Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXXIV сыпӑк

Раздел: Ҫӗр варрине анса курни

Автор: Куҫма Чулкаҫ

Источник: Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Год: 1947; Добавлен: 2020.09.14 23:26

Предложений: 100; Слово: 1207

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Августӑн 19-мӗшӗ, юнкун. Телее пула вӑйлӑ вӗрекен ҫил ҫапӑҫу пулса иртнӗ вырӑнтан пире пит хӑвӑрт урӑх ҫӗрелле ишсе кайма пулӑшрӗ. Ганс пӗрмаях сулӑ рульне тытса пырать. Пичче тискер кайӑксем мӗнле ҫапӑҫнине пӑхса хӑйӗн малтанхи шухӑшӗсенчен пӑрӑнса кайнӑскер, халӗ ӗнтӗ каллех ҫилленкелесе тинӗс шывӗ ҫинелле пӑхса пырать. Пирӗн хамӑр каякан ҫул каллех яланхи пек кичем те пӗр евӗрлӗ пырать; анчах ӑна эпӗ ҫапах та ӗнер пулнӑ хӑрушлӑхсемпе улӑштармӑттӑм.

Августӑн 20-мӗшӗ, кӗҫнерни кун. Ҫил ҫурҫӗрпе хӗвел тухӑҫӗнчен вӗрет, вӑл тикӗсех мар. Ӑшӑ. Эпир кашни сехетре вӑтӑр пилӗкшер километр хӑвӑртлӑхпа ишсе пыратпӑр. Кӑнтӑрла тӗлнерех инҫетрен темӗнле шавланӑ сасӑ илтӗнет. Кунта эпӗ ҫак факта анчах паллӑ туса хӑваратӑп, мӗнрен пулнине ӑнлантарса тӑмастӑп. Ку темӗнле пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑракан сасӑ.

— Ку, — терӗ профессор, — таҫта инҫетре тинӗс хумӗсем ҫырана е пӗр-пӗр пысӑк чула пырса ҫапӑнаҫҫӗ пулмалла.

Ганс мачта тӑррине хӑпарса пӑхать, анчах нимӗнле чул сӑрчӗ те курӑнмасть. Океан горизонт йӗрне ҫитиех сарӑлса выртать. Виҫӗ сехет иртет. Ҫак кӗрлекен сасӑ инҫетре шыв таҫтан ҫӳлтен персе анакан сасӑ евӗр туйӑнать. Эпӗ хамӑн шухӑша пиччене каласа паратӑп, анчах вӑл пуҫне ҫеҫ сулать. Ҫапах та эпӗ хама хам йӑнӑшмарӑм тесе шанатӑп. Нивушлӗ эпир капла тӳрех хамӑра тӗпсӗр тинӗсе ҫӑтса антарма путаракан шыв патне ишсе пыратпӑр вара? Ҫав майпа ҫӗр варринелле анса кайни профессор кӑмӑлне каять пулсан та, мӗншӗн тесен вӑл аялалла пуҫхӗрлех анса кайнинчен нумаях уйрӑм мар, анчах эпӗ…

Кирек мӗнле пулсан та, пиртен пӗр вунӑ километр маларах ҫав сасса кӑларакан пӗр-пӗр чӗрчун пулмалла, мӗншӗн тесен кӗрленӗ сасӑ пит хытӑ илтӗне пуҫларӗ. Ӑҫтан килет-ха вӑл сасӑ, пӗлӗтрен-и е океанран-и? Эпӗ сывлӑшрах тӗтре пек ҫӗкленсе ҫӳрекен пӑс ҫинелле, ун витӗр мӗн те пулин курас тесе тӑрӑшса пӑхатӑп. Тӳпе лӑпкӑ, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫӳлерех пӗр вырӑнта тӑраҫҫӗ, малалла вӗсем йӑлтӑркка ҫутӑ ӑшӗнче ҫухалса каяҫҫӗ. Ҫав сасӑ мӗнрен пулнине, паллах ӗнтӗ, тепӗр ҫӗрте шырамалла пулать. Вара эпӗ нимӗн пӗлӗтсӗр тӑп-тӑрӑ горизонт ҫинелле пӑхса мӗн те пулин кураймӑп-ши тесе шухӑшларӑм. Горизонт пӗртте улшӑнман, ӗлӗкхи пекех. Анчах ҫак сасӑ аялалла персе анакан шывран килет пулсан, пӗтӗм тинӗс хӑйӗнчен аяларах тӑракан бассейна персе аннипе кӗрлесе тӑрать пулсан, шыв вӑйлӑрах сулӑнса юхмалла, шыв юхӑмӗ хӑвӑртланнӑҫемӗн хӑвӑртланса пырать пулсан, эпӗ хамӑра хӑратса тӑракан хӑрушлӑха та пӗлме пултармалла. Шыв юхӑмне сӑнатӑп. Юхни пӗртте палӑрмасть. Тӑватӑ сехет тӗлӗнче Ганс каллех мачта тӑррине улӑхса кайрӗ те, хӑй умӗнче курӑнса выртакан тинӗсӗн ҫур ҫаврашки умне йӗри-тавра пӑхса, пӗр пӑнчӑ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Унӑн пичӗ-куҫӗсенче нимӗнрен те тӗлӗнни палӑрмасть, анчах вӑл унталла тинкерсе пӑхать.

— Вӑл темӗскерле япала курать, — терӗ пичче. — Ҫапла пек туйӑнать, — тетӗп.

Ганс анчӗ те аллипе кӑнтӑр еннелле кӑтартса:
— Dек nere! — терӗ.

— Унта, — терӗ пичче.

Вӑл подзорнӑй труба тытса пӗр минутлӑха пит тинкерсе пӑхрӗ, ҫав минут маншӑн темӗн пекех вӑрӑммӑн туйӑнчӗ.

— Ҫапла, ҫапла ҫав! — тесе кӑшкӑрать вӑл.

— Мӗн куратӑр-ха эсир? — тесе ыйтрӑм.

— Тинӗсрен ҫӳлелле хӑпаракан темӗн пысӑкӑш шыв юпине куратӑп.

— Каллех тинӗсри пӗр-пӗр тискер кайӑк-и? — тӗсе ыйтатӑп.

— Пулӗ те.

— Апла пулсан, хӗвел анӑҫнелле пӑрӑнар. Ҫав авалран юлнӑ тискер кайӑксене тӗл пулма мӗнле хӑрушӑ иккенне эпир пӗлетпӗр вӗт.

— Ӗлӗкхи пекех пырӑпӑр, — терӗ пичче мана хирӗҫ.

Эпӗ Ганс еннелле ҫавӑрӑнса пӑхрӑм, анчах вӑл нимӗн те пӑркаланмасть, лӑпкӑн ларса сулӑ рульне тытса пырать. Ҫапах та, пире инҫетрен, сахалтан та ҫӗр ҫирӗм километра яхӑнтан, ҫав ҫӳлелле сирпӗнсе тухакан шыв юпи палӑрать пулсан, вара вӑл тискер кайӑк мӗн пысӑкӑш-ши? Пӑртак сыхланас пулсан та, ҫав хӑрушлӑхран пирӗн тармаллах пулать, анчах эпир кунта сыхланса ҫӳреме килсе ҫитмен ҫав. Ҫавӑнпа эпир малаллах ишсе кайӑпӑр. Эпир ҫав вырӑна ҫывхарса пынӑҫемӗн шыв юпи пысӑклансах пырать. Ҫавӑн чухлӗ шыв ҫӑтса пӗр чарӑнми ҫӳлелле сирпӗтсе тӑракан асар-писер тискер кайӑк мӗнле-ши вӑл? Каҫалапа 8 сехет тӗлӗнче эпир унтан мӗн пурӗ те ҫирӗм километр анчах юлтӑмӑр. Унӑн хурарах сӑрт пек хӑпарса тинӗсре выртакан ӳт-пӗвӗ утрав евӗрлех курӑнса тӑрать. Куҫӑмсем улталаҫҫӗ-и е хӑранипе-и, анчах унӑн тӑрӑшшӗ мана пин чалӑшран та вӑрӑмрах пек курӑнать. Ку мӗнле йышши кит-ши, ун ҫинчен Кювье те, Блюменбах та аса илмен пулӗ? Ҫав тискер япала пӗр сиккеленмесӗр ҫывӑрнӑ пекех выртать; ӑна тинӗс те ҫӗклеймест пулас, шыв хумӗсем анчах айккисене пырса ҫапӑнаҫҫӗ. Пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшне юпа пек сирпӗнсе улӑхакан шыв фонтанӗ, вӑйлӑ ҫумӑр шывӗ пек каялла кӗрлесе аннипе хӑлхана хуплать. Эпир ӑсран кайнӑ ҫынсем пек, тӳрех ҫав хӑрушӑ япала патне ҫывхарса пыратпӑр, ку тискер кайӑк ҫиес пулсан, кунне ҫӗр кита ҫӑтса ярсан та тӑранас ҫук. Манӑн пӗтӗмпех сехрем хӑпрӗ. Эпӗ малалла ишесшӗн те мар. Кирлӗ пулсан, эпӗ сулӑ хатӗрӗсене касса ваклама та хавас. Профессора хирӗҫ манӑн пӗтӗм ӑш-чикӗм тулса ҫитрӗ, анчах вӑл эпӗ каланине хӑлхана та чикмест. Сасартӑк Ганс сиксе тӑчӗ те ҫав хӑрушӑ пӑнчӑ ҫинелле пӳрнипе кӑтартса ҫапла каласа хучӗ:

— Наlme.

— Утрав! — тесе кӑшкӑрать пичче.

— Утрав! — тетӗп эпӗ хулпуҫҫисене сиктеркелесе.

— Паллах, — терӗ мана хирӗҫ профессор, хӑй хытӑ кулать.

— Анчах, ҫав шыв юпи…

— Гейзер, — тет Ганс.

— Паллах, гейзер, — тет пичче, — Исландири гейзерсем евӗрлех.

Малтан эпӗ, тинӗс утравне тискер пысӑк кит вырӑнне хурса ҫав тери йӑнӑш тунипе ниепле те килӗшейместӗп. Анчах ку япала паллӑ пулса тӑчӗ, манӑн хам йӑнӑшнине ирӗксӗрех йышӑнмалла пулчӗ.

Эпир утрав патнелле ҫывхарнӑҫемӗн сирпӗнекен шыв фонтанӗ тата тӗлӗнмеллерех курӑнса пырать. Пӗчӗк утрав хӑйӗн кӗлеткипе чӑнласах та пысӑк кит евӗрлех курӑнса выртать, унӑн пуҫӗ тинӗс ҫинчен вунӑ чалӑш ҫӳллӗш хӑпарса тӑрать. Гейзер утравӑн пӗр вӗҫӗнче кӗрнеклӗн ҫӗкленсе шыв сирпӗтет. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑртлатса каякан сасӑ илтӗнсе, темӗн пысӑкӑш шыв юпи вӑйлӑ тапакан фонтан пек пӗлӗтӗн чи ҫӳлти сийӗсенех сирпӗнсе ҫитет, йӗри-тавралла вӗри пӑс кӑларса салатать. Ҫак шыв юпи пӗчченех шавласа тӑрать, ун тавра тӗтӗм те мӑкӑрланса хӑпарни курӑнмасть, вӗри ҫӑлсем те палкаса тухмаҫҫӗ, мӗнпур вулкан вӑй-хӑвачӗ пӗр гейзера пухӑнса тӑнӑ. Электричество ҫуттин ялтӑркка пайӑркисем шыв фонтанӗпе пӗрлешсе, асамат кӗперӗн пур тӗслӗ уттисемпе выляса тӑраҫҫӗ.

— Чарӑнатпӑр, — тет профессор.

Анчах ҫав кӗрлесе тӑракан шыв юпи патӗнчен питӗ сыхланса иртмелле, унсӑрӑн вӑл пирӗн сулла пӗр самантрах путарма пултарать. Ганс меллӗ пӑркаласа сулла утрав хӗррипе илсе пычӗ. Эпӗ чул ҫине сиксе тухрӑм, пичче ман хыҫӑмран пычӗ, ҫав вӑхӑтрах Ганс, нимӗнле япаларан та тӗлӗнмесӗр, хӑй вырӑнӗнчех ларса юлчӗ. Эпир вут чулӗ ванчӑкӗсем туфпа хутшӑнса хытнӑ гранит тӑрӑх утса пыратпӑр; пирӗн урасен айӗнче тӑпра чӗтренсе пырать, вӑл вӗри. Эпир гейзер сирпӗнсе тухакан вӑта ҫӗрте кӳлленсе выртакан пӗчӗкрех шыв бассейнӗ патне ҫитрӗмӗр. Вӗресе выртакан шыв ӑшне эпӗ термометр чиксе пӑхрӑм та, ҫӗр утмӑл виҫӗ градус вӗри пулнине пӗлтӗм. Апла ку шыв ҫулӑмпах хӗмленсе ҫунакан вучахран сирпӗнсе тухать иккен. Ку Лиденброк профессорӑн пӗтӗм теорине хирӗҫ пырать. Эпӗ ҫакна асӑрхаса каламасӑр нимӗнпе те чӑтаймарӑм.

— Мӗнех вара ку мана, теорие хирӗҫ пырать пулсан та? — тет вӑл хирӗҫ тавӑрса.

— Нимӗн те мар, — тетӗп эпӗ ӑна хирӗҫ сиввӗн, вӑл ниепле те хӑй шухӑшӗнчен пӑрӑнас ҫуккине курса.

Ҫапах та манӑн тӳрех ҫакна каламалла: ку таранччен пирӗншӗн пурте тӗлӗнмелле ӑнса пырать, эпӗ пӗлеймен сӑлтавсем пирки пирӗн ҫулҫӳрени температура тӗлӗшӗнчен уйрӑм условисенче пулса пырать. Анчах манӑн шухӑшпа, эпир хӑҫан та пулин ҫӗр варринелле нимӗнле термометрпа та виҫме ҫук вӗри тӑракан вырӑнсене пырса тухмалла, ку паллӑнах курӑнса тӑрать, нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук.

— Пурӑнсан курӑпӑр-ха, — терӗ те профессор вара, вулканран пулнӑ утрава хӑйӗн тӑванӗн ывӑлӗ ятне парса, малалла ишсе кайма паллӑ турӗ. Эпӗ ҫак гейзера тата темиҫе минут хушши сӑнаса пӑхса тӑтӑм. Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, шыв фонтанӗ ҫӳлелле ялан пӗр евӗрлӗ сирпӗнсе тӑмасть, унӑн вӑйӗ хӑш чухне сахалланать, унтан ҫӗнӗрен вӑйланать, ку манӑн шухӑшӑмпа гейзӗрӑн шалти хӑвӑлӗнче пухӑнса тӑракан шыв пӑсӗсем пӗрпек пулманран ҫапла улшӑнать пулас. Юлашкинчен эпир, кӑнтӑр енчи ытла чӑнкӑ чул сӑрчӗсенчен пӑрӑнса, малалла ишсе кайрӑмӑр. Ганс утрав патӗнче чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра сулла тӳрлетсе майласа ҫитерчӗ. Анчах ҫак вырӑнтан тухса кайиччен эпӗ сӑнавсем тӑватӑп та миҫе километр ишсе пынине шутласа журнал ҫине ҫырса хуратӑп. «Гретхен портӗнчен» ишсе тухнӑранпа эпир мӗн пурӗ 1100 километр ытларах кайнӑ, халӗ Исландирен 270.0 километрта Англи айӗнче пыратпӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней