Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тӑван ял

Автор: Николай Иванов

Источник: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Добавлен: 2019.12.27 00:29

Предложений: 247; Слово: 2511

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Питӗ сивӗ кун, эпӗ тӑван яла таврӑнатӑп. Унтан уйрӑлнӑранпа ҫирӗм ҫул ытла иртрӗ ӗнтӗ. Манӑн икӗ пин ли ытла каймалла. Хӗл варри. Ҫанталӑк пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлса пырать, каскӑн ҫил, джонка каютине вӗҫсе кӗрсе, чуна ҫӳҫентерсе шӑхӑрать.

Бамбукран тунӑ хӳтлӗх шӑтӑкӗсем витӗр тӗксӗмрех сӑрӑ пӗлӗт, ҫыран хӗррипе сапаланнӑ темиҫе ял тӑлӑххӑн курӑнать, ҫав ялсенче чӗрӗ чун пурри те сисӗнмест. Вӗсем ҫине пӑхрӑм та — манӑн чӗрене тунсӑх пусса илчӗ.

Чӑннипех-ши кусем эпӗ ҫирӗм ҫул асра тытса усранӑ тӑван вырӑнсем?

Тӑван ял мана пачах урӑхла курӑнатчӗ. Маншӑн вӑл кунтан лайӑхрах пекчӗ, анчах тӗлӗнмелле: тӑван ял илемне аса илсе, ун ҫинчен калама шут тытсассӑн, пуҫӑма нимӗнех те килместчӗ, сӑмахсем те тупӑнмастчӗҫ.

Кунта нимӗн те улшӑнман. Тӑван вырӑнсем ҫав-ҫавах, вӗсем малтан курӑннӑ пек салхуллӑ та мар иккен. Манӑн кӑмӑл кӑна улшӑннӑ — киле кайни мана нимӗнпех те савӑнтармасть ҫав.

Эпӗ тӑван яла унпа яланлӑхах сывпуллашас тесе кӑна таврӑнатӑп. Хамӑрӑн йӑх нумай ҫулсем хушши пурӑннӑ кивӗ ҫурта эпир урӑх ҫемьене сутрӑмӑр. Кӑҫал пирӗн унта юлашки ҫул пурӑнмаллаччӗ, январь уйӑхӗнче вара тӑван кӗтессе пӑрахса тухмалла. Пирӗн ҫемье умӗнче эпӗ хама тӑрантармалӑх ӗҫлесе пурӑнакан ют ҫӗре каякан инҫе ҫул тӑсӑлса выртать.

Тепӗр кунне, ир-ирех, эпӗ тӑван кил хапхи умне ҫитсе чарӑнтӑм. Пӳрт тӑррине витнӗ черепица хушшинчен шӑтса тухса типсе ларнӑ курӑк ҫулҫисем ҫилпе вӗлкӗшеҫҫӗ, пӳрчӗ вара хӑйӗн пӗтӗм сӑнӗпе: кил хуҫисене улӑштарма вӑхӑт, тесе каланӑн туйӑнать. Пирӗнпе пӗрле пурӑнакан тӑвансем тухса кайнӑ та ӗнтӗ, пӳртре шӑп. Аннепе сакӑр ҫулхи Хун-эр, пичче ывӑлӗ, кӑна эпӗ килессе кӗтнӗ.

Эпӗ килнӗшӗн анне питӗ хӗпӗртерӗ, анчах та унӑн сӑнӗ тарӑн хуйхӑллӑччӗ. Мана лартса чей ӗҫтерчӗ, куҫса каясси пирки вара сӑмах хускатма та тытӑнса тӑчӗ. Хун-эр ман ҫине катаран тимлӗн пӑхса ларчӗ — эпир унпа пӗрремӗш хут тӗлпултӑмӑр.

Юлашкинчен, эпир куҫса каясси пирки сӑмах тапратрӑмӑр. Эпӗ, хулара хваттер тупса, кил-ҫуртра кирлӗ хӑшпӗр япаласем илни ҫинчен каласа патӑм. Кунта мӗнпур йывӑр япаласене сутса, лере ҫӗнӗрен илмелле пулать. Анне манпа килӗшрӗ — сӗтел-пукан турттарса кайни, паллах; ӑссӑр япала пулӗччӗ; вӑл хӑшпӗр япалисене сутнӑ та ӗнтӗ, анчах укҫине пуҫтарса ҫитереймен.

— Эсӗ пер-ик кун кан, — терӗ анне, — тӑвансене кайса курӑн, ун чух вара тапранӑпӑр та.

— Юрать, — терӗм эпӗ.

— Эсӗ Жунь-туна астӑватӑн-и-ха? Вӑл кашни килмессерен сан пирки ыйтать, питӗ курса калаҫасшӑн. Эпӗ ун патне эсӗ килесси ҫинчен пӗлтерсе ҫырса ятӑм, вӑл, тен, персе те ҫитет пулӗ-ха.

Манӑн куҫӑм умне тӗлӗнмелле картина тухса тӑчӗ: кӑвак тӳпере ылтӑн кӑшӑл пек тулли уйӑх, тинӗсӗн хӑйӑрлӑ ҫыранӗ, катана-катана, чуна илентерсе, куҫ виҫсе илмелле мар сарӑлса выртакан арбуз уйӗ. Уй варринче — мӑйне кӗмӗл кӑшӑл ҫакнӑ ача. Аллинче унӑн сӑнӑ, унпа вӑл мӗнпур вӑйран пӑсарана чикме хатӗрленет, лешӗ вара ниҫта кайса кӗреймесӗр ҫаврӑнкалать, вара ача урисем хушшипе тухса тарать.

Ку — Жунь-ту. Эпӗ унпа вӑтӑр ҫул каялла паллашрӑм, ун чухне вӑл вунпӗр ҫултан ытла марччӗ. Вӑл вӑхӑтра атте те пурӑнатчӗ-ха, унпа чухне эпир ним нушине курмастӑмӑр, эпӗ улпут ачи пекех ӳсеттӗм. Ҫав ҫул пирӗн ҫемьен асаттесене пысӑк парне памалла пулнӑ. Кашни ҫемьерех ҫак событи вӑтӑр ҫулта пӗрре пулать, унӑн церемонийӗ вара питӗ чаплӑ иртет.

Уйӑх календарӗ тӑрӑх пӗрремӗш уйӑхра ваттисен сӑнӗсем умне парне памалли япаласене — чи хитре чашӑк-тирӗке тултарнӑ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе — хураҫҫӗ; пуҫҫапакансем ҫав тери нумаййӑн пухӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн те пулин ҫаклатса каясран яланах сыхӑ пулмалла: пирӗн пӗр вӑхӑтлӑх тарҫӑ кӑначчӗ. Манӑн атте, ӑна пӗччене йывӑр пулнӑ пирки, вилнисене парне памалли япаласене сыхлама ывӑлне, Жунь-туна, илсе килме ирӗк пачӗ. Эпӗ питӗ хӗпӗртесе кайрӑм. Жунь-ту ҫинчен тахҫанах илтнӗччӗ, хам унпа тантӑшшине те пӗлеттӗм. Вӑл високослӑ ҫул ҫуралнӑ, унӑн гороскопӗнче ҫутҫанталӑкри пилӗк япаларан пӗр япали — ҫӗр — пулман, ҫавӑнпа ӑна ашшӗ Жунь-ту ятлӑ хунӑ. Жунь-ту серепесем лартса, кайӑксем тытма пӗлнӗ.

Эпӗ ҫӗнӗ ҫула чӑтаймасӑр кӗтрӗм — ҫав кун Жунь-ту килмеллеччӗ. Кӗтсен-кӗтсен, анне мана Жунь-ту килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпӗ кухньӑна чупса тухрӑм.

Жунь-тун бронза тӗслӗ пичӗ чӑп-чӑмӑр, пуҫӗнче кӗҫҫе ҫӗлӗк, мӑйӗнче вара — питӗ лайӑх кӗмӗл кӑшӑл. Ашшӗ ӑна питӗ юратнӑ пулмалла, ҫавӑнпа та ывӑлӗ вилесрен хӑраса, Будда турра пуҫҫапнӑ та ачине кӑшӑлпа ҫирӗплетнӗ. Жунь-ту, мансӑр пуҫне, пуринчен те вӑтанчӗ. Иккӗн юлсан, эпир калаҫса кайрӑмӑр; вара ҫур кун та иртмерӗ — эпир туслашрӑмӑр та.

Ун чух мӗн ҫинчен пакӑлтатнине халӗ эпӗ маннӑ ӗнтӗ. Жунь-ту питӗ савӑнӑҫлӑ пулнине, хӑй хулана кайни тата унта тӗрлӗрен пӗлмен-илтмен япаласем курни ҫинчен каласа кӑтартнине кӑна астӑватӑп.

Тепӗр кунхине эпӗ ӑна кайӑксем тытма кӑйма ыйтса пӑхрӑм.

— Халӗ юрамасть, — терӗ вӑл. — Юр нумай ҫусан кӑна тытма юрать. Килте чухне эпӗ хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинче пӗр вырӑна тасататӑп та унта бамбукран тунӑ пысӑк карҫинкка лартатӑп, ӑна патакпа ҫӗклентеретӗп, аяла вара арпа сапса хуратӑп та кайӑксем вӗҫсе килнине аякран сӑнаса тӑратӑп. Вӗсем таккама тытӑнсан, патака ҫыхнӑ кантраран туртатӑп та, карҫинкка вӗсене хупласа хурать. Тӗрлисем ҫакланаҫҫӗ: тӗпеклӗ чӑхсем, улатӑпасем, кӑсӑясем.

Манӑн халех юр нумай ҫутарас килсе кайрӗ. Жунь-ту малаллах калать:

— Халӗ питӗ сивӗ, эсӗ пирӗн пата ҫулла пыр. Кӑнтӑрла эпир тинӗс хӗрринче рак хуранӗсем пуҫтаратпӑр — хӗрлисем, симӗссисем — тӗрлӗ тӗслисем те пур. Усал-тӗселе хӑратакан рак хуранӗсем те пур, сайра хутра Гуань-инь таса турамӑшӗн рак хуранӗ тӗл пулкалать. Каҫсерен эпир аттепе арбуз сыхлама ҫӳретпӗр, эсӗ те пирӗнпе пырӑн.

— Вӑрӑ-хурахсенчен сыхлама-и?

— Ҫук. Пӗр-пӗр иртен-ҫӳрен, шыв ӗҫес килнине ирттерес тесе, арбуз татса илсен, эпир ӑна вӑрӑ тесе шутламастпӑр. Арбузсене тискер кайӑксенчен сыхламалла: барсукран, чӗрӗпрен, чаран. Уйӑхлӑ каҫсенче час-часах ча-ча! чаплаттарнине илтме пулать — ку ча арбуз ҫиет. Сӑнӑ илетӗн те шӑппӑн йӑпшӑнса пыратӑн.

Эпӗ ун чухне ча мӗнле тискер кайӑк иккенне пӗлместӗм, халӗ те пӗлместӗп. Ҫав вӑхӑтра мана вӑл темӗншӗн йытӑ евӗр тата питӗ хаяр пек туйӑнатчӗ. — Вӑл ҫыртать-и?

— …Сӑнӑпа йӑпшӑнса пыратӑн та… ӑна курсассӑнах — чик! Ча — ӑслӑ тискер кайӑк, вӑл тӳрех сан еннелле сикет те урасем хушшипе тухса тарать. Ҫӑмӗ унӑн ҫупа сӗрнӗ пекех яка.

Эпӗ тинӗс хӗрринчи тӗрлӗ тӗслӗ рак хуранӗсемпе арбуз уйӗнчи пек тӗлӗнмелле япаласем тӗнчере пурри ҫинчен нихҫан та шутламан. Арбузсем ҫинчен эпӗ вӗсене лавккасенче сутнӑ тӑрӑх кӑна пӗлеттӗм.

— …Пирӗн патра тинӗс тулнӑ чух хӑйӑр ҫинче вӗҫекен пулӑсем сиксе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем шутласа кӑларма ҫук нумай, урисем шапасенни пекех.

Мӗн чухлӗ тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен Жунь-ту пӗлместчӗ пуль! Вӗсем ҫинчен эпӗ те, манӑн юлташсем те нихҫан та илтмен. Жунь-ту тинӗс хӗрринче пурӑннӑ, эпир вара тӑватӑ стеналлӑ кил хушшинче, курасса та пӗлӗтӗн пӗчӗк тӑваткалне кӑна курнӑ.

Шел, ҫӗнӗ ҫул уявӗсем иртсе кайрӗҫ, Жунь-тун киле таврӑнмалла пулчӗ. Хуйхӑ пусса илнипе эпӗ сасӑпах макӑртӑм, Жунь-ту та, кухньӑра пытанса ларса макӑрчӗ: вӑл пирӗн патран каясшӑн пулман. Ашшӗ ӑна ҫав-ҫавах илсе кайрӗ.

Кайран Жунь-ту ашшӗ урлӑ мана тӗрлӗ тӗслӗ рак хуранӗсем, хитре кайӑк тӗкӗсем ярса паратчӗ. Эпӗ те ӑна пӗр-ик хутчен парне ярса патӑм, унтанпа вара урӑх тӗл пулаймарӑмӑр…

Анне Жунь-ту ҫинчен сӑмах тапратсан, ҫак аса-илӳсем ман пуҫра ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе иртрӗҫ. Акӑ вӑл, манӑн тӑван ял! Ҫак асаилӳсенче ӗнтӗ тӑван кӗтесӗн пӗтӗм ырлӑхӗ.

— Вӑл килни питӗ лайӑх. Мӗнле пурӑнать-ха вӑл?

— Вӑл-и? Ох, унӑн пурнӑҫӗ питӗ йывӑр, — терӗ те анне чӳречерен пӑхрӗ. — Татах килеҫҫӗ… Хӑйсем япаласем илетпӗр, теҫҫӗ, анчах алла мӗн лекнине пӗтӗмпе сӗтӗрсе каяҫҫӗ. Кайса пӑхас пулать.

Анне тӑчӗ те картишнелле тухрӗ. Алӑк хыҫӗнче хӗрарӑм сассисем илтӗнчӗҫ. Эпӗ Хун-эра чӗнсе илтӗм те унран вӑл вулама пӗлни-пӗлменни ҫинчен, унӑн кунтан каясси килни-килменни ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӑм.

— Эпир поездпа каятпӑр-и?

— Поездпа.

— Джонкӑпа та каятпӑр-и?

— Малтан джонкӑпа.

Ха!.. Акӑ мӗнле иккен вӑл. Уссийӗ тата мӗн пек вӑрӑм! — сасартӑк тахӑшӗ тӗлӗнсе те янӑравлӑн каларӗ. Эпӗ, кӑртах сиксе, пуҫа ҫӗклерӗм те майсӑр сарлака пит-куҫлӑ та ҫӳхе туталлӑскере курах кайрӑм. Ман умра, аллисене пилӗке тытса, аллӑ ҫулалла ҫитнӗ хӗрарӑм тӑрать, унӑн симӗс йӗмлӗ ҫинҫе урисем туртса сарнӑ циркуль евӗр. Эпӗ хыпӑнса ӳкрӗм.

— Палласа илейместӗн-им? Сана эпӗ алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ.

Эпӗ тата ытларах ҫухалса кайрӑм. Телее, пӳрте анне кӗчӗ те пирӗн калаҫӑва хутшӑнчӗ.

— Вӑл тахҫантанпах кунта пулман вӗт, пурне те маннӑ. Анчах эсӗ астумалла пек, — терӗ вӑл мана. — Ку — пирӗн кӳршӗ, Ян Эр-сао, вӑл пирӗнпе чалӑшла пурӑнать, доуфупа сут тӑвать.

Юлашкинчен аса илтӗм. Эпӗ ун чухне пӗчӗкскер ҫеҫчӗ. Доуфупа сут тӑвакан лавккара ир пуҫласа каҫченех Ян Эр-сао ларатчӗ. Ӑна пурте «тӑпӑрчӑ пике» тесе чӗнетчӗҫ. Питне вӑл шуратса ҫӳретчӗ, тутисем хальхи пек ҫӳхе марччӗ… Вӑл яланах ларнӑ пирки унӑн урисем циркуль евӗр пулнине эпӗ асӑрхаман.

Ӑна пула кӑна лавккара суту-илӳ лайӑх пырать, тетчӗҫ пурте вӑл вӑхӑтра. Эпӗ питӗ пӗчӗк пулнӑ, вӑл ман асра нимӗнле йӗр те хӑварма пултарайман, ҫавӑнпа эпӗ ун ҫинчен маннӑ та. «Циркуль» мана кӳренни паллах, йӗрӗнсе пӑхать; ҫакӑн пек Наполеона пӗлмен француз ҫине е Вашингтон ҫинчен илтмен американец ҫине пӑхаҫҫӗ. Вӑл сиввӗн кулса:
— Мантӑн-им?.. Ҫапла ҫав, паллӑ ҫынсен куҫӗсем ҫӳлелле пӑхаҫҫӗ… — терӗ.

— Ҫук-ҫке… — ним тума аптраса, эпӗ ура ҫине тӑтӑм.

— Акӑ мӗн калӑп сана, тӑванӑм Синь. Эсӗ пуйса кайрӑн, япаласене турттарса кайма йывӑр, тата мӗн тума кирлӗ-ха сана пур ӑпӑр-тапӑр? Парса хӑвар мана — пире, чухӑн ҫынсене, пурте кирлӗ.

— Эпӗ пӗрре те пуян мар, тухса кайиччен манӑн мӗн пур япаласене сутса пӗтермелле.

— Ай-ай! Сана округ начальникне лартнӑ — эсӗ пур пуян мар тесе калатӑн. Халӗ санӑн виҫӗ арӑм, сакӑр ҫын йӑтмалли паланкин — татах пуян мар! Хе! Мана улталаймӑн!

Хирӗҫсе кайнинчен нимӗнле усӑ та пулас ҫуккине ӑнланса илсе, эпӗ шарламарӑм.

— Ай-ай! Ай-ай! Тӗрӗсех калаҫҫӗ ҫав: ҫыннӑн мӗн чухлӗ укҫа нумай, вӑл ҫавӑн чухлӗ хытӑ; мӗн чухлӗ вӑл хытӑ, ҫавӑн чухлӗ унӑн укҫа нумай.

«Циркуль» ҫилӗллӗн ҫаврӑнчӗ те, калаҫма пӑрахмасӑр, алӑк патнелле уттарчӗ; ҫул май аннен перчеткине пиҫиххи хушшине хӗстерчӗ.

Кун хыҫҫӑн хамӑртан инҫех мар пурӑнакан тӑвансемпе пӗлӗшсем килме пуҫларӗҫ. Япаласене пуҫтарса ҫыхмашкӑн та аран-аран пушӑ вӑхӑт тупаттӑм. Ҫаплах виҫ-тӑватӑ кун иртсе кайрӗ.

Сивӗ кун, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, эпӗ чей ӗҫсе лараттӑм, сасартӑк тулта такам ури сасси илтӗнчӗ. Чӳречерен пӑхса илтӗм тӗ хӑнана хирӗҫ васкарӑм.

Жунь-ту килчӗ. Ӑна, эпӗ ӗлӗкрен астӑвакан Жунь-туна вӑл пачах аса илтермест пулсан та, пӗрре пӑхсах палласа илтӗм. Вӑл ӗлӗкхинчен икӗ хут пысӑкрах; хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫаврака пичӗ пысӑк пӗркеленчӗксемпе витӗннӗ, куҫӗсем, ашшӗнни пекех, хӗрелсе, шыҫса кайнӑ. Чӑннипе каласан, тинӗс хӗрринче пурӑнакан хресченсен пичӗсем, тинӗсрен вӗрекен ҫилсене пула, пурин те ҫавӑн пек пулать. Жунь-ту пуҫӗнче ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗҫҫе ҫӗлӗк, ҫине ватка хурса ҫӗлетнӗ ҫӳхе куртка тӑхӑннӑ, хӑй сивӗпе чӗтрет, аллине хут тӗрки тата вӑрӑм трубка тытнӑ. Тахҫан ҫак аласем яка та ҫирӗп пулнӑ, халӗ вӗсем хытса ларнӑ, хыр хуппи пек ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ.

Жунь-ту килнишӗн эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм, анчах мӗнрен сӑмах пуҫламаллине пӗлеймерӗм.

— Тӑван Жунь-ту, эсӗ килтӗне…

Манӑн пуҫӑмра нумай сӑмахсем пӑтрашӑнса кайрӗҫ: тӗпеклӗ чӑх, вӗҫекен пулӑсем, рак хуранӗсем, ча… Ҫак сӑмахсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, ҫипе тирнӗ мерченсем сапӑнса кайнӑ пек, чӗлхем ҫинчен сапӑнса каяссӑн туйӑнчӗҫ, анчах шалти темӗнле вӑй мана калаҫма чарса тӑчӗ.

Жунь-ту ман умра тӑрать, унӑн сӑнӗнче савӑнни тата пӑлханни сисӗнет. Вӑл тутисене вылятать, анчах нимӗн те калаймасть. Юлашкинчен, хӑйне алла илсе, уҫҫӑн:
— Господин… — терӗ.

Эпӗ шӑмшак сӳлетсе кайнине туйса илтӗм. Пире ҫӳллӗ стена уйӑрса тӑнине эпӗ ӑнлантӑм та хуйхӑллӑн шӑплантӑм.

Каялла ҫаврӑнса, вӑл такама:
— Шуй-шэн, господина пуҫ тай, — терӗ те ҫурӑмӗ хыҫӗнче пытанса тӑракан ачана хӑй умне тӗртсе кӑларчӗ.
Ку — эпӗ ҫирӗм ҫул каялла пӗлнӗ Жунь-туна аса илтерчӗ, анчах ача пичӗ кӑштах сарӑрах та типшӗмрех, мӑйӗнче кӗмӗл кӑшӑл ҫук.

— Ку ман пиллӗкмӗш ача… Ниҫта та пулса курман-ха, вӑтанать…

Аннепе Хун-эр, эпир калаҫнине илтсе пулас, аяла анчӗҫ.

— Госпожа, эпӗ тахҫанах сирӗн ҫырӑвӑра илтӗм, господин таврӑннӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗм, — терӗ Жунь-ту.

— Эсӗ мӗн хуна ху кун пек тыткалатӑн? — ыйтрӗ анне савӑнӑҫлӑн. — Ӗлӗк пулсан, пӗр-пӗрне тӑвансем тесе чӗнеттӗрччӗ. Малтанхи пекех: тӑванӑм Синь…

— Ай-ай, мӗн эсӗ, госпожа!.. Апла юрать-и вара? Ун чух эпир ачасем пулнӑ, нимӗн те ӑнланман.

Жунь-ту Шуй-шэне каллех пуҫ тайма хушрӗ, анчах лешӗ, вӑтанса, ашшӗн ҫурӑмӗ хыҫне пытанчӗ.

— Ку Шуй-шэн-и? Пиллӗкмӗш-и? Вӑтанать вӑл.

Нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук: кунта уншӑн пурте палламан ҫынсем. Вӗсем Хун-эрпа уҫӑлса ҫӳреччӗр, — терӗ анне.

Хун-эр Шуй-шэна чӗнсе илчӗ, лешӗ вара, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, савӑнӑҫлӑн ун хыҫҫӑн утрӗ. Анне Жунь-туна ларма сӗнчӗ. Вӑл хӑюсӑртараххӑн пукан ҫине ларчӗ те, хӑйӗн вӑрӑм чӗлӗмне сӗтел ҫумне тайӑнтарса, мана хут тӗрки тӑсса пачӗ.

— Кунта кӑштах симӗс пӑрҫа. Хамӑр типӗтрӗмӗр. Тархаслатӑп сана, господин. Хӗлле урӑх нимӗн те ҫук.

Эпӗ вӑл мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтрӑм. Вӑл пуҫне ҫеҫ сулкаласа илчӗ.

— Йывӑр. Аслӑ ывӑл ӳссе ҫитрӗ ӗнтӗ, пулӑшать, анчах ҫӑкӑр-тӑвар ҫаплах ҫителӗксӗр… Тата ахаль те канӑҫ ҫук… Пур ҫӗрте те укҫа кирлӗ… йӗркелӗх ҫук, тырӑ-пулӑ япӑх… Мӗн пуррине пуҫтаран та сутма каятӑн, парӑм ҫине парӑм килсех тӑрать, сутатӑн вара ним усӑсӑр. Сутмарӑн-тӑк — ҫӗрсе каять.

Жунь-ту каллех пуҫне сулкаласа илчӗ. Пичӗ, пӗркеленчӗкӗсемпе йӗрленнӗскер, чулран касса кӑларнӑ евӗр, хытса ларнӑ пек туйӑнать. Вӑл хуйхӑ-суйхӑ тӳснӗ курӑнать, анчах пурин ҫинчен те каласа кӑтартма пӗлмест. Кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, Жунь-ту вӑрӑм чӗлӗмне илчӗ те чӗртсе ячӗ.

Вӑл аннепе калаҫнинчен унӑн килӗнче ӗҫ нумай пулнине, унӑн ыран киле васкасах таврӑнмаллине пӗлтӗм. Жунь-ту апатланманнине пӗлсен, анне ӑна кухньӑна кайса апат ӑшӑтса ҫиме хушрӗ.

Вӑл тухрӗ. Эпир аннепе унӑн шӑпи ҫинчен калаҫса лартӑмӑр. Ҫемье пысӑк, выҫлӑх, йывӑр парӑмсем, салтаксем, вӑрӑ-хурахсем, чиновниксем. Телейсӗрскер, йывӑҫран лартнӑ статуя пекех типсе кайнӑ.

Анне ӑна хамӑр илсе кайма пултарайман мӗнпур япаласене пама пулчӗ, — хӑйне мӗн кирлине суйласа илтӗр.

Каҫхине Жун-ту темиҫе япала суйласа илчӗ: икӗ вӑрӑм сӗтел, тӑватӑ пукан, курильник, ҫурта лартмалли, писмен. Вӑл тата пӗтӗм улӑм кӗлне илесшӗн пулчӗ (вутӑ вырӑнне пирӗн рис улӑмӗ ҫунтараҫҫӗ), кӗл ӑна хӑйӑрлӑ ҫӗрне ҫемҫетме кирлӗ пулнӑ. Унпа ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр: эпир тухса каяс тӗле вӑл килет те уйӑрса илнӗ япаласене пӗтӗмпех джонкӑпа тиесе каять.

Каҫхине эпир нумайччен калаҫса лартӑмӑр, анчах кирли ҫинчен пӗр сӑмах та тапратмарӑмӑр. Тепӗр ирхине Жунь-ту, хӑйпе пӗрле Шуй-шэна илсе, тухса кайрӗ.

Татах вунӑ кун иртрӗ, юлашкинчен, эпир тухса каяс кун та ҫитрӗ, Жунь-ту ирех килчӗ, хӑйпе пӗрле, Шуй-шэн вырӑнне, кимме хураллама тесе, пилӗк ҫулхи хӗрачине лартса килчӗ. Пӗтӗм куна эпир ӗҫре аппалансах ирттереттӗмӗр, пӗр-пӗринпе калаҫма урӑх май килмерӗ. Хӑнасем нумай пуҫтарӑнчӗҫ: кам ӑсатма, кам япаласем патне, теприсем тата — ӑсатма та, япаласем патне те килнӗ. Каҫ тӗлне, эпир джонка ҫине ларнӑ ҫӗре, пирӗн килтен пӗр япала хӑварми якатса тухрӗҫ — нимӗн те юлмарӗ, пысӑкки-пӗчӗкки те, кивелсе кайнисем те, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ япаласем те.

Пирӗн джонка малаллах пырать, ҫыранти, ӗнтрӗкре тӗксӗм кӑваккӑн курӑнакан тусем вӑраххӑн хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ.

Эпир Хун-эрпе джонка чӳречи умӗнче тӑратпӑр, ҫутҫанталӑкӑн каҫ умӗнхи илемӗпе киленетпӗр. Сасартӑк Хун-эр:
— Тете, эпир хӑҫан каялла килетпӗр? — тесе ыйтрӗ.

— Каялла-и? Ҫула тухма та ӗлкӗреймерӗн — каялла таврӑнасси ҫинчен шутлатӑн та.

— Шун-шэн хӑй патне выляма чӗнчӗ. — Хун-эр, пысӑк хура куҫӗсене чарса, шухӑша путрӗ.

Аннепе иксӗмӗр те тунсӑха ӳкрӗмӗр, эпир Жунь-туна аса илтӗмӗр. Анне мана эпир ҫула пуҫтарӑнма тытӑннӑранпа пирӗн пата кашни кунах ҫӳрекен Ян Эр-сао «тӑпӑрчӑ пике» ҫак кунсенче кӗл купи ҫинчен вунна яхӑн чашӑкпа турилккесем тупнӑ, тесе каласа пачӗ. Кӑштах пакӑлтатнӑ хыҫҫӑн вӑл: ҫакна Жунь-ту тунӑ, терӗ. Кӗл патне килсен, вӑл чашӑк-тирӗксене те илсе кайма пултарнӑ. Ян Эр-сао, пире пысӑк усӑ турӑм тесе шутласа, «йытӑсене тарӑхтармӑш» кормушкӑсене ҫаклатнӑ та васкаса тухса кайнӑ, хайӗн урисем пӗчӗккӗ курӑнччӑр тесе ятарласа тутарнӑ хулӑн тӗплӗ туфлисемпе мӗн чухлӗ чупма пултарнӑ таран хытӑ чупнӑ.

Хамӑрӑн кивӗ ҫуртран инҫетрен те инҫете ишетӗп, тӑван кӗтессем катанах юлса пыраҫҫӗ, анчах вӗсенчен уйрӑлнӑшӑн эпӗ пӗртте шеллеместӗп.

Куҫа курӑнман стенасем пур енчен те хупласа, мана тӗнчерен уйӑрнӑн туйӑнса кайрӗ; чуна тунсӑх ҫавӑрса илчӗ. Арбуз уйӗнчи пӗчӗк паттӑрӑн кӗлетки, мӑйне кӗмӗл кӑшӑл ҫакнӑскер, унччен куҫӑм умне уҫҫӑн курӑнатчӗ, халӗ тӗксӗмленчӗ, ку вара манӑн чӗрене хытӑ ыраттарчӗ.

Аннепе Хун-эр ҫывӑрса кайрӗҫ.

Юханшыв шӑпӑлтатнине итлесе выртнӑ май пурнӑҫра эпӗ хам тӗрӗс ҫулпах пыратӑп тесе шухӑшларӑм.

Жунь-тупа иксӗмӗрӗн ҫулсем нумайлӑхах уйрӑлчӗҫ, — терӗм эпӗ хама хам, — анчах ачасем пӗр-пӗринпе ҫывӑх-ха. Хун-эр халӗ Шуй-шэн ҫинчен шухӑшламасть-и вара? Вӗсене пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ стена уйӑраймӗ, вӗсем, ман пек, ҫапкаланса, Жунь-ту пек, ӑсран кайса пурӑнмӗҫ, вӗсен чӗринче ыттисенни пек йывӑр ҫилӗ те пулмӗ. Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп. Вӗсем ҫӗнӗ, эпир курман пурнӑҫпа пурӑнма тивӗҫлӗ…

Эпӗ сасартӑк хӑраса кайрӑм.

Жунь-ту пиртен курильницӑпа ҫурта лартмалли ыйтсан, вӑл турӑ кӗлетки умӗнче халь те пуҫ тайнишӗн ӑшра кулса илтӗм. Анчах та манӑн ӗмӗт хам шутласа кӑларнӑ турӑ кӗлетки мар-им? Жунь-ту ӗмӗчӗ — ыранхи кунра, манӑн — тӗтреллӗн курӑнакан пуласлӑхра…

Тӗлӗрсе пынӑ май эпӗ мерчен ҫыранпа тӗксӗм-кӑвак тӳпери ылтӑн уйӑха куртӑм та шухӑшларӑм: Ӗмӗт вӑл — пурнӑҫра пурри ҫеҫ те мар тата пулма пултарайманни те мар. Ҫӗр ҫинчи пек: ҫул ҫук, ҫавах ҫынсем нумаййӑн иртеҫҫӗ те — ҫул хывӑнать!

Сайт:

 

Статистика

...подробней