Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлӗтӗн (тĕпĕ: пӗлӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн чарса пӑрахнӑ куҫӗсенче инҫетри пӗлӗтӗн ҫутисем тӗрлӗ тӗспе выляса ҫунаҫҫӗ.

В его широко открытых глазах горели радужные переливы далекого неба.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Унта, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ пек курӑннӑ ҫӗрте, пӗлӗтӗн кӗрен анлӑшӗ ҫине пысӑк колонна мӗлки ӳкет, вӑл хускалми вӑрман пек хуп-хуран курӑнать.

Там, на небосклоне силуэт колонны едва темнел, вытянувшись на розовом фоне, как неподвижная полоса леса.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗлӗтӗн пӗр пайӗ сенкерӗн курӑна пуҫларӗ.

Часть неба поголубела.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑртлатса каякан сасӑ илтӗнсе, темӗн пысӑкӑш шыв юпи вӑйлӑ тапакан фонтан пек пӗлӗтӗн чи ҫӳлти сийӗсенех сирпӗнсе ҫитет, йӗри-тавралла вӗри пӑс кӑларса салатать.

Время от времени раздается глухой взрыв, и мощная струя воды, как бы в припадке ярости, взлетает до самых облаков, разбрасывая вокруг целые снопы пара.

XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗлӗтӗн симӗсрех тӗслӗ аял енӗ кӗленче тӗслӗ пулса каять те лимон тӗслӗ сий пулса тӑрать, ун ҫине вара пӗлӗтӗн ҫӳлти сийне ҫитичченех тӗттӗм-кӑвак тӗслӗ ҫивӗч те ҫинҫе йӑрӑм выртать; ҫав ярӑм ҫинче, чӗтренсе те хӗмленсе, тинӗс ҫийӗпе ирӗклӗн ярӑнакан, ҫӑмламас пайӑркаллӑ ирхи пысӑк ҫӑлтӑр хӗмленсе те чӗтренсе ҫунать.

Тончайше-зеленоватый низ неба переходил в неуловимо-опаловый, в лимонный слой, поверх которого стояла мглисто-синяя, тоже очень острая и тонкая полоса до самого верха, и на ней, искрясь и вздрагивая, горела крупная, лучисто-мохнатая, свободно парящая над морем утренняя звезда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пӗчӗк бухтӑри ҫутӑ шыв ҫине йӑлтӑркка кӑвак тусемпе пӗлӗтӗн чечен мӗлки ӳкет, тата таҫта шыв тӗлӗнче темле ытармалла мар илемлӗ мӗлке курӑнса тӑрать, вӑл ҫинҫерех кӑна та чечен, — тен, вӑл инҫетрен, ҫуртсенчен илтӗнекен музыка пулӗ, тен, вӑрмансен шыв ҫине йӑсланса анакан шӑрши, е радиопа юрлакан майран ирӗклӗ те вӑйлӑ сасси мар-ши, — ҫав сасӑ ҫӗрпе тинӗс ҫийӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗн янӑрать, пейзажпа пӗр тӑван пек пулать, вӑл ҫавӑнпа та таҫта ҫакӑнта, тусем хушшинче пурӑнакан темӗнле чӗрчунӑн сасси пек туйӑнать.

Эмалевая вода маленькой бухты отражала в себе и синюю — в переливах — тучу гор, и нежный цвет неба, и еще что-то глубокое, тонкое и прекрасное, что незримо глядело в море сверху, — может быть, музыку, доносившуюся из дальних домов, может быть, запах лесов, душно ниспадающий на воду, или просторный и могучий голос поющей по радио женщины, который так вольно реял над землею и морем и был так родственен пейзажу, что, казалось, принадлежит существу, обитающему где-то здесь, между гор.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унта вара вӑл асамат кӗперне, пӗлӗтӗн пӗр енчен тепӗр енне, пӗлӗтпе ҫӗре ҫыхӑнтаракан, ҫутӑ хӑю пек кӗпере курчӗ.

И тут он увидел радугу, огромный полукруг, раскинувшийся из конца в конец горизонта, сверкающую ленту, связывающую небо с землей.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Вӑл кӗтрӗ, чӳрече витӗр инҫетри пӗлӗтӗн кӑвак йӗрӗ ҫине пӑхса шухӑшларӗ:

Он ждал, смотрел в окно на сизую полоску далекой гучи и думал:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑв та лайӑх пӗлӗтӗн

Ты сама знаешь…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Аялта лайӑх та, ҫӳлте тата та лайӑхрах; мана уйрӑмах пӗлӗтӗн тасалӑхӗпе тарӑнлӑхӗ, сывлӑш янкӑрлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ.

Внизу было хорошо, но наверху еще лучше: меня особенно поразила чистота и глубина неба, сияющая прозрачность воздуха.

II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ун тӗлӗнче, хаваслӑн чӗтренсе, шурӑмпуҫ шевли йӑлкӑшать, хурарах кӑвак пӗлӗтӗн ҫав тери тарӑн авӑрӗнче вара тӗпӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ: чӑн тӳпере илӗм-тилӗм чухнехи тӗтреллӗ шупка сенкер ҫутӑ вылярӗ, хӗррисенчен сӳнсе пыракан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтренчӗҫ.

Над ним отрадно и трепетно сияла утренняя зарница, и в глубочайшем провале иссиня-черного неба, как в Дону на перекате, будто показалось дно: предрассветная дымчатая лазурь в зените, гаснущая звездная россыпь по краям.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юланутлӑ ҫынсен мӗлкисем пӗлӗтӗн шупка-сенкер ярӑмӗ ҫинче тушпа ҫырса ӳкернӗ пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ.

В синеватой белеси неба четко вырезались, как нарисованные тушью, силуэты всадников.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗтӗн ҫурма сенкер-сарӑ пӗркенчӗкӗ шӑрӑхпа хӗрсе кайнӑ.

Иссиня-желтая наволока неба накалена жаром.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мартин темиҫе хутчен намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ, шӑвӑнса иртекен хура пӗлӗтӗн усӑнса тӑракан мӑкӑрӑлчӑкӗ ҫине пӑшалпа персе ячӗ, унтан килне таврӑнчӗ.

Мартин непристойно ругался, стрелял в черное обвислое пузо проплывающей тучи и уходил.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юр ӑшне касса кӗртсе лартнӑ пек, шӑллӑн-шӑллӑн ҫатан карта яр-уҫҫӑн курӑнса выртать, тата витен тӗксӗм тӑрри пӗлӗтӗн сирень тӗслӗ ачаш тӗтрине хупласа тӑрать.

Четко, как врезанный в снег, зубчатился плетень, и, прикрывая нежную сиреневую дымку неба, темнела крыша конюшни.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пусу леш енче, курпун тӗмеске хыҫӗнче, плугсемпе ҫӗре йӑранлаҫҫӗ, вӑкӑр хӑвалакансем шӑхӑрса ҫуйӑхашаҫҫӗ, кунта — ҫулӑн ик енӗпе — лутра эрӗмӗн кӑвак тӗмӗсем, сурӑхсем кӑшласа янӑ ҫул курӑкӗ, турра пуҫҫапнӑ пек пӗшкӗнсе тӑракан вут курӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ тата йӑлтӑртатса вӗҫсе ҫӳрекен эрешмен картисемпе касмӑкланса пӗтнӗ сивӗ пӗлӗтӗн янӑрав кантӑк пек ҫутӑ ытамлӑхӗ сарӑлса выртать.

За толокой, за сутулым бугром расчесывали землю плугами, свистали погонычи, а тут — над шляхом — голубая проседь низкорослой полыни, ощипанный овечьими зубами придорожный донник, горюнок, согнутый в богомольном поклоне, да звонкая стеклянная стынь холодеющего неба, перерезанная летающими нитями самоцветной паутины.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗр ҫине хура мӗлкесем ӳкеҫҫӗ, тӗксӗм хӗрлӗ пӗлӗтӗн мӗлки ҫинче йывӑҫсем хура-кӗрен тӗслӗ курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа: вара вӗсем ахаль чухнехинчен ҫӳллӗрех те капӑртарах туйӑнаҫҫӗ…

Деревья на фоне багрово-красного неба казались выше и стройнее…

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Жунь-ту тинӗс хӗрринче пурӑннӑ, эпир вара тӑватӑ стеналлӑ кил хушшинче, курасса та пӗлӗтӗн пӗчӗк тӑваткалне кӑна курнӑ.

Жунь-ту жил на побережье — они же, как и я, видели только квадрат неба над высокими стенами двора.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Обломова хӑрушӑ тӗлӗксем курӑнсан та, чӗрине иккӗленӳ шаккасан та, Ольга ангел пекех хуралта тӑрать; вӑл хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе ӑна питӗнчен пӑхать те унӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлет, — вара каллех шӑплӑх, каллех туйӑмсем, пӗлӗтӗн ҫӗнӗ тӗррисене хӑй ҫине ӳкерсе юхакан шыв пек, пӗр тикӗссӗн юхаҫҫӗ.

Если ему и снятся тяжелые сны и стучатся в сердце сомнения, Ольга, как ангел, стоит на страже; она взглянет ему своими светлыми глазами в лицо, добудет, что у него на сердце, — и все опять тихо, и опять чувство течет плавно, как река, с отражением новых узоров неба.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Петя йӗс меридианлӑ глобуссене, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтӗн хура карттине тӗлӗнсе пӑхать.

Петя, как очарованный, рассматривал голубые глобусы с медными меридианами, черные карты звездного неба.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней