: 38; Слово: 905

Тип текста: Закон

По-русски Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Общество палати ҫинчен» 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 6 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2011, 89 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 11 №; 2014, 5, 11 №-сем; 2016, 10 №; 2017, 7 №) улшӑну кӗртес, унта ҫакӑн пек ҫырса 163 статья хушса хурас:

«163 статья. Чӑваш Республикин территорийӗнче вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хунӑ чухне Общество палати пурнӑҫлакан полномочисем Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнчи обществӑлла тӗрӗслев никӗсӗсем ҫинчен» саккунӗпе, Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ саккунӗн 622 статйин 2–5-мӗш пункчӗсемпе тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи обществӑлла тӗрӗслев ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн Общество палати вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хурас тӗлӗшпе обществӑлла (уҫӑ) итлевсем йӗркелет.».

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2016, 3 №; 2017, 2 №; «Республика» хаҫат, 2018, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 6 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«6 статья. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ хутшӑнусем енӗпе пурнӑҫлакан полномочисем

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ хутшӑнусем енӗпе пурнӑҫлакан полномочисен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

тавралӑх хутлӑхне сыхлас, атмосфера сывлӑшне сыхлас, Чӑваш Республикин экологи, социаллӑ пурнӑҫпа экономика условийӗсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе регион шайӗнчи объектсене экологи экспертизи тӑвас, каяшсене тыткалас енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин саккунӗсене йышӑнасси, ҫавӑн пекех вӗсене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси;

Чӑваш Республикин территорийӗнче вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хурасси тата унӑн лаптӑкӗ ҫинчен калакан йышӑну тӑвасси е тата ӑна туса хума килӗшменни ҫинчен калакан йышӑну, ҫавӑн пекех вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне пӗтерсе хурасси ҫинчен калакан йышӑну тӑвасси;

Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хурасси тата унӑн лаптӑкӗ ҫинчен калакан йышӑнӑвӗсем е тата ӑна туса хума килӗшменни, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсен территорийӗсенче вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне туса хунӑ чухне вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхне пӗтерсе хурасси ҫинчен калакан йышӑнӑвӗсем пирки килӗшсе татӑласси.»;

2) 8 статьяра:

вун ҫиччӗмӗш, ҫирӗммӗш абзацсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ҫирӗм саккӑрмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем каяшсем пулса кайни, вӗсене ӗҫе яни, сиенсӗрлетни, вырнаҫтарни ҫинчен пӗлтерсе тӑмалли йӗркепе паракан отчетсене йышӑнасси тата вӗсене тӑратмалли тата тӗрӗслемелли йӗркене палӑртасси;»;

ҫакӑн пек ҫырса ҫирӗм тӑххӑрмӗш – вӑтӑр иккӗмӗш ҫӗнӗ абзацсем хушса хурас:

«тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсенчен тата уйрӑм предпринимательсенчен тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацисем йышӑнасси;

тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсенчен тата уйрӑм предпринимательсенчен каяшсем пулса кайни, вӗсене ӗҫе яни, сиенсӗрлетни, вырнаҫтарни ҫинчен калакан отчетсем йышӑнасси;

тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II тата III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсенчен тата уйрӑм предпринимательсенчен тавралӑха сыхлас енӗпе палӑртнӑ мероприятисен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчетсене йышӑнасси;

тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсем тата уйрӑм предпринимательсем атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларни ҫинчен, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, пӗлтерсе тӑмалли йӗркепе паракан отчетсене йышӑнасси;»;

ҫирӗм тӑххӑрмӗш – вӑтӑр пиллӗкмӗш абзацсене тивӗҫлӗн вӑтӑр виҫҫӗмӗш – вӑтӑр тӑххӑрмӗш абзацсем тесе шутлас;

ҫакӑн пек ҫырса хӗрӗхмӗш тата хӗрӗх пӗрремӗш абзацсем хушса хурас:

«вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн чиккисене палӑртасси е улӑштарасси;
вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн планпа палӑртса хуракан чиккисен схемине, вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн чиккисене палӑртса тухни е вӗсене улӑштарни ҫинчен ҫырса тата ӳкерсе кӑтартнӑ информацие, ҫавӑн пекех вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн тӑрӑмне тӗплӗн тишкерни ҫинчен тата унӑн тӑрӑмӗ улшӑнни ҫинчен калакан тишкерӳллӗ информацие Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» саккунӗн 623 статйин 1–3-мӗш пункчӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Власть органӗсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи порталӗнчи хӑйӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтарасси;»;

вӑтӑр улттӑмӗш абзаца хӗрӗх иккӗмӗш абзац тесе шутлас;

3) 15 статья хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

4) 17 статьян 3-мӗш пайӗнче «йӗркелесе ирттернин результачӗсем ҫинчен калакан отчет формине» сӑмахсене «Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн йӗркелесе ирттернин результачӗсем ҫинчен калакан отчет формине» сӑмахсемпе улӑштарас;

5) 20 статьяра:

тӑваттӑмӗш абзац хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

пиллӗкмӗш абзацра «уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсен ҫӗрӗсенче» сӑмахсене «уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсен чиккисенче» сӑмахсемпе улӑштарас;

6) 23 статьян 1-мӗш тата 2-мӗш пайӗсене ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас ӗҫе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, полномочиллӗ органа тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн тӑратакан тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие тӗпе хурса пурнӑҫлаҫҫӗ.

2. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас тӗллевпе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, экологи енӗпе комплекслӑ ирӗк панине илме тата тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие ҫырма кирлӗ мар. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсем тата уйрӑм предпринимательсем полномочиллӗ органа атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларни ҫинчен калакан отчетсене пӗлтерсе тӑмалли йӗркепе тӑратаҫҫӗ.».

3 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней